Шупашкарти П. Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнчи халӑх театрӗ Б.Васильевӑн «А зори здесь тихие...» повеҫӗ тӑрӑх спектакль ят панӑ. Ӑна «Кунта шурӑмпуҫӗ лӑпкӑ...» ят панӑ.
Марина Карягина тележурналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, И. Максимов-Кошкинский ячӗпе хисепленекен халӑх драма театрне Нина Панина режиссёр ҫут тӗнчерен кайнӑранпа Владимир Егоров ертсе пырать.
Сӑмах май каласан, ҫӗнӗ ӗҫпе «Раҫҫӗй 1» телеканалпа эфира тухакан хыпарсен кӑларӑмӗнче каласа кӑтартнӑ. Владимир Егоров режиссёра вара ытларикун, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 9 сехет те 30 минутра уҫӑ эфира тухакан «Ирхи тӗпеле» йыхравланӑ.
Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Национальное достояние – 2023» (чӑв. Наци пуянлӑхӗ — 2023) Пӗтӗм тӗнчери телевидени конкурс-фестивалӗнче лауреат ятне ҫӗнсе илнӗ.
Конкурсӑн финалӗ ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта иртнӗ. Конкурса хутшӑнакансене Мускаври профессиллӗ тӳресем хакланӑ.
Конкурса хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан тата ют ҫӗршывсенчен хутшӑннӑ.
Кӳкеҫри ачасен интернат-ҫуртӗнче пурӑнакансем «Ӳнер тата декораципе прикладной пултарулӑх» номинацире хӑйсен тантӑшӗсен хушшинче I степеньлӗ лауреат ятне тата кубока ҫӗнсе илнӗ.
Ольга Крайкина тата Валентина Морышкина сусӑр ачасем Татьяна Афанасьевӑпа Татьяна Харитонова педагогсем ертсе пынипе чӑваш пуканисене ӑсталанӑ, конкурса ҫавӑнпа хутшӑннӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть «Уйӑх юлташне ҫӑлни» ятлӑ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ – Ирина Кошкина. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма «вӑтам ҫулти ачасем валли хатӗрленӗ, унта ҫичӗ калав кӗнӗ».
Иринӑн ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсем маларах «Пирӗшти патне янӑ ҫыру», «Куҫукпа Хураҫка. Потеряшка», «Ҫул кайӑкӗ» сборниксенче кун ҫути курнӑ.
Ирина Кошкина 1994 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вырӑс тата чӑваш филологийӗпе журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ пулса ӗҫлет. 2023 ҫултанпа вӑл – «Чӑваш Республикинчи профессионал писательсен союзӗ» общество организацийӗн членӗ.
Марина Карягина тележурналист, поэт, сценарист, драматург ҫинчен Мускав режиссёрӗ ӳкернӗ фильма Шупашкарта кӑтартӗҫ.
Аса илтерер: Мускаври кино ҫуртӗнче чӑвашсен паллӑ ҫыравҫине, телертӳҫӗне тата кино ӑстине Марина Карягинӑна халалланӑ каҫ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫав каҫ поэтӑн ҫӗнӗ кӗнекине хакланӑ, Марина Карягина ҫинчен «Встречное течение. Амфистроф» документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ӑна Мускаври режиссёр Александр Куприн Раҫҫейӗн Культура министерствин саккасӗпе ӳкернӗ.
Ҫав фильма ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 18 сехетре Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче, хӑтлама палӑртнӑ. Ҫав тӗллевпе пултарулӑх ушкӑнӗ Шупашкара килсе ҫитӗ.
4 ҫул каялла Шупашкарти "Каскад" суту-илӳ центрӗ ҫывӑхӗнчи постанци стени ҫине Нарспие ӳкернӗ. Ӗҫ авторӗ - паллӑ художникӑн Алексей Кокелӗн тӑванӗ Ксения Кокель. Ун чухне вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра вӗреннӗ. Халӗ ҫав ӳкерчӗк ҫук. Ӑна сӑрӑ тӗслӗ сӑрӑпа сӑрласа лартнӑ.
Ксения Кокель ку ӳкерчӗке Крымра иртнӗ "Тавридӑра" ҫӗнсе илнӗ грант укҫипе ӳкернӗ. Анчах ҫав 100 пин тенкӗ ҫитмен, хӑйӗнне те хушнӑ.
Стена ҫинчи Нарспи мӗншӗн ҫухалнӑ? Паллӑ мар.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ гастроле тухса кайнӑ. Аякках мар-ха, хамӑр республика тӑрӑх.
Виҫӗ кунлӑх тур вӑхӑтӗнче артистсем тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Пӗрремӗш кун вӗсем Улатӑр хулинчи Культура ҫурчӗн сцени ҫине тухнӑ. Унта ансамбль «Тӑван халӑх сасси» программӑпа ҫитнӗ. Филармонире палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, концерт артистсен пултарулӑхне яр уҫҫӑн уҫса панипе пӗрлех чӑваш чӗлхин илемлӗ янӑравӗпе киленме май парать.
Ӗнер республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Литературная Чувашия: книга года 2022» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2022 ҫулхи кӗнеке) фестиваль-конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Ӑна вулавӑш Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗпе, Чӑваш кӗнеке издательствипе, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе пӗрле ирттернӗ.
«Чи лайӑх ӑслӑлӑх кӗнеки» номинацире Геннадий Николаевӑн «Мир волжской деревни во второй половине XIX – начале XX века» кӗнеки ҫӗнтернӗ, тӑван тӑрӑх ҫинчен ҫырнӑ чи лайӑх кӗнеке — Антонина Мордвинован «Будущее не спешило ко мне... Художник Анатолий Миттов», илемлӗ прозӑпа ҫырнисенчен — Георгий Фёдоровӑн «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи», поэзирен — Марина Карягинӑн харӑсах икӗ кӗнеки: «Вӑхӑт тараси» тата «Урӑх ӑру = Другое поколение = A different generation», ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнисенчен — Людмила Смолинан «Шӑпӑрлан» тата Дмитрий Моисеевӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли», чи нумай вуланӑ кӗнеке — Алевтина Дмитриеван «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ», хитре илемлетнӗ кӗнеке — Наталия Орлова художество редакторӗ пулса хитрелетнӗ «Балерина Надежда Павлова». Вӗренӳ пособийӗсенчен чи лайӑххине палӑртман.
Иртнӗ эрнере Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗнче Ольга Васильевӑн «Килсӗр йытӑ» кӗнекине сӳтсе явнӑ. Унта ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем хутшӑннӑ.
«И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Николай Осипов та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ. Писателӗн ҫырас ӑсталӑхӗ чӑннипех те ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ», — хыпарланӑ вулавӑшра. «Ольга Васильева пурнӑҫ чӑнлӑхне ҫутатса панисем чылай вӑхӑт иртнӗҫӗмӗн Игнатий Иванов, Иван Юркин хайлавӗсем пек нихӑҫан та кивелмӗҫ, вӑл вӑхӑта пӗлме, туйма пулӑшӗҫ», – тенӗ тӗпчевҫӗ.
И.Я. Яковлев калавӗсем тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировкӑсен конкурсӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Вӑл пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пынӑ. Унта пахчисемпе шкул ачисем хутшӑннӑ.
Конкурса Чӑваш Енри, Тутар Республикинчи, Ульяновск облаҫӗнчи 173 ача хутшӑнса хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призёрсене дипломсемпе чыслама, конкурса хутшӑннисене сертификат парса хавхалантарма йышӑннӑ.
Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи федераци округӗсенчи хӑйсем тӗллӗн вӗреннӗ пултарулӑх коллективӗсен фестиваль-конкурсӗн зонӑри иккӗмӗш тапхӑрӗ пысӑк гала-концертпа вӗҫленнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ «Йӑла-йӗрке» номинаципе иртнӗ, унта Раҫҫейӗн 9 регионӗнчи 14 коллектив хутшӑннӑ.
Фестиваль-конкурсра 5 коллектива лауреат ятне панӑ. Сумлӑ ҫав йыша халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗ (Шупашкар) те лекнӗ. Коллектив лауреат ятне тата «Культура» наци проекчӗн грантне тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |