Шупашкарта нумаях пулмасть «Чӑваш романӗн» ҫӗнтерӳҫине палӑртнӑ. Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерессине, ал ҫырусене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнассине эпр унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унӑн тӗллевӗ – хальхи чӑваш литературине тата пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсене аталантарасси.
«Чӑваш романӗ» литература конкурсӗ ҫулталӑк ытла пынӑ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсемпе жюри членӗсем тимлӗ паллашнӑ хыҫҫӑн Аркадий Русаковӑн «Турхан сӑмахӗ» ал ҫырӑвне пысӑка хурса хакланӑ. Ҫитес ҫул вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче уйрӑм кӗнекен кун ҫути курӗ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артистки Нина Григорьева «Театр – ман ӑраскал» моноспектакльпе сцена ҫине тухӗ.
Раштав уйӑхӗнче 85 ҫул тултаракан артистка К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 62 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Кашнинех — ӗнентерӳллӗ, чуна тивмелле, асра юлмалла. Кӑҫалхи сезонта вӑл, сӑмах май каласан, Валентин Распутинӑн «Последний срок» пьеси тӑрӑх лартнӑ «Анне» спектакльти тӗп роле вылять.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Театр – ман ӑраскал» моноспектакле Чӑваш драма театрӗн Пӗчӗк залӗнче кӑтартӗҫ. Раҫҫей халӑх артистки куракан умне ҫывӑххӑн, куҫа куҫӑн, декорацисӗр тата ҫутӑпа тӗрлӗ сцена атрибучӗ усӑ курмасӑр тухӗ. Чӑваш кураканӗ умӗнче чунтан юратнӑ артистка наци тумӗ тӑхӑннӑ хӗрсем хушшинче, илемлӗ халӑх кӗввипе хӑйӗн классикӑллӑ монологӗсене вулӗ».
Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературная газета» (чӑв. Литературная газета) хаҫатӑн ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ.
Йышра политика пайӗн редакторӗ Олег Пухнавцев; хаҫатӑн ятарлӑ проекчӗсен ертӳҫи, вырӑс литературин обществин председателӗ Александр Чистяков; пирӗн ентешӗмӗр, Канашра ҫуралнӑ Сергей Ефимов пулнӑ.
Хӑнасем «ГИПЕРТЕКСТ» литература премийӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Унӑн приз фончӗ — 5 миллион тенкӗ.
Кайран Сергей Ефимов поэтпа, офицерпа, «Литература хаҫачӗн» преми лауреачӗпе тӗлпулу иртнӗ.
Пӗтӗм тӗнчери педагог-художниксен союзне йӗркеленӗренпе 10 ҫу ҫитнине халаласа Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче педагог-художниксен форумӗ иртнӗ. Ӑна маларах асӑннӑ союзӑн республикӑри пӗрлешӗвӗ тата Шупашкарти ӳнер училищи (техникумӗ) йӗркеленӗ.
Мероприятие тӗрлӗ шайри 60 ытла педагог хушӑннӑ. Вӗсен йышӗнче — вӑтам шкулсенче ӗҫлекенсем, хушма пӗлӳ паракан учрежденисенче тӑрӑшакансем, вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан заведенийӗсен преподавателӗсем.
Форума пуҫтарӑннисене Шупашкарти ӳнер училищин директорӗ Владимир Ануфриев тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова саламланӑ.
Чӑваш Енри ҫамрӑк ӳнерҫӗ Ксения Кокель Раҫҫейпе Европӑри 30 ытла хулара 100 ытла граффити ӳкернӗ. Вӑл ачаранах ӳкерме юратнӑ. Ӑсталӑхне вӑл малтан Шупашкарти ӳнер училищинче, кайран И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче туптанӑ.
Хӗр урамри стенасем ҫине нумай ӳкерме ӗлкӗрнӗ.
Аса илтерер, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ксения Владимир хулинче иртнӗ стрит-арт ӳнер фестивальне хутшӑннӑччӗ. Ун чухне вӑл Асаткин урамӗнчи 31-мӗш ҫурт стени ҫине хӗре ӳкернӗ.
Чӑваш Енре «Мастер коммуникаций» (чӑв. Коммуникаци ӑсти) конкурс иртӗ. Унта халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистсем хутшӑнӗҫ.
Конкурса Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ республикӑри тата федераци шайӗнчи ӗҫ тӑвакан органсемпе тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансемпе пӗрле ирттерет. Унта тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ организацисен специалисчӗсем те хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Чӑваш ӳнерӗнче Олег Иванович Прокопьев (1968 ҫ.ҫ.) тахҫанах палӑрнӑ. Вӑл паллӑ журналист, пултаруллӑ поэт. Унӑн сӑввисем 2008 ҫулта «Шыв ҫинчи сар хӗвел ҫутипе» кӗнекинче тата 2013 ҫулта «Чӑваш поэзийӗн антологийӗнче» пичетленнӗ, интернетра тухнӑ.
Олег Прокопьевӑн пичете хатӗрленӗ «Чӑвашӑм, пурӑн» кӗнеки «Кая хӑварнӑ сӑвӑсем» ятлӑ пӗтӗмлетсе хаклакан хайлавпа уҫӑлать. Сӑвӑ кая юлать-и? Лайӑх сӑвӑ ӗмӗрсем пурӑнать. Сӑввисем ҫынна «ҫунат хушса вӑй панине» кунтах каланӑ-ҫке! Апла-тӑк, пӗртте кая юлман.
Сӑвӑсене ултӑ ушкӑна уйӑрса панӑ. Вӗсем пӗлтерӗшлӗ, мӗн ҫинчен ҫырнине пай ячӗсенченех пӗлме пулать: «Ялти ӳкерчӗксем»; «Юрату тата ырату»; «Тӗрӗслӗх шыравӗ»; «Тивӗҫ»; «Юратупа эс килтӗн тӗнчене» (кил-йышри ҫывӑх ҫыннисене халалланисем); «Витӗркуру».
Юрӑ хывма ӑсталанӑ сӑвӑсене уйрӑм кӗртнӗ. Жанр тӑрӑх йӗркелес пулсан, «Сӑвӑсем» (шурӑ сӑвӑ, ирӗклӗ сӑвӑ, эреш сӑвӑ, акросӑвӑ, ода тата ыт.), «Уйланӑшсем» (баллада); «Юрӑсем» (романс, гимн, марш, такмак...) темеллеччӗ. Тема (мӗнтел) тӑрӑх йӗркеленӗ пайсенче маларах ҫырнисем пур пулсан та, XXI ӗмӗрте ҫырнӑ хайлавсем нумаййине кура Олег Прокопьева ҫак ӗмӗр поэчӗ тетӗп.
Чӑваш Енри ҫӑлавҫӑсем Пӗтӗм Раҫҫейри музыка конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн «Служу Отечеству» вокалпа инструментсен ансамблӗ «Музыка миксӗ» номинацире ҫӗнтернӗ.
Ансамбле пушар хуралӗн ветеранӗ Андрей Барабанов ертсе пырать. Солисчӗсем — Андриян Павлов, Максим Моторкин тата Евгений Назаров.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнчи «Калинушка» хора ҫӳрекен ватӑсем чӑваш спектаклӗсене юратаҫҫӗ.
Валентина Телей музыка ертӳҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, театра вӗсем час-часах ҫӳреҫҫӗ. Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, хора ҫӳрекенсем малтан Атӑл хӗррине уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ, унтан Чӑваш академи драма театрӗнче Арсений Тарасов хайлавӗпе лартнӑ «Туя туй пек тãвар-и?» камите курнӑ.
«Пирӗн хора ҫӳрекенсенчен нумайӑшӗ чӑвашла ӑнланмасть. Апла пулин те чӑваш спектаклӗсене вӗсем курма кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ. Репертуара кӗртекен чӑваш юррисене те тӑрӑшсах вӗренеҫҫӗ», – каласа ертӳҫи Валентина Телей.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх, Вӗренӳ тата Культура министерствисем, Аграри университечӗ, Хӗрарӑмсен канашӗ пӗр шухӑшлӑ пулса «Лучшие на селе» (чӑв. Ялта чи лайӑххисем) пултарулӑх конкурсене ирттереҫҫӗ. Унта хутшӑнас кӑмӑллисен ӗҫӗсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.
«Конкурса кӑҫалхипе иккӗмӗш хутчен ирттеретпӗр. Ӑна ялти пурнӑҫа ӳсекен ӑру хушшинче сарас, ялта та пурӑнма тата ӗҫлеме лайӑххине кӑтартса парас тӗллевпе ирттеретпӗр», – тенӗ ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.
Конкурс ача пахчине ҫӳрекенсем тата шкул ачисем хушшинче икӗ тапхӑрпа иртет. Малтан — муниципалитет шайӗнче, унтан – республика.
Ачасем роликсем ӳкерсе халӑх тетелне вырнаҫтараҫҫӗ. Ӗҫсемпе #ЛучшиеНаСеле хештегпа шыраса тупмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |