Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Песни мудрости народов Поволжья» (чӑв. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ӑс-хакӑл юррисем) курав ӗҫлет. Ӑна халӑх юрӑҫи тата чӑваш фольклорне пухнӑ Гаврил Фёдоров ҫуралнӑранпа кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 135 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Ольга Туркай радиожурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, курав ҫинчен вулавӑшӑн «Вулав центрӗ» секторӗн заведующийӗ Светлана Гордеева хавхаланса та кӑсӑклантарса ямалла каласа кӑтартнӑ.
Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче вулавӑшра «Гаврил Федоров. Несӗлсен сасси» ятпа халӑх вокалӗн ӑсталӑх сехечӗ иртнӗччӗ.
Аякра пурӑнакан хастар чӑвашсем хӑйсен йӑли-йӗркине манасшӑн мар. Иркутск тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем те ҫавӑн пекех. Унта маттур чӑвашсем пӗр шухӑшлӑ пулса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Нумаях пулмасть унта чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивалӗ иртӗ.
Конкусра 15-35 ҫулсенчи ҫамрӑксем хутшӑннӑ май хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса панӑ.
Чӑваш юррин «Кӗмӗл сасӑ» конкурс-фестивальтен Сергей Держерученко ҫентернӗ. Коновалово салинче пурӑнакан яш Гран-прие тивӗҫнӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗнче «Магия чувашской вышивки бисером» (чӑв. Чӑваш тӗррине шӑрҫапа тӗрлессин асамлӑхӗ) ятпа ӑсталӑх сехечӗ иртнӗ.
Унта пуҫтарӑннӑ кинемейсене Светлана Кириллова ӗҫ инструкторӗ чӑваш тӗррине вӗтӗ шӑрҫапа та тӗрлеме май пуррине кӑтартса панӑ.
Тӗрӗссипе, ватӑсем ку ӑсталӑха унччентерех алла илнӗ. Вӗтӗ шӑрҫаран вӗсем тӗрлӗ япала ӑсталама пӗлеҫҫӗ. Халӗ вара унпа чӑваш тӗррине тӗрленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Алевтина Семёнова хӑйӗн илемлӗ япалисене хавхалантарса кӑтартнӑ. Ольга Усманова вара вӗтӗ шӑрҫаран тӗрлӗ илем хатӗрленӗ чух кӑмӑл та хавхаланнине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарти трикотаж чӑваш сӗмӗллӗ футболкӑсем кӑларнӑ. Вӗсем сӑнавлӑ парти пулӗҫ-и (тен, Республика кунӗ тӗлне туса кӑларнӑ-ши) — ӑна калама пӗлместпӗр.
Вӗсене фабрика Константин Ивановӑн «Нарспи» поэминче иллюстрацисемпе усӑ курса хатӗрленӗ. Кун пирки Маргарита Красотина журналист халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Вӑтӑр ҫул та иртмерӗ, Праски Витти монументалистӑн, эмалёрӑн и графикӑн тӗлӗнмелле пултарулӑхне пӗчӗкшерӗн те пулин вырӑнти дизайнерсем халӑхра сарма тытӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ постра.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» халӑх пултарулӑхӗн XXXI фестивалӗ иртӗ. Унта Раҫҫейӗн 13 регионӗнчи 14 пултарулӑх коллективӗ, пурӗ 200-е ҫын, хутшӑнӗ.
Фестивале Владимир, Иванов, Мускав, Чулхула, Омск, Свердлов, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Краснодар крайӗнчи, Пушкӑрт Республикинчи, Марий Элти, Тутарстанри артистсем килсе ҫитӗҫ.
Чӑваш Енрен фестивале 4 коллектив хутшӑнӗ: «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ, «Сувар» халӑх ташшин ансамблӗ, халӑх инструменчӗсен «Эревет» халӑх ансамблӗ, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин «Янтал» студентсен фольклор ансамблӗ.
Фестивале ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 19 сехетре Шупашкарти Хӗрлӗ лапамра уҫӗҫ.
Надежда Степанова ӑста хурӑн хуппинчен илемлӗ япаласем ӑсталать. Ӑна хӗрарӑм хурӑн хуппи пластики ят панӑ.
Вӑрнар районӗнче ҫуралнӑскер Хусанти химипе технологи институтӗнче кӑштах вӗреннӗ, унтан Чӑваш патшалӑх университетне куҫнӑ. Талпӑнуллӑ пике ҫав хушӑрах Мускаври Ӳнерӗн халӑх университетӗнчи станок живопиҫӗпе графика факультетӗнче вӗреннӗ.
Химипе рисовани учителӗ чӗрӗк ӗмӗр ытла ача-пӑча пултарулӑхӗн центрӗсенче ачасене хурӑн хуппипе ӗҫлеме вӗрентнӗ.
«Хурӑн — тӗлӗнмелле материал. Ку материал нӳрлӗхрен те, сивӗрен те хӑрамасть. Хурӑн хуппинчен тунӑ япаласем ҫирӗп, вӑраха пыраҫҫӗ тата илемлӗ», — каласа парать Надежда Ивановна.
Хурӑн Хуппинчен вӑл чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ илемлӗ япаласем те ӑсталать.
Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Литература - пурнӑҫ тӗкӗрӗ» ятлӑ курава уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнакан ҫав курава чӑваш халӑх писателӗн Денис Гордеевӑн 85 ҫулхине тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн Светлана Гордееван 55 ҫулхине халаллӗҫ.
Куравра авторсем пултарулӑхне кӗнекесемпе сӑнӳкерчӗксем, документсем тӑрӑх уҫса пама палӑртнӑ. Экспозицире Денис Гордеев прозаикӑн, поэтӑн, драматургӑн уйрӑм япалисемпе наградисем, Светлана Гордеева поэтӑн тата художникӑн ӳкерчӗкӗсем вырӑн тупӗҫ.
Курав ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 14 сехетре уҫӑлӗ. Пултаруллӑ ашшӗпе хӗрӗн ӑсталӑхне хаклакансене унта пурне те хапӑл тӑвӗҫ.
Вӑрнар округӗн клуб тытӑмӗнче йӗркеленнӗ «Санар» хуткупӑсҫӑсен ансамблӗ хӑйсене инҫетри Архангельск хулинче лайӑх кӑтартнӑ. Кун пирки Вӑрнар муниципаллӑ округӗн сайчӗ пӗлтерет. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи хуткупӑсҫӑсем Архангельскра йӗркеленӗ регионсем хушшинче 3-мӗш хут иртекен «Гармониллӗ Раҫҫей» наци культурисен фестивальне хутшӑннӑ.
Пирӗн артистсем хӑйсен ӑсталӑхне фестивале уҫнӑ чухне тата ӑна вӗҫленӗ май кӑтартма пултарнӑ. Чӑвашри хуткупӑс ӑстисем ҫак музыка инструменчӗсемпе кӗвӗ мӗн тери аван калама пӗлнине Архангельскра пурӑнакансем кӑна мар, Новодвинскри ҫынсем те итлеме пултарнӑ. Раҫҫей Кунне халалланӑ мероприятисене хутшӑннӑ май «Санар» ансамбль унта та ҫитнӗ.
Архангельск облаҫӗн культура министрӗ вӑрнарсене Тав хучӗпе чысланӑ. Новодвинск хула округӗн пуҫлӑхӗ те юлман — вӑл та ансамбле Тав хучӗпе тав тунӑ, тӗрлӗ халӑх культурине популяризациленӗшӗн тата упранӑшӑн ырӑ сӑмахпа асӑннӑ.
Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Пултарулӑх ҫуркунни» отчёт мероприятийӗсен ярӑмӗ иртнӗ. Концертсене ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен лартнӑ.
Сцена ҫине «Тайны Востока» (чӑв. Хӗвелтухӑҫ вӑрттӑнлӑхӗ) ташӑн халӑх шкулӗ; «Сувар» тата «Суварята» (чӑв. Суварҫӑсем) халӑх ташшисен халӑх ансамблӗсем; «Golden Flash» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ; «Солнцеклеш» эстрада ташшин халӑх шкулӗ; «Фантом» эстрада ташшин халӑх ансамблӗ; «Этуаль» халӑх хореографи студийӗ; «Ҫӑлкуҫ» халӑх театрӗ; «ART NOVA» халӑх пултарулӑх студийӗ; «Бэби-шлягер» вокал халӑх эстрада студийӗ;
«Парне» чӑваш юррин ансамблӗ; «Кульминаци» театр студийӗ; «Феерия» хальхи вӑхӑтри ташӑ студийӗ тухнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Марина Карягина тележурналист, поэт, сценарист, драматург ҫинчен Мускав режиссёрӗ ӳкернӗ фильма кӑтартассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: Мускаври режиссёр Александр Куприн пӗлтӗр Раҫҫейӗн Культура министерствин саккасӗпе Марина Карягина ҫинчен «Встречное течение. Амфистроф» документлӑ фильм ӳкернӗ. Ӑна ӗнер Чӑваш пашалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи «Ҫеҫпӗл» кинозалта Шупашкарта иртекен XVI пӗтӗм тӗнчери кинофестивальте кӑтартнӑ.
«Поэзи ҫинчен кино ӳкерме пӗттте ансат пулмарӗ», – палӑртса хӑварнӑ Шупашкарти куракансемпе иртнӗ тӗлпулура режиссёр. «Фильма курсан Марина Карягинан сӑввисене вулас, вӗсене тарӑнрах ӑнланас килсе каять», — тенӗ Мария Готлиб журналист.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |