Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрӗ «ТНТ» телеканалӑн «Титаны» реалити-шоуне хутшӑнать. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫра хыпарланӑ тӑрӑх, «унта Раҫҫейри чи вӑйлӑ 99 ҫын чӑн мар ӑс-хакӑл хатӗрленӗ хӑнӑхтарусене пурнӑҫлӗ, ҫав йышра – пирӗн ентешӗмӗр Дарья Нагорная та. Пур хӑнӑхтарӑва та ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ атлет чи вӑйли ятне тивӗҫӗ тата 10 млн тенкӗллӗ пулӗ».
Дарья Нагорная – Олимп вӑййисен призерӗ, тӗнче чемпионки тата спорт гимнастики енӗпе тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ.
Шупашкарти кинемейсем илемлӗ сумкӑсемпе клатчсем ҫыхаҫҫӗ тата ҫӗлеҫҫӗ. Кун пек ылтӑн алӑллӑ ватӑсем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳреҫҫӗ.
Унти «Кил хуҫи хӗрарӑмӗсем» клубра вӗсем тӗрлӗ ӑсталӑха алла илеҫҫӗ. Сумкӑсем ҫӗлеме тата ҫыхма кӑҫалхи ҫуркунне тытӑннӑ. Ал ӗҫне ватӑсене Ирина Ковеза ӗҫ инструкторӗ вӗрентнӗ.
«Тава тивӗҫлӗ канӑва тухиччен эпӗ машиностроени сферинче ӗҫленӗ. Ал ӗҫӗпе яланах аппаланас килнӗ, анчах вӑхӑт ҫитмен. Пӳрнесене вылятни пуҫ мимимшӗн те усӑллӑ», — тет 63 ҫулти Светлана Романова ал ӑсти.
Шупашкарта «ГолосА» поэзи фестивалӗ иртӗ. Ӑна Геннадий Айхи ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Культура мероприятийӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ҫу уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче пулӗ.
Унӑн формачӗ хӑйне евӗр: музыка, вокал, тӗрлӗ хускану, живопись, сӑвӑсем, поэзире пирвайхи утӑмӗсене тӑвакансемпе тӗлпулусем.
Фестивалӗн тӗп пулӑмӗ – поэзи спектаклӗсем. Вӗсене поэтӑн хӗрӗ, актриса, режиссер, поэт, Вероника Айги хатӗрленӗ. Ӑна унӑн «Хористки» проектне (Мускав) хутшӑнакансем кӑтартӗҫ.
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, 16.00–18.00 сехетсенче, «День присутствия всех и всего» музыкӑпа поэзи перформансӗ Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртӗ.
19.00-20.30 сехетсенче Камера театрӗнче «Хористки» ушкӑн «Т.Ч.К.» спектакль кӑтартӗ. Режиссёрӗ – Вероника Айги.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче маларах асӑннӑ вулавӑшра 14.00-15.00 сехетсенче «Поклон – пению» спектакль пулӗ. Ӑна Геннадий Айхи хайлавӗпе Вероника Айги режиссер хатӗрленӗ. Куракансем умне «Хористки» ушкӑн тухӗ. 15.00-16.00 сехетсенче «ГолосА» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ, Г. Айги ячӗллӗ преми парӗҫ.
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Куба кӗвви-ҫемми янӑранӑ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Ирӗклӗх утравӗ ҫинчи ӑстасем тухнӑ.
Филармонире пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт ирттерме хавхалантарни — Питӗрти параппанҫӑ Данил Прокопьев. Концерта вӑл солопа илем кӳнӗ. Джаз тӗнчинче ӑна ҫапса каламалли инструментсен «SPb Percussion Club» шкулне йӗркелекенӗ тата перкусси ҫинчен «Community DRUM» Раҫҫейри пӗрремӗш журналӑн соучредителӗ евӗр пӗлеҫҫӗ иккен.
Питӗре тухса кайиччен Данил Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тата Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ консерваторире вӗреннӗ. Профессиллӗ сцена ҫинчи пултарулӑхне туптама Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи симфони оркестрӗнче пуҫланӑ. Унтах ҫамрӑк арҫыннӑн амӑшӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Зинаида Прокопьева тата ашшӗ – чӑваш халӑх артисчӗ Юрий Прокопьев ӗҫленӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Людмила Порфирьева хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тусӗ сӗннипе ҫӳреме пуҫланӑ. Унта вӑл, ытти ватӑ пекех, хӑйӗн чун киленӗҫне тупнӑ.
Людмила Николаевна ал ӗҫӗпе аппаланма юратать. Вӑл ҫав енӗпе ӗҫлекен проектсене хастар хутшӑнать. Тава тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм нумаях пулмасть татӑк-кӗсӗкрен тӗрлӗ япала ҫӗлеме тытӑннӑ. Ача пахчинче педагог-воспитатель ӗҫӗнче тимлесе пенсие тухнӑ хӗрарӑм ҫӗвӗ машини умне хаваслансах ларать.
Шупашкар муниципалллӑ округӗнчи М. В. Игнатьев ячӗллӗ Янӑшри вӑтам шкулта Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Унӑн ячӗ нихӑҫан та сӳнмӗ» уяв иртнӗ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗре, И.Я.Яковлева, халалласа литературӑпа музыка композицийӗ йӗркеленӗ.
«Уявра чӑваш чӗлхи ирӗккӗн те мӑнаҫлӑн янӑрарӗ», — хыпарланӑ вырӑнти шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекен Наталия Магазеева.
Чӑваш чӗлхи уявне хӑнасем те килсе ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче – Янӑш территори округӗн пуҫлӑхӗ Иван Грачёв, Шупашкар округӗнчи Хӗрарӑмсен ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ Наталия Ердукова, Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи Геннадий Васильев. Геннадий Леонидович чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан хисеплӗ ҫыннӑмӑрӑн кун-ҫулӗпе пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
5-11 класра вӗренкенсем вара И.Я.Яковлев пурнӑҫӗпе пултарулӑхне сцена ҫинче выляса панӑ.
Сӗнтӗрвӑрринчи Нина Конова ҫамрӑк мар пулин те ахаль ларма юратмасть – вӑл вӑхӑта ал ӗҫӗпе иртерет.
Нина Конова паспортпа – 99 ҫулта. Анчах хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл 100 ҫулта. Документ валли ҫула каланӑ чухне вӑл хӗр-тусӗ пек пулас тесе 1925 ҫулхи тесе персе янӑ.
Кинемей кивӗ япалара пӗчӗк кавир ҫыхать. «Ӗҫленӗ чухне иртнине аса илсе ларатӑп», – тет вӑл.
Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Оринин ялӗнче пурӑнакан тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ Зина Саввова ал ӗҫӗпе аппаланма юратать.
Хӗрарӑм асӑннӑ тӑрӑхри Ивановка ялӗнче ҫуралнӑ. Геннадий Васильевичпа ҫемье ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн тӑватӑ ывӑлпа пӗр хӗр ҫуратса ӳстернӗ. Мӑшӑр вырӑнти «Оринино» колхозра ӗҫленӗ. Кайран Зина Якимовна Республикӑри туберкулёзпа кӗрешекен диспансерта тӑрӑшнӑ. Паян кинемей 5 мӑнукӗпе тата мӑнукӗсен 6 ачипе савӑнса пурӑнать.
Ватӑ ҫын ӗҫсӗр лармасть, ҫыхма юратать.
Шупашкарти Вячеслав Ильин Пӗтӗм Раҫҫейри «Я могу! Творчество без границ» (чӑв. Эпӗ пултаратӑп! Чикӗсӗр пултарулӑх) фестиваль-конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Хусанти патшалӑх культура институтӗнче иртнӗ.
Ӑмӑртӑвӑн куҫӑнсӑр турне 500 ытла ача, куҫӑн турне 170 ача хутшӑннӑ.
Вячеслав Алина Михайлов репертуарӗнчи «Ан кулян, анне» юрра питех те чуна тивмелле шӑрантарнӑ, парнене тивӗҫнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ тата ҫыравҫӑ Ольга Австрийская ӗнер, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи шкулта иртнӗ литература тӗлпулӑвне хутшӑннӑ.
Пултаруллӑ пике «Контактра» халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 8 «А» тата 8 «Б» классемпе литература, поэзи ҫинчен калаҫнӑ. «Хамӑн пултарулӑх ҫулӗ, «Чӑлах пуканесем», «Пӗчӗкҫӗ шевле. Я – маленькая точка во Вселенной...» кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартрӑм, сӑвӑсем вуларӑм. Издательство ӗҫӗ-хӗлӗ, алҫыруран еплерех хатӗр кӑларӑм пулса тӑни ҫинчен те сӑмах хускатрӑм», — хыпарланӑ Ольга.
Ҫыравҫӑ асӑннӑ шкулта 8-мӗш класра ӑс пухакан Даша Кондратьевӑн калавӗпе тата сӑввисемпе те паллашнӑ. «Хӗрача тарӑн шухӑшлӑ произведенисем хайлать, пуласлӑхра кӗнеке кӑларасшӑн», — ырланӑ ача тӑрӑшӑвне ҫамрӑк ҫыравҫӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |