Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫуртра 4-мӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ӑна такам ятарласа чӗртсе янине палӑртнӑ.
Ҫав хваттере пула кӳршӗри тепӗр икӗ пӳлӗм шар курнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫуртран 10 ҫынна урама кӑларнӑ. Пушара сӳнтернӗ ҫӗрӗ икӗ автоцистерна тата подъемник хутшӑннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 523 пушар пулнӑ. Вӗсенче 26 ҫын вилнӗ.
Паян Шӑмӑршӑ районӗнче вӑрман ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм алхасма пуҫланине 12 сехет те 46 минутра видеокамерӑсем тӑрӑх асӑрханӑ.
Вырӑна тӳрех пушарнӑйсем ҫитнӗ. 14 сехет тӗлне пушара сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 23 ҫын, 5 техника хутшӑннӑ. Ҫулӑм ҫур гектар ҫинче алхаснӑ.
Палӑртмалла: республикӑра пушара хирӗҫ режим пулнине йышӑннӑ.
Чӑваш Ен ҫыннисене вӑрмана кӗме чарасшӑн. Вӑхӑтлӑха кӑна.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви ҫынсене вӑрмана 3 эрнелӗхе кӗме чаракан хушу проектне хатӗрлет. Унпа килӗшӳллӗн, ҫу уйӑхӗн 2-23-мӗшӗсенче вӑрмана кӗме юрамӗ. Ку пушар тухас хӑрушлӑхпа ҫыхӑннӑ.
Вӑрманпа ӗҫлекен ҫынсене кӑна пырса тивмӗ ку чару. Ҫавӑн пекех пурте усӑ куракан ҫулпа ҫӳреме чармӗҫ.
Ӗнер Шупашкар районӗнчи Самуккасси ялӗнче пурӑнакансем анкартинчи типӗ курӑка ҫунтарнӑ. Анчах ку пысӑк инкекпе вӗҫленнӗ. Ялта тӳрех виҫӗ пӳрт ҫунса кайнӑ.
Ку 14 сехетре пулнӑ. Ҫулӑм типӗ курӑк ҫинчен хуралтӑ таврашӗсем ҫине куҫнӑ. Ҫапла виҫӗ хуҫалӑх пӳрчӗ-качки шар курнӑ. Виҫӗ ҫуртӗнче те ҫынсем пурӑннӑ. Юрать-ха, хуҫисем чӗрӗ-сывах.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланни таҫтанах курӑннӑ.
Ку инкек пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Хӗвелтухӑҫ районӗнчи автосалон ҫывӑхӗнче курӑк ҫуннине 16 сехет те 5 минутра асӑрханӑ. Унта типӗ курӑк кӑна мар, автосалонӑн машина покрышкисем те ҫуннӑ иккен.
Паян 10 сехет те 20 минутра Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи промзонӑра цистерна ҫуннӑ. Ҫӑра тӗтӗм ҫӳлелле мӑкӑрланса хӑпарнине ҫынсем те курнӑ.
Унта мазут цистернине демонтаж тунӑ. Сварка аппаратӗнчен тухнӑ ҫулӑм пайӑркине пула шаплатнӑ сасӑ пулнӑ.
Пушара 11 сехет те 45 минутра сӳнтернӗ. Ку пӑтӑрмах промзонӑри ытти предприяти умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратман.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ тӑкӑрлӑкӗнчи 4-мӗш ҫурт, общежити,иккӗмӗш хут ҫуннӑ. Унта 2017 ҫулта пушар тухнӑ. Нумаях пулмасть каллех пушарнӑйсем ҫак адреспа ҫитнӗ. Хальхинче хваттер балконӗ ҫунма пуҫланӑ. Юрать-ха, никам та шар курман.
2017 ҫулта та пушарта аманакансем пулман. Ун чухне 8 ҫынна эвакуацилеме тивнӗ.
Паян ирхине, 8 сехет те 44 минутра, Йӗпреҫ районӗнчи Костер поселокӗнче дача ҫуннине асӑрханӑ. Пушара тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Анчах унччен 3 дача ҫунса кайнӑ.
Юрать-ха, пушартан шар курнисем, суранланнисем пулман. Халӗ ҫулӑм епле майпа тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ҫуркунне пуҫланнӑранпа республикӑра дачӑсем пӗрре мар ҫуннӑ. Ытларах чухне инкек типӗ курӑк ҫунтарнине пула сиксе тухать.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Атӑл леш енче, Шупашкар лесничествинче, пушар пулнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра вӑрман пушарӗ пулманччӗ-ха. Ку- пӗрремӗш тӗслӗх.
Ҫулӑм Астраханка кӳлли ҫывӑхӗнче тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Ятарлӑ техника та пулнӑ.
Пӗр сехетрен ҫулӑма сарӑлма чарнӑ. Кайран ӑна вуҫех сӳнтернӗ.
Пушар 0,12 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кульцав ҫывӑхӗнче типӗ курӑк ҫуннӑ. Вӑйлӑ ҫиле пула ҫулӑм чутах вӑрман еннелле кайман.
Чукунҫул ҫывӑхӗнчи типӗ курӑк та ҫуннӑ. Ҫулӑм 30 гектар лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Ҫил самай вӑйлӑ вӗрни те пушар сӳнтерес ӗҫе йывӑрлатнӑ. Паян ҫил хушӑран ҫеккунтра 15 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.
Пушара Вӑрнар лесничествин ӗҫченӗсем, пушарнӑйсем, ахаль ҫынсем сӳнтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ. | ||
| Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ | ||
| Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |