Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ Раҫҫей Федерацийӗн Геройне Евгений Борисова «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе килӗшӳллӗн айӑпланине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, суд сакки ҫине лекнӗ ултӑ ҫын лекнӗ. Айӑпланнисенчен пӗрине, Евгений Борисова, 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Тӳре унран Герой ятне те туртса илме йышӑннӑ. Евгений Борисова Раҫҫей Геройӗн ятне 2000 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн панӑ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗ прокурорӗ Евгений Борисова Герой ятне тавӑрса пама ыйтса Чӑваш Енӗн Верховнӑй судне тухнӑ. Паянхи суд ларӑвӗнче Евгений Борисова наградӑна тавӑрса памалла мар йышӑну кӑларнӑ.
Канаш районӗнчи вӑрманта ҫын шӑмми-шаккине тупнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл — арҫыннӑн.
Ҫын шӑмми-шаккине Ҫӳлти Вӑрманьялӗнче тупнӑ. Арҫын хура куртка, хура ӑшӑ кофта, хура шӑлавар тӑхӑннӑ пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын 30–40 ҫулсенчи пулнӑ. Вӑл — 169 сантиметр ҫӳллӗш.
Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем тӗпчеҫҫӗ. Вилнӗ арҫын пирки мӗн те пулин пӗлекенсене шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: (835-33) 49-0-02, 4-92-48 е 02. Ят-шыва никама та пӗлтермӗҫ тата хыпарланӑшӑн хавхалантарӗҫ.
Канаш районӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен приючӗ йӳнӗ путевка илме тивӗҫ мар ачанах ун пеккине тыттарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пӑтӑрмаха вӑл тӑрӑхри прокуратура асӑрханӑ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнса тӑракан приют ҫӑмӑллӑхлӑ путевка панӑ ачасенчен пӗри асӑннӑ учреждени ертӳҫин тӑванӗ пулнӑ иккен. Йӗрке тӑрӑх ӑна йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫемьесенчи ачасене кӑна памалла. Асӑннӑ ача ун пек йыша кӗнине ҫирӗплетсе паракан хутсем пулман. Пуҫлӑх тӑванӗн ачи ҫуллахи лагерьте приют шучӗпе 21 кун каннӑ, путевка хакне 5 процент кӑна тӳлеттернӗ.
Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрӑва халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе ҫирӗплетсе пама май килсен суда ярса парӗҫ.
Вӑрмар районӗнчи прокуратура вӑл тӑрӑхра пассажирсене турттаракансенчен пӗрне тӗрӗсленӗ те ку енӗпе кӑлтӑк тупса палӑртнӑ.
Н.М. Иванов хушаматлӑ уйрӑм усламҫӑ пассажирсене турттарасси ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ. Ятарласах мар пулӗ те, анчах саккуна пӗлменни яваплӑхран хӑтармасть тесе ахальтен каламан ҫав.
Транспортра вырӑнсен номерӗсене кӑтартмалли, ҫулӑма сӳнтерекен хатӗр ӑҫтине ҫырса хумалла, пассажирсене кам турттарнине, водитель ятне кӑтартмалла. Н.М. Иванов транспортӗнче кун пек пӗр пӗлтерӳ те пулман. Прокуратура тӗрӗслевӗ ытти хӑш-пӗр кӑлтӑка та асӑрханӑ.
Йӗркене пӑснӑ усламҫӑна республикӑн Арбитраж сучӗ Раҫҫей Федерацийӗн Административлӑ право пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 14.1 статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпласа 3,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта йӗрке хуралҫи йӗркене пӑснӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплама пултараҫҫӗ, хальхи вӑхӑтра ун тӗлӗшпе тӗпчев малалла пырать.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче полици ӗҫченӗ хӑйӗн паллаканне «ИЖ-79-9ТМ» хӗҫпӑшал тавӑрса панӑ. Маларах ҫавна лешӗнчен йӗрке хуралҫисем илмелле тунӑ. Ахальтен мар. Алӑри хӗҫпӑшаллӑ этем хулиганла пӗчӗк ӗҫ тунӑ тата ӳсӗр пуҫпа хӗҫпӑшал йӑтса ҫӳренӗ. Кун пек пуҫтахланакансене хӗҫпӑшал шанмаҫҫӗ.
Йӗрке хуралӗнче тӑрӑшакан ҫын паллаканне шелленипе пулӑшас тенӗ-ши — хӗҫпӑшала тавӑрса памалла тунӑ. Анчах ҫынна ырӑ туни хӑйӗншӗнех кутӑнла ҫаврӑнса тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, йӗркене пӑснӑ йӗрке хуралҫине пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ.
Ӗренпур облаҫӗнче, Мускав-Чӗлепи ҫул ҫинче, авари пулнӑ. Унта виҫӗ ҫын вилнӗ. Вӗсем – Чӑваш Енрен.
Авари юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» ҫул хӗресленекен вырӑнта йывӑр тиевлӗ машинӑна ирттерсе яман. Вӗсем ҫапӑннӑ.
Йывӑр тиевлӗ машина тӗп ҫулпа пынӑ. Унта 5 ҫын пынӑ. Виҫҫӗшӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Икӗ водителе те, суранланнӑскерсене, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Арӑмӗпе упӑшки, хӗрарӑмӑн амӑшӗ, аппӑшӗ тата ашшӗ аслашшӗне пытарса Ҫӗнӗ Шупашкара килме тухнӑ-мӗн. Икӗ арҫын чӗрӗ юлнӑ. Арӑмӗ 1983 ҫулта ҫуралнӑскер ҫеҫ пулнӑ. Упӑшкипе вӗсем икӗ ача, 10 тата 6 ҫулсенчисем, пӑхса ӳстернӗ.
Шупашкарта коммуналлӑ хуҫалӑхри организацисенчен пӗринче маҫтӑрта ӗҫлекен ҫынна хӑйне пӑхӑнакана хӑрах куҫсӑр тунӑшӑн 15 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
36 ҫулти арҫын ятарласа сӑтӑр кӳмен-ха. Должноҫра лараканскер хӑйне пӑхӑнакан рабочие ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ пирки асӑрхаттарманшӑн ята кӗнӗ.
Инкекӗ ака уйӑхӗнче Шупашкарта сиксе тухнӑ. Тимӗр пӑралука чӗркекен рабочи куҫлӑх тӑхӑнмасӑрах ӗҫе кӳлӗннӗ. Тимӗр сылтӑм куҫне лексе суккӑрлатнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пуҫиле процессуаллӑ саккуна улшӑнусем кӗртнине кура маҫтӑра пуҫиле майпа айӑпламан, 15 пин тенкӗлӗх штрафланипе ҫырлахнӑ. Кунта, РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, явапли чунтан куляннине, унччен пуҫиле майпа айӑпланманнине, суранланӑ ҫынна укҫа-тенкӗпе пулӑшнине тата ытти хӑш-пӗр фактора шута илнӗ.
Донбасра Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ каччӑ пуҫ хунӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл унта хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ.
26-ри Дмитрий юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ. Кун пирки малтанах «Твиттерта» хыпарланӑ.
Дмитрий Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл футболла выляма юратнӑ. Донбаса кайсан унӑн Федор хушма ят пулнӑ.
Халӗ тӑванӗсем унӑн ӳтне Чӑваш Ене илсе килес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Ӑна Мӑкӑр ялӗнче пытарӗҫ.
ЧР Ҫар комиссариачӗ кун пирки нимӗн те пӗлмест-мӗн. Хӑйсен ирӗкӗпе Донбаса каякансем пирки вӗсен хыпар ҫук.
Темиҫе ҫул каялла Шупашкарти Ярмӑрккӑ урамӗнче ҫӳллӗ хутран ача ӳкнӗччӗ. Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, ҫав урамра каллех инкек пулнӑ.
Ҫав кун улттӑмӗш хутран 6 ҫулти ача ӳкнӗ. Пӗчӗкскер васкавлӑ медпулӑшу киличченех сывлама чарӑннӑ.
Ҫакӑн пирки «Про Город» хаҫата Николай Ефимов пӗлтернӗ. Ку инкек пирки вӑл кӳршисенчен пӗлнӗ.
Инкек пулнӑ кунхине ача килте пӗччен е ашшӗ-амӑшӗпе пулнӑ-и? Николай пӗлмест. Халӗ ку ӗҫе следовательсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Пӗрлӗхлӗ дежурнӑй диспетчер службинче улттӑри ача васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнине ҫирӗплетнӗ.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Халӗ ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панӑ.
Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |