Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ Етӗрнери сӗт савучӗ хыпарланине пӑхса тухса Шупашкарти «Кулинар» ООО ача пахчисемпе тунӑ килӗшӗве тишкернӗ.
Республикӑн тӗп хулинчи шкул ҫулне ҫитменнисен 15 учрежденийӗ контракт системи ҫинчен калакан федераци саккунне пӑснӑ. Ҫавсем демпинга (ют ҫӗршыв чӗлхинчен кӗнӗ демпинг хака чакарнине пӗлтерет) хирӗҫле мерӑсем йышӑнмасӑр аукцион ирттернӗ. Шупашкарта вырнаҫнӑ «Кулинар» ача пахчисем туянма хатӗр хакран 25 процент таран чакарма май килнине кӑтартнӑ. Анчах хака мӗнле майпа ҫавӑн чухлех катма пултарнине хутпа ӑнлантарман. Монополипе кӗрешекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку вӑл саккуна пӑсни пулать. Ҫавна май «Кулинар» килӗшӳ туни саккунпа килӗшсе тӑмасть.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче тискер ӗҫ ҫынсен куҫӗ умне тухнӑ. Ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта ҫын виллине, вакланӑскере, тупнӑ.
Ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вилене Роза Люксембург урамӗнчи 6-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӑл арҫын пулни паллӑ.
Ун чухне пӗр хӗрарӑм ирхине ҫӳп-ҫап пӑрахма тухнӑ. Контейнерта вӑл алӑ пайне асӑрханӑ. Хӗрарӑм кун пирки полицие тӳрех пӗлтернӗ.
Халӗ ҫав арҫын кам пулнине палӑртаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн 15-ри хӗрне арҫынпа чуптуса ларнӑшӑн хӗненӗ.
38 ҫулти амӑшӗ ҫурла уйӑхӗн 15-мӗш каҫхине киле таврӑнман хӗрне шырама урама тухнӑ. Пӳрт умӗнчи машинӑра арҫынпа чуптуса ларакан хӗрне асӑрханӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм ӑна туртса кӑларнӑ та алӑпа питрен тата ҫурӑмран ҫапса пӗтернӗ. Килхушшине кӗрсен хӗрарӑм швабра ярса илсе ӗнсерен виҫӗ хутчен туртса ҫапнӑ. Пӳртре ашшӗ хӗрне «тӑн кӗртес» тенӗ. Анчах чӗн пиҫиххипе ҫапса ӗлкӗреймен — пике чӳречерен тухса тарнӑ. Урамра вӑл ӳксе тӑн ҫухатнӑ. Реанимацире кӑна ӑна пулӑшайнӑ. Тухтӑрсем пуҫ мими чӗтреннине палӑртнӑ.
Хӗрне хӗненӗ амӑшне унӑн тепӗр пӗчӗк ача пуррине кура суд хытах айӑпламан — 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Хӗрарӑм судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ.
Хулара паян пысӑк пушар сиксе тухнӑ. Ӑна пула Алькешра вырнаҫнӑ 63-мӗш шкул ачисен вӗренме май килмен, вӗсене шкултан кӑларнӑ.
Пушар ҫывӑхри складра тухнӑ. Вӑл хӑвӑрт кӑна юнашар вырнаҫнӑ сӗтел-пукан цехӗ ҫине куҫнӑ, таврара ҫӑра тӗтӗм йӑраланма пуҫланӑ. Ҫулӑм пӗтӗмпе 200 тӑваткал метра сарӑлнӑ.
Пушарпа 300 ытла ҫын кӗрешнӗ, сахал мар техникӑпа усӑ курнӑ. 12 сехет тӗлне ҫулӑма ҫӗнтернӗ.
63-мӗш шкулти ачасемпе аслисене вара ҫуртран кӑларнӑ, вӗренӗве чарса лартнӑ. Ачасем ыран та шкула каймӗҫ, вӗренӳ юпан 28-мӗшӗнче кӑна пуҫланӗ.
Шупашкарӑн Хӗвеланӑҫ-Кӑнтӑр районӗнче кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн ҫурринче пулса иртнӗ ку пӑтӑрмах.
Йышра виҫӗ хӗрарӑмпа икӗ арҫын пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫекенскерсем тем пайлаймасӑр хирӗҫсе кайнӑ. 31 тата 42-ри хӗрарӑмсем 26-ри хӗрарӑма тытса хӗненӗ. Унтан ушкӑнри 41 ҫулхи арҫын, вӑл хӗнекенсенчен пӗрин пӗлӗшӗ пулнӑ, патак ҫинӗ хӗрарӑма мӑшкӑлланӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр уйӑхра ҫав арҫын ҫакӑнса вилнӗ. Шар кӑтартнине унтан тӗп сакайне хупса хунӑ. Ҫичӗ сехет ларнӑ лешӗ унта. Мӑшкӑл тӳснӗ хӗрарӑмӑн паллаканӗ шыраса килсен ҫеҫ ирӗке кӑларнӑ.
Халӗ йышри икӗ хӗрарӑма тата вӗсен 27-ри тусне суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Хӗрарӑмсене ушкӑнпа мӑшкӑлланӑшӑн айӑплӗҫ, 42-ри хӗрарӑма тата 27-ри арҫынна унсӑр пуҫне ҫынна ирӗксӗр ирӗкрен хӑтарнӑшӑн суд тӑвӗҫ.
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти Зинаида Киргизовӑпа, вӑл пӑхакан ачапа Ярославпа тата виҫҫӗри арҫын ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ сюжет кун ҫути курчӗ.
Пӑтрашуллӑ историрен ҫакӑ палӑрчӗ. Хӗрарӑм икӗ уйӑхри тӗпренчӗкне няньӑна парса хӑварнӑ. Пӑхнишӗн вӑл укҫа тӳлесе тӑнӑ, анчах ачипе кӑсӑкланман. Чирлесен те пӗчӗкскерпе пульницӑна няня выртнӑ. Зинаида Киргизован пӗлӗшӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, Надя (ньянӑна вӑл хӑйӗнпе малтанласа Регина тесе паллаштарнӑ. — Авт.) ӳтне сутса пурӑнать. Халӗ унӑн тепӗр ача, хӗр, ӳсет.
Кӑларӑма Надьӑн шӑллӗ, йӑмӑкӗ тата амӑшӗ килнӗ. Вӗсен ялти пӳртне те кӑтартрӗҫ: пӗчӗк, кивӗ йывӑҫ пӳрт, хуралтисем те кивӗ. Анчах сысна та мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытаҫҫӗ. Надя вӗсене ачана ашшӗпе тата асламӑшӗпе усрани пирки каланӑ пулать.
Ярослав шӑпине, вӑл кампа пурӑнассине суд татса парӗ.
Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Челепири йӗрке хуралҫисем Чӑвашри ҫамрӑка тытса чарнӑ. Право хуралӗнчисен аллине 1989-мӗш ҫулхи арҫын контрафактлӑ таварпа ҫакланнӑ.
Чӗрӗскер хулари Артиллери урамӗнчи суту-илӳпе кану комплексӗн территорийӗнче пирус сутнӑ. Ку продукцие йӗрке хуралҫисем контрафакт паллиллӗ тесе хаклаҫҫӗ тата тавар ҫине паллӑ брендсен тавар паллине вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ арҫын продукцие туянакансене тӗнче тетелӗ урлӑ шыранӑ. Саккас паракансем тупӑнсан вӑл тавара илсе кайса панӑ.
Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ чух унӑн 6430 сигарет пачки пулнӑ. Ӑна 264 480 тенкӗпе хакланӑ. Контрафакт сутакан тӗлӗшпе административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна административлӑ майпа штрафлама пултараҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 4 сехет те 40 минутра Елчӗк районӗнчи полицие Ҫӗнӗ Пӑва ҫыннисенчен шӑнкӑрав килнӗ. Яла кӗнӗ ҫӗрте машина ҫунса кайни пирки пӗлтернӗ вӗсем.
Ҫулӑма сӳнтерсен Аслӑ Шӑхальте ҫуралнӑ 20 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Халӗ Патӑрьелти районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет.
Ҫулӑм машинӑна йӑлтах пӗтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Ахӑртнех, каччӑна никам та ятарласа вӗлермен.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем чирлисем патне кайма кӗтсе ларнӑ вӑхӑтра авкаланса та хуҫакаланса ташланине, ҫав видео халӑх тетелне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Кӗтмен-туман ҫӗртен аптӑраса ӳкнисене хӑвӑрттӑн пулӑшма хатӗр профессие суйланӑскерсене шансон шӑрантаракан Катерина Голицынан «Какая дама пропадает» юрри килӗшнӗ.
Черчен чунлӑ хӗрарӑмсене унта чуна тивмелле сӑмахсем пур: «Красива, умна, но только одна, одна на свете. Свободная, как птица. Себе-то цену знаю. У всех на виду, по жизни иду, но пропадаю. А целый мир еще не знает, какая дама пропадает!». Чӑвашла каласан, хӗрарӑмӗ хитре, ӑслӑ тет, анчах пӗччен. Хӑй тата кайӑк пекех ирӗклӗ. Пӗтӗм ҫын умӗнче тӗнче тӑрӑх утса пынӑ чухнех пӗтетӗп тет.
Ҫак сӑмахсен тарӑн пӗлтерӗшне ӑнланса илейменнисене юрӑҫ: «Оглянитесь вокруг, и поймете вы вдруг, что я — одна такая!» — тесе калать. Тепӗр майлӑ каласан, суккӑр арҫынсене ҫаврӑнса пӑхма ыйтать. Лешсем, хайхи тӑнкӑр-тӑнкӑр этемккесем, мӗн тери чаплӑ хӗрарӑм пӗтнине пӗлмеҫҫӗ те курӑнать.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем Катерина Галицына юррипе авкаланса ташланӑ. Видео халӑх тетелне лекнӗ. Ӗҫ тумтирӗпе пулнӑран тухтӑрсем службӑра пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫынсене васкавлӑ пулӑшма хатӗр тухтӑрсенчен пӗри, ҫӳллӗ кӗлӗллӗ хитре пушмак тӑхӑнни, самай хуҫкаланать. Тепӗр ӗҫтешӗ те унпа ташлать. Виҫҫӗмӗшӗ видео ӳкерет. Хӑйсен ташшине пысӑка хурса хакланӑ май видеона курсан пурте тӳнсе кайӗҫ тесе калаҫҫӗ. Видео ӳкеренни: «Секси-хырӑмӑрсене кӑтартӑр», — тесе сӗннӗрен тухтӑрсенчен пӗри тумтирне ҫӗклесе хырӑмне кӑштах кӑтартса илет. Видеоролик вӗҫӗнче хӗрарӑмсем: «Секси скорой помощи, кугесинская подстанция!» (чӑв. Васкавлӑ пулӑшу сексийӗ, Кӳкеҫ подстанцийӗ!) — тени илтӗнет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |