Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ват ҫын — тӑват ҫын.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсеМ

Раҫҫейре

Канашри водительсен курсӗнчи занятире пулнӑ пӑтӑрмах пирки телекуравпа кӑтартнӑ. «Калина» машина салонӗнче тосол сирпӗнсе тухнӑ. Ҫакна пула ҫав курсра вӗренекен хӗр пиҫсе кайнӑ.

Ура айӗнче вӗри тосол пӗрӗхме тытӑнсан хӗр хӑрушсӑрлӑх пиҫиххине часах салтайман. Инструктор ӑна пулӑшман. Хӗр каланӑ тӑрӑх, НТВ телеканалти ӳкерӳ ушкӑнӗ киличчен автошкулти ертӳлӗх ун патне пӗрре те шӑнкӑравламан. Директор патне камерӑпа килсен лешӗ тӳрре тухмалли сӑлтав тупнӑ: «хӗр хӑй мӗншӗн унпа ҫыхӑнман?»

Инструктора ӗҫрен кӑларма шантарнӑ вӑл. Хӗрӗн сипленмешкӗн хӑйӗнех эмел илмелле. Кун пирки директора каланӑ. «Кӗсьерен укҫа кӑларса тыттармалла-и?» — тенӗ лешӗ. Ҫаплах тунӑ вӑл: кӗсйинчен 5 пин тенкӗлӗххи кӑларнӑ та расписка ҫыртарса хӗре тыттарнӑ.

Ҫав машина халӗ экспертизӑра-мӗн. Инструкторӑн шухӑшӗпе, ку «савутрах тунӑ кӑлтӑкшӑн» пулнӑ. Анчах вӑл хӗре мӗншӗн пӗрре те килсе курман? Хуравӗ ансат: «Ҫулӗ инҫе».

 

Ҫул-йӗр

Паян Чӑваш Енре пӗрин хыҫҫӑн тепӗр авари пулнӑ. Икӗ тӗслӗхре те пассажир автобусӗсем ҫаврӑнса ӳкнӗ. Аварисенче, телее, вилекен пулман, анчах ҫынсем, ҫав шутра ачасем те, шар курнӑ.

Ирхи 5 сехет те 15 минутра Шупашкар районӗнче «Кисан-Хусан» маршрутпа ҫӳрекен автобус водителӗ пӑрлӑ ҫул ҫинче руле итлеттереймен. Автобус картана пырса тӑрӑннӑ, унтан ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра водительсӗр пуҫне тепӗр 22 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ҫул ҫитмен ачасем. 11 пассажир шар курнӑ, вӗсем (10-ри тата 12-ри ачасем те пур вӗсен йышӗнче) тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Тепӗр сехетрен, 6 сехет ҫурӑра, Ҫӗрпӳ районӗнче маршрутка, Канашран Шупашкара каяканскер, ҫаврӑнса ӳкнӗ. 11 ҫын, вӗсен йышӗнче 7 ҫулти арҫын ача пур, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. 37-ри водитель юлашки ҫулталӑкра, ытларах чухне — ҫул ҫинче хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн, 16 хутчен явап тытнӑ-мӗн.

Икӗ тӗслӗхре те авари япӑх ҫулшӑн пулнӑ. Вӗсене пӑхса тӑракансен тӗлӗшпе административлӑ материалсем ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/37675
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ ӗҫсен министрестерствин Мускав облаҫӗнчи управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Инкеклӗ ӗҫсен министрестерствин Мускав облаҫӗнчи управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Мускав облаҫӗнчи Домодедовӑра ҫунса вилнӗ арҫынсенчен пӗри Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшран, тепри Ҫӗнӗ Шупашкартан пулни паллӑ. Вӗсен арӑмӗсем тата ачисем тӑрса юлнӑ. Тӗнче тетелӗнчи хыпар-хӑнара ӗненсен, пушарта вилнӗ тепӗр арҫын — Вӑрмар районӗнчен.

Аса илтеретпӗр, инкекӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхине, 23 сехет те 17 минутра тухнӑ, ӑна ҫурҫӗр иртни 22 минутра сӳнтернӗ. Бытовкӑри ҫулӑм 18 тӑваткал метра ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ. Виҫҫӗшӗ чӑваш пулнӑ.

Вилнӗ ҫынсем Домодедовӑра уйрӑм ҫын патӗнче стройкӑра ӗҫленӗ. Инкек сӑлтавне прокуратура тата следстви органӗсем тӗпчеҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар ӑшӑтмалли хатӗрпе тӗрӗс мар усӑ курнине пула сиксе тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37662
 

Пӑтӑрмахсем
ЧР спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев
ЧР спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Алексей Яковлев

Чӑваш Енӗн спорт министрӗн ҫумне Шупашкарти Пӑр керменне тунӑ чухне хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна паян суд килте икӗ уйӑх хупса усрама йышӑннӑ. Ӑнланнӑ тӑрӑх, ку вӑл — пуҫиле ӗҫе тӗпченӗ вӑхӑтлӑха.

Республикӑн Вӑй-хал культурипе тата спорт министрӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Алексей Яковлевпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслени пирки Александр Белов журналист «Фейсбукра» пӗлтернӗ.

Пӑр керменне хӑпартнӑ чух проекта темиҫе хут ылмаштарнӑ. Тӗп хуламӑрти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗ пӗлтӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнине, ӑна ҫӗкленӗ подрядчике ЧР Спорт министерстви те укҫа тӳлеменнине, «Голицын» строительство компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнине, министерствӑн 487 миллион тенкӗ тӳлемелле пулнине кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӳкеҫри Николаев урамӗнче пурӑнакансем унта тӗпленнӗ пӗр усламҫӑ 300-е яхӑн тӑваткал метр ҫӗре ярса илни пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫата евитленӗ.

Кӳкеҫри предприятисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ муниципалитет ҫӗрӗ ҫинче бетон карта тытма пуҫлани пирки хӑшӗсем тӗрлӗ инстанцие ҫӑхавланӑ имӗш. Сооружение сӳтме хушса яваплӑ органсем предписани те ҫырса панӑ. Анчах усламҫӑ сӳтес вырӑнне бетон ҫинче тимӗр карта тытма пуҫланӑ.

Саккуна пӑхӑнман (тен, кам пӗлет, тавлашуллӑ ҫав ҫӗре усламҫӑ ҫак вӑхӑтра харпӑрлӑха илме ӗлкӗрмен-ши?) ҫын пирки кама тек ҫӑхавламаллине те пӗлмеҫҫӗ-мӗн. Урамри ҫӗре хапсӑнакан этемӗн ывӑлӗ нумаях пулмасть пысӑк вырӑн йышӑннӑ та, ҫынсем унта-кунта ҫӳренин усси пулас ҫук тесе шикленеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Мускав ҫывӑхӗнчи Домодедовӑра строительство будкинче пушар тухнӑ. Унта темиҫе ҫын ҫунса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Чӑваш Ен ҫыннисем.

Ку чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ирхине пулнӑ. Бытовкӑра тухнӑ ҫулӑм 18 тӑваткал метра ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ. Виҫҫӗшӗ — чӑвашсем.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм ӑшӑнмалли хатӗртен тухма пултарнӑ. Халӗ ку пӑтӑрмаха следстви комитечӗ уҫӑмлатать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37612
 

Пӑтӑрмахсем

ЧР спорт министрӗн ҫумӗ пулнӑ Борис Атаманов ӗҫри машина рулӗ умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫсӗр тӑрса юлнӑччӗ. Унӑн арӑмӗ вӗсене такамсем юри сӑтӑр тӑвасшӑн пулнӑ тесе тӗшмӗртнине, айӑплисем Коммунистсен партийӗ е «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» мар-ши тесе аптӑранине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ.

Ӳсӗрле руль умне ларнӑ ҫын ӗҫне пӑхса тухасси самай тӑсӑлнӑ. Судра пилӗкрен кая мар лару ирттернӗ. Уррипе ӳсӗррине тӗрӗслеттерме килӗшменскере ҫулталӑк ҫурӑлӑха правасӑр хӑварнӑ тата 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Кунпа килӗшмесӗр Борис Атаманов аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Шупашкарти Мускав районӗн судӗнче ӗнер пӑхса тухнӑ. Ҫитес ларӑва ҫак уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнмалла.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти ГЭСра автокран шыва ӳкнӗ. Хуралҫӑ катерпа пырса машиниста туртса каларнӑ, анчах вӑл сывлама пӑрахнӑ.

«Русгидро» пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 18 сехет те 12 минутра пулнӑ. Автокран кӗпер хӗрринчен темиҫе метр аяккарах пулнӑ. Пӑрӑхсене ҫӗкленӗ чухне автокранӑн сӑнни айккинелле кайнӑ. Ҫавна май машина Атӑла 13 метр ҫӳллӗшӗнчен кӗрсе ӳкнӗ.

Машинист 63-ре пулнӑ. Крана шыв айӗнчен кӑларман-ха. Авари мӗне пула тухнине ятарлӑ комисси тӗпчет. Тӗпчевҫӗсем следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Аҫтӑрхан хулинче ҫӗркаҫ Чӑваш Енри каччӑ икӗ пикене ҫапса хӑварнӑ та сиккипе тарнӑ. Машинӑпа та мар, ҫуранах вӗҫтернӗ вӑл.

«ВАЗ-2112» автомобильпе пыраканскер 15 тата 16-ри пӗртӑвансене шар кӑтартнӑ. Пикесем автобус чарӑнӑвӗнчен килелле утнӑ. Анчах темшӗн тротуарпа е ҫул айккипе мар, ҫулӑн сулахай енӗпе утнӑ. Шурӑ тӑкӑрлӑкран Гончаров тӑкӑрлӑкӗ енне каякан машина хӗрсене те асӑрхаман-ши — вӗсем ҫине кӗрсе кайнӑ. Аманнӑскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Машина хуҫи автомобиле лартса хӑварсах тарнӑ.

Вӑл тӑрӑхри йӗрке хуралҫисем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсене амантнӑ машинӑна Чӑваш Республикинче регистрациленӗ. Асӑрханусӑр каччӑна халӗ Аҫтӑрханти пакунлисем шыраҫҫӗ, вӑл ӑҫтине пӗлтерме ҫынсене те пулӑшма чӗнсе калаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта вакланӑ арҫын виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шар курнӑ ҫав этем камне те, ӑна вӗлерекене те ун чух палӑртманччӗ.

Кӗҫех ҫав ҫынсене уйӑрса илнӗ. Вӗлерекене, утмӑл урлӑ каҫнӑ арҫынна, Шупашкар районӗнчи Тумкассинче хӑналаннӑ чух тытса чарнӑ. Йӗрке хуралҫисен аллине лекес марришӗн вӑл сенӗкпе хӑлаҫланнӑ.

Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйӗнпе пӗр ҫулхи арҫынпа эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫсе кайнине йышӑннӑ. Лешӗ хайхин купӑс калас ӑсталӑхне ырламан иккен. Ҫавӑншӑн тӗп тунӑ та вӑл ӑна. Хӑй валерьянка ӗҫсе лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Виҫӗ кунтан вилле пуртӑпа вакласа купӑс чӑматанне янӑ та контейнера кайса пенӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 306, 307, 308, 309, 310, 311, 312, 313, 314, 315, [316], 317, 318, 319, 320, 321, 322, 323, 324, 325, 326, ... 406
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 28

1871
153
Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1972
52
Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем