Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Мускаври 157-мӗш поликлиникӑра ҫӗҫӗ тытнӑ арҫын саркаланнӑ. Тельняшка тӑхӑннӑскер хӑйне кӑнттам тытнӑ. Унӑн аллинче ҫӗҫӗ пурри те ҫынсене шиклентернӗ. Арҫынна Росгварди ӗҫченӗсем тытса чарнӑ.
52 ҫулти арҫын Чӑваш Енрен пулнӑ иккен. Пульницӑна пынӑскер татти-сыпписӗр тем пакӑлтатнӑ, калаҫу темине вӑл вӗҫӗм ылмаштарнӑ. «Тӑванӑм, каллех мӗскӗнлетеҫҫӗ», — кӳренӳллӗн каланӑ хайхискер Росгварди ӗҫченне. Лешӗ вара ӳсӗре ҫӗҫҫе пама ӳкӗтленӗ. Ыррӑн ыйтни сая кайман — арҫын лӑпланнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна тытса чарнӑ та психиатри экспертизи тутарма илсе кайнӑ.
Мускаври поликлиникӑра ҫӗҫӗпе сулкалашнӑ арҫын Чӑваш Енри хӑш районтан пулни тата унта вӑл мӗнле лекни паллӑ мар.
Шупашкар хӗрарӑмӗ тӑватӑ уйӑхри пепкине вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл пӗр шкулта вырӑс чӗлхине вӗрентнӗ. Ӗҫтешӗсем ӑна лайӑх педагог пек пӗлеҫҫӗ.
44-ри хӗрарӑм ачипе пульницӑра сипленнӗ. Хайхискер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ир енне пепкине палатӑри сӗтел ҫине хунӑ, сӑмсине тата тутине аллипе хупланӑ. Ача сывлӑш ҫитменнине вилнӗ.
Ӗҫтешӗсем ун пирки лайӑх амӑшӗ теҫҫӗ. Ирхи 3 сехетре ӑслӑ-тӑнлӑ хӗрарӑм ачине вӗлерме тӑнине ӗненмеҫҫӗ вӗсем. Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Халӗ следстви пырать.
Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫӗре Шупашкарти пепкелӗх центрӗнчен ача кӗтекен хӗрарӑм тухса тарнӑ. 39 ҫулти хӗрарӑмӑн варти пепки — тӑватӑ уйӑхра. Пульница тухтӑрӗсем каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнпа вӗсем ӑна кӗтеҫҫӗ.
Хӗрарӑм пӗрремӗш хутри чӳречене уҫнӑ та резин тапочкипех тухса кайнӑ. Ҫийӗнче халат пулнӑ. Вӑл пӗрле пурӑнакан арҫын патне тухса тарнӑ. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, пульницӑра ҫак хӗрарӑмпа питех лайӑх калаҫман. Вӑл сусӑр пулни пирки аса илтернӗ имӗш. Хӗрарӑм ҫакна чӑтаймасӑр тухса тарнӑ.
Паллах, пульницӑра никама та вӑйпа тытса тӑраймаҫҫӗ. Пепкелӗх центрӗн ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑмсене унта лайӑх пӑхаҫҫӗ, кӳрентермеҫҫӗ.
Тухса тарнӑ хӗрарӑмӑн амӑшӗ Валентина вара суда ҫитесшӗн. Унӑн шухӑшӗпе, медицина ӗҫченӗсем этика нормисене пӑснӑ.
Шупашкарта 9 ҫулти арҫын ачапа чутах инкек пулман. Вӑл урамра уҫӑлса ҫӳренӗ чухне уҫӑ люка кӗрсе ӳкнӗ.
Ку нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехетре Зоя Яковлева урамӗнчи 44-мӗш ҫурт патӗнче пулнӑ. Юрать, ача кӗрсе ӳкнине иртен-ҫӳрен асӑрханӑ, часрах пулӑшма васканӑ.
Арҫын ача кӗрт ӑшӗнчи люк уҫӑ пулнине курман, унта кӗрсе ӳкнӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫакна курсан пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Люк тавра пӗр 15 ҫын пухӑннӑ. Пӗр арҫын вӗрен тупса ачана люкран тухма пулӑшнӑ.
Люк 5 метр тарӑнӑш пулнӑ. Юрать, ача хытах ӳкмен. Вырӑна полици ӗҫченӗсем тата васкавлӑ медпулӑшу килнӗ. Тухтӑр ачана тӗрӗсленӗ те киле янӑ.
Паян Канаш хулинче пушар пулнӑ. Унта, шел те, ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар 6 сехет те 40 минутра пӗр хутлӑ ҫуртра тухнӑ. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм виллине тупнӑ. 76 ҫултискер иккӗмӗш ушкӑнри сусӑр пулнӑ, хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ӑнсӑртран тухнӑ. Светильник диван ҫине ӳкме пултарнӑ, шӑпах ҫавна пула пушар тухма пултарнӑ. Ватӑ хӗрарӑм вара сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ ку тӗлӗшпе следовательсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр каччӑ ҫар техникине контрабанда мелӗпе ют ҫӗршыва ӑсатма хӑтланнӑ. 24-рискер тӗлӗшпе иртнӗ ҫулхи раштавӑн 30-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинчи Мускав районӗнчи суд кӑларнӑ йышӑну тинех саккунлӑ вӑя кӗнӗ.
Каччӑ каҫхине курмалли прибор тата стрелоксен хӗҫ-пӑшалӗ валли прицел саккунлӑ мар майпа туяннӑ. Ку хатӗрсем, сӑмах май, ҫар тӗллевӗллӗ шутланаҫҫӗ. Ҫавсене каччӑ Интернетра пӗлтерӳ парса сутма хӑтланнӑ. Илес текенсем те тупӑннӑ: Японирен, Китайран тата Канадӑран. Анчах таможньӑра тавара тытса чарнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, контрабандист тесе каччӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗпех ӗҫ пуҫарнӑ. Суд йышӑнӑвӗпе ӑна 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр явап тыттармалла тунӑ.
Ӗнер ҫӗрле, нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Вӑрмарта хӗрачана пуйӑс ҫапса кайнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт чарӑнма тӑрӑшнӑ, анчах ӗлкӗреймен.
Ку инкек 23 сехетре пулнӑ. Машинист каланӑ тӑрӑх, 19 ҫулти хӗрача, Вӑрмарта пурӑнаканскер, чукун ҫул ҫинче ларнӑ, пуйӑс кӑшкӑртнине илтмен е илтмӗш тунӑ. Шел те, машинист чарӑнса ӗлкӗреймен, ӑна таптаса кайнӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хӗрача чукун ҫул ҫине хӑйӗн ҫине алӑ хурас тесе ларман-и? Ҫак версие те тишкерӗҫ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Чӑваш Енӗн Общество палатин пресс-ҫыруҫи Ольга Иванова халӑх тетелӗсенчен пӗринче Россельхозбанкӑн банкомачӗпе мӗншӗн усӑ курма юрамасть-ши тесе пуҫ ватнӑ. Пӑтӑрмахӗ унпа ял хуҫалӑх академийӗнче сиксе тухнӑ. Унта вӑл асӑннӑ банкӑн картти ҫинчен укҫа илес тесе кайнӑ. Анчах аслӑ шкулти хуралҫӑсем ют ҫынна банкомат патне кӗртмессине пӗлтернӗ. Хуралҫӑсенчен асли те пулӑшайман — ютран пынӑ ҫынна банкомат студентсемпе академире ӗҫлекенсем валли ҫеҫ тесе хӑваланӑ, хуралҫӑ хӗрарӑма ҫуртран тӗксе тенӗ пекех кӑларнӑ.
Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӑн ӗҫченӗсем ку пӑтӑрмахран тӗлӗннӗ, ун патне пыма чармалла маррине пӗлтернӗ. Каярах ял хуҫалӑх академийӗн пресс-ҫыруҫи Надежда Осипова та лару-тӑрӑва уҫӑмлатса хуравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, аслӑ шкулта хуралҫӑсемпе калаҫу ирттернӗ, банкомат патне пыма ют ҫынсене ӳлӗмрен чармӗҫ.
Шупашкарти экс-вакката тата унпа пӗрле пурӑнакан арҫынна суд ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ: пӗрне — 5 ҫуллӑха, теприне — 6 ҫуллӑха. Ваккат пулнӑ хӗрарӑм та текех ваккат мар ӗнтӗ: пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче унӑн ҫав статусне пӗтернӗ. Халӗ вӗсен айӑплава пӗтӗмӗшле режимлӑ колонире ирттерме тивӗ. Иккӗшне 990 пин тенкӗлӗх штраф хурса панӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха.
РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнине, ҫав ҫынсем пирки республика прокуратури айӑплава ҫирӗплетсе суда ярса панине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, 45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе ваккатӑн арҫынни Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана 500 пин тенкӗ пама пулнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта вакланӑ арҫын виллине тупнӑччӗ. Вӗлерекене, утмӑл урлӑ каҫнӑ арҫынна, Шупашкар районӗнчи Тумкассинче хӑналаннӑ чух тытса чарнӑччӗ. Йӗрке хуралҫисен аллине лекес килменнипе сенӗкпе хӑлаҫланнӑччӗ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын хӑйӗнпе пӗр вӑхӑталли арҫынпа эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫнине йышӑннӑччӗ. Лешӗ хайхин купӑс калас ӑсталӑхне ырламан иккен. Ҫавӑншӑн тӗп тунӑ та вӑл ӑна. Хӑй валерьянка ӗҫсе лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Виҫӗ кунтан виллене вакласа купӑс чӑматанне янӑ та контейнера кайса пенӗ.
Судпа психиатри тӗпчевӗ купӑсҫӑ психика чирӗпе аптӑранине палӑртнӑ. Ҫавна пула ӑна сипленме ирӗксӗр ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |