Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Енре фура ҫаврӑнса ӳкнӗ. Унта мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри ҪҪХПИн пресс-службинче пӗлтереҫҫӗ.
Ку пӑтӑрмах Ҫӗрпӳ районӗнче, М-7 федераци ҫулӗ ҫинче, пулнӑ. Йывӑр тиевлӗ машина водителӗ руле итлеттереймен. «Тимӗр урхамах» ҫул хӗррине тухса кайса ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Фурӑра 26 ӗне пулнӑ. Шел те, пурте чӗрӗ юлайман. Темиҫе ӗне ҫавӑнтах вилнӗ. Телее, водителе нимӗн те пулман. Халӗ ҫул ҫинчи пӑтӑрмах мӗншӗн сиксе тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Улатӑрта ӗнер васкавлӑ пулӑшу машинипе пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Чипер пыраканскер ҫине «Лада-Прирӑпа» пыракан ҫамрӑк ҫапӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх васкавлӑ пулӑшун Газелӗпе ҫӑмӑл машина ҫапӑннинче ҫамрӑк водитель айӑплӑ — ытла хӑвӑрт пынине пула вӑл ҫӑмӑл машинӑна парӑнтарайман, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине тухса кайнӑ.
Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче икӗ водитель тата фельдшер аманнӑ. Телее васкавлӑ пулӑшу машининче пациент пулман.
Чӑваш Республикин прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх нумай пулмасть Шупашкар районӗн сучӗ Хусан ҫыннин тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пӑхса тухнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вӑл Кӳкеҫре пӑтӑрмаха лекнӗ, ҫулӑн хирӗҫле енӗ ҫине кӗрсе кайса тепӗр машинӑпа ҫапӑннӑ. Ҫул-йӗр инкекӗнче ҫумра ларса пыракан хӗрарӑм пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӑтӑрмах раштавӑн 17-мӗшӗнче 7 сехет ирхине М7 ҫул ҫинчи 657-мӗш ҫухрӑмӗн +359м вырӑнӗнче пулса иртнӗ. «Lada 219170» маркӑллӑ машинпа пынӑ Александр Романов хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса хӑй енӗпе пыракан «ГАЗ 330252» автомобильпе ҫапӑннӑ.
Прокуратура сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Романов хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд ӑна 2 ҫуллӑха колони-поселенинче пурӑнмалла йышӑну тунӑ. Ҫавӑн пекех айӑплӑ ҫынна икӗ ҫуллӑха машин правинчен хӑтарнӑ.
Чӑваш Енри следстви управленийӗ Шупашкар хулин транспортпа ҫыхӑну пайӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе Денис Савельев сӗтев илме пултарнӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх кӑҫалхи кӑрлачпа нарӑс уйӑхӗсенче транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Салминпа Шарафутдинов (52,63,65 маршрутсене йӗркелеҫҫӗ) усламҫӑсенчен 40 пин илме пултарнӑ. Сӗтеве вӑл тепӗр усламҫӑ урлӑ — Дубиков хушаматлӑскертен — илнӗ. Усламҫӑсем тӳре-шарана хӑйсен тӗрӗслевӗсене сахалтарах ирттермешкӗн тата маршрутсене ан хупчӑр тесе панӑ пулать.
«Правда ПФО» хыпарланӑ тӑрӑх Савельева тытса чарнӑ, Шупашкар хулин администрацийӗнче хутсем шыраҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче темиҫешер миллион тенкӗ выляса илнӗ Шупашкар арҫыннине налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Ҫав этеме тӗрлӗ ҫӗрти ҫавӑн пек вӑйӑсенче ӑннӑ: АПШри Лас-Вегасра, Германири Берлинта, Данири Копенгагента тата Франции Довиль хулинче.
Ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен арҫын уйрӑм ҫынсем тӳлемелли налукран пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 36-ри Шупашкар арҫынни 2011–2013 ҫулсенче 4 миллиона яхӑн налук тӳлемен-мӗн. Ҫав ҫулсенче вӑл 30 миллион тенкӗ ытла тупӑш илнӗ.
Вӑл уйрӑмах пысӑк виҫепе парӑма кӗнине кура ӑна виҫӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Парӑма арҫын хӑй кӑмӑлӗпе татсан пуҫиле ӗҫе чарма пултараҫҫӗ.
Укҫа енчен телейлӗ 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следователӗсем пуҫарнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче 4 ҫулти арҫын ача вилнӗ. Куншӑн халӗ унта ӗҫлекен икӗ тухтӑра суд умӗнче явап тыттарасшӑн.
Следстви шухӑшӗпе, ҫак икӗ тухтӑр дежурствӑра ачана тӗрӗс пӑхман. Шурӑ халатлисем ачан шалти органӗсене тӗплӗн тӗрӗслеме яман, рентген тата ультрасасӑ кӑтартӑвӗсене шута илмен. Пӗчӗкскерӗн вара перетонит аталаннӑ. Тухтӑрсем тӗрӗс диагноз лартса операци туман.
Тухтӑрсен тимсӗрлӗхне пула ача нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ирхине пульницӑра вилнӗ. Следовательсем тӗрлӗ экспертиза ирттернӗ. Халӗ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Шупашкарти Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫурта 2015 ҫулта сӳтнӗччӗ. Япӑхса ишӗлме пуҫланине кура ӑна ватма тивнӗччӗ. Ун вырӑнне халӗ ҫӗннине хӑпартаҫҫӗ.
Ҫурта тӑвакан организаци ӗҫӗнче республикӑн надзор органӗсем нумаях пулмасть кӑлтӑк тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслеве Чӑваш Ен прокуратури Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин ӗҫченӗсемпе пӗрле йӗркеленӗ. Надзор органӗн представителӗсем подрядчик строительство материалӗн пахалӑхне тӗрӗслесе тӑманнине асӑрханӑ. Хутсене ӗненсен, юлашки хутчен пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче хакланӑ. Ҫав вӑхӑтрах стройматериала кашни кунах кӳрсе килеҫҫӗ.
Пахалӑха тӗрӗслеме ӳркеннӗшӗн подряд организацийӗн тӗп инженерне асӑрхаттарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти хӗре ҫул ҫитмен ачасемпе ӗҫлекен инспектора хур кӑтартнӑшӑн айӑпласшӑн.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗр пӗлӗшӗ патӗнче пулнӑ. Лешӗ хӑйне хӑй суранлатнӑ та полици чӗннӗ. Хӗре те полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Анчах хайхискере унта килӗшмен. Инспектор ӑна сӑн ӳкернӗ, ыйтусем панӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗр инспектора тапнӑ. Кайран ҫул ҫитменскере следователь патне илсе кайнӑ.
Машинӑна лартсан ҫак хӗр ҫаплах лӑпланман. Вӑл инспектора ҫӳҫӗнчен тытса лӑсканӑ, питне чӗрсе пӗтернӗ. Следстви уйрӑмӗ умӗнче вӑл каллех ҫӳҫрен ярса тытнӑ.
Халӗ хӗр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ку ӗҫе тишкереҫҫӗ.
Чӑваш Енре суя эрех сутакансен ҫулне пӳлесшӗн. Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев эрнесерен ирттерекен ӗҫлӗ канашлура ку ыйтӑва та тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх, регионта йӗркене ытларах эрех-сӑрапа алхасакансем пӑсаҫҫӗ.
«Йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсем каҫпа е ҫурҫӗрте пулни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар», — тесе хыпарлать ЧР Элтеперӗн Админситрацийӗн пресс-служби. Атӑлҫи федераци округне кӗрекен регионсем хушшинче пирӗн тӑрӑхра эрех-сӑра сутакансен йышӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ. Кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр эрех сутакансем халӑха усал шӗвекпе аптратаҫҫӗ.
ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин лицензипе тивӗҫтериччен ӗҫе ҫирӗп тӗрӗслемеллине асӑннӑ. Михаил Васильевич Экономика министерствине ыйтӑва кулленех тӗрӗслесе тӑмаллине, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне йышӑннӑ мерӑсем пирки отчет тӑратма хушнӑ.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра виҫӗ пушар пулнӑ. Шупашкарта административлӑ ҫурт ҫуннӑ. ЧР МЧСӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна такам тивертнӗ.
Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ишлей ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ административлӑ ҫуртра пушар тухнӑ. Пушарнӑйсем ҫулӑма 6 минутра сӳнтернӗ. Пушар пурлӑхӑн пӗр пайне тӗп тума ӗлкӗрнӗ.
Ҫӗрпӳ хулинчи Куйбышев урамӗнче те пушар алхаснӑ. Ҫав ҫуртра 51 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Вӑл эрех-сӑрапа айкашнӑ. Пушарта вӑл сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫав кунах Канаша пушар сӳнтерме тивнӗ. Унта мунча ҫуннӑ. Юрать, пушарнӑйсем ҫулӑма ҫурт ҫине куҫма паман.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |