Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви Атӑл хӗрринче, Шупашкарти нефть базинчен инҫех мар вырнаҫнӑ ҫӗре «ТНК 21» компание аукционсӑрах панӑ тесе шухӑшлакансем пур иккен. Шыв хӗрринчи лаптӑклӑ пулнӑ компанин учредителӗ — «ТУС» хуҫи, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов.
Николай Угаслов 31 миллион тенкӗ тӑракан 16 пин тӑваткал метр лаптӑка аукционта тара илнине ӗнентерет-мӗн, анчах унӑн конкуренчӗсем нимле аукцион та пулманнине палӑртаҫҫӗ иккен. ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче аукцион иртнине хыпарланине асӑрхаман енне патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи пурлӑха аукционсӑр тыттарнӑ тесе шухӑшлакансем ку ӗҫе тӗпчеме правӑна сыхлакан органсенех ыйтнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче пӗр ушкӑн шашлӑк ҫисе савӑнма шухӑшланӑ. Анчах ку инкекпе вӗҫленнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри хулинче пурӑнакан арҫын, 56 ҫултискер, кил хуҫалӑхӗнче, пахчара тирпейленӗ хыҫҫӑн тӑванӗсемпе пӗрле шашлӑк ӑшалама шухӑшланӑ. Хайхискер какай маринадланнипе маринадланманнине тӗрӗслеме шут тытнӑ: пӗр татӑка ҫӑвара хыпнӑ.
Арҫын чӗрӗ какайпа чыхӑнса кайнӑ, татӑк пырне ларнӑ. Тӑванӗсем ӑна кӑларнӑ-ха, анчах васкавлӑ медпулӑшу киличчен арҫын вилсе кайнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын чыхӑнса кайнипе, сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.
Пушартан асӑрханассине паян республикӑн Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе, федерацин тӗрлӗ службисен регионти уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе эрнесерен ирттерекен планеркӑра сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Республикин ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Александр Коршунов техника яланах хатӗр тӑнине, ятарлӑ ӗҫченсем те ҫителӗклине асӑннӑ. Ҫанталӑк типӗ тӑнине кура пушар алхасас хӑрушлӑх пур. Йӗпреҫ тӑрӑхӗнче пушар тухнӑ тӗслӗхе шута та илнӗ. Унта пуйӑс иртсе кайнӑ хыҫҫӑн ҫул хӗрринчи типӗ курӑк тивсе кайнӑ.
Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗсенчех сахал мар пушар тухнӑ. Вут-кӑвара сӳнтерме виҫӗ кунта 90 хут тухнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев халӑхра профилактика ӗҫӗсене йӗркелемеллине асӑрхаттарнӑ. Шар курасран пурлӑха инкекрен страхламалли пирки те асӑннӑ вӑл.
Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре Атӑлта хӗр виллине тупнӑ. Ӑна ҫӑлавҫӑсем ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара катерпа илсе кайнӑ. Ҫав хӗр 21 ҫулта пулни паллӑ. Вӑл Атӑл леш енче путса вилнине те палӑртнӑ.
Ку инкек пулнине РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ те ҫирӗплетет. Ҫак кунсенче республикӑра ҫанталӑк ҫуллахи пек шӑрӑх тӑчӗ. Хӗр шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ-и? Е урӑх сӑлтава пула-и? Хальлӗхе паллӑ мар-ха. Следовательсем ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хӗрӗн ятне-шывне те палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта маршруткӑсен йышне чакарасшӑн. Пассажирсене хальхи вӑхӑтра турттаракансенчен ҫиччӗшӗн ҫу уйӑхӗнче килӗшӳ вӑхӑчӗ вӗҫленет. Ун хыҫҫӑн вӗсен вӑхӑтне тӑсмасан та пултарассине Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ. «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах 60, 60К, 48, 49, 51, 56, 59 маршруткӑсем пирки пырать.
Маршруткӑсем сахалтарах пулсан пассажирсем троллейбуспа ытларах ҫӳреме пуҫласса шанаҫҫӗ. Троллейбус управленийӗнче лару-тӑру ҫӑмӑл маррине шута илсен маршруткӑсене сирсе хӑварни муниципалитетӑн унитарлӑ предприятине усӑ кӳме пултарать.
«За рулем» портал 49-мӗш маршуртпа ӗҫленӗ Валерий Захаров усламҫӑ пирки аса илтерет. Хула пуҫлӑхӗсем унпа пӗрлехи транспорт карттипе ЕТКпа ӗҫлеме килӗшменшӗн килӗшӗве татнӑ. Ҫакӑнпа килӗшмесӗр лешӗ суда панӑ. Ӗҫе ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пӑхса тухмалла.
Шупашкарти пӗр шкулта ҫамрӑк чӳречерен сикнӗ. Унта ӑс пухакан ачасем каланӑ тӑрӑх, ҫакна вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе тунӑ.
Ку паян, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 13 сехетре пулнӑ. Ҫамрӑка, суранланнӑскере, пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл реанимацире выртать.
Ҫав ача 11-мӗш класра ӑс пухать, вӑл 17 ҫулта. Унӑн ашшӗ-амӑшне шкул директорӗ патне чӗнмелли сӑлтав тупӑннӑ: ҫамрӑк ӳсӗр-мӗн. Аслисем кун пирки калаҫнӑ хушӑра яш туалета тухма ирӗк ыйтнӑ.
Анчах унӑн пачах урӑх шухӑш пулнӑ иккен. Вӑл пӗтӗм вӑйран чупса пырса иккӗмӗш хутри чӳречерен сикнӗ. Кантӑк ҫӗмӗрӗлнӗ, каччӑ крыльца ҫине кантӑк ванчӑкӗсемпе пӗрле ӳкнӗ.
Шупашкарти гайд-парка Мӑнкунта ҫӑмарта илсе пынӑ тата валеҫнӗ хӗрарӑма суд штрафланӑ. Ҫӑмарта тытса сӑн ӳкерӗннӗ арҫынсене вара айӑпламан.
Аса илтерер, ҫав ушкӑн чӑх ҫӑмарти тытса сӑн ӳкерӗннӗ, кашни ҫӑмарта ҫине пӗрер саспалли ҫырса хунине вуласан «Свободу Мальцеву» тени курӑннӑ. (Вячеслав Мальцев ятлӑ оппозиционера Мускаври Тверь сучӗ 15 талӑклӑха хупнӑ. Ҫав ҫын пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче коррупцие хирӗҫ акцие хутшӑннӑ чух полицие пӑхӑнман имӗш). Йышра Елена (Алена) Блинова ятлӑ хӗрарӑм та пулнӑ. Митинга хутшӑннӑ тесе маларах ӑна ача пахчинчи ӗҫрен кӑларса янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Мӑнкунта хӗрарӑм ҫӑмартана ҫынсене валеҫнӗ-мӗн. Шупашкарти Ленин район сучӗ ӑна 20 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Суд гайд-парка шӑпах Блинова ҫӑмарта илсе пынине, ун ҫине «Свободу Мальцеву» тесе вӑлах ҫырса хунине шута илнӗ-мӗн.
Канаш районӗнчи пӗвере арҫын виллине тупнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ку Янкӑлч ялӗнче ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. 59 ҫулти арҫын ҫак ялтах пурӑннӑ. Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӑл аппӑшӗ патне хӑнана кайнӑ. Унта мунча кӗнӗ те киле кайма тухнӑ. Унӑн ҫулӗ шӑпах ҫав пӗве урлӑ выртнӑ.
Арҫын ҫав кун та, тепӗр кунхине те киле таврӑнманнине кура ӑна тӑванӗсем шырама тытӑннӑ. Ӑна темиҫе кунран пӗвере тупнӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын пӗве патӗнчен иртсе пынӑ чухне шыва ӳкнӗ те путса вилнӗ.
Чӑваш ӳнер музейӗнче Иван Дмитриевӑн «Эрос в творчестве Ивана Дмитриева: истоки, поиски, открытия» (чӑв. Иван Дмитриевӑн пултарулӑхӗнчи эрос: ҫӑлкуҫ, шырав, уҫни) куравӗ уҫӑлнине, ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Коммунистсен партийӗн пайташӗ Александр Андреев музейри эрос теми аптӑратнине эпирпӗлтернӗччӗ.
Вӑл музейри курава кайса курнӑ та ачасен ҫара ӳкерчӗкӗсем ӑна педофилие аса илтернӗн туйӑннӑ. Ҫавна май депутат республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ячӗпе ҫыру ҫырнӑ, курава хаклама ыйтнӑ.
Депутат ҫырӑвӗ пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗн пайӗн ертӳҫи Геннадий Иванов-Орков хӑйӗн шухӑшне Фейсбукри страницӑра пӗлтернӗ. Вӑл Чӑваш Енре медицинӑпа ӳнер пӗлӗвӗн экспертизи енӗпе ӗҫлекен комисси пуррине (сӑмах май, вӑл хай те комисси пайташӗ) аса илтернӗ май унтисемпе канашлама май пуррине, депутат айӑплавӗпе килӗшменнине палӑртнӑ. Унтан вӑл депутата музея час-час пырса ҫӳреме чӗннӗ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗсене ҫӳрекенсем унти ларусем кичем иртменнине, хӑш чух путишлерех самантсем те сиксе тухнине асӑрханах пулӗ.
Ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче иртнӗ сессире Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне тишкерсе отчет турӗ. Доклада сӳтсе явнӑ чухне «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ишӗлекен ҫурт-йӗртен граждансене куҫарас программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ май ҫапларах ҫавӑрттарса хучӗ: «Пилӗк миллиард илнӗ, эпӗ ҫирӗплетсе каламастӑп, анчах ҫав 5 миллиарда вӑрласа пӗтермен-ши тесе шикленетӗп».
Сессие тӗнче тетелӗнче трансляциленӗрен ӑна кирек кам та итлеме пултарать. Чӑваш Енӗн Юстици министерстви Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне Моляков сӑмахӗ обществӑна начар витӗм кӳмен-ши тесе тишкерме ыйтса ҫыру янӑ.
Институтӑн пуҫлӑхӗ Петр Краснов «Правда ПФО» интернет-хаҫата вӑл ҫырӑва илнине хирӗҫлемен. «Ун пек калани япӑх реакци ҫуратма пултарнӑ. Анчах Интернета тишкернӗ чух эпир ун пек ахрӑм асӑрхамарӑмӑр», — тенӗ Петр Краснов.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |