Шупашкарти «Космос» каҫхи клуб хӑйсен патӗнче эрне каялла арҫын вилнишӗн куляннине пӗлтернӗ. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницинче ҫырнӑ. Клуб администрацийӗ тата уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗ следствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗ. Ҫав ҫырурах тӗпчевҫӗсем пӗтӗмлетӳ тумасӑр пӑтӑрмаха хак пама сӗнменнине те палӑртнӑ.
Ӗнертенпе «Космос» вӑхӑтлӑха хупӑннӑ иккен. Ҫакна администраци клуб ӗҫченӗсене тата вӗсен тӑванӗсене вӗҫӗм кӳрентернипе тата хӑратнипе сӑлтавланӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хуралҫӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнине, хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хурса пӗр вӑхӑт ӑна ҫапла тытса тӑнипе арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Канма пынӑ ҫынна вӗлерсе пӑрахнӑ хуралҫӑ тӗлӗшпе астумасӑр вӗлернӗ текен статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫын леш тӗнчене ӑсаннипе вӗҫленнӗ инкеке тӗпчевҫӗсем малалла тӗпченӗ май судпа медицина экспертизисем ирттерӗҫ, хирӗҫтӑрӑва курса тӑнисенчен ыйтса пӗлӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Муркаш районӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм ҫӑнӑх складне сиенлетнӗ.
Шатракассинчи складра ҫулӑм ҫурҫӗр иртни 2 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Вырӑна ҫитнӗ пушарнӑйсем унпа 20 минут кӗрешнӗ. Юрать, кӳршӗ склада сыхласа хӑварма май килнӗ. Унта тырӑ упраннӑ.
Пушарта 30 тонна ҫӑнӑх ҫунса кайнӑ. Ку тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашать.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал республикӑра 549 пушар тухнӑ, ҫулӑм пӗтӗмпе 54 миллион ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Тата хӑрушӑраххи – пушарта 38 ҫын вилнӗ, 47-ӗн аманнӑ. 129 ҫынна пушарта ҫӑлма май килнӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗш каҫхине Чӑваш Республикин тӗп хулинче шассине антарман самолет анса ларнӑ. Вӑл «СкайМир» авиакомпанин самолечӗ пулнӑ.
Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ вырӑнлӑ самолет вӑрмансене пӑхса ҫаврӑннӑ. Ӗҫпе вӗҫекен самолетра пилот пӗчченех пулнӑ. Анма тӑрсан вӑл йӑнӑш тунипе шассине антарма манса кайнӑ.
Пилот кӗпепе ҫуралнӑ пулмалла — самолета аэропортра тӗрӗс мар антарса лартнӑ пулсан та вӑл инкек тӳсмен. Аэропортрисем те аварие лекмен. Шассисӗр самолета кайран вӗҫсе хӑпармалли ҫул ҫинчен ангара куҫарса кайнӑ.
Юсавлӑ самолет пӑтӑрмахлӑ анса ларнипе комисси ӗҫлет. Вӗсем инкекӗн чӑн сӑлтавне тата айӑплине тупса палӑртӗҫ.
Аэропорт халӗ тӗрӗс-тӗкел ӗҫлет. Ытти самолетсемшӗн анса ларма чӑрмав пулман.
Тӑвай районӗнче шӑп та лӑп 15 ҫул каялла, 2002 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, автобус ҫырмана анса кайнӑ. Хӑрушӑ аварире 25 ҫын вилнӗ.
Ҫав кун ирхине автобуса 65 ҫын ларнӑ. Автобусра Тӗнеяль, Йӑнтӑрччӑ ялӗнчи ҫынсем пулнӑ. Транспорт Тӑвай ялне ҫитсен ҫырмана анса кайнӑ. Кайран ҫакна палӑртнӑ: автобусӑн тормозӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Аварире 30 ҫын йывӑр аманнӑ. Халӗ ҫав вырӑнта часавай ларать. Ӑна районти ҫынсем, организацисем, предприятисем пухнӑ укҫапа ҫӗкленӗ. Республикӑри ытти район-хулари ҫынсем те ҫак сӑваплӑ ӗҫрен юлман.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Сирире чӑваш каччи паттӑрла пуҫ хунӑ. Самарти ҫар чаҫӗ янӑ телеграммӑра шӑпах ҫапла палӑртнӑ: «Вӑл ҫар тивӗҫне пурнаҫланӑ чухне паттӑрла вилнӗ».
Валерий Евдокимовӑн ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 30 ҫул тултармалла пулнӑ. Унӑн арӑмӗ, ачи тӑлӑха юлнӑ. Ӑна ҫурлан 8-мӗшӗнче Явӑшри Мухтав аллейинче пытарнӑ.
Тусӗсемпе тӑванӗсем ӑна чӑн-чӑн паттӑр пек аса илеҫҫӗ. Вӑл чи яваплӑ ӗҫсене хӑйӗн ҫине илнӗ, яланах пулӑшма хатӗр пулнӑ.
Шупашкар хулинче каҫхи клубра арҫын вилнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн Шупашкарти Ленин районӗнчи тӗпчевҫисем ку пӑтӑрмахпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗр каҫ Шупашкарти Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗнчи кану заведенийӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хурал хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хунӑ та пӗр вӑхӑт ҫапла тытса тӑнӑ. Арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Канма пынӑ ҫынна вӗлерсе пӑрахнӑ хуралҫӑ тӗлӗшпе астумасӑр вӗлернӗ статьяпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫамрӑк арҫын леш тӗнчене ӑсаннипе вӗҫленнӗ инкеке тӗпчевҫӗсем малалла тӗпченӗ май судпа медицина экспертизисем ирттерӗҫ, хирӗҫ-тӑрӑва курса тӑнисенчен ыйтса пӗлӗҫ.
Шупашкарти аэропорт кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче амбулифт туянӗ. Ӑна кӑларакан предприятипе килӗшӳ туса хатӗрленӗ, укҫан пӗр пайне тӳленӗ. Самолетпа ҫӳрекен сусӑрсене анса хӑпарма меллӗ ятарлӑ транспорта илессине Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтерет.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килекен спортсмен аэропорта кӳреннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Замир Шкахов спортсмен самолетран коляскӑпа анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр пулманни чӑрмав кӳнӗ. Аэропорт ӗҫченӗсем ӑна багаж уйрӑмӗнчен тухма сӗннӗ. Куншӑн спортсмен хӑйне япала вырӑнне хураҫҫӗ тесе кӳреннӗ. Самолет трапӗнчен вӑл алӑ ҫине таянса аннӑ.
Шӑв-шав ҫуратнӑ истори хыҫҫӑн аэропорта амбулифт туянма хистесе суд та йышӑну кӑларнӑ.
Иртнӗ вырсарникун республикӑра виҫӗ ҫын путса вилнӗ. Ирхине Ҫӗрпӳри пӗвере 54 ҫулти арҫын путнӑ. Вӑл тусӗпе, иккӗшӗ те ӳсӗр пулнӑ вӗсем, пӗве урлӑ ишсе каҫма шухӑшланӑ. Варрине ҫитсен 54 ҫултискер вӑйран кайнӑ, шыва путнӑ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем шыраса тупнӑ.
Тепӗр пӑтӑрмах Атӑл леш енчи «Прометей» кану базинче пулнӑ. 17 сехетре Атӑлта 37 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Унӑн виллине хальлӗхе тупайман.
Улатӑрта 11 ҫулти хӗрача путнӑ. Вӑл аппӑшӗсемпе пӗрле Сӑрӑн сулахай енне шыва кӗме кайнӑ. Хӗрача чӑнкӑ ҫыран хӗррине лекнӗ те шыв айне кайнӑ. Халӗ унӑн виллине шыраҫҫӗ.
«Кунта ҫур Чӑваш Ен пуҫтарӑнать», — ҫапла ҫавӑрттарса хучӗ Мускавра ӳт сутса пурӑнакан хӗрарӑмсенчен пӗри оперативниксене. Кӑларӑма ТВЦ телеканалпа кӑтартнӑ.
Телеертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, хайсен ӳтне сутакансем хушшинче тӗрлӗ хаклисем тата темли те пулнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм хутшӑнӑвӗсем йӑлӑхтарса ҫитернисем те хӑйсем валли чун киленӗҫне унта тупма пултарнӑ.
Шалти ӗҫсен министерствин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ автономи округӗнчи управленийӗн ӗҫченӗсем Кузьминка, Люблино, Рязань проспектӗнчи ҫӗр хута ҫул хӗррине тухса тӑнӑ кӗске аркӑллӑ хӗрарӑмсене тытса чарнӑ. Право хуралҫисен аллине 18-ӑн ҫакланнӑ. Вӗсен ҫулӗ — 24-ран пуҫласа 41-ччен.
Телесюжетран хӗрарӑмсенчен пӗри унччен те йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланни палӑрать. Анчах вӑл ҫакна йышӑнасшӑн мар, ун ячӗпе урӑххисем усӑ курма пултарнӑ тенине ӗнентересшӗн. «Кунта ҫур Чӑваш Ен пуҫтарӑнать», — тесе каланӑ май ыттисем ун ячӗпе витӗнме пултарнӑ тесшӗн пулчӗ.
Ҫӗрпӳри юрӑхсӑра тухнӑ фермӑра 17 ҫулти хӗр виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата Екатерина Трофимова пӗлтернӗ.
Хӗр виллине ӗнер тупнӑ. Ҫав хӗр хӑйӗн ҫине алӑ хума пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
17 ҫулти хӗр икӗ кун каялла ҫухалнӑ. Ӑна тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем таҫта та шыранӑ. Пӗр класра вӗренекен тусӗсем ӑна кивӗ фермӑра тупнӑ, анчах вӑл ун чухне сывламан ӗнтӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |