«Чӑвашупрдор» хысна учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Прусаков ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче руль умӗнче ӳсӗр пулнишӗн ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ. Ку хыпара ZaRulem.ws автопорталта ҫырнӑ-мӗн.
Ӗҫри урапана тытса пыракан пуҫлӑх инспекторсемпе хӑйне кӑнттам тытнӑ теҫҫӗ.
А226АА 21 патшалӑх номерӗллӗ «Nissan Teana» маркӑллӑ машина рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ пуҫлӑх ӗҫне пӑхса тухма миравай тӳресен Шупашкар районӗнчи 2-мӗш участокне ярса панӑ. Ӗҫе хальлӗхе пӑхса тухса тухса татӑклӑ йышӑну тӑвайман иккен-ха: суд ларӑвне тӗрлӗ сӑлтава пула темиҫе хутчен те куҫарма тивнӗ.
Урапа умне хӗрӗнкӗ пуҫпа кӗрсе ларнӑ пуҫлӑх Чӑваш Енӗн правительствин ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх енӗпе ӗҫлекен комиссин пайташӗ шутланать.
Шупашкарта 5 ҫулти ача аслисемсӗр юлсан Винкс пулас тенӗ. Асламӑшӗ ун чухне лавккана кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра хӗрача мультик пӑхнӑ. Шӑпах Винкс пирки кӑтартнӑ.
Хӗрача мультикри сӑнар пулас тесе хӑйне чӗртсе янӑ. Ҫапла вӑл кӗлеткин 50 процентне суранлатнӑ. Халӗ унӑн тата темиҫе операци ирттерме тивӗ. Хӗрача пирки Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ.
Ку пӑтӑрмах ҫур ҫул каяллах пулнӑ. Соня пӑтӑ ҫиес темен, ҫавӑнпа асламӑшӗ лавккана пельмен патне чупнӑ. Вӑл килте 40 минут пулман. Соня мультик пӑхса Винкс фея пек пулма хӑтланнӑ та газ плитине ҫутнӑ, патак илсе сулкалашма тытӑннӑ. Ҫулӑм тумне ярса илнӗ.
Малтан вӑл алшӑллипе ҫулӑма сӳнтернӗ. Унтан ваннӑна кӗрсе шыв сапнӑ. Кайран аялалла чупса кайнӑ. Кӳрши курсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.
Тӑватӑ кунран ачана Чулхулари пульницӑна ӑсатнӑ. Темиҫе уйӑхра 7 операци тунӑ ӑна. Халӗ ӑна сусӑр пулнине ӗнентерекен хут панӑ.
Ку пӑтӑрмах хыҫҫӑн пӳлӗмре Винкспа ҫыхӑннӑ плакатсене, теттесене илсе пӑрахнӑ. Ача халӗ урама тухма хӑрать. Вӑл шӑнаран, вӑрӑм тунаран шикленет. Унпа психолог ӗҫлет.
Соня пирки Елена Малышевӑн «Жить здорово» кӑларӑмра кӑтартнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫурҫӗр иртсен Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, инкекре Volkswagen Polo урапа хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ "ВАЗ-111930"-на пырса тӑрӑннӑ. Пӗрремӗш машинӑн рулӗ умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн 17 ҫулхи ывӑлӗ пулнӑ. Республикӑн тӗп хулин сити-менеджерӗ кӑштахранах ывӑлӗшӗн явап тытма хатӗррине пӗлтернӗччӗ.
17 ҫулхи каччӑна 15 пин тенкӗ штрафланӑ. Вӑл правасӑр-мӗнсӗр ҫула тухнӑ пулнӑ.
Машинӑпа ҫула тухма ирӗк панӑшӑн ашшӗне 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ывӑлӗ инкеке лекнине федераци МИХӗсем те пӗлтернӗ, ҫав шутра - 1-мӗш канал та.
Шупашкарта каллех ҫын пысӑк ҫӳллӗшрен ӳкнӗ. Арҫын вилмеллех аманнӑ. Ку ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче пулнӑ. Арҫын картлашка лапамӗнчен персе аннӑ.
Ахӑртнех, вӑл улттӑмӗш хутран персе аннӑ. Вӑл эрех-сӑра ӗҫме пултарнӑ. Арҫын ҫав ҫуртра пурӑнман. Тӑваттӑмӗш подъездри картлашка лапамӗнче эрех-сӑра ӗҫме пухӑнаҫҫӗ-мӗн.
Халӗ оперативлӑ тӗпчев мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Арҫын хӑш хутран ӳкни паллӑ мар.
Сӑмах май, паян Шупашкарти Энгельс урамӗнче те пӑтӑрмах пулнӑ. Унта 55 ҫулти арҫын виҫҫӗмӗш хутран сикнӗ. Халӗ вӑл реанимацире выртать.
Патӑрьел районӗнчи икӗ ял тӑрӑхӗ тӗлӗшпе вӑл тӑрӑхри прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ.
Суда хут шӑрҫаличчен прокуратура ҫутҫанталӑк ҫинчен калакан саккуна ял тӑрӑхӗсенче епле пурнӑҫланине тӗрӗсленине пӗлтерет.
Йӑлари каяша тата ҫӳп-ҫапа пуҫтарассипе турттарасси вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тивӗҫӗ пулса тӑрать. Аслӑ Арапуҫ (Первомайскинчи) тата Ҫӗнӗ Ахпӳрт ял тӑрӑхӗсем ку енӗпе ӗҫлесе ҫитерейменнине асӑрханӑ. Вӗсем ҫӳп-ҫапа пухассине йӗркелеменнине кура ҫынсем ӑҫта кирлӗ унта переҫҫӗ.
Кӑлтӑка асӑрханӑ прокуратура ӗҫченӗсем РФ Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 6,3 статйипе ӗҫ пуҫарнӑ. Ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене 500-шер тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫӳп-ҫапшӑн яваплисене прокуратура административлӑ майпа асӑрхаттарма сӗннине пурнӑҫласа ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем вырӑнтисене явап тыттарнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса прокуратура суда та тавӑҫпа ҫитнӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова ачасем ҫӳллӗ хутран ӳкнӗ тӗслӗхсем пирки сӑмах хускатнӑ. Ку ыйту ӑна самай хумхантарать, мӗншӗн тесен кунашкал тӗслӗх сайра тӗл пулмасть.
Ҫулла ҫынсем чӳречесене уҫаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере республикӑра ҫул ҫитмен икӗ ача чӳречерен тухса ӳкнӗ.
Пӗр тӗслӗх Муркаш районӗнче пулнӑ. Икӗ ҫул ҫурӑри ача халӗ реанимацире выртать. Унӑн пуҫ мими чӗтреннӗ.
Тепӗр тӗслӗх Канашра пулнӑ. Унта, шел те, ача вилнӗ. Вӑл нумай хутлӑ ҫурт чӳречинчен ӳкнӗ. 10 уйӑхри пепке сывлама чарӑннӑ.
Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта кунашкал тӗслӗх нумай пулнӑ. Ун чухне 5 ача ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 2015 ҫулта пилӗк ҫемье шар курнӑ.
Ку инкек москитлӑ сеткӑсене пула сиксе тухать. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине вӑхӑтлӑха ӗҫрен хӑтарнӑ.
Леонид Волков элчӗ коррупципе ҫыхӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ-мӗн, ҫавна май ун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи тӗлӗшпе тӗрӗслев пуҫарнине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьевах пӗлтернӗ. Элчелӗхӗн ертӳҫин ӗҫне хакланӑ вӑхӑтра ӑна должноҫрен сирнӗ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче ҫырнинче Леонид Волкова мӗне кура ӗҫрен сирнине саккунсем ҫине таянсах ӑнлантарнӑ. Вӑхӑтлӑх хӑтарасси пирки хушӑвах кӑларнӑ.
Леонид Волков вырӑнне элчӗ тивӗҫне хайхин ҫумӗ (ӑна темиҫе кун каялла кӑна, ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, ҫак пукана шанса панӑ) Валерий Шакин пурнӑҫлӗ.
Шупашкар хулин сити-менеджерӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ывӑлӗшӗн явап тытма хатӗрри пирки пӗлтернӗ.
«Ман ҫул ҫитмен ывӑл хӑйне тӗрӗс мар тытса пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Унӑн ӗҫӗсемшӗн эпӗ явап тытма хатӗр. Сире вара ачӑрсемпе пӑтӑрмахсем ан пулччӑр тесе сунатӑп, сирӗн ачасем сывӑ та телейлӗ пулччӑр», — пӗлтернӗ вӑл паян ирхине.
Эпир маларах пӗлтернӗччӗ, нумай пулмасть Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннӑ — Volkswagen Polo тата ВАЗ-111930. Пӗрремӗш машинӑн рулӗ умӗнче 17 ҫулхи Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ пулнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн икӗ водитель те суранланнӑ. ВАЗ-111930 машинӑн рулӗ умӗнче ларакан ҫын урӑ пулни паллӑ, Ладыков ывӑлӗ вара эрех ӗҫни тӗлӗшпе тӗрӗсленме килӗшмен.
Ҫӗркаҫ ҫурҫӗр тӗлӗнче Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — Volkswagen Polo маркӑлли, тепри — Lada Kalina.
Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ урапана 17 ҫулти каччӑ тытса пынӑ иккен. Вӑл умра пыракан урапаран иртсе каяс тесе машинӑсене хирӗҫ килмелли ҫул ҫине тухса кайнӑ. Унта хамӑр ҫӗршывра туса кӑларнӑ урапана пырса тӑрӑннӑ. Инкекре икӗ водитель те суранланнӑ.
Урапасем ҫапӑннишӗн айӑплӑ машинӑна тытса пыраканнин водитель прави те пулман-мӗн. Инкеке асӑрханисем ӗнентернӗ тӑрӑх, руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ ларса пынӑ. Каччӑ ӳсӗр пулнӑ имӗш, вӑл медицина тӗрӗслевӗ тухма килӗшмен. Юлашкинчен каланине (яш медтӗрӗслеврен пӑрӑннине) Чӑваш Енӗн ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ.
Республикӑра тухса тӑракан хаҫатсенчен пӗрисен, «Взятка» тата «Самана» ятлисен, редакторне Эдуард Мочалова иртнӗ уйӑхӑн 9-мӗш каҫхине хӗненине эпир пӗлтернӗччӗ. Ку хыпара эпир anticor_21 блогер ҫырнинчен илнӗччӗ.
Anticor_21 блогер халӗ тата тепӗр хыпар пӗлтерет. Унта Эдуард Мочалова хирӗҫле черетлӗ хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнине каланӑ. Ӑна ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи шалти ӗҫсен пайне дознаватель ыйтса пӗлме чӗннӗ-мӗн. Кайран вӑл следстви управленине кӗрсе тухнӑ иккен. Ҫавӑн чухне вӑл ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине пӗлнӗ. «Взятка» редакцине тапӑннисен тата Эдуард Мочалова хӗнекенсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, мӗншӗн тесен пӑтӑрмаха Мочалов хӑй пуҫарнӑ имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |