Чулхулара пулнӑ взрывра шар курнӑ ҫынсене Шупашкара илсе килнӗ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханмалли ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче сирпӗнсе суранланнӑ икӗ арҫынна тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, илсе килнӗ. Унччен вӗсем Чулхула пульницинче пулнӑ. Кунта вӗсене тӑванӗсемех илсе ҫитернӗ. Тепӗр арҫынна вара Васкавлӑ медпулӑшу пульницине сипленме хунӑ.
Аса илтерер: сирпӗнӳ ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Хута каякан 12 хутлӑ ҫуртра компрессор сирпӗннӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав вырӑна тӗплӗ пӑхса тухнӑ, унти япаласене тӗпчев ирттермешкӗн илнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе судмедэкспертиза ирттерме палӑртнӑ. Следовательсен ку пӑтӑрмахра кам айӑплине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинче пулнӑ тӑватӑ аварире 5 ача суранланнӑ. Пӗри Шупашкарта ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Строительсен урамӗнчи картишре пулнӑ. 7 ҫулти арҫын ача ҫывӑхра ларакан машина хыҫӗнчен чупса тухнӑ та урапа айне лекнӗ. Водитель тормоз пусма ӗлкӗрнӗ-ха, анчах ачана пур-пӗрех пырса ҫапнӑ. Ачан ури аманнӑ.
Ҫав каҫах Шупашкарти Афанасьев урамӗнчи ҫуртсен картишӗнче те пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Унта водитель тӳрех икӗ ача ҫине кӗрсе кайнӑ. 8 тата 9 ҫулсенчи арҫын ачасем та ҫывӑхра ларакан урапасен хыҫӗнчен чупса тухнӑ. Ачасем, телее, аварире вӑйлах аманман.
Ҫӗмӗрле районӗнче вара икӗ урапа ҫапӑннӑ чухне 12-ри хӗрача шар курнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 13 ҫулти велосипедист пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та ВАЗ-2110 урапапа ҫапӑннӑ. Арҫын ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхне ертсе пынӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Лапсар ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтупа тӗпчевҫӗсен аллине ҫакланнӑ. Хайхи хӑйӗн паллаканне Ҫатракасси ялӗнче 0,17 гектар ҫӗр уйӑрса пама вӑхӑтӗнче йышӑну тунӑҫи пулса суя хут хатӗрленӗ. Лешӗ ҫавӑн тӑрӑх лаптӑка харпӑрлӑха куҫарнӑ.
Ҫапла хӑтланнипе экс-пуҫлӑх Шупашкар район администрацине вӑл 800 пин тенкӗлӗх сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, ҫав ҫӗр лаптӑкне арест хума йышӑннӑ.
Экс-пуҫлӑх турткалашса тӑман: айӑпа йышӑннӑ. Тӗпчевҫӗсем халӗ ку ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Тӑвай районӗнчи пӗр вӑй питти эрех сахал тесе шуруповерт вӑрланӑ. Ҫак айванлӑхшӑн ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 158-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «б» пункчӗпе айӑплӗҫ. Тӑвай район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплав пӗтӗмлетӗвне 47-ри арҫынна тыттарнӑ ӗнтӗ, пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Пӑтӑрмахӗ ҫапларах сиксе тухнӑ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхи 5 сехет тӗлӗнче кӳршӗпе эрех ӗҫнӗ. Анчах сӑра сакки сарлака ҫав — сахал ярса панӑн туйӑннӑ. Ӗҫмелли тупатӑп-и е урӑх пурлӑх лекӗ-и те ӑна сутма е ылмаштарма май килмӗ-и тесе вӑл пӗрле хӑналаннӑ арҫыннӑн гаражне кӗнӗ. Эрехӗ гаражра пулман, анчах куҫ тӗлне 2500 тенкӗ тӑракан шуруповерт лекнӗ. Ҫавна ҫаклатса тухнӑ та эрех ӗҫес шухӑшлӑ этем. Ӑна вӑл 200 тенкӗпе сутса янӑ та пыра хӗртмелли туяннӑ.
Кӗрекере туй кӗрленӗ чухне йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ те савӑнӑҫа пӑснӑ. Туй шилӗкӗ айӗнче ларакан 14-ри хӗр куляннипе йӗмех тытӑннӑ, унӑн пулас упӑшки те, 13 ҫулти каччӑ, пӑшӑрханса ӳкнӗ.
Ку пӑтӑрмах кинори пек туйӑнсан та, апла мар. Чӑн пурнӑҫранах. Туйӗ Алькешра пынӑ. Ҫухалнӑ хӗр пӗрчине шыраса (ун пирки ачан кукамӑшӗ кирлӗ ҫӗре пӗлтернӗ) ҫав вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ. Хӗрӗ Кострома облаҫӗнчен пулнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, каччӑпа халӑх тетелӗсенчен пӗринче паллашнӑ та юратса пӑрахнипе рейс автобусӗ ҫине ларса Чулхулана ҫитнӗ. Унтан ҫӑмӑл урапапа — Шупашкара. Каччӑ енчисем, вӗсем чикансем, каланӑ тӑрӑх, пулас кинӗн тӑванӗсене туя килме тесе укҫа та ярса панӑ имӗш.
Ку пӑтӑрмах тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем те халӗ ӗҫлеҫҫӗ, опекӑпа попечительство органӗ те, ахӑртнех, кӑсӑкланӗ. 14-ри хӗр амӑшне амӑш правинчен хӑтарнӑскер пулнӑ. Каччӑ енчисем хӗре хӑйсем усрава илме хатӗррине пӗлтернӗ иккен.
Евгений Борисова Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑварнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, нумаях пулмасть Шупашкарти Мускав районӗн сучӗ ултӑ ҫынна «Астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн тата ирттернӗшӗн», «Сӗтев панӑшӑн» статьясемпе айӑпланӑ. Ҫав шутра, вулакан ӑнланчӗ ӗнтӗ, Евгений Борисов та пулнӑ. Ӑна 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 10 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле. Тата ӑна суд Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑвармалла тунӑ.
Ҫак кунсенче Евгений Борисов ячӗпе ҫӗршыв Президенчӗ Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламлани ҫитнӗ. Анчах ӑна Евгений Борисова хальлӗхе тытса усракан Шупашкарти следстви изоляторне яманнине, тӑванӗсене панине Александр Борисов журналист хӑйӗн блогӗнче пӗлтерет.
Чулхула ҫывӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакан тӑватӑ ҫын вилнӗ. Вӗсем ҫӗнӗ ҫурт хӑпартнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Кун пирки Чулхула МЧСӗ пӗлтерет.
Ку ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Бор хула округӗнче хута каякан ҫӗнӗ ҫуртра взрыв пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, компрессор сирпӗннӗ.
Иван Серов, ҫакна курнӑскер, Чулхулари «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, взрыв вӑйлӑ пулнӑ. 12-мӗш хут сирпӗннӗ. 4 ҫын вилнӗ, вӗсен кӗлетки таҫта ҫитиех вӗҫсе кайнӑ. Тепӗр ултӑ ҫынна пульницӑна илсе кайнӑ.
Вилнӗ ҫынсем – Чӑваш Енрен. Вӗсем 12-мӗш хутра ӗҫленӗ. Пӑтӑрмах пулнӑ ҫӗрте ятарлӑ спецслужбӑн 55 ӗҫченӗ тата 19 техника ӗҫленӗ.
Чӑваш Енре пӗр тухтӑра пациент вилӗмӗшӗн айӑпласшӑн. Патӑрьел район пульницин хирургӗ, 50 ҫулти арҫын, пациента тивӗҫлипе пӑхман.
Тухтӑр нимӗн туманнипе пульницӑна пулӑшу ыйтма килнӗ ҫын ӗмӗрлӗхех куҫне хупнӑ. Ку 2013 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ. Пульницӑна 48 ҫулти хӗрарӑма илсе пынӑ. «Пневмони» диагноз лартнӑскере раштавӑн 22-мӗшӗнче хирург ӗҫлекен уйрӑма куҫарнӑ. 10 сехет иртнӗ — тухтӑр нимӗн те туман, сывлӑхне тӗрӗслемен те.
Ҫакна кура хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ хавшасах пынӑ. Йывӑрланнипе вӑл сывлама чарӑннӑ. Хирург ӑна тӗрӗсленӗ, сипленӗ пулсан вилмӗччӗ вӑл. Следовательсем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗпчев ирттерсе пӗтернӗ, ӑна суда ярса панӑ.
Шупашкарта йӗрке хуралҫинче ӗҫленӗ арҫын федераци шыравӗнчи урапапа ярӑнса ҫӳренине эпир пӗлтернӗччӗ.
Халӗ ҫав этем тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ.
Аса илтеретпӗр, РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 2-мӗш уйрӑмӗнче оперуполномоченнӑйра ӗҫленӗ арҫын пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе ют урапапа хуҫаланнӑ. Ятарлӑ стоянкӑран Honda Accord урапана вӑл тӗпчев умӗнхи ӗҫсем ирттерме кирлӗ тесе илсе тухнӑ. Урапана Мускав облаҫӗнчи йӗрке хуралҫисем ҫӗршывӗпех шыранӑ. Шупашкарти оперуполномоченнӑй урапан номерне хӑйӗннине вырнаҫтарнӑ та унпа ҫил вӗҫтерсе ҫӳренӗ. Ҫурла уйӑхӗнчен тытӑнса раштавӑн 4-мӗшӗчченех ҫапла хӑтланнӑ вӑл. Анчах пӗррехинче урапана ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Ҫавӑн чухне автомобиль шыраври урапа пулни ҫиеле тухнӑ.
Саккуна пӑснӑ полицейскине йӗрке хуралӗнчен кӑларса янӑ, ӳсӗрле руль умне ларнишӗн административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енре ачасене пула пушар тухнӑ. Ҫавна май утӑ хунӑ сарай ҫунса кӗлленнӗ.
Ку Тӑвай районӗнчи Чутей ялӗнче ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫав кун 15 сехет тӗлне 12 тата 13 ҫулсенчи ачасем утӑ хунӑ сарайра, кӳршисем патӗнче, вылянӑ. Хайхискерсем петарда сирпӗтме шухӑшланӑ.
Вӑйӑран вӑкӑр тухать. Ку тӗслӗхре те ырӑпа вӗҫленмен. Петарда ҫурӑлсан ҫулӑм утта тӳрех ярса илнӗ. Пушарнӑйсем ҫурта тата мунчана сыхласа хӑварма пултарнӑ. Юрать, ачасем шар курман. Пушара 10 минут сӳнтернӗ. Кил хуҫисем 6 тонна утӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |