Шкул ачине, тӑм тивтернӗскере, тупнӑ. Вӑл асламӑшӗ патне кайнӑ-мӗн. Халӗ 9 ҫулти ача пульницӑра выртать.
Ку шӑматкун каҫхине пулнӑ. Пуйӑс машинисчӗ Чӑваш Енпе Тутарстан чикки патӗнче ача электричка чарма хӑтланнине дежурнӑй чаҫе пӗлтернӗ. Вырӑна полицейскисем тата чукун ҫул ӗҫченӗсем ҫийӗнчех ҫитнӗ. Ҫулпа 5 ҫухрӑм утсан та тупайман вӗсем ачана. Йӗрсем дачӑна илсе ҫитернӗ. «Вӑрмар» станцӑ ҫывӑхӗнче кӗрт ӑшӗнче тупнӑ ӑна. Ача тӑнне ҫухатнӑпа пӗрех пулнӑ.
Ачана тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ унӑн уринчи пӳрнисене татас ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ. Арҫын ача ашшӗпе тата асламӑшӗпе пурӑнать. Килтен кӑнтӑрлах тухса кайнӑ вӑл, кукамӑшӗ патне ҫитме палӑртнӑ. Электричка кӗтсе илеймесӗр ҫухалса кайнӑ.
Киров облаҫӗнче Шупашкартан ҫула тухнӑ автобус пӑтӑрмаха ҫакланнӑ. Ку япӑх ҫанталӑка пула сиксе тухнӑ.
Рейс автобусӗпе кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Киров – Советск – Яранск – Лошкари – Мари Эл» автоҫулӑн 31-мӗш ҫухрӑмӗнче пӑтӑрмах пулнӑ. «Шупашкар – Сыктывкар» маршрутпа кайнӑ автобус рулӗ умӗнче 60 ҫулти водитель пулнӑ. Вӑл хӑвӑртлӑха пӑхӑнмасӑр, асӑрханмасӑр пынӑран кювета чӑмнӑ.
Пӑтӑрмахра 1954 тата 1971 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрарӑмсем шар курнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайман, унтах пулӑшу кӳнӗ. Водителе тӗрӗсленӗ. Вӑл ӳсӗр пулман. Халӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
«Поддержка» (чӑв. Тӗрев) страхлакан компанин лицензине туртса илессине Раҫҫей банкӗ кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче туртса илме йышӑннӑ.
Страхлакан компание лицензисӗр хӑварни страхласси ҫинчен калакан саккунпа килӗшсе тӑман кӑлтӑка компани вӑхӑтра пӗтерменнипе ҫыхӑннӑ. «Поддержка» компани финанс ҫирӗплӗхӗ тата страхламалли резервсене йӗркелесси ҫинчен каланипе ҫыхӑннӑ самантсене пӑхӑнман. Укҫа-тенке хывасси ҫинчен калакан йӗркене тата условие те кирлӗ пек пурнӑҫласа пыман.
«Поддержка» компанин лицензисӗрех юлнине пӑхмасӑрах страхланисен умӗнчи хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫламалла е ҫак тивӗҫе ыттисем ҫине тиемелле.
Асӑннӑ компани Чӑваш Енри паллӑ компанисен шутне кӗрет. Ӑна лицензисӗр хӑварасси пирки пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчех тӗшмӗртме тытӑннӑ — ун чухне ӗҫе чарса лартнӑ, чӳк уйӑхӗнче вӑхӑтлӑх администраци туса хунӑ.
Сӗнтӗрвӑрринчи аптӑкӑсенчен пӗрин пуҫлӑхне фармацевт ӗҫ-хӗлне пӑснишӗн айӑпланӑ. «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн филиалӗ шутланакан Сӗнтӗрвӑрринчи 17-мӗш номерлӗ аптекӑра пулнӑ ку кӑлтӑк.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи прокуратура ӗҫченӗсем аптекӑна Росздравнадзор специалисчӗсемпе пӗрле тӗрӗсленӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем эмел тата медицина хатӗрӗсен ҫаврӑнӑшне епле йӗркеленине хакланӑ. Шӑпа ҫав вӑхӑтра тӗрӗслевҫӗсем кӑлтӑк асӑрханӑ та.
Аптӑкӑн суту-илӳ залӗнче хӑш-пӗр эмеле ытлашши ӑшӑ вырӑнта, тӗрӗсрех, производительсем кӑтартнинчен ӑшӑрах ҫӗрте, упранине асӑрханӑ. Ку вара йӗркеллӗ япала мар, ҫавӑншӑн аптека пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫарнӑ административлӑ ӗҫе миравай тӳре патнех ҫитернӗ. Лешӗ пуҫлӑха 4 пин тенкӗ штраф пама йышӑннӑ.
Паян Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехет тӗлӗнче маршрутка тӳнсе кайнӑ. Унӑн рулӗ умӗнче урӑ мар водитель пулнӑ. Анчах вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма килӗшмен.
«За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, ГАЗель маршрута тухнӑскер пулман. Маршруткӑн 46 ҫулти водителӗ хӑй ҫапла ӗнентернӗ. Тата вӑл салонта хӑй, тепӗр майлӑ каласан, водитель тата унӑн паллаканӗ, кӑна пулнӑ тесе пӗлтернӗ.
«Питомник» чарӑнуран инҫе мар вырӑнта пулса иртнӗ пӑтӑрмахра, Турра шӗкӗр, никам та суранланман.
162-мӗш маршрутпа (вӑл Шупашкар-Кӳкеҫ маршрута ҫыхӑнтарать) ҫӳрекен ГАЗеле эвакуатор юр ӑшӗнчен туртса кӑларнӑ. Анчах водителӗн киле ҫуранах кайма тивнӗ, мӗншӗн тесе ГАЗеле штрафламалли лапама илсе кайса лартнӑ.
Усал ӗҫ 2014 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ.
30 ҫулти арҫын хӑйӗнпе пӗр ялта пурӑнакан ҫын килӗнче хӑнара пулнӑ. Кил хуҫи ҫывӑрнӑ, килте унӑн йӑмӑкӗ пулнӑ.
Ӳсӗр хӑна хӗре пусмӑрлас тесе ҫулӑхма тытӑннӑ. Лешӗ хирӗҫленине кура ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Пӳрнипе пусса хӗрӗн икӗ куҫне шӑтарнипе пикене суккӑр туса хӑварнӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче хӗрӗн пиччӗшӗ хуп турттарнӑ, йӑмӑкӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнипе кӑна вӑл вӑраннӑ.
30 ҫулти пусмӑрҫӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчевҫӗсем тӗпчесе пӗтернӗ. Айӑплӑ тесе шухӑшлакан этеме следователь ыйтнипе суд следстви изоляторне хупмалла тунӑ. Арҫын тӗлӗшпе кӗҫех суд пулмалла — тӗпчевҫӗсем материалсене районти тӳресем патне ҫитернӗ.
Ӗнер кӑна, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, республикӑра темиҫе урапа ҫапӑннӑччӗ, унта икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Паян та Чӑваш Енре хӑрушӑ авари пулнӑ. Ку «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче 11 сехетре пулнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Приора» урапа транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса ВАЗ-2114 урапапа ҫапӑннӑ. Аварире ҫулталӑкри ача пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл «вунтӑваттӑмӗш» модельлӗ урапара амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ларса пынӑ.
Ача кӑҫалхи ака уйӑхӗнче икӗ ҫул тултарӗччӗ. Хӗрарӑма вара, йывӑр суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, республикӑра ҫил-тӑман алхасрӗ. Кунашкалли Чӑваш Енре тахҫанах пулман. Юр нумай вӗҫтернӗрен ҫулсене хӳсе лартнӑ, транспорт япӑх ҫӳренӗ. Шупашкарта та пӑкӑ самай пулнӑ, общество транспорчӗ япӑхрах ҫӳренӗ.
Ӗнер республикӑра ҫул-йӗр ҫинче 106 пӑтӑрмах пулнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнерхи аварисенче икӗ ҫын вилнӗ, 12-ӗн суранланнӑ. Ведомство аварисен йышӗ ҫанталӑк япӑх пулнӑран нумайланнине палӑртнӑ.
Ҫил-тӑман вӗҫтернӗ вӑхӑтра ҫул-йӗр патруль службин ӗҫченӗсем алӑ усса ларман. Йывӑрлӑха сирме хушма нарядсем те панӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти икӗ пульница ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ӑшӑ пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑран пулнӑ ку.
Пӑрӑх сиенленнӗрен Республикӑри клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Пӑтӑрмах сиксе тухсанах кун тӗлӗшпе ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ медпулӑшу кӗтекен пациентсене хулари урӑх пульницӑсене куҫарнӑ.
Авари служби пӑтӑрмаха 13 сехет те 45 минут тӗлне сирнӗ. 19 сехет ҫурӑ тӗлне мӗн пур ӗҫе вӗҫленӗ те тытӑм туллин ӗҫлесе кайнӑ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри нумай хваттерлӗ ҫуртсем паян ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ. Хӗл варринчи ку инкек вӗсене ӑшӑтакан 3-мӗш номерлӗ котельнӑй ванса кайнипе сиксе тухнӑ. Вӑл ӗнер каҫхи 20 сехет тӗлӗнче ҫӗмӗрӗлнӗ.
Юсав ӗҫӗсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров тата Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Вершинин паллашнӑ. Юсав ӗҫне паян вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ-мӗн.
Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхра инкексем ытти ҫӗрте те пулса иртеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Шупашкарти Пролетари урамӗнче ӑшӑ трасси шӑтса кайнипе ҫуртсем ӑшӑсӑр юлнӑччӗ.
Ӗнер республикӑн тӗп хулинче тата тепӗр пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ӑшӑ трасси шӑтса кайнине пула Шупашкарти клиника пульници тата Президент пепкелӗх центрӗ ӑшӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |