Ҫанталӑк ыррӑн сивӗтсе те кӑтартмарӗ, анчах шӑнса вилекенсем пӗрех пур.
Ҫак эрнере Чӑваш Енри виҫӗ ҫын шӑнса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ Йӗпреҫре пурӑннӑ, тепри - Хӗрлӗ Чутай районӗнче.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан 45 ҫулти арҫын раштавӑн 17-мӗшӗнче ҫӑва ҫине шӑтӑк алтма каятӑп тесе тухса кайнӑ та киле таврӑнман. Ытти чух та вӑл киле килмесӗр ҫӳрекеленине кура унпа пурӑнакан тӑванӗсем тӳрех пӑшӑрханса ӳкмен. Раштавӑн 23-мӗшӗнче унӑн виллине хӑйсен ялӗ ҫывӑхӗнчи ҫырмара амӑшӗ асӑрханӑ.
Йӗпреҫре паян ирхи тӑхӑр сехетре хӑйӗн килӗ патӗнче 44 ҫулхи суккӑр хӗрарӑм виллине тупнӑ. 14 сехет тӗлӗнче Кӑнтӑр электричество сечӗ ҫывӑхӗнчи ҫул айккинче 62 ҫулти арҫын виллине асӑрханӑ.
Шӑнса вилекенсем пурте эрех ӗҫме юратнӑ-мӗн.
Ҫанталӑк ӑшӑ, пӑр ҫирӗп мар. Анчах пулӑҫсем кунран хӑрамаҫҫӗ. Нумаях пулмасть, Следстви комитечӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Атӑл ҫинче пӗр арҫын пӑр айне кайса вилнӗ.
Ку раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ирхи 8 сехетре пулнӑ. 39 ҫулти арҫын Заовражнӑй поселокӗ ҫывӑхӗнче пулӑ тытнӑ. Вӑл ҫыранран 65 метр аяккарах ларнӑ. Кӗтмен ҫӗртен ури айӗнче пӑр катӑлнӑ.
Ытти пулӑҫ унран ытла аякра пулнӑ ҫав, пулӑшса ӗлкӗреймен. Пулӑҫ ӳтне водолазсем кӑларнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Халӗ судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 21-мӗшенче, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн вырӑнне кам йышӑнассине палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, пуҫлӑх пуканне медиахолдингра 15 ҫул ӗҫлекен Михаила Арланова шанса панӑ.
Ҫӗнӗ должноҫри пӗрремӗш ӗҫ кунӗ Михаил Арлановшӑн тата коллектившӑн ҫутӑсӑр ларнипе пуҫланнӑ. Пичет ҫуртӗнчи виҫҫӗмӗш хутра ларакансене ку пӑтӑрмах пырса тивмен-мӗн. Ӗҫ вырӑнӗсем улттӑмӗш хутра вырнаҫнӑ «Хыпар» ачисен — «Тантӑшӑн», «Хресчен сассин», «Ҫамрӑксен хаҫачӗн», «Чӑваш хӗрарӑмӗн» — вара паян кунӗпех тӗттӗмре ларма тивнӗ. Уйрӑмах телейлисен пӳлӗмӗсенче компьютерсем ӗҫленӗ.
Энергетиксен кунӗ (календарьте паян ҫак кун) ҫапла килсе тухни издательство ҫурчӗ «Чӑваш Ен» издательство умӗнче пысӑк парӑма кӗрсе кайнипе, ҫавӑншӑн лешсем ҫутӑ сӳнтерсе лартнипе ҫыхӑннӑ тесе калаҫаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр ҫуртра пурӑнакансем хӑрушлӑхра темелле. Вӗсен ҫурчӗ кӗҫ-вӗҫ йӑтӑнса анма пултарать. Тӗрӗссипе, майӗпен арканма тытӑннӑ ӗнтӗ вӑл.
Ҫынсем камран пулӑшу ыйтмаллине пӗлмеҫҫӗ. Ара, ҫурта авариллӗ тесе йышӑнман. Пурӑнмалли условисем питӗ япӑх. Кирпӗч ҫурӑлать, мачча йӑтӑнать, путвалта — шыв.
Кунашкал ҫурт — Коммунист урамӗнче. 35-мӗш ҫурт вӑл. Халӑх ҫурта авариллисен йышне кӗртмешкӗн тахҫанах талпӑнать. 2010 ҫулхи документсемпе килӗшӳллӗн, унта юсав тунӑ. Анчах ку хут ҫинче кӑна мар-ши? Кирпӗч нӳрӗ, никӗс йӗпенет — шурлӑхри пекех пурӑнаҫҫӗ ҫынсем.
Ҫурта 1978 ҫулта хӑпартнӑ. 2015 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнчи хутпа килӗшӳллӗн, ӑна йӗркеллӗ ҫурт тесех йышӑннӑ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, такамсем Шупашкарта общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсене ҫӗмӗреҫҫӗ.
Сӑмах май, 2014 ҫултанпа тӗп хулара 90 павильон лартнӑ. Ҫакна халӑхшӑн меллӗ пултӑр тесе тунӑ. Унта ҫумӑртан, юртан пытанма пулать-ҫке-ха.
Анчах хӑшӗ-пӗрине павильонсем кансӗрлеҫҫӗ-ши? Е вӗсем унӑн ҫирӗплӗхне тӗрӗслесшӗн? Ак нумаях пулмасть Калинин урамӗнчи «Ӳнер музейӗ» чарӑнӑвӑн кантӑкӗсене такам ҫӗмӗрнӗ. Ӑна нумаях пулмасть вырнаҫтарнӑ пулнӑ — кӑҫалхи ҫулла ҫеҫ.
Киревсӗр ӗҫ тӑвакансене курсан шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ: 62-00-02; 002, 07 (талӑкӗпех), 423-42-63 (8-17 сехетсенче).
Шупашкарта 16 ҫулти арҫын ача 9-ти шӑллӗне вӗлерсен Чӑваш Ен самай шавларӗ. Хӑшӗ-пӗри кӑна ача ирччен компьютер вӑййине вылянипе сӑлтавларӗ. Теприсем урӑхла калаҫрӗҫ. Анчах ҫав кун ир кӳлӗм мӗн пулса иртнӗ? Ҫакна кӗҫех суд татса памалла. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ ӗнтӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑҫал ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӑйсен килӗнче 16-ри арҫын ача ҫывӑракан шӑллӗне мӑйӗнчен виҫӗ хутчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ тепӗр пӳлӗмре ҫывӑрнӑ. Вилене ирхине ашшӗ тупнӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче судпа медицина экспертизи ирттернӗ. Кун хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрнӑ: арҫын ача психика тӗлӗшӗнчен сывӑ мар. Судра ӑна вӑйпа сипленме ярас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта амӑшӗ тата икӗ ачи темӗнле газпа наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ полицейскисем кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Ку раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 20 сехет ҫурӑра пулнӑ. Паллӑ мар ҫынсем Афанасьев урамӗнчи 1-мӗш ҫурт подъездӗнче темӗнле газ сирпӗтнӗ.
Ҫак газа пула амӑшӗпе икӗ ачи хӑйсене япӑх туйма тытӑннӑ. Наркӑмӑшланнӑскерсене васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.
Камсем тата мӗнле газ сирпӗтнӗ подъездра? Ҫакна полицейскисен уҫӑмлатма тивӗ.
Ҫак ҫын ҫул ҫинче шар курнӑ. Ку хӑйӗн айӑпӗпе мар-ха. Маршрутка водителӗн тимсӗрлӗхне пула вӑл пуҫне суранлатнӑ.
Ку иртнӗ эрнере пулнӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 44 ҫулти арҫынна тепӗр ҫынна суран кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Ҫав кун 68 ҫулти пассажир самаях вӑйлӑ аманнӑ. Ҫӗмӗрле хулине кӗнӗ чухне водитель чарӑнса ҫынсене антарнӑ. Анчах алӑк хупӑ-и е ҫук-и — лайӑх пӑхман вӑл — малалла хускалнӑ. Ҫавӑн чухне автобусран ватӑ арҫын тухса ӳкнӗ те пуҫне амантнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай район прокуратури шкулсенче хут ӗҫӗпе ҫителӗклӗ ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Район администрацийӗн вӗренӳ пйаӗн специалисчӗн ҫавӑншӑн дисциплина тӗлӗшӗнчен явап та тытма тивнӗ.
Прокуратура наркотикла тата психотроплӑ япаласен саккунлӑ мар ҫаврӑнӑшне сирес тӗлӗшпе шкулсенче епле ӗҫленине тишкернӗ. Тӗрӗсрех, кун пирки ӗҫе епле планланине. Плана кирлӗ пек ҫырманни йӗркене пӑсни пулать иккен. Эрех-сӑрапа е наркотиклӑ е психотроплӑ япалапа айкашнине асӑрхасан ачасене шкулти учета илесси пикри ӗс планне кӗртсе хӑварман. Анкета, тренинг, уйрӑм калаҫу ирттересси пирки те хут ҫине ҫырса хумалла пулнӑ-мӗн. Тата тестне ирттернӗ чух ачасенчен ҫыртарса ирӗк илмен.
Шкулсем плана йӗркеллӗ ҫырманнишӗн вӗренӳ пайӗ яваплӑ тесе шухӑшланӑран прокуратура райадминистрацине представлени тӑратнӑ. Унта вара ҫав пайра ӗҫлекен ҫынна дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарнӑ.
Турцирен килнӗ Джамалеттин Явуза тытса чарни пирки нумаях пулмасть пӗлтерчӗҫ. Ӑна «виза режимне» пӑснӑ тесе ирӗксӗр хӑварнӑччӗ.
«Регнум» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, турккӑ официаллӑ майпа «ӑслӑлӑхпа техника ҫыхӑнӑвӗсене йӗркелеме» килнӗ. Джамалеттин республикӑри пӗр аслӑ шкулта вырӑс чӗлхине вӗреннӗ. Анчах ку панӑ виза тӗллевӗсемпе пӗр килмест имӗш. Ку шӑп та лӑп Турци Раҫҫей самолетне персе антарнӑ вӑхӑтпа пӗр килнӗ тата. Джамалеттин Шупашкара чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех килнӗ пулнӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Джамалеттина Раҫҫейрен Турцие ӑсатнӑ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ турккӑ виза режимне пӑсӑнӑ тесе палӑртнӑ. Куншӑн ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Джамалеттин Турцире пӗр аслӑ шкулта ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлет. Шупашкара вӑл чӗннипе килнӗ. Кунта вӑл стажировка тухса доктор диссертацийӗ валли материалсем пухнӑ.
Халӗ Джамалеттин Раҫҫее 5 ҫул килеймӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |