Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлере 7 ҫулти хӗрача пӗренесем айне пулса вилнӗччӗ. Вӑл унта хӑпарса кайсан ун ҫине 380 килограмм таякан пӗрене ӳкнӗ. Хӗрача вилнӗ.
Кам айӑплӑ? Ҫакна суд татса парӗ. Пӗрене хуҫи тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл Чкалов урамӗнче пӗренесене никамран ирӗк ирӗк ыйтмасӑр хунӑ. Вӗсене хумашкӑн вӑл вырӑн хатӑрлемен, ҫирӗплетмен.
Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Ӗҫе кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Куславккари Горький урамӗнче ӗнер пушар алхаснӑ. Ҫулӑма 5 пушар автоцистерни сӳнтернӗ.
Инкек пирки кӑнтӑрла шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсе ҫурта кӗл купине ҫаврӑнма паман, ҫулӑма сӳнтернӗ. Анчах пӳрт тӑрри вӑйлах сиенленнӗ. Ҫулӑм кӳршӗсем патне те куҫма ӗлкӗрнӗ. Пушарнӑйсем 1927 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи хӗрарӑмне ҫӑлнӑ.
Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлерме тӑнӑ тесе шутлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫӗрле вӑл пӗлӗшӗ патӗнче дачӑра пулнӑ. Вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Хӑна кил хуҫине хӗнеме тытӑннӑ, лешӗ диван ҫине ӳксен ҫӗҫӗпе чикме пуҫланӑ. Пӗлӗшӗ вилнӗ тесе шутланӑскер преступлени йӗрне пытарас тӗллевпе ҫурта чӗртсе янӑ.
Анчах суранланнӑ арҫын вилмен, ҫунакан ҫуртран хӑй тӗллӗн тухма пултарнӑ, пулӑшу ыйтнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче 36 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.
Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл кӑнтӑрла килте вӑрҫӑнса кайнӑ та тухса кайнӑ. Кӑнтӑрла иртни 1 сехетре ӑна «Сӗнтӗрвӑрри» ҫӑлав станцийӗн ҫыранӗ хӗрринче курнӑ.
Юлашки хутчен вӑл тӑванӗсемпе 16 сехетре ҫыхӑннӑ. Кун хыҫҫӑн ҫыхӑну пач татӑлнӑ. Тӑванӗсем полицие кун пирки каҫхине пӗлтернӗ. Чӑнах та, арҫынна ҫав станцирен инҫех мар тупнӑ. Анчах вӑл чӗрӗ пулман, унӑн виллине шывран кӑларнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паян 13 сехет те 45 минутра нумай хутлӑ ҫурт умӗнче хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах Винокуров урамӗнчи 115-мӗш ҫуртра пулнӑ. Ҫиччӗмӗш хутран хӗрарӑм ӳкнӗ. Вӑл чӗрех пулнӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та ӑна курткӑпа витнӗ.
Васкавлӑ медпулӑшу машини часах ҫитнӗ. Халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑма Шупашкара илсе кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 57 ҫулти ҫынна 17 ҫулти ҫамрӑка хӗненӗшӗн суд тӑвӗҫ. Кун пирки Чӑваш Ен следстви комитечӗ пӗлтерет.
Следователь панӑ информаципе килӗшӳллӗн Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан ҫынна баскетбол лапамӗнче ҫамрӑк ачасен шӑв-шавӗпе усал ятлаҫӑвӗ килӗшмен. Арҫынпа ҫамрӑксем хушшинче харкашу сиксе тухнӑ, вара вӑл ҫамрӑка пӗвӗнчен алӑпа, урипе пуҫӗнчен ҫапса амантнӑ. Ҫамрӑка сиплев учрежденине илсе кайма тивнӗ.
Чӑваш Ен Следстви комитечӗн пресс-службинче арҫын тӗлӗшпе ӳт-пӗве сиенлетнӗшӗн ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Шупашкар ҫынни ҫак ӗҫ-пуҫпа ҫыхӑннине экспертиза ҫирӗплетнӗ, вӑл хӑй те айӑпне йышӑннӑ. Ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем ӳсӗр водительсене тӑтӑшах тытса чараҫҫӗ. Халӗ вӗсен куҫӗ тӗлне такси водителӗ лекнӗ. Салонта пассажир пулнипе пулманнине калаймӑпӑр, мӗншӗн тесен Инстаграмри @gibdd121 пабликра вырнаҫтарнӑ хыпарта ун пирки шарламан.
Эрех ӗҫнӗ таксиста «Рубеж» (чӑв. Чикӗ) постра тытса чарнӑ. Водителе административлӑ майпа, РФ Административлӑ кодексӗн 12,8 статйин 1-мӗш пайӗпе, явап тыттарнӑ. Автомашинӑна ятарлӑ стоянкӑна ӑсатнӑ.
Сӑмах май, ӳсӗр водителе курсан инспекторсем е 102 номерпе шӑнкӑравлама, е @AntiDiler21bot телеграм-бота пӗлтерме сӗнеҫҫӗ.
Паян каҫхине Ҫӗнӗ Шупашкар хулине кӗнӗ ҫӗрте общество транспорчӗ аварие лекнӗ. 101 (32) маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫул хӗрринче ларакан прицеп ҫине пырса кӗнӗ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, прицеп ҫул хӗрринче ларнӑ, унӑн ҫутӑ пулман. Автобус водителӗ ӑна асӑрхаман – ун ҫине пырса кӗнӗ.
Общество транспортӗнчи икӗ пассажира васкавлӑ медпулӑшу машинипе илсе кайнӑ.
Паян 11 сехет ҫурӑра Шупашкарта Промтрактор территорийӗнче, Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ енчен, пушар тухнӑ. Цехсене пӗр пайне электричествӑран сӳнтернӗ. Ҫывӑхра вырнаҫнӑ автопасар та ҫутӑсӑр юлнӑ.
Пушара 10 ытла техника, васкавлӑ службӑн 40-е яхӑн ӗҫченӗ сӳнтернӗ. Ҫапах темиҫе сехетрен те тӗтӗм тухма пӑрахман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр цехра иккӗмӗш хутра ҫулӑм тухнӑ вырӑнсем пулнӑ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, пушар транспортировка ленти йӗркеллӗ ӗҫлеменрен тухнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Хыҫалкас Энтрияль ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ҫынсем аманнӑ. Вӗсене пульницӑна илсе кайнӑ. Шел те, пӗрин пурнӑҫне ҫӑлма май килмен.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Тойота» машинӑри 21 ҫулти водитель ҫул ҫинче ларакан «Нендай» ҫине пырса кӗрсе транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та йывӑр тиевлӗ машина ҫине пырса тӑрӑннӑ. «Тойота» водительне, унти пассажирсене - 23-ри хӗре тата 17 ҫулти хӗрпе каччӑна – пульницӑна илсе кайнӑ. 17-ри хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлайман.
Йӗрке хуралҫисем кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |