Шупашкартан вӗҫсе кайнӑ ҫӑмӑл моторлӑ самолёт Чӗмпӗрте инкеке лекнӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, «Diamond DA42 M» маркӑллӑ самолёт Чӗмпӗрти аэродрома ирӗксӗртен анса ларнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл шассине сиенленӗ, анчах ҫынсем шар курман. Ку хыпара РФ Следстви комитечӗн Транспорт ҫинчи следстви управленийӗнче пӗлтерни тӑрӑх «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ.
Самолёт вӗренӳпе тренировка вӗҫевне тухнӑ. Вӑл Шупашкарти аэропортран хускалса кайнӑ. Салонта инструкторпа курсант пулнӑ. Самолёт хуҫи — Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслӗҫ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм ют ҫын карттипе усӑ курнӑ. Ҫыннӑн банк карттипе вӑл апат-ҫимӗҫ лавккисенче 10 пине яхӑн тенкӗлӗх тавар туяннӑ.
Банк карттине 44 ҫулти хӗрарӑм ҫухатнӑ. Шупашкарта пурӑнакан ҫав ҫын картта ҫинчен 10 пине яхӑн тенкӗ ҫӗтни пирки смс-ҫыру килсе йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Лавккара ют ҫын карттипе апат-ҫимӗҫ туяннӑ ватӑ хӗрарӑм видеокамера ҫине лекнӗ. Ӑна шыранине пӗлтерсе массӑллӑ информаци хыпарӗсенче хыпарланӑ. Амӑшне йӗрке хуралҫисем шыранине ватӑ ҫынна хӗрӗ пӗлтернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, ҫын карттипе усӑ курнишӗн питех те ӳкӗннине, парӑма ҫывӑх вӑхӑтра татассине пӗлтернӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ыйтусемпе тӳрӗ эфир ирттерчӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Шупашкар райнӗн тӗп пульницинче (вӑл Кӳкеҫре вырнаҫнӑ) прививка тумасӑр сертификат параҫҫӗ тесе комментари ҫыракан тупӑннӑ.
Пульницӑн тӗп врачӗ Владимир Викторов Чӑваш Ен Элтеперӗн аккаунтӗнче ҫырнӑ хыпар тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку сӑмаха хальлӗхе ҫирӗплетсе паман.
Асӑннӑ хыпара тӗрӗслессине республикӑн вице-премьерӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов хӑй ҫине илессине пӗлтернӗ. Асӑннӑ хыпара правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуран ҫӳрекен ҫынсенчен пӗри машинӑран тарса ӳкме ӗлкӗрнӗ. Хӑй чӗрӗ те вӑр-вар пулни ҫеҫ ӑна инкекрен ҫӑлса хӑварнӑ.
Пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 16 сехет те 13 минутра пулса иртнӗ. Патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекцийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Поло» водителӗ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Ларгус Лада» автомобиле ирттерсе яман.
Икӗ машина ҫапӑннӑ хыҫҫӑн «Ларгус» ҫуран ҫӳрекен ҫын ҫине пырса кӗме тытӑннӑ. Арҫын машинӑран чупса тарма ӗлкӗрнӗ. «Ларгус» водительне вара пулӑшу кирлӗ пулса тухнӑ. Вӑл тухтӑрсем патне кайнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Шупашкарта машина ҫухалнӑ. Ӑна шырани пирки Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ.
Автомобиле ирхи 4 сехет тӗлӗнче такам хускатса кайнӑ. Машина Эгер бульварӗнчи 4-мӗш ҫурт тӗлӗнче ларнӑ. «Дэу Нексия» маркӑллӑ автомобиль хӗрлӗ тӗслӗ. Унӑн патшалӑх регистрацийӗн номерӗ — Е 803 ТЕ 21 RUS.
Автомобиле юлашки хутчен Шупашкар районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ирхи 4 сехет те 13 минутра асӑрханӑ.
Транспорт ӑҫтине пӗлекенсене 24-09-73, 24-32-62 е 102 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Паян, чӳк уйӑхн 1-мӗшӗнче, Канаш районӗнче ҫул ҫинчи инкекре виҫӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Пӑтӑрмах ирхи 5 сехет те 20 минутра «Аниш» — Вӑтакас Татмӑш — Пукӑртан — Ҫӗнӗ Шуртан ҫулӑн 4-мӗш километрӗнче пулса иртнӗ.
«Алмера» автомобиль водитель ҫул айккине тухса кайса кювета чӑмнӑ. Инкекре машина водителӗ (35 ҫулти арҫын), салонта пулнӑ икӗ пассажир васкавлӑ пулӑшу пырса ҫитичченех вилсе кайнӑ.
Пӑтӑрмах сӑлтавне тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Инкек пирки патшалӑхӑн автоинспекцйӗн Инстаграмри страницинчи хыпара вуланисем машина ытла хӑвӑрт кайнӑ пуль тесе тӗшмӗртеҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи Стемас ялӗнче шӑматкун 60 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Ӑна пусмӑрласа вӗлерни паллӑ, ҫавна май Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе 34 ҫулти арҫын тунӑ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 60-ти пӗлӗшӗ патӗнче пулнӑ. Ҫавӑнтах хӗрарӑм хӑнана пынӑ. Икӗ арҫын ӑна кӗвӗҫнипе ҫапӑҫса кайнӑ. Ҫамрӑкки ватӑраххине хӗненӗ. Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ.
34 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрасси пирки ыйтӑва татса парӗҫ.
Волгоград облаҫӗнче Чӑваш Енри икӗ строитель вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Котлубань поселокӗнче организацири пӗр ӗҫчен пӳрте кӗнӗ те виҫӗ арҫын сывламасӑр выртнине курнӑ. Иккӗшӗ – Чӑваш Енрен, тепри – Иркутск облаҫӗнчен. Арҫынсем унта ӗҫлеме килнӗ, пурӑнма ҫурт тара илнӗ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилме пултарнӑ. Ахӑртнех, газ оборудованийӗ юсавсӑр пулнӑ.
Ҫӗнҫӗпӗр хулинчи пӗр шкулта виҫӗ ҫын вӗри шывпа тулнӑ шӑтӑка кӗрсе ӳкнӗ. ТАСС хыпарланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пирки МИХсенче пӗлтернӗ хыҫҫӑн следовательсем пӑтӑрмаха пирки тӗрӗслев пуҫарнӑ.
12-мӗш лицей путвалӗнчи урай ишӗлнӗ хыҫҫӑн шӑтӑка виҫӗ арҫын персе аннӑ. «Ҫӗпӗр генераци компанийӗн» пресс-служби каласа панӑ тӑрӑх вӗсем унта ӑшӑ пӑрӑхӗсене тӗрӗслеме килнӗ пулнӑ. Шар курнисене пурне те пульница ӑсатнӑ.
Вӗсен сывлӑхӗ пирки регионти васкавлӑ пулӑшу паракан тӗп врач Ирина Большакова пӗлтернӗ. Вӑл рабочисене пиҫсе кайнисене сиплекен уйрӑмне хунине пӗлтернӗ. Ку самант тӗлне паллӑ ӗнтӗ: ҫынсем шӑпах вӗри шыв ӑшне ӳкнӗрен суранланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх виҫҫӗшӗ те халӗ реанимацире выртаҫҫӗ, лару-тӑру вӗсен йывӑр.
Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗн прокуратури хӑрушсӑрлӑх техникине, ҫавӑн пекех ӗҫ сыхлавӗпе ЖКХ саккунӗсене епле пӑхӑнса ӗҫленине тӗрӗслеме пуҫланӑ.
Маларах, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, вӗри шывлӑ шӑтӑка Ҫӗнҫӗпӗрте тӑратса хӑварнӑ машшинсем кӗрсе ӳкнӗ. Ун чухне вӗсен айӗнчи асфальт вӗри шывлӑ пӑрӑх шӑтнӑран путнӑ.
Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи ҫӗрле Патӑрьел районӗнчи Алманчӑ ялӗнче пушар тухнине, ҫавна пула йывӑҫ ҫурт ҫӗрпе танлашнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пушарта тӑватӑ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Леш тӗнчене 55 ҫулти кил хуҫи, унӑн виҫӗ пӗлӗшӗ – 47-ри арҫынпа унӑн 40-ри арӑмӗ, ҫак ялтах пурӑннӑ 49 ҫулти хӗрарӑм — ӑсаннӑ.
Инкек хыҫҫӑн Патӑрьел районӗнчи тӳре-шара ларӑва пухӑннӑ. Унта республикӑри ГКЧС председателӗн ҫумӗ Сергей Павлов тата пушарпа кӗрешекен сулжбӑн пуҫлӑхӗ Герман Михайлов хутшӑннӑ.
Ларура нумай ачаллӑ, пӗччен ватӑсем пурӑнакан тата эрех-сӑрапа иртӗхекен ҫемьесене ҫитсе тимлӗх пирки асӑрхаттармаллине сӳтсе явнӑ. Туса ирттерни пирки ятарлӑ комиссие хыпарламалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |