Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Ахальтен ахах пулас ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Раҫҫейре
Саха (Якути) республикинчи Раҫҫей УФСБ тунӑ сӑн
Саха (Якути) республикинчи Раҫҫей УФСБ тунӑ сӑн

Раҫҫей УФСБ-ӑн Саха (Якути) Республикинчи следстви уйрӑмӗ Свердловск облаҫӗнче ҫуралнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна хаклӑ метала пысӑк калӑпӑшпа саккуна пӑсса упранӑшӑн айӑплаҫҫӗ (Раҫҫей УК 191 ст. 4-мӗш пайӗ).

УФСБ ӗҫченӗсем оперативлӑ-шырав мероприятийӗсем ирттернӗ май 1960 ҫулта ҫуралнӑ Нерюнгри хӗрарӑмӗнчен пӗтӗмӗшле 6,6 кг ытла таякан сапаланнӑ ылтӑн туртса илнӗ. Ҫутҫанталӑк чӗртаварне хӗрарӑм урӑх тӑрӑхра сутма хатӗрленнӗ. Ҫак тӗллевпе вӑл ӑна «Нерюнгри – Пассажирски» чукун ҫул вокзалӗн патӗнчи вокзалҫум тӳремне илсе ҫитернӗ.

РФ Тӗп банкӗн котировки тӑрӑх туртса илнӗ хаклӑ металӑн хакӗ 32 млн тенке яхӑн танлашать.

— Ҫирӗплетнӗ айӑплав пӗтӗмлетӗвлӗ пуҫиле ӗҫе Саха (Якути) Республикин Нерюнгрин хула судне тӗплӗ пӑхса тухма янӑ, — пӗлтерет Саха (Якути) Республикин Раҫҫей УФСБ пресс-служби.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://sakhapress.ru/archives/272749
 

Пӑтӑрмахсем
autolegal.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
autolegal.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Паян Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисенчен Етӗрне районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӑл вӗсене ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, водитель удостоверенине укҫалла туянас (суя документпа усӑ куракансене саккунпа килӗшӳллн явап тыттарасси урӑх калаҫу тейӗпӗр.Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ) тенӗ.

Ара, унччен хӗрарӑм права илес тесе вӗреннӗ иккен-ха. Анчах экзамен тытма сакӑр хутчен кайсан та праваллӑ пулайман. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл водитель правине туянас шухӑш патне ҫитсе тухнӑ.

Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче водитель правине сутакансен пӗлтерӗвне асӑрханӑ. «Пулӑшушӑн» 35 пин тенкӗ тӳлемелле-мӗн. Палламан ҫынсене ӗненсе хӗрарӑм укҫа куҫарса панӑ, анчах удостоверени паракан пулман.

 

Пӑтӑрмахсем
ufa.pulscen.ru сӑнӳкерчӗкӗ
ufa.pulscen.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чулхула облаҫӗнчи арҫын Етӗрне районӗнче пурӑнакан 10-мӗш класс хӗрачине улталанӑ.

Пике тӗнче тетелӗнче вутӑ туянас кӑмӑллине пӗлтерсе пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ. Кӗҫех «сутакан» та тупӑннӑ. Татса-ҫурмалла мар. Йӑлтах хатӗр. Пӗр автомашина вутӑшӑн 7 пин тенкӗ тӳлемелле. «Сутуҫӑ» хӗре укҫана куҫарса пама ӳкӗте кӗртнӗ. Укҫана илнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ.

Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем ултавҫӑна тупса палӑртнӑ. Вӑл Чулхула облаҫӗнчи 31 ҫулти арҫын пулнӑ. Унччен судпа айӑпланнӑскер тӑван тӑрӑхӗнче ҫынсене вутӑ сутатӑп тесе 13 хутчен улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Хулара
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулинчи управленийӗн видеовӗнчен илнӗ скриншот
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар хулинчи управленийӗн видеовӗнчен илнӗ скриншот

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче васкавӑ пулӑшу машини ҫаврӑнса ӳкнӗ. Инкек ирхи 4 сехет те 26 минутра пулса иртнӗ. Авари хулари Асламас урамӗпе Трактор тӑвакансен проспекчӗ хӗресленнӗ тӗлте пулнӑ.

«Васкавлӑ пулӑшу» карети хӑй васканине кӑтартакан ҫутта ҫутса чирлӗ ҫын патне кайма тухнӑ. Светофорӑн чарӑнма пӗлтерекен ҫутине пӑхмасӑр машина малалла васканӑ.

Ҫул хӗресленнӗ вырӑнта тухтӑрсен машини «Форд Транзит» автомобильпе ҫапӑннӑ. Асӑннӑ транспорт Асламас урамӗнчен тухнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑрсен машини ҫивитти ҫине ҫаврӑнса ӳкнӗ. Машинӑра водитель, врач тата фельдшер пулнӑ. Инкек хыҫҫӑн фельдшера тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

 

Ҫул-йӗр
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автомобиль пырса ҫаӑннӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «Мерседес» водителӗ хирӗҫ ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ.

«Мерседес» машина «Киа Рио» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. «Мерседес» рулӗ умӗнче 28 ҫулти хӗрарӑм-водитель пулнӑ. Вӑл ӗнер кӑнтӑрла Ленин проспекчӗпе Карл Маркс урамӗ енне аннӑ. Икӗ машина ҫапӑннӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм-водитель аманнӑ. Вӑл тата йывӑр ҫын пулнӑ иккен. Ӑна васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна ӑсатнӑ.

 

Ҫул-йӗр
news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ
news.myseldon.com сӑнӳкерчӗкӗ

Мари Элти водитель Чӑваш Ен тӑрӑх суя удостоверенипе ҫӳренӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫул-йӗр патрулӗн инспекторӗсем тытса чарнӑ.

Йӗрке хуралҫисем «Шевроле Лачетти» автомобиле тытса пыракан водитель пиҫиххи ҫыхманнине асӑрханӑ. Вӗсем машинӑна чарнӑ, водителе автомобиль докуменчӗсене тата водитель удостоверенине кӑтартма ыйтнӑ. Водитель удостоверенийӗ суя пулни ҫиеле тухнӑ.

Мари Элте пурӑнакан 32 ҫулти водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Арҫын ӑнлантарнӑ тӑрӑх, 10 ҫул каялла автошкулта вӗреннӗ, анчах права илеймен. Ҫавӑнпа суя удоствоеренипе ҫӳренӗ. Ун пек хӑтланнишӗн пуҫиле майпа явап тыттарма юрать.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян 13 сехетре Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта арҫын ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Ку Прокопьев урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Арҫын 8-мӗш хутран ӳкни паллӑ. Анчах мӗнле сӑлтава пула аялалла ӳкнине хальлӗхе палӑртман.

Вырӑна полицейскисем, тухтӑрсем ҫитнӗ. Шурӑ халатлисем арҫын вилнине палӑртнӑ. Вӑл 32 ҫулта пулнӑ.

Халӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Паян пӗтӗм Шупашкар ура ҫине тӑнӑ. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пӑшаллӑ арҫын ҫӳренине курнӑ. Мӗн пулса иртнӗ-ха паян хулара?

Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын 11 сехетре хӑйӗн хваттерӗнче, Гузовский урамӗнчи 30-мӗш ҫуртра, пӑшалтан пенӗ. Унтан вӑл подъезда тухнӑ. Кун пирки арҫыннӑн тӑванӗ полицие пӗлтернӗ.

Пӑшаллӑ арҫынна полици нарячӗ шырама тытӑннӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине «Хӑрушсӑр хула» камерисемпе сӑнанӑ: арҫын Гузовский урамӗнчен Горький проспекчӗ еннелле утнӑ.

1,5 сехет ҫурӑран ӑна Сверчков урамӗнче, Атӑл хӗрринчи вӑрманта, тупнӑ. Вӑл полицейскисене курсан тарма хӑтланнӑ. Анчах ӑна ҫавӑрса илнине ӑнансан хайхискер хӑйне тӗллесе пенӗ. Вӑл ҫавӑнтах вилнӗ. Юрать-ха, урӑх никам та аманман.

 

Пӑтӑрмахсем
rb7.ru сайтри сӑн
rb7.ru сайтри сӑн

Арҫын тӗнче тетелӗнче хӗрпе паллашнӑ. Хӑй ватӑ пулин те ҫамрӑк тесе паллаштарнӑ. Тӗлпулӑва чечек йӑтса килнӗ, каллех суйнӑ. Ку паллашу хӗре мӑшкӑлланипе вӗҫленнӗ.

Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче 23-ри хӗрпе паллашнӑ. Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл ун патне киле пынӑ, чечек парнеленӗ. Ӑна тӗнче тетелӗнчи савнийӗ парса янӑ имӗш, вӑл – унӑн тӑванӗ-мӗн. Арҫын каччӑна хӗрӗн хваттерӗнче кӗтме сӗннӗ.

Ларсан-ларсан нимӗнле савни те пулманнине, хӗрпе вӑл ҫырӑннине каланӑ. Унтан ватӑскер хӗре тапӑннӑ та мӑшкӑлланӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑнмасть. Ҫапах суд ку ӗҫре пӑнчӑ лартӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/75223
 

ЮПА
25

4 мунча ҫуннӑ
 Софья Савнеш | 25.10.2021 18:48 |

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Иртнӗ канмалли кунсенче Чӑваш Енре тӑватӑ мунча ҫуннӑ. Виҫӗ тӗслӗхӗнче йӑлтах ҫунса кайнӑ.

Шӑматкун Шупашкарти Богданкӑра Серафимович урамӗнчи мунча кӑнтӑрла ҫуннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм мӑрье тӗрӗс мар ӗҫленӗрен тухнӑ.

Ҫав кунах Куславккара та мунча ҫуннӑ. Унта ҫулӑм ҫапӑнмалли пӳлӗме ҫеҫ сиенлетнӗ. Мунчана хуҫисем тӗрӗс мар хутнӑран пушар тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

Вырсарникун Красноармейски районӗнич Туҫи Чуракасси ялӗнче тата Улатӑрта мунча ҫуннӑ. Ку тӗслӗхсенче пӗтӗмпех ҫунса кайнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, [130], 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, ... 401
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть