Ӗнер, юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Элӗк районӗнче уй ҫуннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «Элӗк районӗнче уйри ҫулӑм ял патне ҫывхарать», - тенӗ вӑл.
Сӑнӳкерчӗксене пӑхас тӑк, уй каҫхине ҫуннӑ. Унта Уйкас ҫывӑхӗнчи уй-хирте "хӗрлӗ автан" ташланӑ. Ҫынсем сехӗрленсе ӳкнӗ. Ара, халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ чухне уя ҫулӑм ярса илнӗренпе 3-4 сехет иртнӗ.
Ҫулам Етӗрне ҫулӗ енчен ҫывхарнӑ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 17 сехет те 59 минутра Шупашкарта Пирогов тата Крылов урамӗсем хӗресленекен вырӑнта 3 ачана машина ҫапса кайнӑ. Ачасем «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ.
«Опель Омега» машинӑн 23 ҫулти водителӗ «зебра» умӗнче хӑвӑртлӑха чакарман, ҫул каҫакан шӑпӑрлансем ҫине пырса кӗнӗ. Ачасем 14-17 ҫулсенче. Вӗсем, телее, суранланнӑ ҫеҫ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхне тӗрӗсленӗ.
23 ҫулти водитель ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ачасене асӑрхаса ӗлкӗреймен. Вӑл ӳсӗр пулманни пуллӑ.
Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче 15-17 ҫулсенчи ҫамрӑксем машинӑпа ярӑннӑ та чутах ҫапӑнса вилмен.
15 ҫулти каччӑ пиччӗшӗн «Пятеркине» тапратса тухнӑ. Машинӑна регистрацилемен, страхламан. Водителӗн, паллах, права та пулман. Ку чи хӑрушши мар-ха. Ҫамрӑксем чутах вилмен.
Салонра водительсӗр пуҫне 3 пассажир пулнӑ. Руль умӗнчи каччӑ машинӑна итлеттереймен – ҫырмана чӑмнӑ. Ҫамрӑксем суранланнӑ, вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӗсен ашшӗ-амӑшне явап тыттарасси пирки шутлаҫҫӗ.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 18 сехет те 10 минутра «Атӑл» М-7 автоҫулӑн 706-мӗш ҫухрӑмӗнче, Куславкка районӗнче, велосипедпа пынӑ ҫын машина айне пулнӑ.
Мускавран килекен 28 ҫулти водитель ГАЗ автомашипе велосипедист ҫине пырса кӗнӗ. Лешӗ каҫхи вӑхӑтра хунарсӑр, тӗттӗмре ҫататакан хатӗрсӗр пынӑ, ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ.
Ведосипедпа Куславкка районӗнчи 49 ҫулти арҫын пынӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӑл унта вилнӗ.
Улатӑр арҫынни кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче ют ҫын машинине чӗртсе ҫула тухнӑ. Анчах нумаях та каяйман — лакса ларнӑ.
«УАЗ 31514» автомобиле чӗртсе тухнӑ ӳсӗр арҫын пӗр 10 метр кайсанах хӑйӑр ӑшне путса ларнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 166-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ют ҫын автомобилӗпе саккуна пӑсса хуҫаланма хӑтланнӑ арҫынна тӗрмене хупмасӑр ҫулталӑклӑха явап тыттарма йышӑннӑ. Судра, сӑмах май каласан, арҫын хӑйӗн айӑпне тунса тӑман, йышӑннӑ.
Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырма ялӗнче лавкка ҫуннӑ. Ҫулӑм 4 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 15 сехетре пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, электрогазосварка ирттернӗ чухне асӑрханманран ҫулӑм тухнӑ. Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ лавккара стена ҫуннӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 1298 пушар тухнӑ. Вӗсенче 66 ҫын вилнӗ, 53 ҫын суранланнӑ, 127 ҫынна ҫӑлнӑ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 19 сехетре Ҫӗмӗрле хулинчи Ҫамрӑксен урамӗнче ҫурт ҫуннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушар верандӑран тухнӑ.
Самантрах урама ҫӑра тӗтӗм карса илнӗ. «Ҫунакан ҫуртра газ баллонӗсем сирпӗнме тытӑнчӗҫ. Унтан электричество сӳнсе ларчӗ. пушарнӑйсенче чӗнчӗҫ. Вӗсем киличчен ҫулӑм верандӑран ҫурт ҫине куҫма ӗлкӗрчӗ», - пушар вырӑнӗнче пулнӑ ҫын.
Пушарнӑйсем мачча ҫине хӑпарас тесе ҫӳлти чӳречене ҫӗмӗрнӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫикасси ялӗнче пурӑнакан 38 ҫулти арҫынна ҫынна вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Пӑтӑрмах юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав каҫхине арҫын хӑйӗн килӗнче пулнӑ. Ун патӗнче эрех ӗҫме «туссем» пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра кил хуҫин хӗрӗ тата 54 ҫулти арҫын пулнӑ.
Хӗре кӗвӗҫнипе кил хуҫи арҫыннипе 54 ҫулти арҫын хирӗҫсе кайнӑ. Кӑштахран хӑна ҫывӑрса кайнӑ. Вӑл хуп турттарнӑ самантра кил хуҫи картишне тухса пуртӑ илсе кӗнӗ. Ҫывӑракан ҫынна пуҫӗнчен унпа 4 хутран кая мар ҫапнӑ. Хӑна ҫавӑнтах вилсе кайнӑ.
Юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 20 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнче, А-151 федераци ҫулӗн 95-мӗш ҫухрӑмӗнче, авари пулнӑ. Унта скутер кювета чӑмнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, скутер водителӗ сылтӑм еннелле пӑрӑннӑ чухне руле итлеттереймен те ҫул хӗрринчи тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Скутер рулӗ умӗнче 32 ҫулти арҫын ларнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: унӑн права та, ОСАГО та пулман. Ҫитменнине, вӑл шлем та тӑхӑнман.
Паян Шупашкар хулинчи Фучик урамӗнче, пассажирсене турттаракан транспортра, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫавӑн пирки йӗрке хуралҫисен дежурнӑй пульчӗ ҫине ирхи 7 сехет те 40 минутра хыпарланӑ. Инкек вырӑнне полицин темиҫе нарячӗ пырса ҫитнӗ.
Маршрутка водительне ҫамрӑк хӗрарӑм ҫӗҫӗпе мӑйӗнчен чикнӗ. 23 ҫулти аманнӑ арҫын-водитель микроавтобуса Сӑкӑт кӗперӗ патӗнчи автозаправка патӗнчи лапама пӑрса илсе чарса лартма пултарнӑ.
Полицейскисен машининче ҫамрӑк хӗрарӑм лӑпкӑ ларнӑ. Пӑтӑрмах сӑлтавне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ.
ХУШСА КАЛАНИ
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче паян 16 сехет хыҫҫӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗҫӗпе чикекен ҫамрӑк хӗрарӑм водительпе юнашар ларкӑч ҫинче ларса пынӑ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ. Арҫынна вӑл ҫӗҫӗпе чикнӗ. Ҫынна вӗлерме тӑнӑшӑн хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, водитель хӗрарӑмран хӳтӗленес тӗллевпе машинӑна чарса лартнӑ та ҫӗҫӗллӗ хӗрарӑма хирӗҫ тӑнӑ. Аманнӑ арҫынна пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |