Куславкка районӗнчи Тӗрлемес ялӗнчи 30 ҫулти арҫын хӑйӗнчен самай кӗҫӗн хӗрарӑмпа пурӑннӑ. Иккӗш тем пайлайман – пӗрмай хирӗҫнӗ. Сӑмахпа ҫеҫ мар. Арҫын хӑйӗнпе пурӑнакан 17 ҫулти хӗр ҫине алӑ ҫӗклеме юратнӑ. Пӗррехинче ҫамрӑк хӗрарӑм тӳсеймен – пакунлисене евитленӗ.
Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен тытӑнса ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗччен арҫын хӗрарӑма пӗрре ҫеҫ мар хӗненӗ. Арҫын ҫавӑн чухне ӳсӗр пулнӑ.
Арҫынна ҫул ҫитмен ҫынна хӗненӗшӗн явап тыттарма пултарӗҫ. Ӑна халӗ тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 117-мӗш статйин 2-мӗш пайӗн «г» пункчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Пушкӑртстанӑн Абзелил районӗнчи Ташпулат ялӗнче пурӑнакансем карас ҫыхӑнӑвӗн вышкине йӑтӑнтарса антарнӑ. «Башинформ» ИА ҫырнӑ тӑрӑх, унта пурӑнакансен пӗр пайӗ ҫак сооруженине килӗшӳ тумасӑр вырнаҫтарнӑшӑн ӳпкелешнӗ, теприсем хӑйсен сывлӑхӗшӗн шикленнӗ.
Унччен маларах халӑх тетелӗсенче «чарусӑрлӑх» тата «ку мӗн япали икенне кам калама пултарӗ?» тесе ҫырнисем тухкаланӑ. Вышкӑсене «мӗн тума кашни ҫухрӑмран» вырнаҫтарма кирлине вырӑнти халӑх ӑнланса ҫитеймен.
«Ҫил вӗрнӗ чухне шӑхӑрса та кӗрлесе, чӗтренсе тӑрӗ. Пайӑрка кӑларассине те никам пӑрахӑҫламан. Ташпулатра иккӗ, Юбилейнӑйӗнче иккӗ, Яктыкӳлте те иккӗ. Виҫҫӗмӗшӗ мӗн тума кирлӗ?» — тесе ҫырнӑ сайтҫӑсем комментарисенче.
«Кракена ирӗке ярӑр!» тегерам-канал информацийӗ тӑрӑх тимӗр конструкцине йӑтӑнтарса антармашкӑн вырӑнти халӑх трактора тара илнӗ те ӑна ҫӗре персе антарнӑ.
Тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине вышкӑна Tele2 вырнаҫтарнӑ пулнӑ. Операторӑн пресс-служби РБК-на хыпарланӑ тӑрӑх ку вышка 2G тата 4G ҫыхӑну стандарчӗпе 1500 ҫынна тивӗҫтернӗ. Ҫавӑн пекех компанире мӗнпур кирлӗ документсем пурри пирки пӗлтернӗ.
Пушкӑртстанри ШӖМ тӗрӗслев пуҫланӑ.
Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское / Женское» телекӑларӑмра паян Чӑваш Енри ҫемьене кӑтартрӗҫ.
Наталья Чикушина Йӗпреҫре пурӑнать.
Кӑларӑма пынӑ хӗрарӑмӑн 21 ҫулти ывӑлӗ Роман Камышан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗсем кукамӑшӗпе иккӗшӗ хӗрарӑма амӑшӗн прависӗр хӑварасшӑн.
Пӗр вӑхӑтра хӗрарӑм Мускава ӗҫлеме тухса кайнӑ, Хусанта та пурӑннӑ.
Йӗпреҫ хӗрарӑммин 7 ҫулти хӗрӗ 5,5 ҫул ӗнтӗ кукамӑшӗпе пурӑнать.
Наталья хӑй вӑхӑтӗнче социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшнӑ. Хитре те тирпейлӗ пулнӑ. Малтан техникумра, кайран аслӑ шкулта вӗреннӗ. Халӗ ниҫта та ӗҫлемест. Хӗрарӑм пӗр арҫынпа пурӑнать. Вӑл урӑлмасӑр ӗҫет-мӗн, хӗрарӑм та ҫав ҫулах такӑрлатать.
Наталья хӑйне ӗҫкӗҫ тесе шухӑшламасть, пӗчӗк хӗрне хӑй ӳстересшӗн.
Шупашкарта авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Паян «Руль умӗнче» форумра инкек сӑлтавне кӑтартса паракан видео вырнаҫтарнӑ.
Инкек Максим Горький проспекчӗпе Кривов урамӗ хӗресленнӗ вырӑнта пулса иртнӗ.
Ҫул ҫинче пӗр ҫӑмӑл машина тата икӗ троллейбус ҫапӑннӑ.
Видео тӑрӑх хакласан, «Сузуки» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑна светофорӑн симӗс ҫути ҫуннӑ чухне сиксе тухнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл пӗр 15 ҫеккунтлӑха чарӑнса ларать (машина сӳнсе ларнӑ-ши?), унтан вӑл пӑрӑнма тӑрать те троллейбуспа ҫапӑнать. Хайхи троллейбус теприн ҫине пырса кӗрет.
Инкекре, Турра шӗкӗр, никам та шар курман.
Шупашкарта вӑрттӑн ӗҫлекен вӑйӑ салонне тупса палӑртнӑ. Ӑна Кривов урамӗнче уҫнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ 16 система блокне туртса илнӗ.
Вӑйӑ салонне йӗрке хуралҫисем авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пырса кӗнӗ.
Салон «хӑйӗн ҫыннисем» валли ҫеҫ ӗҫленӗ. Унта видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем пырса кӗнӗ вӑхӑтра салонта 12 ҫын пулнӑ, вӗсем компьютерпа азартлӑ вӑйӑсем вылянӑ.
Полицейскисем 16 система блокӗ тата 42 пин ытла укҫа туртса илнӗ. Тӗпчев малалла пырать.
Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ял тӑрӑхӗн тӗп ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче хӗрарӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл стройорганизацисенчен пӗринпе подряд килӗшӗвӗ тунӑ. Унта сӑмах вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса Кӳстерекре лартнӑ палӑк вырӑнне хӑтлӑх кӳресси пирки пынӑ. Анчах подрядчик ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан – кирлӗ пек юсаса ҫӗнетмен, тирпейлемен. Апла пулин те ял тӑрӑхӗ документсене алӑ пусса панӑ. Унтан подрядчика 60 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫапла вара туса пӗлтермен ӗҫшӗнех хысна укҫине тӑкакланӑ.
Паян тин кӑна, 19 сехет ҫурӑра, М-7 ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари Хыркасси ҫывӑхӗнче пулнӑ. «Хендай» водителӗ Мускав енчен Кӳкеҫ патнелле кайнӑ, вӑл транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та фурӑпа ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машина водителӗ авари вырӑнӗнче вилнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа малалла уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнине ӗненес тӗк, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине ҫак хӗрарӑм ӳсӗр пулнӑ, вӑл ҫӗҫӗ тытнӑ та пӗрле пурӑнакан арҫынна чиксе вӗлернӗ. Арҫын ҫавӑнтах сывлама пӑрахнӑ.
Хӗрарӑма тытса чарнӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ӑна хупса усрасшӑн. Преступлени япалине – ҫӗҫҫе – ун ҫумӗнче тупнӑ.
Шӑматкун, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, хулари лавккасенчен пӗрне тавар туянма пынӑ ҫынсене урама кӑларса тӑратнӑ.
Сӑмах «Шупашкар» суту-илӳ центрӗ пирки пырать. Унтан урама 300-е яхӑн ҫынна кӑларса тӑратнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ суту-илӳ центрӗнчи туалетра шанчӑксӑр икӗ курупка асӑрханипе ҫыхӑннӑ.
Пӑтӑрмах пирки паян Шупашкар хулин администрацийӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Пӗрлехи дежурствӑпа диспетчер службин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Герасимов пӗлтернӗ. Скотчпа чӗркенӗ курупкӑсене тӗрӗслеме йӗрке хуралҫисене чӗнсе илнӗ. Курупкӑсенче сирпенмелли хатӗр пулман, сарӑ тӗслӗ шӗвек выртнӑ. Вӗсене экспертизӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарти офиса чӗртсе янӑ. Пӑтӑрмах паян, авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, ирхи 3 сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче ирхи 3 сехет тӗлӗнче патрульпе пост службин ӗҫченӗсем Эльгер урамӗнчи ҫуртсенчен пӗрин патӗнчен чупса тухакан арҫынна асӑрханӑ. Ҫав вӑхӑтра асӑннӑ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнчи офисран тӗтӗм йӑсӑрланса тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем вырӑна пушар сӳнтерекенсене чӗнсе илнӗ, хӑйсем вара шанчӑксӑр арҫынна тытса чарнӑ.
Арҫыннӑн вут чӗртсе ямалли шӗвек, икӗ зажигалка, бита пулнӑ.
Пушара часах сӳнтернӗ, тӑкак виҫине специалистсем палӑртӗҫ.
45 ҫулти арҫын унччен судпа айӑпланнӑскер пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |