Шупашкар районӗнчи Хыркасси ялӗнче вырнаҫнӑ шкулта ачана пневматика пӑшалӗнчен персе амантнине унччен хыпарланӑччӗ. Арҫын ачана ун чухне пульницӑна илсе кайнӑ.
Ӑна халӗ пульницӑран кӑларнӑ. Анчах кӗлеткинчи пульлине тухтӑрсем хальлӗхе кӑларма шикленеҫҫӗ. Шурӑ халатлисем каланӑ тӑрӑх, вӑл икӗ аяк пӗрчи хушшипе кайса ӳпкине шӑтарнӑ, юн тымарӗ патӗнче, чӗре ҫывӑхӗнче, ларнӑ. Ҫавӑнпа ӑна кӑларма хӑраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен хальлӗхе ачана операци туни сиен кӳме пултарать.
Аса илтерер: 3-мӗш класс ачине апатланмӑшра амантнӑ. Вӑл унта сӗтел илме кӗнӗ. Халӗ ку ӗҫе следовательсем тишкереҫҫӗ.
Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ермолаев райцентрти «Радуга» (чӑв. Асамат кӗперӗ) кафе патӗнче тепӗр ҫын машини ҫине пырса кӗнӗ. Айӑпа ӑнланнӑ пуҫлӑх инкек вырӑнӗнчен часрах тапса сикнӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра пӗлтернӗ. Япӑх хыпара вара шар курнӑ ҫын систернӗ иккен.
Ял тӑрӑхне ертсе пыракан ҫын пуҫтахланни пирки ҫапӑннӑ машина хуҫи йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ, лешсем пуҫлӑха шалти ӗҫсен районти пайне илсе пынӑ пулать. Анчах ҫемҫе пукана йышӑнаканскер айӑпа йышӑнман, руль умӗнче хайӗн водителӗ пулнӑ тесе тыттарма пӑхнӑ. Водитель вара ҫын тимсӗрлӗхне хӑй ҫине илес темен.
Тухтӑр тӗрӗслевӗ машинӑна тытса пынӑ пуҫлӑх руль умне ӳсӗр ларнине палӑртнӑ. Ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ тӳре-шара тӗлӗшпе протокол шӑрҫаланӑ.
Шупашкарти автобус водителӗсемпе кондукторӗсем ӗнер забастовка тунӑ: вӗсем рейса тухман. Пассажирсене турттаракансем шалу ҫур ҫула яхӑн илеймесӗр ывӑннипе ҫавӑн пек кутӑнлашас тенӗ. «Чӑвашавтотранс» предприятири пирки Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе те хыпарланӑччӗ. Пӗррехинче унӑн Вӑрмарти филиалӗн водителӗсем рейса тухманччӗ, каярах вӑл предприятие хупса хунӑччӗ.
«Чӑвашавтотранса» финанс тата экономика тӗлӗшӗнчен сыватас тесе Михаил Игнатьев Элтепер ЧР Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине, Юстици министерствине, Экономика министерствине предприятине финанс тӗлӗшӗнчен сыватмалли план хатӗрлеме хушнӑччӗ.
Ӗнер, нарӑсӑн 8-мӗшӗнче, предприятин 200 ытла ӗҫченӗ рейса тухман. Ҫав кунах РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ шалу тӳлемен фактпа пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫ укҫи парӑмне татас тӗллевпе бюджетран субсиди уйӑрма йышӑннӑ.
Паян ирпе Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Юрий Акиньшин йышӑннӑ.
Полпред пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат вӑл агроном тата юрист пулнине хыпарланӑ. Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна унтан тӗрӗслев хыҫҫӑн хӑтарнӑ пулать.
Полпред тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫулларанпа Валерий Шакин пурнӑҫланӑччӗ. Тулли праваллӑ элчӗре талпӑнуллӑ тимленипе палӑрнӑ Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Шанса панӑ укҫапа тивӗҫлӗ усӑ курман тесе шухӑшланӑран пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, килтен тухмалла мар йышӑннӑччӗ. Леонид Волков ҫӗршыв Президенчӗ патне темиҫе хутчен ҫырчӗ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче ӑна ирӗке кӑларчӗҫ, пуҫиле ӗҫ, шел пулин те, вӗҫленмен — тӗпчев малалла пырать.
Сивӗ ҫанталӑк тӑнӑ май республикӑра каллех ҫынсем шӑнса вилнӗ. Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче Етӗрнере пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Вӑл унта мӗнле лекнине хальлӗхе пӗлмеҫҫӗ. Шупашкартан шапаша кайма хатӗрленнӗ вӑл.
Нарӑсан 6-мӗшӗнче Бауман урамӗнче 33-ри арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл нарколог патӗнче шутра тӑни, эрех ӗҫни паллӑ. Арҫын урамра майкӑпа труҫҫи вӗҫҫӗнех выртнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Начар Упи ялӗнче 48-ти арҫын шӑнса вилнӗ. Вӑл ферма ҫывӑхӗнче выртнӑ. Сӑкӑт ялӗнче вара 61-ти арҫын арӑмне кил умӗнче тупнӑ. Вӑл та шӑнса вилнӗ.
Ҫак ҫынсене пусмӑрласа вӗлерменни паллӑ. Вӗсен тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать.
Ӗнер Швецири Сандвикен хулинче Раҫсей тата Швецин командисем мечӗкпе хоккейла выляса тупӑшрӗҫ. Шел те, пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсемшӗн финалти вӑйӑ ӑнӑҫлах вӗҫленмерӗ: вӗсем 3:4 шутпа выляса ячӗҫ.
Хоккеистсемшӗн савӑнма, вӗсен вӑййипе киленме пынисене финалта ҫӗнтерейменни кӑна мар, Раҫҫей гимне юрлама микрофон тытса тухнӑ хӗр юрӑ сӑмахне манни те пӑшӑрхантарчӗ. Кун пек пӑтӑрмахпа кӑмӑлсӑрланса вӗсем тарӑхнине палӑртмалла шӑхӑрма тытӑнчӗҫ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсенче гимна е капелла юрлакаланине пӗлетпӗр-ха. Музыкӑсӑр шӑрантарнипе такӑнчӗ пуль тесе тӳрре кӑларма ҫапах та йывӑртарах. Ҫӗршывӑн гимне янӑратма алла микрофон тытнӑ ҫыннӑн яваплӑха туймаллах-ҫке. Ҫитменнине тата хӗрӗн юрлас пултарулӑхӗ те ҫукраххӑн туйӑнчӗ.
Вӑрнар тӑрӑхӗнчи тӳре-шарана Михаил Игнатьев Элтепер нумай ачаллисенчен тӑрӑхлатӑр тесе ятланӑ. Шӑмат кун хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоканашлу мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта ытти ыйтупа пӗрлех Тӗрӗслевпе шутлав палати Вӑрнар районӗнче тӳре-шара хысна укҫипе епле усӑ курнине тӗрӗсленӗ чух палӑртнӑ кӑлтӑка та сӳтсе явнӑ.
Ҫурт-йӗр условине лайӑхлатмалли черетре тӑракан пилӗк е ытларах ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫурт лартса е хваттер туянса памалла. Вӑрнар тӑрӑхӗнче те ун пеккисем пур. Вӗсенчен пӗри валли район администрацийӗ хӑтсӑр ҫурт туяннӑ. Тӳре-шара чӗлхипе каласан, ҫав ҫурт муниципалитет контрактӗнче пӑхса хӑварнӑ требование тивӗҫтермен.
«Вӗсен пилӗк ача, эсир нумай ачаллӑ ҫемьерен тӑрӑхлас терӗр-им? Вӗсем ачасене воспитани параҫҫӗ. Сирӗн шутпа вӗсен стройкӑпа аппаланмалла-и? Нумай ачаллисене пур енлӗн пулӑшмалла, хушма йывӑрлӑх туса памалла мар! Ун пек лару-тӑру тек пулмалла мар» — хытах асӑрхаттарнӑ Элтепер район администрацийӗн пуҫлӑхне.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Вӑл — пӗр промышленноҫ предприятийӗн тӗп директорӗ те (ҫӑлкуҫ ятне асӑнмасть).
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче депутат Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи кафере пулнӑ. Унта вӑл 32 ҫулти арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ. Хӗрӳленсе кайнӑ «халӑх тарҫи» ҫамрӑка хырӑмӗнчен темӗнле япалапа чикнӗ.
Шар курнӑ арҫынна пульница илсе кайнӑ. Тухтӑрсем ӑна пулӑшу кӳнӗ. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, депутат арҫыннӑн сывлӑхне ҫӑмӑл сиен кӳнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе следовательсем малалла тишкереҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче пневамтика пӑшалӗнчен перессипе иртнӗ ӑмӑртура ача шар курнӑ. Ку ӗҫе халӗ следовательсем тишкереҫҫӗ.
Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ пӑтӑрмах Хыркасси ялӗнче пулнӑ. Шар кураканни — шкулта вӗренекен арҫын ача.
Арҫын ачасене апатланмӑша сӗтел илме янӑ. Унта вара тепӗр шкул хӗрачисем пневматика пӑшалӗнчен пеме вӗреннӗ. Пуля шӑпах пиллекмӗш класра вӗренекен арҫын ачана лекнӗ.
Ачана тӳрех пульницӑна ӑсатнӑ. Халӗ вӑл шкула ҫӳремест. Пӗрле вӗренекен тусӗсем ӑна манмаҫҫӗ — часрах сывалма сунса ҫырнӑ ҫырӑва ашшӗ-амӑшӗ урлӑ парса янӑ.
Ӗнер, нарӑсӑн 1-мӗшӗнче, Мускавра хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта 9 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Аварире Чӑваш Ен ҫынни, 60 ҫулти арҫын, чӗрӗ юлнӑ.
Варшава ҫулӗ ҫинче УАЗ тата «Тайота» ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, иномарка транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ та УАЗ ҫине кӗрсе кайнӑ. УАЗ рулӗ умӗнче ларакан водитель руле пӑрма та ӗлкӗреймен.
Икӗ машина та ҫунма тытӑннӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, УАЗ алӑкӗ питӗрӗнсе ларнӑ. Пассажирсем унтан тухма хӑтланнӑ, анчах уҫайман. Пулӑшма чарӑннӑ водительсем машина патне пырайман – ҫулӑм алхаснӑ.
Аварире тӳрех 8 ҫын вилнӗ. Тепри пульницӑра сывлама чарӑннӑ. Тӑватӑ ҫынна медицина пулӑшӑвӗ кӳнӗ. Чӑваш Енри арҫын нимӗн те астумасть, никама та палламасть. Тухтӑрсем ку вӑхӑтлӑха кӑна пуласса шанаҫҫӗ.
Иномарка водителӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |