Ҫак кунсенче Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем республикӑри йӗрке хуралӗнче пысӑк должность йышӑнакан ҫынна тытса чарнӑ. Кун пирки «Ҫыхӑнура» форумра «L!fe» информаци порталӗ хыпарлани тӑрӑх ӗнер ҫурҫӗр ҫитеспе пӗлтернӗ.
Пуҫиле ӗҫе Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн экономика хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Скворцов тӗлӗшпе пуҫарнӑ. Маларах асӑннӑ портал ҫырнӑ тӑрӑх, ку хыпара вӗсене хӑйсен ҫӑлкуҫӗ систернӗ.
Андрей Скворцов полицин подполковникӗ шутланать. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, усламҫӑсене ӗҫлеме ура хунӑ, документа пӑсса хӑйне кирлӗ пек тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен.
Хальхи вӑхӑтра подполковника аякка тухса каймалла марри ҫинчен алӑ пустарнӑ имӗш.
Путишле тес, шар кураканнишӗн пачах та путишле мар ҫак пӑтӑрмах Шупашкарта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче пулса иртнӗ.
Ҫулла мар, шӑнса пӑсӑласси те часах тесе пике арҫынна вӑратнӑ.
Лешӗ хӗре тав тӑвасвырӑннӗ янахӗнчен туртса панӑ. Пике хӑйӗн подъездне кӗрсе тарнӑ. Анчах лешӗ хӑваласа ҫитсе хӗре куҫӗнчен тӑхӑнтартса панӑ. Унтан арҫын вӗлерессипе хӑратса пикене пусмӑрланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пике хӑй хваттерне кӗрсе тарма ӗлкӗрнӗ. Кайран та арҫын лӑпланман. Хӗре шыраса хваттерсенчен пӗрин алӑкне тӳнлеттерме тытӑннӑ. Шар курнӑ пике йӗрке хуралҫисем патне шӑнкӑравланӑ. Алӑк танлаттарса тӑраканскер пакунлисен аллине ҫакланнӑ.
Пӑтӑрмах пирки халӗ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Тав тӑвас вырӑнне пусмӑрланӑ этеме тӗпчев вӑхӑтӗнче хупса хунӑ.
Чӑваш Енӗн спорт министрӗн ҫумне Алексей Яковлева Шупашкарти Пӑр керменне тунӑ чухне хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран иртнӗ уйӑхӑн 3-мӗшӗнче суд килте икӗ уйӑх хупса усрама йышӑннӑччӗ.
Паян Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин министерствӑра ӗҫленӗ Алексей Яковлева должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, Пӑр керменне хӑпартнӑ чух проекта темиҫе хут ылмаштарнӑ. Тӗп хуламӑрти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗ пӗлтӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнине, ӑна ҫӗкленӗ подрядчике ЧР Спорт министерстви те укҫа тӳлеменнине, «Голицын» строительство компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑччӗ, министерствӑн 487 миллион тенкӗ тӳлемелле пулнӑччӗ.
Муркаш раойнӗнчи организацисенчен пӗринче ӗҫлекен кадастр инженерӗ суя сведенисем кӗртнӗ. Кӑлтӑка Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ асӑрханӑ. Межевани планне тӗрӗс мар шӑрҫаланӑ специалиста РФ Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан кодексӑн 14.35 статйин 4-мӗш пайӗпе айӑпласа административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
Патшалӑх регистрацийӗ тутарма Муркаш районӗнчи ҫав хут кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче ҫитнӗ. Унта ҫӗре «Ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ» тесе кӑтартнӑ. Анчах вӑл лаптӑк ҫинче автозаправка станцийӗ ларнӑ, тепӗр майлӑ каласан унта нимле майпа та акса-лартса тӑваймӑн.
Регистрацилекен органа тӗрӗс мар хут хатӗрлесе панӑ инженер ӗҫне республика прокуратурине ярса панӑ. Административлӑ ӗҫе суд пӑхса тухса кадастр инженерне 30 пинлӗх штрафланӑ.
Сӑмах май, кӑлтӑкпа ӗҫлекен специалистсем унччен те пулнӑ. Маларах прокурорсем административлӑ 7 ӗҫ пуҫарнӑ. 3 ӗҫ Росреестрӑн республикӑри управленийӗнче выртать, вӗсемпе те ҫывӑх вӑхӑтра татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ.
«Чувашавтодор» (чӑв. Чӑвашавтоҫул) акционерсен уҫӑ обществине ҫул юсама шанман. Кун пирки нумаях пулмасть Федерацин монополипе кӗрешекен службин республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ. Унтан та ытларах — монополипе кӗрешекенсем асӑннӑ предприятие таса чунлӑ мар поставщиксен (подрядчиксен, ӗҫ пурнӑҫлакансен) списокне кӗртнӗ.
Ҫирӗп утӑма тума службӑна акционерсен обществи иртнӗ ҫулхи авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче алӑ пуснӑ контракта юсассин условине самай пӑсни хистенӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Арбитраж судӗнче те пӑхса тухнӑ, «Чувашупрдор» (чӑв. Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр управленийӗ) хысна предприятийӗпе пӑхса хӑварнӑ контракта татма йышӑннӑ.
Ӗҫе вӑхӑтра тата пахалӑхлӑ пурнӑҫламаннине кура «Чӑвашавтодор» «хура» списокра икӗ ҫул тӑрӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Ямаш ялӗнче фельдешерпа акушер пункчӗ ҫунса кӗлленнӗ. Ҫӗнни мар. Вӑл кивӗ, юрӑхсӑра тухнӑ пулнӑ.
Пушара ачасем кӑларнӑ. Ҫулӑм 19 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Пушарнӑйсем часах ҫитсен те, пушара хӑвӑрт сӳнтерсен те фельшерпа акушер пункчӗ ҫунса кӗлленнӗ.
Хуҫасӑр ҫуртра ачасем час-часах вылянӑ-мӗн. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар вӗсене пула тухнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Ене 849 пушар тухнӑ. Вӗсенче 86 ҫын вилнӗ, тепӗр 85-шӗ суранланнӑ. Пушартан 339 ҫынна ҫӑлма май килнӗ.
Коми Республикинче Чӑваш Енри ҫын вилнӗ. Вӑл унта стройкӑна ӗҫлеме кайнӑ, каменщик тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
Халӗ ку тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Пӑтӑрмах Ухта хулинчи Алексеев урамӗнчи пилӗк хутлӑ ҫуртра пулнӑ. Чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче арҫын 15 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу бригади ҫитнӗ. Анчах арҫын вӗсем киличченех сывлама пӑрахнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 50 ҫулти арҫын шуҫса ӳкнӗ е тӗрӗс мар пуснӑ. Вӑл сройкӑра юлашки кун ӗҫленӗ, киле кайма хатӗрленнӗ. Следовательсем ку ӗҫе тӗпченӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ.
Шупашкарти 4-мӗш юсанмалли колонире (вӑл пӗтӗмӗшле режимлӑ учреждени шутланать) ларакан 21 ҫулхи каччӑна тӗрме йӗркине пӑсма хӑтланнӑшӑн айӑплама пултараҫҫӗ.
РФ Следстви управленийӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӑл унта ӗҫлекен ҫынна хӗнесе тӑкнӑ. Халӗ асӑннӑ управленин Шупашкарти Ленин районӗнчи пайӗ РФ Пуҫиле кодексӗн 321-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ирӗке хӑтарнӑ вырӑнта ӗҫлекен тӗлӗшпе ҫамрӑк штраф изоляторӗнче ларнӑ чух алӑ ҫӗкленӗ. Пакунлине вӑл пуҫран тата кӗлтекен ытти пайӗнчен тапса пӗтернӗ.
21 ҫулхи ҫамрӑка суд кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче ирӗкрен хӑтарнӑ. Ӑна ун чух вӑрӑ-хурахла тапӑннӑшӑн айӑпласа ирӗкрен виҫӗ ҫуллӑха хупса хумалла тунӑ.
Шупашкарта депутатӑн ҫӳп-ҫапӗ ҫунать. Кун пирки «Ҫыхӑнура» портал чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк министерствинче тӑрӑшакансемпе полицейскисем ҫӳп-ҫапа саккуна пӑсса пухнине палӑртнӑ. «Экосервис» предприяти ячӗпе ун чухне санитарипе эпидемиологи нормисене пӑхӑнман тесе административлӑ материал шӑрҫаланӑ.
Анчах эрне иртсен те лару-тӑру улшӑнман: вырӑн ҫаплипех мӑкӑрланса тӑрать иккен. Ҫак факта каллех «Ҫыхӑнура» портал хыпарлать. Яваплисене черетлӗ хутчен чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн Ҫутҫанталӑк министрествин ӗҫченӗсем сывлӑша тата ҫӳп-ҫап мӗн чухлӗ пуҫтарӑнса кайнине виҫсе кайнӑ.
«Экосервис» пуҫлӑхӗ — Алексей Никитин, вӑл — Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта шкула ҫӳрекен арҫын ача хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Вӑл ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн ҫак утӑма тунӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ача пӗр класра вӗренкен хӗрачан телефонне ҫӗмӗрнӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна ашшӗ пиҫҫиххипе хӑмсарнӑ. Ачан виллине подъездра тупнӑ.
Арҫын ача ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр шкулта ӑс пухнӑ. Шкул ертӳлӗхӗ тата тантӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫынпа хутшӑнма юратнӑ. Анчах ҫак утӑма тума мӗн хистенӗ ӑна? Следстви малалла пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |