Мускаври Мещен район сучӗ Аброр Хайдарова арестленӗ. Маларах капла шӑпа Тамерлан Сычоева тата Хисматулл Наимова кӗтсе илнӗ. Аброр Хайдарова тӳресем Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх регистрацире тӑнине палӑртнӑ. Мускавра Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче террор ирттерме хатӗрленекенскер Таджикистан ҫынни пулнӑ.
Виҫӗ ҫынтан тӑракан, терроризма хатӗрленекен ушкӑна Мускаври Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӗсен сирпӗтмелли хатӗрсем, бомба хатӗрлемелли япаласем, автоматсемпе гранатсем пулнӑ.
Аброр Хайдаров хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Вӑл Мускавра такcистра вӑхӑтлӑх ӗҫленине, Чӑваш Енре вӑхӑтлӑх пропискӑра тӑнине пӗлтернӗ, Раҫҫейре чарнӑ Ислам патшалӑхӗпе ҫыхӑну ҫуккине ӗнентерме пӑхнӑ. Ушкӑн Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнче Мускавра террор ирттерме ӗмӗтленнӗ.
Тӑвай районӗнчи пульницӑра саккуна пӑсаҫҫӗ. Епле сипленине калаймӑпӑр та, анчах ӗҫ сыхлавӗн саккунне унта кирлӗ пекех пӑхӑнса ҫитереймеҫҫӗ. Асӑннӑ район прокурорӗ Оксана Ястребова пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ муниципалитетри тӗп пульницӑна иртнӗ уйӑхра тӗрӗсленӗ.
Шурӑ халатлисенчен сакӑр ҫынна отпуск укҫине РФ Ӗҫ кодексне пӑсса тӳленӗ. Асӑннӑ саккунӑн 136-мӗш статйин 9-мӗш пайӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, каннишӗн укҫана отпуска кайиччен виҫӗ кун маларах куҫармалла. Пульницӑра вара канма пуҫланӑ хыҫҫӑн ҫеҫ тӳленӗ. Пӗри тата ӗҫрен кайнӑ, анчах ӑна ӗҫ килӗшӗвне татни ҫинчен калакан приказпа та паллаштарман.
Кӑлтӑк пирки ЧР Ӗҫ инспекцине хыпарланӑ, унтисем пульница ертӳҫине административлӑ майпа айӑпласа 4,5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Паян ирхи 5 сехет те 36 минутра Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче кивӗ клуб ҫунса кайнӑ.
Пушара тепӗр сехетрен, 6 сехет те 20 минутра, сӳнтернӗ. Клуб питӗ кивӗ пулнӑ. Ӑна 1927 ҫулта хӑпартнӑ. Ку таранчченех кӑмака хутса ӑшӑтнӑ.
РФ ИӖМӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм иртнӗ ӗмӗрте йывӑҫран тунӑ клуба кӗле ҫавӑрнӑ. Пушар мӗншӗн тухнине халӗ тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти Ленин районӗнчи 5-мӗш участокри миравай судйине Вячеслав Романова ӗҫрен кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе кӑларнӑччӗ.
Аса илтерер: Вячеслав Романов тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма хӗненӗ тата унӑн аллине хуҫнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑччӗ. Тӗнчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӳсӗр судья Вӑрмар районӗнче машинӑран тухнӑ та 60 ҫулти хӗрарӑмпа пули-пулми хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӳкнӗ, ку вара ӑна уринчен тапнӑ, унтан тытнӑ та сулахай аллине пӗтӗм вӑйран пӑрнӑ. Хӗрарӑмӑн ывӑлӗ хӳтӗлеме тӑнӑ, анчах Романов ӑна та хӗненӗ.
Хӑйне судьяра ӗҫлеттерме чарнипе килӗшмесӗр Романов республикӑн Аслӑ судне ҫитнӗ. Йышӑну тӑвиччен самай канашланӑ хыҫҫӑн унтисем ӗҫтешне майлӑ пулман.
2015 ҫулхи пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Кӳкеҫ поселокӗнче хӑрушӑ авари пулнине халӑх манман-ха. Ун чухне 4 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Малта ларнӑ виҫӗ ҫынна, ҫав шутра водитель те, хӗстерсе лартнӑ. Вӗсем чӗрӗллех ҫунса кайнӑ. Тепӗр ҫын вара йывӑр сурансене пула васкавлӑ медпулӑшу киличчен сывлама пӑрахнӑ.
19 пассажира лартнӑ микроавтобус «Шкода» машинӑпа ҫапӑннӑ. Унӑн водителӗ, 18 ҫулти студент, правана 3 уйӑх маларах ҫеҫ илнӗ-мӗн. Вӑл малтан фурӑпа ҫапӑннӑ, кайран транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ. Унта вара ГАЗельпе ҫапӑннӑ.
Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд унччен те пулнӑ. Анчах Шупашкар районӗн сучӗ ӑна раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫӗнӗрен пӑхса тухӗ.
Шупашкарти Мир проспектӗнче тӗлӗнсе каймалла «У Петровича» кафе пурӑнать. Ӑна йӗрке хуралҫисем те тарӑхаҫҫӗ, хула ҫыннисем те. Вӑл пур, пӗр уҫӑлнӑскер, ҫаплипех ӗҫлет.
Республикӑн шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин Шупашкарти хӑш-пӗр кану учрежденийӗсем право йӗркине тата хӑрушсӑрлӑха пӑхӑнманнине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ эрнесерен ирттерекен канашлура ҫӗртме уйӑхӗнчех палӑртнӑччӗ. Сӑмахне ҫирӗплетме пакунли тӗп хуламӑрти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑ «У Петровича» кафене асӑннӑччӗ.
Хулара пурӑнакансемпе Шупашкарӑн сити-менеджерӗ Алексей Ладыков раштавӑн 8-мӗшӗнче тӗл пулсан та ҫынсем Петрович пирки аса илнӗ, кафене пула ӳсӗрсем ҫӳрени, шӑв-шав тӑнине пӗлтернӗ.
Тӗп хуламӑрӑн сити-менеджерӗ ку ыйтупа ӗҫлени пирки хуравланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кунашкал кафесене ӗҫлемелли йӗркене ҫирӗплетни пирки каласа панӑ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн эрех ярса паракан хупахсенче пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ 100 тӑваткал метртан сахалрах мар, лармалли сӗтелсен шучӗ саккӑртан кая мар пулмалла. Вӗсен 10-па 22 сехет хушшинче кӑна ӗҫлеме ирӗк пур.
Йӗпреҫ районӗнчи Орёл ялӗнче икӗ ватӑ ҫын сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. 78 ҫулти тата 84-ри хӗрарӑмсем ун чухне мунча кӗнӗ.
84-ри кӳрши 78 ҫултискер патне мунча кӗме каҫнӑ. Вӗсен виллине ентешӗ асӑрханӑ. Мунча алӑкӗ уҫӑ пулни ӑна сисчӗвлентернӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Следовательсем ватӑскерсен кӗлетки ҫинче пусмӑрласа вӗлернӗ йӗрсем тупман. Халӗ суд-медицина экспертизи ирттереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче «Звезда» телеканалпа «Фетисов» ток-шоура (ӑна Вячеслав Фетисов пысӑк титуллӑ спортсмен, хоккеист ертсе пырать) Улатӑрти япӑха тухнӑ хоккей лапамӗ пирки сюжет кӑтартнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Студие РФ Патшалӑх Думин депутатне Леонид Черкесова та чӗннӗччӗ. Унта вӑл Улатӑрта темиҫе хут та пулнине, анчах ку ыйту пирки пуҫласа илтнине пӗлтернӗ.
Чӑн та, вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара коньки ҫине тӑрас тесен те ярӑнма вырӑн тупаймӑн. Хоккей аталанӑвӗшӗн чунне ырттаракансем хула пуҫлӑхӗсем патне кайнӑ. Анчах вӗсене унта нимпе те лӑплантарайман, мӗншӗн тесен лару-тӑру кӑткӑс. «Паян е ҫӗннине мӗн те пулин тумалла, е пуррине аталантармалла», — ҫынсене хула администрацийӗнче ҫапларах хуравланӑ.
Телекӑларӑма хутшӑннисем вырӑнти тӳре-шараран тӗлӗннине палӑртнӑ. «Спорт кайсан спорт мӗнпе кӗрешет, пирӗн ачасем патне ҫавӑ — сиенлӗ йӑла-йӗрке — килет», — тесе пӗтӗмлетнӗ вӗсем.
Телекӑларӑма хутшӑннӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов депутат республикӑн спорт министрӗпе ку ыйтӑва сӳтсе явма шантарнӑ.
Нумаях пулмасть, раштавӑн 9-мӗшӗнче, ЧР ШӖМӗ кӑҫалхи 11 уйӑха пӗтӗмлетсе канашлу ирттернӗ. Ӑна шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин ертсе пынӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче преступленисен йышӗ чакнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 12,4 процент сахалрах. Йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисен йышӗ чакни те савӑнтарать. Ҫавӑн пекех хӗрарӑма мӑшкӑлланӑ тӗслӗх сахалланнӑ. Ҫаратнӑ, хурахла тапӑннӑ тӗслӗх те чакнӑ.
Ҫул ҫитмен ҫамрӑксем преступлени тӑвасси малалла чакса пырать. Урамра, общество вырӑнӗсенче йӗркене пӑснӑ тӗслӗх сахалланнӑ.
Тепӗр самант: шыравра пулнӑ 774 вӑрӑ-хураха тытса чарнӑ. Хыпарсӑр ҫухалнӑ 63 ҫынна тупнӑ.
«Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ «АвтоВАС» акционерсен обществинчен тарма шутланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерни чӑна килнӗ курӑнать. Валерий Петровский ҫыравҫӑ «Фейсбукри» хӑйӗн аккаунтӗнче хальтерех кӑна хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл ларса килнӗ хулапа хула хушшинчи автобус вокзал умӗнчи шлагбаум патӗнче чарса ҫынсене унта антарнӑ. «Пассажирсем асапланаҫҫӗ», — тесен эсир кулатӑр кӑна пуль», — ҫырнӑ «Фейсбукра» Америкӑри журналсенче хайлавӗсем акӑлчанла пичетленекен автор.
Аса илтеретпӗр, «Чӑвашавтотранс» ПУПӑн автобусӗсем АО автовокзалӗсен пулӑшӑвӗпе усӑ курма пӑрахасшӑнччӗ. Ҫакна «Чӑвашавтотранс» билет хакӗн 20 проценчӗ, багаж тӳлевӗн 50 проценчӗ «АвтоВАСа» юлнипе сӑлтавланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |