Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем

РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем Шупашкарти ваккат тата унпа пурӑнакан арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.

45 арҫын тата унпа пурӑнакан, унран икӗ ҫул кӗҫӗнрех хӗрарӑм Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченне сӗтев сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хӗрарӑм ваккат пулса ӗҫленӗ-мӗн, арҫынӗ официаллӑ майпа ниҫта та тар тӑкман. 43-ри ваккат вӑйӑ бизнесне саккунлӑ мар майпа тытса тӑракан ҫынна хӳтӗлеме килӗшнӗ. Хӑй хӳтӗлесе пӗтереймессе ӑнланнипе-ши, унпа пӗрле пурӑнакан арҫын Федерацин хӑрушсӑрлӑх службинче тӑрӑшакана пуҫиле ӗҫе чарса лартма пулӑштӑр тесе 500 пин тенкӗ пама пулнӑ.

Малашнехи ӗҫсене правӑна сыхлакан органсем сӑнаса тӑнӑ. Пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче хӗрарӑм-ваккат банксенчен пӗрин ячейкине 495 пин тенкӗ кайса хунӑ та унӑн уҫҫине хӑрушсӑрлӑх органӗн ӗҫченне тыттарнӑ.

...Сӗтев сӗнекен арҫынна следстви пынӑ вӑхӑтра хупса усрама йышӑннӑ, хӗрарӑма килте лармалла йышӑннӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти арҫынна ывӑлне вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ку пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын килӗнче пулнӑ. Унпа пӗрле 25 ҫулти ывӑлӗ пурӑннӑ. Иккӗшӗ эрех ӗҫнӗ. Часах хирӗҫсе кайнӑ вӗсем. Ашшӗ ывӑлне отверткӑпа, мӑлатукпа кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫапнӑ. Лешӗ ҫавӑнтах вилнӗ.

Арҫын каланӑ тӑрӑх, ывӑлне туяннӑ эрехӗн хаярлӑхӗ килӗшмен-мӗн. Ашшӗ ӑна вӗлернӗ хыҫҫӑн кӗлеткине касса вакланӑ. Унтан ҫӗрле хӑш-пӗр пайне ҫӳп-ҫап контейнерне тухса пӑрахнӑ. Ыттине простыньпе ҫавӑрса канализаци люкне ывӑтнӑ.

Пушӑн 23-мӗшӗнче ҫӳп-ҫап илсе тухакан организаци ӗҫченӗсем полицие шӑнкӑравласа ҫын кӗлеткин пайӗсене тупнине пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян, пушӑн 22-мӗшӗнче, Муркаш юханшывӗнче урапа путнӑ. Унта виҫӗ ҫамрӑк ҫын пулнӑ. Пӗри ҫеҫ ҫӑлӑнма пултарнӑ.

Ку 11 сехет те 45 минутра пулнӑ. 24–26 ҫулсенчи ҫамрӑксем, Муркаш районӗнчи Атапай тата Ҫеменкасси ялӗсенче пурӑнакансем, пӑр тӑрӑх 2 ҫухрӑм кайнӑ. Пӑр катӑлсан урапа кутӑн ӳкнӗ.

Хыҫалти ларкӑчри каччӑ багажник урлӑ тухнӑ. Иккӗшӗ вара ҫӑлӑнайман. Вӗсем, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, шывпа чыхӑнса вилнӗ.

Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, вӗсем ӳсӗрле пулӑ тытма кайнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ӗнер Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси ялӗнчи ваттисемпе инвалидсен интернат-ҫуртӗнче пушар тухнине эпир маларах пӗлтерсе ӗлкӗртӗмӗр-ха. Аса илтеретпӗр, инкек халсӑрсем пурӑнакан ҫав ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче, ҫывӑрмалли корпусри пӳлӗмсенчен пӗринче, сиксе тухнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, пушар сӑлтавӗ — унта пурӑнакансенчен пӗри вырӑн ҫинче пирус туртни. Пушарта икӗ ҫын пиҫсе кайнӑ, вӗсене Республикӑри клиника пульницин пиҫсе кайнисен уйрӑмне илсе кайнӑ.

Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ те, республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви хӑйне пӑхӑнакан пур учрежденире те пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе планпа пӑхман инструктаж ирттерме йышӑннӑ. Ку ӗҫе пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗччен йӗркелеме хушнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ӗнер Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи ваттисемпе инвалидсен интернат-ҫуртӗнче пушар тухнӑ.

Интернат-ҫуртри инкек пирки Муркашри пушар чаҫне хыпар 11 сехетре ҫитнӗ. Ун пирки «Альтоника» текен программӑпа аппарат комплексӗ автоматла майпа систернӗ. Ҫулӑма сӳнтерме тесе республикӑри икӗ пушар хуралӗн тата ведомствӑлла мар виҫе пушар хуралӗн вӑйне ура ҫине тӑратнӑ.

Ятарлӑ службӑсем сисчевленнӗ вӑхӑтра вырӑнтисем те алӑ усса ларман: ҫулӑма сӳнтерессипе ҫине тӑнӑ. Интернат-ҫуртра пурӑнакан 49 ҫынна илсе тухнӑ. Ҫывӑрмалли корпусри пӳлӗмсенчен пӗринче, 2-мӗш хутра, алхасакан ҫулӑма айккинелле ярас мар тесе те вырӑнтисем хытах ҫине тӑнӑ.

Пушарта икӗ ҫын пиҫсе кайнӑ, вӗсене пульницӑна ӑсатнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви вӗсенчен пӗрин тӑрӑмӗ самай йывӑр тесе пӗлтернӗ, теприн аптӑрасах каймасть-мӗн.

Пушар сӑлтавӗ интернат-ҫуртра пурӑнакансенчен пӗри вырӑн ҫинче пирус туртни тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Хулара «Про Город» тунӑ сӑн
«Про Город» тунӑ сӑн

Шупашкарта икӗ троллейбуса пӑшалтан пенӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.

Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 23 сехет те 10 минут тӗлӗнче пулнӑ. «Николаев урамӗ» чарӑнура темӗнле ҫын 1-мӗш тата 2-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссене пенӗ. Транспортӑн кантӑкӗ ҫурӑлса арканнӑ.

ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, мӗн пулни пирки татӑклӑн калама ҫук. Хальлӗхе пульӑсене те тупман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/auto/view/66674
 

Политика Коммунистсен патийӗн рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов
Коммунистсен патийӗн рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов

Суйлав ҫывхарнӑ май политиксен хушшинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухкалани вӑрттӑнлӑх мар-ха. Анчах тепӗр чух пӗр парти пайташӗсем те пӗр-пӗринпе тем пайлайми (мӗн пайлайманнине, пӗр енчен, тӗшмӗртме йывӑрах мар-ха) пулса каяҫҫӗ.

Ӗнер, акӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта пуху ирттернӗ чух коммунистсем йӗрке хуралҫисене чӗннӗ-мӗн.

Отчетпа суйлав конференцине ирттерме коммунистсем малтанах палӑртса хунӑ-мӗн. Анчах патне ҫитеспе парти рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов ӑна урӑх вӑхӑта куҫарма ыйтнӑ. Делегатсем Шурчановӑн тата Зюгановӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Анчах асӑннӑ хулари комитетӑн пӗрремӗш секретарӗ Адольф Федоров делегатсене саланма ыйтнӑ. Лешсем ҫакна ӑша хывманнине кура Адольф Федоров полици чӗннӗ. Ҫапла тума ӑна унӑн пуҫлӑхӗ хушнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Аммиак турттаракан Чӑваш Енри урапа ӗнер инкеке лекнӗ. Ҫул ҫинчи пӑтӑрмахӗ Сарту облаҫӗнчи Вольск хулин айккинче кӑнтӑрла сиксе тухнӑ.

Инкеке лекнӗ MAN автомобиль тулли пулман.

Сарту облаҫӗпе, унтан иртекен «Сызрань — Сарӑту — Волгоград» федераци трассипе пыракан, 3 урапаран тӑракан колонна киле пушӑлла таврӑннӑ. Вӗсенчен пӗри хирӗҫ килекен ҫул ҫине сиксе тухнӑ. Кунта ҫанталӑкӗ те витӗм кӳнӗ-тӑр: юрлӑ ҫанталӑк пулнӑ.

Хирӗҫ ҫул ҫине пӑрӑнса кӗрсе кайнӑ йывӑр тиевлӗ урапа кӗпер ҫинчен пӑрӑнса каясран хӳтӗленме тунӑ тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑ. Кайран фура калла хӑй ҫулӗ ҫине пӑрӑнса илнӗ-ха, анчах унта кабина ҫаврӑнса кайнӑ.

Ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ водительсенчен пӗри суранланнӑ, урапасенчен пӗри сиенленнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://wolsk.ru/news.php?ID=1881
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкар районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗрине ертсе пынӑ тата тепӗр пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хальхинче Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Маларах суд тенкелӗ ҫине лекнӗ Сарапакасси ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ (ҫывӑх вӑхӑтра ун тӗлӗшпе тата тепӗр лару иртмелле) евӗрех, Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те ҫӗрпе ҫыхӑннӑ ыйтупа тӗпчевҫӗсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл та хӑйӗн паллаканне ҫӗр уйӑрса пама вӑхӑтӗнче йышӑну тунӑҫи пулса суя хут хатӗрленӗ. Лешӗ ҫавӑн тӑрӑх лаптӑка харпӑрлӑхне куҫарнӑ.

Лапсар ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ хӑйӗн айӑпне йӑлтах йышӑннӑ-мӗн. Саккунлӑ мар майпа харпӑрлӑха куҫарнӑ ҫӗр лаптӑкне Шупашкар район администрацийӗн муниципалитет харпӑрлӑхне куҫарассипе те тӗпчевҫӗсем мерӑсем йышӑнасшӑн.

 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑна кисретнӗ хӑрушӑ ӗҫ тӗлӗшпе пӑнчӑ лартнӑ. Ку 2015 ҫулта Канашра пулнӑ.

Ҫурла уйӑхӗнче ниҫта та ӗҫлемен 21 ҫулти каччӑ 21-ри хӗрарӑм патне хӑнана килнӗ. Ирхине 5 сехетре вӑл, ӳсӗрскер, кил хуҫи хӗрарӑмне тӑм савӑтпа пуҫӗнчен ҫапма пуҫланӑ. Унтан ҫӗҫӗ тытнӑ.

11 уйӑхри хӗрне те пуҫӗнчен савӑтпа ҫапнӑ вӑл. Пӗчӗкскере диван ҫинчен урайне тӑсса антарнӑ та пӗтӗм вӑйран пуснӑ. Амӑшӗпе хӗрӗ ҫавӑнтах вилнӗ.

Хӑна вара пӳлӗмрен 14 пин тенкӗлӗх япала йӑтса кайнӑ. Вилесене икӗ кунран тупнӑ. Каччӑ унччен судпа 5 хут айӑпланнӑ. Халӗ ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 24 ҫуллӑха ӑсатнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 329, 330, 331, 332, 333, 334, 335, 336, 337, 338, [339], 340, 341, 342, 343, 344, 345, 346, 347, 348, 349, ... 406
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та