Шупашкарта ҫынсене хула тӑрӑх турттаракан ГАЗельсемпе ытти маркӑллӑ ҫавӑн йышши транспорта шута илнӗ. Коммерци маршручӗ шутланакан маршрут тӑрӑх хутлаканскерсем хавӑртлӑха иртнӗ уйӑхра 1418 хутчен ӳстернӗ.
Хула мэрийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак пассажир транспорчӗ епле ӗҫленине тишкерме хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хӑй хушнӑ.
Сехетре 82 километртан ытларах хӑвалакан урапасен рейтингне те хатӗрленӗ яваплисем.
Танлаштарӑма виҫӗ пая уйӑрсах тунӑ. Кам ӑҫта лекни хӑвӑртлӑха пӗр уйӑхра миҫе хут ӳстернинчен килнӗ. Сӑмах май каласан, ҫула тухсан асар-писер васкакан водительсем уйрӑм усламҫӑ евӗр регистрациленнисем хушшинче те, организацисем ҫинче тӑраканнисем хушшинче те пур.
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ, 1996 ҫул… Шӑп та лӑп 20 ҫул каялла Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ станцинче техногенлӑ катастрофа пулнӑ.
Ун чухне пуйӑс тӳнсе кайсан ҫӗр ҫине наркӑмӑшлӑ фенол юхса тухнӑ. Ҫав вырӑнта пушар алхаснӑ. Пушара сӳнтернӗ 105 ҫын наркӑмӑшланнӑ.
Пушарнӑйсем оперативлӑ майпа ӗҫлени пушара хӑвӑрт сӳнтерме май панӑ. Ҫавна пула ку пӑтӑрмах Чӑваш Еншӗн экологи катастрофине ҫаврӑнман.
20 ҫул хыҫа юлнӑ май Шупашкарта катастрофӑна пӗтерес ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсен тӗлпулӑвӗ иртӗ. Ликвидаторсем Ҫар мухтавӗн музейне ҫитӗҫ. Мероприятие РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн генерал-майорӗ Станислав Антонов та хутшӑнӗ.
Республикӑра пурӑнакан ҫав арҫынна перӗнсе вилме мӗн хистенӗ-ши? Ҫакна халӗ следовательсем тӗпчеҫҫӗ.
Етӗрне районӗнче 58 ҫулти арҫыннӑн виллине тупнӑ. Ӑна арӑмӗ ӗҫрен таврӑнсан, хваттере кӗрсен, асӑрханӑ. Унӑн пуҫӗ тӗлӗнче суран пулнӑ. Ку — пӑшал-пистолет пульли лекнӗрен.
58 ҫулти арҫын пӗр кану базин директорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Ерни следстви управленийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын хӑй перӗнсе вилнӗ.
Пӑрачкав районӗнчи Напольное ялӗнче Ҫӗнтерӳ кунне савӑнӑҫлӑн кӗтсе илмен-тӗр. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче унта ҫын ҫӑлра путса вилнӗ.
Ҫӗмье Арлашкин урамӗнче ҫав ҫӑлран инҫех мар пурӑннӑ. Арҫын мӑшӑрӗпе кун кунланӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл эрех-сӑрапа айкашни паллӑ.
Ҫав кун арҫын ҫурҫӗр иртни 2 сехетре урама пирус туртма тухнӑ. Анчах каялла кӗмен. Арӑмӗ ӑна ирхине ҫӑлра тупнӑ. Ун чухне вӑл сывламан ӗнтӗ.
Арҫынна пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулман. Ҫӑлӑн диаметрӗ — 1,5 метра яхӑн. Арҫын виллине 10 метр тарӑнӑшӗнче тупнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа следовательсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан ҫамрӑк арҫын ҫине-ҫинех ашшӗ пулса тӑнӑ. Унӑн пӗр ачи 2013 ҫулта ҫут тӗнчене килнӗ, тепри — 2014-мӗшӗнче. Ҫав пепкесен амӑшне ача ҫине ача ҫуратма тархасласах ыйтнине пӗлместпӗр-ха. Тен, ашшӗ пулас шухӑшӗ ҫирӗпленсех те ҫитеймен-ши унӑн?..
28 ҫулти арҫыннӑн тупӑшӑн пӗрре-виҫҫӗмӗш пайне алимента ямалла пулнӑ. Кун пирки шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла суд йышӑну тунӑ. Анчах ҫамрӑк ашшӗ хӑнк та туман темелле. Ик ачашӑн парӑм унӑн 120 пин тенкӗ пуҫтарӑнса та кайнӑ. Суд приставӗсем ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 157-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласси пирки асӑрхаттарсан та икӗ ача ашшӗ ӗҫе вырнаҫма шутламан. Шупашкар район прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть суд арҫынна айӑплама йышӑннӑ. Унӑн юсанмалла 5 уйӑх ӗҫлеме тивӗ, тупӑшӑн 5 процентне патшалӑх тытса юлӗ.
Ку хӑрушӑ инкек ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, паян, пулнӑ. Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ялӗнче 16 ҫулти каччӑ сарӑмсӑр вилнӗ.
Пӑтӑрмах ҫурҫӗр иртни 15 минутра пулнӑ. Ҫамрӑкскер чукун ҫул ҫывӑхӗпе утнӑ. Темшӗн вӑл йывӑр тиев турттаракан пуйӑс тӑррине хӑпарма шухӑшланӑ.
Каччӑ хӑрушлӑх пирки шухӑшламан. Вакун тӑррине хӑпарсанах ӑна электричество токӗ ҫапнӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Следовательсем Чулхула чукун ҫулӗн администрацийӗ тӗлӗшпе представлени ҫырасшӑн. Унпа килӗшӳллӗн, ҫав участокри хӑрушсӑрлӑх йӗркине вӑйлатма ыйтасшӑн.
Кӑҫал пирӗн республикӑра «Вилӗмсӗр полка» 20 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Штендер йӑтса тухакансен йышӗ ҫулсерен йышланнине палӑртмалла.
Кӑҫал акци вӑхӑтӗнче хӑйне евӗр «пӑтӑрмах» пулнӑ. Мероприятире 5 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсем нумаях пулмасть айӑпланнӑ Раҫҫей Геройӗн Евгений Борисовӑн портретне йӑтса утнӑ.
Аса илтерер: Евгений Борисова астармӑш вӑйӑсен бизнесне йӗркеленӗшӗн айӑпланӑ, Раҫҫей Геройӗн ятне туртса илнӗ. Борисова суд 6 ҫул ҫурӑллӑха тӗрмене ӑсатма йышӑннӑ.
Акцире Евгений Борисовӑн портретне унӑн тӑванӗсемпе тусӗсем йӑтса утнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — ҫамрӑксем. Тӗрӗсрех каласан — йӑтса утасшӑн пулнӑ. Вӗсене килнӗ чухнех полицейскисем асӑрханӑ. Асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн вӗсене ирӗке янӑ.
Ӗнер, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Энтриел ялӗнчи арҫын пахча сухаланӑ чухне снаряд евӗр асӑрханӑ. 30 сантиметр тарӑнӑшӗнче выртаканскер пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Пуҫиле шыравра ӗҫлекенсем ОМОН специалисчӗсене те чӗннӗ. Снарядлӑ пахчапа юнашар пурӑнакансене те вӑхӑтлӑха эвакуациленӗ. Тупнӑ япала зенит пушкин артиллери снарячӗ пулнине палӑртнӑ.
Йӗрке хуралҫисем снаряд Энтриелти пахчана епле лекни пирки пуҫ ватаҫҫӗ. Кил хуҫи пӳрте 2008 ҫулта туяннӑ иккен. Асӑннӑ лаптӑка маларах вӑл сухаламан. Унчченхи кил хуҫисем халӗ ҫук та-мӗн — вӗсем вилнӗ.
ОМОН специалисчӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, снаряд ҫӗр ӑшӗнче 1943 ҫултанпа выртма пултарнӑ.
Ӑна ӗҫлеттерсе яракан механизм тутӑхса пӗтнӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче самолетпа вӗҫме вӗрентекен вӑрттӑн шкул пулнӑ.
Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пысӑк инкек сиксе тухнӑ. Пушарта 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ — 3 аслин тата 4 ачан. Чи кӗҫӗнни 2015 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ. Ыттисем — 2007, 2008 тата 2009 ҫултисем.
Раҫҫей ИӖМӗн Чӑваш Республикинчи тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх пушар пирки вӗсене кӳршисем 00:59 вӑхӑтра пӗлтернӗ. Вӑл саманталла инкек тӳсннисен ҫурчӗ уҫӑ ҫулӑмпах ҫуннӑ. Пӑтӑрмах вырӑнне ҫывӑхри 25-мӗш пушар пайӗнчи икӗ автоцистерна тата Юнтапа ял тӑрӑхӗнчи ирӗклӗ йӗркепе ӗҫлекен пушар ушкӑнӗ ҫитнӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх пушар кӑмакан мӑрйипе тӗрӗс мар усӑ курнӑран тухнӑ. ИӖМ ӗҫченӗсем пӗлейнӗ тӑрӑх ҫемье ку пӳрте дача пек кӑна усӑ курнӑ. Йывӑҫ пӳрт икӗ ҫул ытла пушӑ тӑнӑ. Выранти халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх хуҫисем яла инкек умӗн пӗр кун маларах ҫеҫ ҫитнӗ.
Чулхулара пулнӑ взрывра шар курнӑ ҫынсене Шупашкара илсе килнӗ. Тухтӑрсем вӗсен сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханмалли ҫуккине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче сирпӗнсе суранланнӑ икӗ арҫынна тӑван тӑрӑха, Чӑваш Ене, илсе килнӗ. Унччен вӗсем Чулхула пульницинче пулнӑ. Кунта вӗсене тӑванӗсемех илсе ҫитернӗ. Тепӗр арҫынна вара Васкавлӑ медпулӑшу пульницине сипленме хунӑ.
Аса илтерер: сирпӗнӳ ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ. Хута каякан 12 хутлӑ ҫуртра компрессор сирпӗннӗ. Ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав вырӑна тӗплӗ пӑхса тухнӑ, унти япаласене тӗпчев ирттермешкӗн илнӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе судмедэкспертиза ирттерме палӑртнӑ. Следовательсен ку пӑтӑрмахра кам айӑплине палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |