Ӗнер ирхине Шупашкарти «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ҫулӑм контейнерлӑ пайра алхаснӑ. Пушар ирхи ҫичӗ сехет тӗлӗнче тухнӑ. Унӑн сӑлтавне палӑртассипе тӗпчевҫӗсем тимлеҫҫӗ.
«Елена» суту-илӳ комплексӗнчи пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн ун территорийӗ хыҫӗнче никам ирӗк паман ҫӳп-ҫап вырӑнӗ йӗркеленнӗ. «Хӗрлӗ автан» шар кӑтартнине пӗтернӗ май ҫунса кайнӑ япаласене — сӑрӑна, лапочкӑна, хими ытти хатӗр-хӗтӗрне — рабочисем «Елена» хыҫӗнчи территорие тухса купаланӑ. Ҫывӑхрах, вунӑ метрта — ҫынсен пурӑнмалли ҫурчӗсем иккен. Кунта сӑмахӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнчи 3-мӗш тата 5-мӗш ҫуртсем пирки пырать. Лакрей вӑрманӗ те ҫав тӑрӑхрах.
Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑш шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗ учителе суд тенкелӗ ҫине лартасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ .
Аса илтеретпӗр, 51 ҫулти хӗрарӑм-вӗрентекен пӗрремӗш класс ачине урокра кӳрентернӗ-мӗн. Ӑна вӑл указкӑпа ҫапнӑ. Уҫӑпа та, алӑпа та пуҫран ҫапнӑ пулать. Ҫакна класрисем телефон ҫине ӳкерсе илнӗ те видео тӗнче тетелне лекнӗ. Ку факт пирки йӗрке хуралҫисем кӑсӑкланма пуҫласанах вӗрентекене ҫийӗнчех шкултан кӑларса янӑ.
Халӗ суд пулнӑ. Хӗрарӑм-вӗрентекене 3 ҫул та 7 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпласа сӑнамалли вӑхӑта 2,5 ҫуллӑха панӑ.
Маларах Комсомольски тӑрӑхӗнчи вӑтӑра та ҫитмен вӗрентекене ачасем ҫине ал ҫӗкленӗшӗн айӑпланӑччӗ. Ӑна ҫамрӑк, опыт ҫук текелерӗҫ.
Паян «Елена» пасарта ҫулӑм алхаснӑран ҫур хула «пӑкӑпа» тулнӑ, чылай ҫын кирлӗ ҫӗре питӗ кая юлса ҫитнӗ.
Пушар ирхи 7 сехет тӗлӗнче тухнӑ. Малтанах тавар контейнерӗсем ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Пасарта пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫыннӑнах ултӑ контейнер ҫунса кайнӑ. Унта пралук, лак, сӑрӑ сутнӑ вӑл. Тӗнче тетелӗнче хӑш-пӗр ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, контейнерсен ҫав хуҫине васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ. Чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ имӗш вӑл.
Пасар ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫулӑм кайран обой сутӑнакан палаткӑна куҫнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электропралука пула тухнӑ.
Пасарта ӗҫлекенсен пӗри тӗнче тетелӗнчи хыпар айне комментари хӑварнӑ: «Ҫак пасарта ӗҫлетӗп. Хуҫи ирех килчӗ. Контейнера уҫрӗ, ҫутӑ ҫутрӗ те кофе е чей илме кайрӗ. Унтан килсен иккӗмӗш контейнерне уҫрӗ, унтан ҫулӑм тӑрук тухрӗ. Ахӑртнех, пралука пула пушар тухнӑ».
«Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх вара, ҫав хуҫа пульницӑра мар, ӑна пасар администрацийӗнче курнӑ.
Пушара 10 сехет тӗлне ҫеҫ сӳнтернӗ.
Нумаях пулмасть республикӑра виҫӗ ҫын ром ӗҫнӗ хыҫҫӑн вилни пирки чылай калаҫрӗҫ. Халӑхра сас-хура тухнӑ тӑрӑх, хӗрпе каччӑ реанимацире вилнӗ. Ишлейре хӑнара пулнӑ хӗрарӑм вара Кӳкеҫ пульницинче куҫне хупнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӑватӑ ҫынна айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсене аслӑ суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн тытса чарнӑ.
Ҫакна тума пултарнӑ тӑватӑ ҫынна кӗске вӑхӑтрах тытса чарнӑ. Вӗсен йышӗнче — коммерци организацийӗн тӗп директорӗ, унӑн амӑшӗ, еркӗнӗ тата вӗсен пӗлӗшӗ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене Пуҫиле кодексӑн 238-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн 10 ҫул таранах йӗплӗ пралук леш енне ӑсатма пултараҫҫӗ.
Паян ирхине Шупашкарта вырнаҫнӑ «Елена» ярмӑрккӑра пушар тухнӑ. Ҫулӑм контейнерсемлӗ пайра алхаснӑ. Халӑх пӗлтернӗ тӑрӑх хура тӗтӗм хулан чылай пайӗнче курӑннӑ.
Пушар сӳнтерекенсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ, пушара алхасма паман. Ҫавах та темиҫе контейнерти пурлӑх ҫулӑма пула сиенленнӗ. Пушара сӳнтернӗ май Фёдор Гладков урамне хупӑрласа хунӑ пулнӑ, вӑл микрорайонтан ӗҫ вырӑнне ҫитме палӑртакансене урӑх маршрутсем суйлама сӗннӗ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Енре каччӑ ҫухалнӑ. Вӑл унччен савнӑ хӗрӗпе хирӗҫнӗ. Пике урӑххи патне тухса каяссине пӗлтерсен каччӑ килтен тухса кайнӑ та таврӑнман.
Тӑванӗсем ӑна нумай шыранӑ. Нумаях пулмасть каччӑ Шупашкартан ларса тухса кайнӑ урапана тупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Атӑл леш енчи Сосновкӑра каччӑн виллине тупнӑ.
Роман Николаев савнипе хирӗҫсен телефонӗпе укҫине хӑварнӑ та тухса кайнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине никам та пӗлмен. Унӑн ашшӗ Анатолий Николаев ӑна ыттисемпе пӗрле шыранӑ. Каярахпа палламан ҫынсем Сосновкӑра Ромӑн урапине асӑрханӑ. Унтан каччӑ ӳтне те тупнӑ.
Ашшӗ каланӑ тӑрӑх, каччӑ пичӗ ҫинче кӑвак йӗрсем пулнӑ, мӑйӗнче — вӗрен. Анчах вӑл ывӑлӗ хӑйӗн ҫине алӑ хунине ӗненмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Роман Сосновкӑна савнин каччипе калаҫма кайнӑ.
Халӗ Ромӑн ӳтне Шупашкара илсе килнӗ. Ӑна чӳкӗн 24-мӗшӗнче пытарӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн шӑллӗ аварие ҫакланни пирки тӗнче тетелӗнче калаҫма тытӑннӑ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 17 сехет те 40 минутра Эгер бульварӗнче пулнӑ. Иномарка ВАЗ-2115 урапапа пырса ҫапӑннӑ.
Аварире 15-мӗш моделӗн 22-ри пассажирки алӑ хуҫнӑ, суранланнӑскере пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ҫынсем курнӑ тӑрӑх, иномарка водителӗ ВАЗ хуҫипе калаҫса татӑласшӑн пулнӑ. Анчах лешӗ килӗшменнине кура вӑл руль умне ларнӑ та Кӑкшӑм урамӗ еннелле вӗҫтернӗ.
Водителе полицейскисем тытса чарнӑ. Дактилоскопи ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл камне пӗлме май килнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 31 ҫулти Ладыков А.О. пулнӑ-мӗн.
Водитель ӳсӗр пулма пултарни ҫиеле тухнӑ. Анчах вӑл медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫ пулнӑ.
Алексей Ладыков кун тӗлӗшпе акӑ мӗн каланӑ: «Ҫапла, вӑл манӑн шӑллӑм. Вӑл ӳссе ҫитӗннӗ ҫын, хӑйех явап тытма пултарать. Ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем халӗ пӗр вӑхӑтрах кулянаҫҫӗ те, намӑсланаҫҫӗ те. Кашниех хӑйӗн айӑпне туять. Ҫавӑнпа аварире шар курнӑ ҫынран кашнинченех каҫару ыйтатӑп. Айӑплин вара саккунпа килӗшӳллӗн явап тытмалла».
Виҫӗмкун, чӳкӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти пӗр общежитире студентка чӳречерен сикессипе хӑратнӑ. Хайхискер наркодиспансертан тухтӑрсене чӗнме ӳкӗтленӗ.
Телее, студенткӑна ҫӑлма май килнӗ. Тахӑшӗ ӑна пӳлӗме каялла сӗтӗрсе кӗнӗ. Ку Мускав проспектӗнчи 43-мӗш ҫуртра ирхи 10 сехетре пулнӑ. Наркодиспансерти тухтӑрсене мӗншӗн чӗннӗ вӑл? Хӑй сывӑ пулнине ӗнентерме имӗш.
Общежити умне ҫынсем пухӑннӑ. Тӗлӗнмелле те, чылайӑшӗ хӗре хӑрушӑ утӑма тӑвасран ӳкӗтлемен, ҫакна телефон ҫине ӳкернӗ. Кӑштахран МЧСпа полицейскисем ҫитнӗ.
Хӗр чӳрече янахӗ ҫинче пӗр сехете яхӑн ларнӑ. Унтан ӑна полицейскисем илсе кайнӑ. Полицире хӗр чӑнах та сикме хатӗрленни ҫирӗпленнӗ.
Вӑт студент! Ҫапла ҫеҫ калама пулать ку хыпарпа паллашнӑ хыҫҫӑн. Ҫамрӑк кӑна-ха вӑл, анчах йӗплӗ пралук леш енне лекме ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ.
Чӑваш Республикинчи пӗр аслӑ шкулта радиоэлектроникӑпа автоматика факультетӗнче 3-мӗш курсра ӑс пухакан студента суд ирӗксӗр 11 ҫул хӑварма йышӑннӑ. Студент 20 ҫул кӑна тултарнӑ-ха.
Каччӑ тӗнче тетелӗнчи пӗр лавккара ӗҫленӗ. Вӑл хулари вырӑнсене сутмалли наркотик хурса ҫӳрекенни пулнӑ.
Наркополицейскисем ӑна поличнӑйпе тытнӑ. Вӑл вӑхӑтра студент наркотикӑн черетлӗ партине вӑрттӑн вырӑна хума тытӑннӑ.
Шупашкар районӗнче пурӑнакан Сергей Надеждин ятлӑ ҫын кӗрхи пӗр кун йӗрке хуралҫисемпе чӗрре кӗнӗ. Вӗсене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗре ҫапа-ҫапа антарнӑ.
Йӗрке хуралҫипе мар, ахаль ҫынпа тытӑҫсан та пуҫран шӑлмаҫҫӗ те, кӗҫех хайхи этеме суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем пирки пуҫиле ӗҫ пуҫарса 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Хулиганла пӗчӗк ӗҫ тӑвать тесе ҫав ҫын пирки Шупашкар районӗнчи шалти ӗҫсен пайне телефонпа пӗлтернӗ. Вырӑна йӗрке хуралҫисем пырса ҫитнӗ. Ҫавсене курсан ӳсӗр арҫын лӑпланма мар, хирӗҫме пуҫланӑ. Малтан вӑл арҫын-йӗрке хуралҫине питӗнчен чышкӑпа ҫапса панӑ, кайран ӑна урайне персе антарнӑ та хӑлхинчен ҫыртнӑ. Кайран хӗрарӑм-полицейские урайне персе антарнӑ. Ӑна вӑл хулпуҫҫинчен тата хӑлхаран туртма тытӑннӑ. Арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫ саккунлӑ вӑя кӗни пирки республика прокуратури пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |