Шӑпа-ши ку… Ватӑрах арҫын трактор айне пулса вилнӗ. Чылай чухне пӑтӑрмахсем эрех-сӑрана пула сиксе тухаҫҫӗ. Хальхинче те эрех ӗҫнине пула сиксе тухнӑ ку пӑтӑрмах.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре пулнӑ. Авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 17 сехет тӗлне прицеп ҫаклатнӑ «Белорус-1025» трактор 57 ҫулти арҫынна таптаса кайнӑ.
Руль умӗнче 29 ҫулти арҫын пулнӑ. Хайхискер ҫул хӗррине тухса кайса ҫынна таптанӑ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Тӗрӗслев акӑ мӗн палӑртнӑ: руль умӗнче ларнӑ ҫамрӑк арҫын ӳсӗр пулнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарас ӗҫе пӑхса тухаҫҫӗ.
Чӑваш Ен полицейскийӗсем 30 хӗрарӑма вӗлернӗ ҫынна шыраса тупма пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Хӑрушӑ преступнике шырани пирки ЧР Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын Удмурт, Тутар, Чӑваш республикисенче тата ытти регионта 2011–2012 ҫулсенче хӗрарӑмсене вӗлернӗ. Икӗ тӗслӗхӗ Шупашкарта пулнӑ.
Преступник 75–90 ҫулсенчи ватӑсем патне ТСЖ е социаллӑ служба ӗҫченӗ евӗр пырса кӗнӗ те хӗрарӑмсене пӑвнӑ. Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫак преступленисене пӗр ҫын тунӑ.
Ҫав арҫын 20–35 ҫулсенче, 170–175 сантиметр ҫӳллӗш. Ҫӳҫӗ ҫутӑрах, куҫӗ те ҫутӑ. Хура тӗслӗ куртка тӑхӑнма пултарнӑ, шӑлаварӗ хура, калпакӗ те ҫавӑн тӗслех.
Ун пирки пӗлекенсене 8 (8352) 66-24-31 е 66-24-88, 24-14-25 е 8 (831) 419-82-08 телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Шупашкарта пациент операци хыҫҫӑн вилсе кайнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе операцие ирттернӗ тухтӑра айӑпласшӑн.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑҫал утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Медицина ӗҫченӗ уҫӑ трахеостомипе операци ирттернӗ. Анчах 48 ҫулти пациент операци хыҫҫӑн ҫур сехетрен чӗре япӑх ӗҫленипе тата пуҫ мими шыҫӑннипе вилнӗ.
Судпа медицина экспертизи палӑртнӑ тӑрӑх, пациент трахейӑна тӗрӗс мар интубаци тунӑшӑн пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мӑн Улхаш ялӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта ӗнер ҫӗрле, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, пушар пулнӑ.
Шел те, пӑтӑрмах ҫухатусӑр пулман. Ҫулӑма сӳнтернӗ хыҫҫӑн ҫын виллисене тупнӑ. Пушарта виҫҫӗн ҫунса вилнӗ.
Пушар тухни кирки МЧСа шӑп та лӑп ҫӗрле пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма сӳнтернӗ, анчах ҫурт самаях сиенленнӗ. Пӳрт веранди, ҫурт ӑшӗ ҫуннӑ, тӑрри йӑтӑнса аннӑ.
Пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн виҫӗ ҫын виллине тупнӑ. Унта 48 ҫулти арҫын тата унӑн 26-ри, 22-ри ывӑлӗсем вилнӗ. Ашшӗн ӳтне верандӑра тупнӑ, икӗ ҫамрӑк пӳртре пулнӑ.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ҫав кун вӗсем 26-ри ывӑлӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ, эрех ӗҫнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм кухньӑран тухнӑ. Тен, вӗсем пирус туртнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫынсем сӗрӗмпе чыхӑнса вилме пултарнӑ.
Ӗҫ тунӑ пек кӑтартас тесе тем шухӑшласа кӑларакан та пур пулӗ. Вӑрнар районӗнчи Авӑр Уйри участок вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен 56 ҫулти арҫын вӑрман касакансене пустуйранах штрафланӑ. Суя хут ҫырса, пулман ӗҫе пулнӑ пек кӑтартма тӑрӑшакан ҫав ҫыннӑн серепине икӗ арҫын ҫакланнӑ.
Асӑннӑ вӑрман хуҫалӑхӗнче вӗсем вӑрман каснӑ. Ирӗк илсех. Кайран ҫакскерсем хӑйсем хыҫҫӑн пуҫтарса-тирпейлесех хӑварнӑ. Анчах вӑрманҫӑ хут ҫине пачах урӑхла шӑрҫалать те иккӗшне те штрафлама йышӑнать. Вӑрман юлашкине пуҫтарман тесе сӑлтавсӑрах ҫавсен 500-шер тенкӗ штраф тӳлеме лекет. Укҫи пысӑк мар та, ним ҫукран явап тыттарни ытла та кӳренмелле пек туйӑннӑ курӑнать — правӑна сыхлакансенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Пустуйран суя хут шӑрҫалакан вӑрманҫӑна суд нумаях пулмасть 300 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑнни пирки пӗлтерет прокуратура. Анчах айӑплӑ арҫын аминистие лексе штрафран хӑтӑлнӑ.
Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре МЧС ӗҫченӗсем темиҫе пушара тӗп тунӑ. Канаш тата Муркаш районӗсенче ҫулӑма сӳнтермет тивнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхине Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче 23 ҫулти ҫыннӑн лаҫӗ ҫунма пуҫланӑ. Пушара ҫур сехетренех сӳнтернӗ. Анчах вут-ҫулӑм сарая тӗп тума ӗлкӗрнӗ. Унта вара 100 кролик ҫунса вилнӗ. Ҫавӑн пекех унӑн лаҫӗ, вутӑ сарайӗ ҫунса кайнӑ.
17 сехет те 40 минутра ҫӑлав службине Муркаш районӗнчи Юрпаш ялӗнче сарай таврашӗ ҫунма тытӑннине пӗлтернӗ. МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм йывӑҫ пӳрте хыпса илнӗ. Вӑл ҫунса юрӑхсӑра тухнӑ.
Ҫав каҫах 20 сехет те 20 минутра Муркаш районӗнчи Атапай ялӗнче пушар тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар тимсӗрлӗхе пула тухнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Ере 685 пушар тухнӑ. Ку 56 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Пушарта 58 ҫын вилнӗ. 80-ӑн суранланнӑ. Пушарта 252 ҫынна ҫӑлнӑ.
Чӑваш Енре икӗ партин элчисем пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхине суйлав умӗн паллӑ мар ҫынсем вӗсен транспортне сиенлетнӗ. КПРФ партирен ЧР Элтеперӗн пуканне йышӑнмашкӑн тӑратнӑ кандидатӑн кустӑрмине шӑтарнӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен депутат пуканне йышӑнмашкӑн тӑратнӑ кандидатӑн урапине ҫунтарма тӑнӑ. Кун пирки «Интерфакс» пӗлтерет.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Анатолий Константиновӑн («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей») урапине такамсем ҫунтарнӑ. Ку ӗҫӗ ЧР МЧСӗ шута илнӗ.
КПРФ пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем Валентин Шурчановӑн кустӑрмине шӑтарнӑ. Ку Шупашкарти Ахазов урамӗнче пулса иртнӗ. Ку ӗҫе йӗрке хуралҫисем шута илнине ҫирӗплетекен хыпар хальлӗхе ҫук.
Чулхула облаҫӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӗсем тӑвансем пулнӑ. Кун пирки Чулхула облаҫӗнчи ҪҪХПИ пресс-служби пӗлтерет.
Инкек паян, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, ирхи 5 сехет тӗлне пулнӑ. Урапа Воротынец районӗнче, «Мускав – Ӗпхӳ» ҫулӑн 563-мӗш ҫухрӑмӗнче, фурӑпа ҫапӑннӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл урапа водителӗ «урхамахне» илтеттереймен. Фурӑпа ҫапӑнсан вӑл кювета чӑмнӑ.
35 ҫулти водитель тата 32 ҫулти пассажир ҫавӑнтах вилнӗ. Вӗсем пиччӗшӗпе шӑллӗ пулнӑ, Чӑваш Енре пурӑннӑ. МЧС ӗҫченӗсем вӗсен виллисене урапана касса кӑларнӑ.
Фурӑн 50 ҫулти водительне те медицина пулӑшӑвӗ панӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан Бурянинсем хулари пӗр поликлиникӑна суда панӑ. Унти тухтӑрсем ҫулталӑк ҫурӑри хӗрачан апат ҫулӗнче 1 тенкӗлӗх укҫа тупайман.
Бурянинсем ҫӗртме уйӑхӗнче ачи ӳсӗрме пуҫланине сиснӗ. Каҫхине ача ҫывӑрайман, апат ҫиме пӑрахнӑ. Вӗсем районти поликлиникӑна ҫитнӗ, педиатр патне кӗнӗ. Лешӗ ача шӑнса пӑсӑлнӑ тесе эмелсем ҫырса панӑ. Эрне хыҫҫӑн эрне иртнӗ, анчах пӗчӗкскер сывалман. Ашшӗ-амӑшӗ каллех приема кайнӑ. Каллех антибиотик ҫырса панӑ.
Бурянинсем тухтӑрсем хӑйсен ӗҫне мӗнле пурнӑҫланипе кӑмӑлсӑр. Ачана сывлама та йывӑр пулса пынӑ. Унтан ашшӗ-амӑшӗ ӑна харпӑр клиникӑна илсе кайнӑ. Унти тухтӑрсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн пӗчӗкскер темӗнле япала ҫӑтма пултарнӑ тесе шутланӑ. Вӗсем ачана республикӑри клиника больницине хирург патне янӑ.
Районти поликлиника вара укҫана апат ҫулӗнче тупма йывӑр пулнине ӗнентереҫҫӗ. Халӗ хӗрача хӑйне лайӑх туять. Суд ларӑвӗ авӑн уйӑхӗн варринче пулӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта паллӑ мар ҫынсем Халӑх ирӗклӗхӗн партийӗн (ПАРНАС) хастарӗн Феликс Милицинӑн урапине киревсӗр сӑмахсемпе ҫырса пӗтернӗ.
Феликс Милицин урапине сӑрласа пӗтернине авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ирхине асӑрханӑ. «Тимӗр урхамаха» хура сӑрӑпа вараланӑ.
Урапан малти чӳречи ҫине ашкӑнчӑксем «Фашист» тесе ҫырнӑ, водитель алӑкӗ ҫине «Вали» тесе сӑрланӑ. Кунсӑр пуҫне виҫӗ кустӑрмине шӑтарнӑ.
Хастар хӑй шутланӑ тӑрӑх, ку политикӑпа ҫыхӑннӑ. Вӑл Раҫҫей позицине Крым тата Украина тӗлӗшпе критиклесе пӗччен пикет темиҫе те ирттернӗ. Феликс Милицин ҫакӑнпа ҫыхӑнтарать ку пулӑма.
Унччен ӑна хӑратни те пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл хваттерне улӑштарнӑ. Халӗ хур курнӑскер полицие ыйту ҫырнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |