19 ҫулти амӑшӗ, ачине вӗлернӗскер, суд сакки ҫине ларӗ. Ку кӑҫал ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче пулнӑ. Пӗр ялта пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм туалетра сывӑ ача ҫуратнӑ. Унтан пӗчӗкскере кӑкӑрӗ тӗлӗнчен чикнӗ те туалет шӑтӑкне пенӗ.
Ача кӑштахран вилнӗ. Тепӗртакран амӑшӗ унӑн виллине кӑларса чавса чикнӗ. Ачана темиҫе кунтан тупнӑ. Хӗрарӑм ача вилӗ ҫуралнине ӗнентернӗ. Анчах экспертиза вӑл сывӑ пулнине палӑртнӑ.
Халӗ следстви вӗҫленнӗ. Материалсене суда ярса панӑ. Аса илтерер: кун пекки Сӗнтӗрвӑрри районӗнче те пулнӑччӗ. Унта 24-ри хӗрарӑм тин ҫуратнӑ ачине тислӗк ӑшне пытарнӑ.
Шупашкарта чукун ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта тепловозпа ҫӑмӑл урапа ҫапӑннӑ. Пӑтӑрмах ВАЗ-2114 автомобиль ҫул-йӗр правилисене пӑснине пула тухнӑ — хӗрлӗ ҫутӑ пулнӑ пулин те лешӗ каҫса ӗлкерес тесе шутланӑ пулас.
Ӗҫ-пуҫ юпан 13-мӗшӗнче каҫхи 01:20 вӑхӑтра Шупашкар–Канаш чукун ҫулӗ ҫинчи База тӑкӑрлӑкӗнче пулса иртнӗ. Хальлӗхе тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх 21 ҫулхи водитель Станциҫум урамӗнчен База тӑкӑрлӑкӗ енне ҫул тытнӑскер хӗрлӗ ҫутӑ ҫине тухнӑ. Пуйӑс машинисчӗ ӑна асӑрхасан хӑвӑрт кӑна чаркӑч ҫине пуснӑ, анчах 30 вакунлӑскерне чарайман. Ҫул-йӗр пӑтӑрмахӗнче ҫӑмӑл урапа ҫеҫ сиенленнӗ, ҫынсем аманман. Тӗрӗсленӗ тӑрӑх водитель те машинист та ӳсӗр пулманни паллӑ пулнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртнӗ суйлав умӗн Етӗрне районӗн «Знамя труда» хаҫатра «Появились качели и горка» статья тухнӑ. Унта сӑнӳкерчӗк те пулнӑ: савӑнӑҫлӑ ачасем ҫӗнӗ чуччусем патӗнче тӑраҫҫӗ. Ҫакна кам туни пирки хаҫат вулакан ыйтнипе тӗпченӗ имӗш.
Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ П.А.Бажайкин савӑннине пытармасӑр ҫапла каланӑ: «Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫамрӑксен микрорайонӗнче ҫынсем ыйтнипе ача-пӑча лапамӗ тунӑ. Ку «Автодорсервис» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Алексей Константинович Жарков пулӑшнипе пулнӑ».
Жарков текенни ун чухне шӑпах Етӗрне район пухӑвӗн депутатне суйланма кандидатура тӑратнӑ-мӗн. Шӑпах «Ҫамрӑксен» ятлӑ 5-мӗш округра тата.
Анчах «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Алексей Жарков суйлава выляса янӑ. Уйӑх та иртмен — юпан 10-мӗшӗнче ҫав картишре рабочисем ачасен чуччуйӗсене каялла кӑларнӑ. Ҫынсем полицейскисене чӗннӗ. Лешсем нимӗн те тӑвайман.
Тӗнче тетелӗнче ку информаци кӗҫех тухнӑ. Чылайӑшӗ депутат ҫапла хӑтланнипе кӑмӑлсӑр.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш поликлиникӑра арҫын вилсе кайнӑ. Регистратура умӗнчех… Арҫын унта пулӑшу ыйтма пынӑ.
Ҫакна куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫынна арӑмӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен таксипе илсе килнӗ. Унччен вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, анчах лешӗ килмен.
Арҫын пулӑшу кӗтсе илеймесӗр каритурти диван ҫинчех вилсе кайнӑ. Лариса Шеина каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫакна курнӑ. «Диван ҫинче хӗрарӑм тата 40-45 ҫулсенчи арҫын ларатчӗҫ. Арҫын кӑн-кӑвакчӗ. Хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ, анчах вӗсем патне никам та пыман. Вӑл хытӑ макӑрнӑ, йӑлӑнса пулӑшу ыйтнӑ. Кӑштахран арҫын пуҫне айккинелле пӑрнӑ та юлашки хут сывласа илнӗ.
Тухтӑрсем кун хыҫҫӑн ҫеҫ чупкалама тытӑннӑ. Тухтӑр массаж тума пуҫланӑ, анчах усӑсӑр. Арҫынна килтех япӑх пулса кайнӑ-мӗн.
Иртнӗ канмалли кунсенче Атӑлҫи федераци округӗнче вӑйлӑ ҫил алхаснӑ. Шел те, вӑл пирӗн республикӑна та ҫитнӗ.
Вӑйлӑ ҫил республикӑри пур районта та пулнӑ. Ытларах Канаш тата Елчӗк районӗсем шар курнӑ. 28 кил-ҫурт, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 6 объект, нумай хваттерлӗ 5 ҫурт тӑкак тӳснӗ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Енри 80 яхӑн ялта электричество сӳннӗ. Вӗсенче — 3 пин кил-ҫурт шутланать, 7 пин ҫын пурӑнать.
Вӑйла ҫил хыҫҫӑн юлнӑ асар-писере ӗнерех, юпан 4-мӗшӗнче, йӗркене кӗртме тытӑннӑ. Электроэнергие паян каҫчен туса пӗтерме шантарнӑ.
Иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче влаҫ органӗсем йӗркеленӗ Вӗренӳ порталӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кун пирки «АФО чӑнлӑхӗ» сайт пӗлтерет. Шкулсене салатнӑ ҫырӑва ӗненсен портал вырнаҫнӑ серверта хытӑ диск тӗпренсе пӗтнӗ. Малашне вӗренӳ министерстви шкулсене хӑйсен сайчӗсене тытса пыма пулӑшмӗ, вӗсем кашни учреждени сайчӗсене хӑйсен вӑйӗпе ӑсталама тивӗ. Вӗренӳ министерстви шкулсене ӑсталамалли хостинг вырӑнӗсене те сӗннӗ — тӳлевлисенчен пуҫласа укҫа тӑкакламалла маррисем таран.
Хӑй вӑхӑтӗнче чылай шкул хӑйсен сайчӗсене вӗренӳ порталӗнче тунӑччӗ. Унсӑр пуҫне ҫав порталрах вӗрентекенсем те хӑйсен страницисене ӑсталанӑччӗ. Организацисемпе учрежденисен каталогӗ cheb.ru пӗлтернӗ тӑрӑх вӗренӳ порталӗнче ӑсталанӑ сайтсен йышӗ вӗсен пуххинче икҫӗртен те иртнӗ пулнӑ.
Чӑваш Енри Вӗренӳ порталӗнче сайт йӗркелесси тӳлевсӗр пулнӑ. Министерство сӗнекен вариантсенче вара уйӑхне пӗри ҫеҫ тӳлевсӗр, ыттисенче уйӑхне сахалран та 120 тенкӗ тӑкаклама тивӗ. Уйӑхсерен 1500 тенкӗ ыйтакан Росшкола проектне те сӗннӗ.
Вӗренӳ порталӗнче пухӑннӑ документсене халь авторсен ятарлӑ электрон почта адресӗпе ҫыру ҫырса илме пултарасси пирки те пӗлтереҫҫӗ.
Паян Чӑваш Енре вӑйлӑ ҫил алхасать. Ун хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра 24 метра таран ҫитет.
Ҫутҫанталӑк пулӑмӗ хуҫалӑха сахал мар сӑтӑр тума ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Ак, тӗслӗхрен, «Элара» савутӑн ҫивиттине сӳсе илнӗ те Мускав проспекчӗ ҫине илсе пенӗ. Шупашкар районӗнчи пӗр ялта вара лавккана шар кӑтартнӑ — тӑррине тӗппипех вистесе вӗҫтерсе кайнӑ. Шупашкарти «Улатимӗр сӑрчӗ» чарӑну патӗнче тимӗр листисемпе кирпӗчрен тунӑ картана тӳнтернӗ, Эгер бульварӗнче пушатнӑ ҫуп-ҫап контейнерӗсене вӗҫтерсе кайма тапратнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта йывӑҫсем ӳкни пирки пӗлтереҫҫӗ.
Вӑйлӑ ҫил паян шӑматкун кӑна мар, ыран та пулӗ. Ҫил хӑвартлӑхӗ ҫеккунтра 14–17 метрпа танлашӗ, кассӑн-кассӑн 24 метр хӑвӑртлӑхпа та вӗрӗ.
Канаш районӗнче арҫын 8 ҫулти хӗрачана ҫапса кайнӑ. Инкекре пӑрахман вӑл ӑна, хӑйех пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ку авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ухман ялӗнче пулнӑ. Хӗрача 7 сехет те 20 минутра ҫул каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын урапине хускатнӑ.
Водитель хӗрачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскерӗн ури аманнине палӑртнӑ, пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Кун хыҫҫӑн 39 ҫулти арҫын авари вырӑнне таврӑннӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ. Правана вӑл 4 ҫул каялла илнӗ. Анчах унӑн ОСАГО полисӗ пулман.
Чӑваш Енӗн ҫурт-йӗр инспекцийӗ Канашри «Телеком Плюс» компани» тулли мар яваплӑ обществӑна кирлӗ мар ҫӗртенех тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енӗн прокуратурине кун пирки асӑннӑ компанин пуҫлӑхӗ ҫӑхавланӑ. Обществӑна ертсе пыракан шутланӑ тӑрӑх Ҫурт-йӗр инспекцийӗ саккунлӑ мар хӑтланнӑ пулать. Пӗлтерни тӑрӑх прокуратура тӗрӗслев йӗркеленӗ. Алексей Мишин аслӑ ҫурт-йӗр инспекторӗ инспекци пуҫлӑхӗн ҫумӗн утӑн 7-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн предприятире асӑннӑ уйӑхӑн 8 тата 9-мӗшӗсенче планпа пӑхман тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла тума инспекцие нумай хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакан ҫын пӗтӗмӗшле харпӑрлӑхпа усӑ курас ыйтупа ҫыхӑннӑ ыйтӑвне пӑхса тухма тивни хистенӗ. Анчах прокуратура Ҫурт-йӗр инспекцийӗн тӗрӗслеме сӑлтав пулманнине асӑрханӑ. Ҫавӑншӑн инспектора административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ.
Кӳкеҫре ҫамрӑк амӑшӗсене хулари чирлӗ арҫын хӑратса ҫӳрет тесе ҫырать Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта тӳлевсӗр саланакан пичет кӑларӑмӗсенчен пӗри. «Хӗрарӑмсем ачасене урама пӗччен епле кӑлармалла-ши тесе пӑшӑрханаҫҫӗ?» — шухӑшне малалла тӑсать ҫав хаҫат.
Шупашкар район центрӗнче онанист ҫӳренине кӑларӑма Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ пӗлтернӗ-мӗн. Хаҫатҫӑсене хӗрарӑм хӑй тата унӑн пӗчӗк ачи ҫав ҫынран шар тӳснӗ тесе каланӑ пулать.
Хӗрарӑм пульницӑран вӑрманти асфальт ҫулпа килне таврӑннӑ чух сак патӗнче арҫын хӑй ӗҫӗпе аппаланнине асӑрханӑ. «Тахҫанах ун пеккине курман та эпӗ аптӑраса ӳкрӗм. Пилӗк уйӑхри ача ҫумра пулман тӑк лайӑх кӑна эпӗ ӑна тапнӑ пулӑттӑм», — тесе пӗлтернӗ Кӳкеҫ хӗрарӑмӗ пичет кӑларӑмне.
«Пулса-иртни хыҫҫӑн хӗрарӑмпа ача ҫывӑхри лавккана кӗнӗ», — тесе ҫырать хаҫат. Онаниста курнӑ хӗрарӑмӑн паллаканӗ ӑна ҫав арҫынна унччен те курни пирки пӗлтернӗ пулать.
Арҫынна хӗрарӑм хытах сӑнанӑ: лешӗ 170–175 сантиметр ҫӳллӗш, ҫутӑрах сӑрӑ тӗслӗ джемпер, хура шӑлаварпа хура бейсболка тӑхӑннӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |