Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Германири шкул ачисене актер ӑсталӑхне вӗрентнӗ. Кӗске курса Мускари Владимир Беляйкин режиссер ирттернӗ. Владимир Беляйкин Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пластикӑллӑ икӗ спектакль лартнӑ.
Германи ачисем Шупашкарти 41-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ хыҫҫӑн тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ ентешӗ Чӑваш Ен тӗп хули ҫинчен илӗртӳллӗ каласа кӑтартнине ытарайман — килсе курма шухӑшланӑ. Хӑйсене вырӑс чӗлхи вӗрентекен Светлана Тикуновӑпа пирӗн ҫӗршыв историйӗпе йӑли-йӗркине тишкернӗ, илемлӗ литература вуланӑ. Унтан пирӗн тӑрӑха ик эрнене килнӗ. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Гоголӗн повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» спектакле курас, унӑн режиссерӗпе Владимир Беляйкинпа паллашас килнӗ вӗсен. Шупашкара киличчен ачасем, сӑмах май, асӑннӑ повеҫе вуланӑ. Тӗлпулу ӑсталӑх сехетне ҫаврӑннӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче астӑвӑм кунӗсем иртеҫҫӗ. Кун пикри ҫак йӗркесен авторне театрӑн директорӗ Юрий Владимиров пӗлтерчӗ.
Ӗнер, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, театрта Чӑваш халӑх писательне, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачне, ЧАССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, прозаика, драматурга, режиссера, актера, СССР Писталеьсен союзӗн пайташне Петра Осипова халалланӑ Астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Тӑлӑх ӳссе ҫутта тухнӑ ҫак ҫын ҫуралнӑранпа виҫӗмкун 120 ҫул ҫитрӗ. Астӑвӑм каҫне Шупашкрати пӗрремӗш хула пульницин тӗп врачӗ Татьяна Спиридонова та хутшӑннӑ. Ара.ю ҫав учреждени Петр Осипов ячӗпе хисепленсе тӑрать-ҫке. Петр Осипов врач, Чӑваш Енре сывлӑх сыхлав ӗҫне йӗркелекен пулнӑ. Нумай енлӗ пултаруллӑскер ӑста скрипач, режиссер, актер, киноартист, драматург пулнӑ. Ӗнер «Сурхури сӑри» драмӑна кӑтартнӑ.
Паян театрта Антон Чехов вырӑс ҫыравҫине халалланӑ каҫ иртӗ. Ун пьеси тӑрӑх лартнӑ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» камит кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑнхи кану кунӗсене Мусквара ирттерӗ. Йыш гастроле Юхма Мишши пьеси тӑрӑх лартнӑ «Белая шубка для Зайчонка» спектакльпе кайӗ. Ҫула тухма театр «Путешествие в Рождество» (чӑв. Сурхуринчи ҫулҫӳрев) фестивале хутшӑннӑ май кайма тивӗҫнӗ.
Чӑваш пуканисем ҫула кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче тухӗҫ. Кӑрлачӑн 2 тата 5-мӗшӗсенче вӗсем Мускав тӑрӑхӗнчи Зеленоград хулинче спекталь кӑтартӗҫ, ытти чухне — Мускаври уҫӑ лапамсенче. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн гастролӗ кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Гастрольет Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Кокшина, Артем Барабанов, Екатерина Захарова, Елизавета Павлова, Юрий Теренин артистсем тата Павел Яргунин сасӑ операторӗ пулӗҫ.
Мускава илсе каякан спектакле 2015 ҫулта лартнӑ. Премьерӑна Чӑваш халӑх ҫыравҫин Юхма Мишшин юбилейне халалланӑ. Юхма Мишшине чӑваш пукане драматургине пуҫарса яраканӗ тесе хаклаҫҫӗ театрта.
Республикӑри Пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов Пукане театрӗсен пӗтӗм тӗнчери фестивалӗнчен ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ. Пултаруллӑ ӑста унта Ева Лисина пьеси тӑрӑх хӑй лартнӑ «Илюк» спектакльпе тухса кайнӑ.Пӗтӗм тӗнчери фестивале хутшӑнма режиссер акӑлчан чӗлхине ҫине тӑрса вӗреннӗ. Моноспектакль «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль» номинацире ҫӗнтернӗ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗн «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫачӗн шӑматкунхи номерӗнче Юрий Филипповпа анлӑ интервью пичетленнӗ. Рита Арти журналист Юрий Филипповпа калаҫнӑ май: «Филиппов тата Кᴼ театр йӗркелес шухӑш нихӑҫан та ҫуралман-и? Нумаях пулмасть санӑн «Пукане-шоуна» курма тивнӗччӗ. Вышкайсӑр чаплӑ ӗҫ! Пирӗн чӑваш театрӗнче ҫавӑн пек шоу пытарӑннине пӗлмен те. Чӑн та, Пукане театрӗн сцени хӗсӗкрех-тӗр ун пек ӗҫ валли. Тен, пӗр актер театрӗ те кӑсӑклӑ пулмалла…» —тесе касӑкланнӑ. «Ун пек шухӑш тахҫанах пур. Шухӑшӗ пур кӑна мар, ӑна пурнӑҫа та кӗртсе пыратпӑр. Вӑл тӗнче шайӗнчи театр, анчах — пӗр актерӑн кӑна мар, тӗрлӗ ҫӗршыври пултарулӑх ҫыннисене пӗрлештерсе тӑрать», — тенӗ Пукане театрӗн илемлӗх ертӳҫи.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем паян ирпе ирех Самар тӑрӑхне тухса кайнӑ.
Виҫӗ кунлӑх гастролӗн малтанхи кунӗнче артистсене асӑннӑ тӑрӑхри Димитровград хулинче кӗтеҫҫӗ. Унти А. Островский ячӗллӗ драма театрӗн сцени ҫине чӑваш артисчӗсем «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакльпе тухнӑ. Ӑна А. Попов пьеси тӑрӑх лартнӑ.
Ыран Тольятти хулинчи 93-мӗш вӑтам шкула ҫитме шухӑшлаҫҫӗ. Самар тӑрӑхӗнчи ачасене чӑваш сценин ӑстисем «Космический спецназ и волшебная сила» вырӑсла юмах (ӑна В. Соболев пьеси тӑрӑх лартнӑ) кӑтартӗҫ.
Эрнекун, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, чӑваш академи драма театрӗн артисчӗсем Шӑмӑршӑра чарӑнӗҫ. Унти культура ҫуртӗнче вӗсем «Ялта пулман пӑтӑрмах» спектакль кӑтартма палӑртнӑ.
Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ премьера сцена ҫине кӑларнӑ. Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакль «Мӗн-ши вӑл телей?» ятлӑ. Постановкӑна пьеса авторӗ ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Спектакле Наталия Сергеева режиссер хатӗрленӗ. Лирикӑллӑ драма «юрату» сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ пирки тепӗр хутчен шухӑша путма хистӗ. «Вӑл кураканшӑн кӑна мар, автор ҫемйишӗн те пысӑк савӑнӑҫ пулӗ», - тенӗ режиссер.
Театр Николай Терентьеван пьесисене пӗрре мар сцена ҫине кӑларнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче 40 пьесӑран кая мар ҫырнӑ. Чӑвашсен паллӑ драматургӗ Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ, 2014 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнче республикӑри чи лайӑх халӑх театрӗсен тата драма ушкӑнӗсен «Тамаша» республикӑри V фестивалӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ клубри 7 коллектив хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнчи ушкӑн (режиссерӗ А. Алексеева) Т. Петӗркки пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм» спектакле Ҫӗнӗ Эйпеҫре кӑтартнӑ. Шупашкар районӗнчи Апашри клуб-музей (режиссерӗ О. Ерилеева) Е. Орлован «Шутсӑр пурӑнас килет» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫпе Пучинкере пулнӑ. Элӗк районӗнчи халӑх театрӗ (режиссерӗ И. Афанасьева) Н. Сидоровӑн «Пуҫана тӑк пуҫана» камитне Кӗлӗмкассинче кӑтартнӑ. Туҫара Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри (режиссерӗ З. Васильева) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем Н. Айзманӑн «Шикли шикленнӗ – кӗрӗк пӗркеннӗ» камичӗпе пулнӑ. Энтриеле Муркаш районӗнчи Орининри (режиссерӗ А. Андреев) артистсем Н. Терентьевӑн «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» пьесипе кайнӑ; Чӑваш Тимеше — Н. Сидоровӑн «Кӳршӗ хӗрӗ» ӗҫпе Вӑрнарти халӑх театрӗ; Ирҫе Ҫармӑса — Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлепри (режиссерӗ О. Ефремова) Л. Казанцеван «Кученеҫ упӑшка» камичӗпе.
Кӗҫех, чӳкӗн 17-мӗшӗнче, республикӑра Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ уҫӑлӗ. Вӑл кӑҫалхипе 29-мӗш хут йӗркеленет.
Чӳкӗн 17-мӗшӗнче «Царская невеста» оперӑн премьери пулӗ. Ӑна РФ Культура министерствин гранчӗ пулӑшнипе лартаҫҫӗ. Ку оперӑна чӳкӗн 9-мӗшӗнче те курма май пулӗ.
Чӳкӗн 23-мӗшӗнче сцена ҫине «Борис Годунов» опера тухӗ. Чӳкӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫей халӑх артистне Дмитрий Хворовстовские халалланӑ концерт пулӗ.
Чӳкӗн 28-мӗшӗнче П.Чайковскин «Пиковая дама» оперине лартӗҫ. Тепӗр кун «Тенора Южной Африки» эксклюзивлӑ концерт пулӗ. Унта ятарласа Кӑнтӑр Африка Республикинчи тата Лесотӑри солистсене чӗннӗ.
Раштавӑн 1-мӗшӗнче – гала-концерт. Кӑҫал фестивальте ҫӗнӗлӗх те пулӗ: концертсене Вӑрнарта, Муркашра, Патӑрьелте, Хӗрлӗ Чутайра та йӗркелӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 11–20-мӗшӗсенче Шупашкарти театр форумӗ иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ.
2019 ҫулти форум вӑхӑтӗнче ҫамрӑк куракансен наци театрӗсен «Атӑл юмахӗ» пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ (Волжская сказка) тата ачӑ-пӑча наци драматургийӗн «От чистого истока в прекрасное далёко» (чӑв. Таса ҫӑлкуҫран хӳхӗм инҫете) пӗтӗм тӗнчери лабораторийӗ ӗҫлӗ.
Фестивале Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври 10 театр хутшӑнӗ. Ҫав шутра — Казахстанри Акмолинскри облаҫри драма театрӗ Кокшетау хулинчен килсе ҫитӗ. Казах халӑх юмахӗсем тӑрӑх лартнӑ «Канбак-шал» ӗҫпе паллаштарӗ ушкӑн. Пушкӑртстанран тӑватӑ театр килӗ. Тулӑри, Мордвари, Мари Элти театрсем те Шупашкарта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Чӑваш Енре Раҫейӗ Пысӑк театрӗн ӗҫӗсене тӳрӗ трансляци вӑхӑтӗнче курма май килӗ. Театр «Большой балет в кино» (чӑв. Кинори пысӑк балет) черетлӗ сезон уҫассине пӗлтернӗ. Пӗрремӗш ӗҫпе, «Раймонда» балетпа, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллашма май килӗ. Ӑна Шупашкарти «Синема 5» кинотеатрта кӑтартӗҫ. Мускаври чаплӑ театрӑн ӗҫӗпе провинцире паллашма TheatreHD проект май парать.
«Раймонда» вӑтам ӗмӗрхи юрату романне Ю.Н. Григорович Александр Глазунов кӗввипе редакциленӗ. Вӑл — чипер хӗр рыцаре юратни ҫинчен.
Балет виҫӗ актран тӑрать. Тӗп рольте — Ольга Смирнова прима. Жан де Бриенн рыцарь — Артемий Беляков. Вӗсен хушшине кӗрекенни, Абдерахман сарацин, сӑнарӗнче — Игорь Цвирко.
2020 ҫулта та Пысӑк театрӑн ӗҫӗсене кинотеатрта трансляцилӗҫ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче «Жизель» кӑтартӗҫ, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче — «Лебединое озеро», пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче — «Ромео и Джульетта», ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — «Драгоценности», чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче — «Корсар», раштавӑн 15-мӗшӗнче — «Щелкунчик».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |