Чӑваш патшалӑх пукан театрӗ кӑҫалхи сӗнӗ сезонта пӗчӗк куракансене тата вӗсен ашшӗ-амӑшне черетлӗ премьерӑсемпе савӑнтарӗ.
Чӳк-раштав уйӑхӗсенче Марье Левтина хайлавӗ тӑрӑх «Виҫӗ хӗвел» тата Зоя Никонорова ӗҫӗ тӑрӑх «Хахатан ҫӗршывӗнче» премьерӑсем хатӗрлӗҫ. Вӗсене лартассипе ют ҫӗртен чӗнсе илнӗ специалистсем тӑрӑшӗҫ.
2022 ҫулта Марина Карягина ӗҫӗ тӑрӑх «Хᾰйне ҫухатнᾰ путек» спектакль лартасшӑн. Театрӑн илемлӗх ертӳҫи — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов пӗлтернӗ тӑрӑх, Антон Чеховпа Николай Носовӑн ача-пӑча валли ҫырнӑ классика хайлавӗсем тӑрӑх спектакльсем тата вырӑс фольклорне тӗпе хурса «Сестрица Аленушка и братец Иванушка» юмах лартӗҫ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Елена Хорькова хӑйӗн юбилейӗ тӗлне моноспектакль хатӗрлӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ театр сезонне уҫма хатӗрленет. Асӑннӑ куна культура учрежденийӗнче палӑртса хунӑ ӗнтӗ. Чаршав черетлӗ хутчен авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлӗ.
Куракансене ун чухне премьерӑна йыхравлаҫҫӗ. 89-мӗш театр сезонӗ Вячеслав Оринов режиссёр лартнӑ «Савтепи» спектакльпе уҫӑлӗ.
Халап никӗсӗнче — тӑлӑх ӳснӗ хӗр, Савтепи, шӑпи. Вӑл савнӑ каччине Акманене ҫартан килессе кӗтсе пурӑнать. Вӗсем телейлӗ пурнӑҫ пирки ӗмӗтленнӗ-ҫке. Ҫартан килнисем хушшинче савнӑ каччӑ пулманран хӗр ӑна шыраса тупас тӗллев лартать...
Раҫҫей Президенчӗ В.В. Путин хушнипе пирӗн ҫӗршыври ҫамрӑксене «Пушкин карттине» пама тытӑнӗҫ. Ӑна илес тесен патшлӑх пулӑшӑвӗсен порталне кӗрсе ыйтса ҫырмалла.
Асӑннӑ карттӑ ачасемпе ҫамрӑксене культура учрежденийӗсене патшалӑх шучӗпе кӗме май парӗ. Картта ҫинче 3 пин тенкӗ укҫа пулӗ. Карттӑ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса раштав 31-мӗшӗччен вӑйра пулӗ. Унпа 14-22 ҫулсенчи ҫамрӑксем усӑ курайӗҫ. Килес ҫул карттӑна ҫӗнӗрен, ун чухне ҫулталӑклӑха, кӑларӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те асӑннӑ проекта хутшӑнӗ.
Авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Манаймастпӑр...» асӑну каҫӗ иртӗ. Ӑна Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Геннадий Большаков ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Мероприятире пултаруллӑ сцена ӑстине аса илӗҫ, Борис Чиндыков пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакль видеоне кӑтартӗҫ. Ӗҫе синхрон мелӗпе вырӑсла куҫарса пырӗҫ. Иосиф ролӗнче – Геннадий Большаков.
Спектакль режиссёрӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, художникӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров, композиторӗ — Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Казаков.
Астӑвӑм каҫӗ 18 сехетре пуҫланӗ.
Вырӑс драма театрӗн тата тепӗр спектальне «Культура.РФ» порталта трансляцилӗҫ.
Александр Куприн хайлавӗ тӑрӑх Питӗрти Игорь Лебедев режиссёр лартнӑ «Поединок» спектакль театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» республикӑри конкурсӗнче кӑҫал харӑсах темиҫе номинацире ҫӗнтернӗ. Вӑл, сӑмахран, — «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль», «Арҫыннӑн чи лайӑх ролӗ» номинаципе те асӑннӑ спектакльти артиста палӑртнӑ.
Культура.РФ портал культурӑри чи лайӑх пулӑмсен видеоверсийӗсене кӑтартать.
«Поединок» спектакле «Культура.РФ» порталӑн «Культурный стриминг» платформинче авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче 18 сехетре курма май килӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, культура учрежденийӗнче ҫитес сезон та паллӑ пулӑмсемпе пуян пулӗ. Ун чухне премьерӑсем, пултарулӑх тата астӑвӑм каҫӗсем иртӗҫ.
Театр коллективӗ ӗнер пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта иртсе каякан 103-мӗш сезона пӗтӗмлетнӗ, ҫитессине сӳтсе явнӑ. Хальхи вӑхӑтра театрта Марина Карягина пьеси тӑрӑх «Куйкӑрӑш – телей кайӑкӗ» спектакле лартма репетицисем пыраҫҫӗ. Спектакль режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов. Михаил Мерченӗн ӗҫӗ тӑрӑх «Эдельвейс – сӑрт-ту чечекӗ» спектакле те лартма йышӑннӑ. Ача-пӑча валли вырӑсла юмах хатӗрлӗҫ.
103-мӗш сезона театр утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Михаил Сунталӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакльпе хупӗ.
Ӑс-кӑмӑла, чун-чӗрене тӗрлӗрен хускатма пулать: пӗрре – хитре, илемлӗ, тарӑн шухӑшлӑ ӗҫпе (ун пек чухне кӑмӑл-туйӑм ҫӗкленет, вӗҫес килет, пурӑнас килет, татах та ырӑ ӗҫ тӑвас килет), тепре – йӑваш, юрлӑ, ултавлӑ пулӑмпа (ун пек чухне кӑмӑл-туйӑм хуҫӑлать, чун тарӑхать, тӑн-пуҫ пӑтранать). Тепӗр чухне, чӑнах та, шалт! тӗлӗнсе каятӑн: мӗнле-ха ҫав усал, тӗрӗсмарлӑх пирӗн пурнӑҫра вӑй илсе пырать, пуҫ пулса тӑрать, сцена ҫине тухать, хӑйне истори чӑнлӑхӗ пек кӑтартать?
Калаҫу, хисеплӗ вулаканӑм, тин кӑна К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Михаил Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун...» (Угаснет свет во мне – а ты гори!) спектакль пирки пырӗ (режиссерӗ – Наталия Сергеева). Ӑна «китай чӗлхине тӗпченӗ Н. Я. Бичурин пирки ҫырнӑ» тесе палӑртнӑ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ.
Чӑваш театрӗ Иакинф аттен сӑнарне сцена ҫинчен пӗрремӗш хут кӑтартмасть. Иртнӗ ӗмӗрӗн утмӑлмӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче театрта В. Романовӑн «Никита Бичурин» ятлӑ пьеси кун ҫути курнӑ. Паллах, ӑна – социализмла реализм мелӗпе ҫырнӑскере – паянхи куҫпа хаклама йывӑр.
Раҫҫейри паллӑ композитор чӑваш театрӗ валли кӗвӗ ҫырӗ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Григорий Гладков композиторпа (сӑнӳкерчӗкре — сылтӑмран иккӗмӗшӗ) тӗл пулнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ театрта лартакан «Золушка» спектакль валли кӗвӗ ҫырӗ. Спектакле Мари Элӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Пектеев режиссёр лартӗ.
Григорий Гладков Хабаровскра 1953 ҫулта ҫуралнӑ, Брянскра пурӑннӑ тата вӗреннӗ. Инженер-электромеханика вӗренсе тухнӑскер юрӑ-кӗвӗ ҫырма тытӑннӑ. Мультфильмсем валли те нумай кӗвӗленӗ. Вӑл, сӑмах май, «Спокойной ночи, малыши» кӑларӑма 5 ҫул ертсе пынӑ.
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» премьерӑна кӑтартӗҫ.
Ку ӗҫе Михаил Сунталӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ. Спектакль Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳссе тӗнчипе паллӑ ӑсчаха тухнӑ Никита Бичуринпа паллаштарать.
Никита Яковлевич хӗвелтухӑҫ халӑхӗн историне тӗпченӗ, ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ, китай чӗлхине аван пӗлнӗ, Раҫҫейре синологие йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри.
Ентешӗн ят-сумне тӑван тӑрӑхра ҫӳле ҫӗклессишӗн хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче самай ӗҫ туса ирттерчӗҫ. Кӳкеҫре «Бичурин тата хальхи самана» музей уҫрӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартакан «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун» драма та Никита Бичурин ятне асра тытма пулӑшӗ.
Нумаях пулмасть Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артистки, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ирина Архипова Мускавра пултарулӑх командировкинче пулнӑ. Ҫулҫӳреве Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗ парнеленӗ. Ҫак чыса артистка союз ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн тата юбилей ячӗпе тивӗҫнӗ.
Мускавра пулнӑ май сцена ӑсти Мусквари театрсенче пулнӑ. Сӑмахран, Раҫҫей академи ҫамрӑксен театрӗн «Горе от ума» спектакльне (ӑна Алексей Бородин режиссер лартнӑ) кайса курнӑ. А. Чехов ячӗллӗ МХАТра Питӗрти театр кӑтартнӑ «Литургия Зерро» спектакле пӑхнӑ, Е. Вахтангов ячӗллӗ театрта — «Король Лир» спектакле, Моссовет театрӗнче — «Ричард III», Мускаври оперетта театрӗнче — «Анна Каренина» мюзикла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |