Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Кил-йыш вулав центрӗнче пӗтӗм тӗнчери театрсен кунӗ тӗлне «Хулари театрсем — библиотекӑра хӑнара» пултарулӑх тӗпелӗ пулать.
Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни халӑх историре хӑваракан чи пысӑк йӗр — культура. Театр тӑван халӑхӑмӑрӑн культурин вышкайсӑр пысӑк пайӗ, ӳнерӗн ӗнерхи манӑҫми ҫитӗнӗвӗ, паянхи пултарулӑх вӗҫевӗ, ыранхи шанчӑкӗ тата мухтавӗ.
Хаваслӑ ларӑва спектакльсем вӑхӑтӗнче артистсемпе куракана уйӑракан чикке пӗтерсе тӗрлӗ театрсенче ӗҫлекенсемпе вӗсен ӗҫне хаклакансене пӗр зала пуҫтарас тӗллевпе ирттерме палӑртнӑ.
Уяв тӗпелне Чӑваш Республикин тӗп хулинче вырнаҫнӑ пӗтӗм театрти артистсем хутшӑнма кӑмӑл турӗҫ:
Константин Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче нумай ҫул тӑрӑшакан Вера Кузьминична Кузьмина СССР халӑх артисткипе ҫамрӑк артистсем халӑх юратакан спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ;
Вырӑс драма театрӗн хастар артисчӗсем — Чӑвӑш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Л.
Чӗлхе, поэзи тата ӳнер тӗпчевҫи, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе пӗлӗвӗ пайӗн пуҫлӑхӗ, Чӑваш наци конгресӗн хисеплӗ президенчӗ, филологи наукисен кандидачӗ Атнер Хусанкай 60 ҫул тултарчӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ларусен залӗнче ҫав ятпа савӑнӑҫлӑ пуху иртрӗ. Хисеплӗ кӗрекере юбиляр хӑй, унӑн амӑшӗ – СССР халӑх артистки Вера Кузьмина, институт директорӗ Валерий Григорьев профессор, Чӑваш Республикин культура министрӗ Роза Лизакова, ЧР вӗренӳ министрӗ Галина Чернова пулчӗҫ. Атнер Петровича Республика президенчӗ Николай Федоров, Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Михайловский тата ытти сумлӑ ҫынсем ятарлӑ телеграммӑсемпе саламланӑ. Раҫҫейри тата ют патшалӑхри паллӑ ӑсчахсем янӑ саламсене те вуласа пачӗҫ. Министрсем Атнер Хусанкая Хисеп грамотипе тата хаклӑ парнепе чысларӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 3-5-мӗшӗсенче Мускавра К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн спектаклӗсене кӑтартӗ. Театр Мускаври гастроле Мускаври чӑваш наципе культура автоними пулӑшнипе килнӗ.
Юпа, 3. «Ялта» — 2 пайлӑ музыкӑллӑ драма (Ф. Павлов)
Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.
Юпа, 4. «Шухӑ вырӑнта» — 2 пайлӑ комеди (А.Н. Островский)
Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.
Юпа, 5. «Праски кинеми мӑнукне авлантарать» — 2 пайлӑ музыкӑллӑ комеди (А. Чебанов)
Пуҫламӑшӗ 19 сехетре.
Пур спектакле те вырӑсла куҫарса пырӗҫ. Гастроль Таганка актёрӗсен пӗрлешӗвӗн театрӗнче (Театр Содружество актеров Таганки) иртӗ, унӑн адресӗ: Мускав, Земляной вал, 76/21, Тагански м.
Театр касси 13 сехетрен 19 сехетчен ӗҫлет. Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 915-11-48. Епле ҫитмеллине кунта пӗлме пулать: http://www.mirkart.ru/su?44882
Пурне те килсе курма чӗнетпӗр!
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пукане театрӗсен «Юмахсен каруҫелӗ» ятлӑ гастрольсем пуҫланаҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн сцени ҫинче тӗрлӗ пукане театрӗсем (Мари Элтен, Мордовинчен, Чӗмпӗр облӑҫӗнчен тата Тутарстанран) 4 куна яхӑн хӑйсен спектаклӗсене кӑтартма хатӗрленеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |