Театрсем ҫуллахи вӑхӑтра гастрольсем тӑрӑх ҫӳренине кашниех пӗлетпӗр. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. Хӑш-пӗр театр халӗ, ав, ӗҫе кӳлӗнчӗҫ ӗнтӗ. Ҫитес уйӑхӑн 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫӗнӗ сезон уҫӗ.
Йӑлана кӗнӗ йӗркепе театр чаршавӗ кӑҫал та «Ялта» спектакльпе уҫӑлӗ. Хупма та унпа хупнине, уҫма та унпа уҫнине театрӑн тӗп режиссерӗ ку спектакльте мӗнпур труппа вылянипе сӑлтавлать.
Хальлӗхе вара сцена ӑстисем Пушкӑртстанра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ. Гастроле вӗсем Александр Пӑртта пьесипе лартнӑ «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакльпе тухса кайнӑ. Театршӑн вӑл ҫӗнӗ спекталкьсенчен пӗри. Ӗнер Стерлӗ (Стерилитамак) сцени ҫинче вылянӑ, паян — Ӗпхӳре, ыран Толбазӑра, виҫмине — Пелепейре, юпан 3-мӗшӗнче — Пишпӳлекре.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ача-пӑча студине йӗркелет. Унта 6–14 ҫулсенчи ачасене йышӑнаҫҫӗ. Пӗчӗкскерсене виҫӗ ушкӑна пайласа театр ӑсталӑхне хӑнӑхтарӗҫ. Студие театрӑн режиссерӗ, Чӑваш культура тата ӳнер институчӗн доценчӗ Иосиф Дмитриев ертсе пырӗ. Занятисене театр артисчӗсем тата чӗнсе илнӗ хореограф ирттерӗ.
Ачисем студие ҫӳренӗшӗн вӗсен ашшӗ-амӑшне укҫа тӳлеттермӗҫ. Килес ҫул епле пулассине калама йывӑр та, анчах кӑҫал тупра пирки пӑшӑрханмалла мар.
Студие лекиччен ачасем ала витӗр тухаҫҫӗ. Театрта темиҫе хутчен итлев иртнӗ те. Ҫитесси ҫак эрнери вырсарникун, 12 сехетре, пулӗ. Студие лекме ӗмӗтленекенсен сӑвӑ вуласа, юрласа, чупса сиксе кӑтартмалла. Чӑвашла пӗлекенсене уйрӑмах хапӑл тӑваҫҫӗ.
Заняти юпа уйӑхӗнче пуҫланмалла.
Пӗрремӗш хут чӑваш чӗлхи ҫине Уильем Шекспирӑн чи паллӑ хайлавсенчен пӗрине — «Лир патши» трагедине чӑвашла куҫарнӑ. Шӑматкун, авӑнӑн 20-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче спектакльӗн премьери иртнӗ. Ӑна ултӑ уйӑх хушши хатӗрленӗ пулнӑ иккен.
Тӗнчипе паллӑ ҫыравҫӑн хайлавне чӑвашла республикӑри паллӑ драматург, журналист Владислав Николаев куҫарнӑ. Спектакльне вара Станислав Васильев режиссёр лартнӑ пулнӑ.
— «Лир патши» пур театрта — пысӑк ҫитенӳ. Спектакльте республикӑри тава тивӗҫлӗ артистсемпе пӗрле ҫамрӑккисем те хӑйсен рольне тупнӑ. Тум-юмсемпе декорацисем усӑ курса эпӗ спектакльте пулса иртекен ӗҫе-хӗле паянхи вӑхӑтпа тачӑ ҫыхӑнтарма тӑрӑшрӑм, — каласа парать спектакль режиссёрӗ.
Иртнӗ ӗмӗрсенче ҫырнӑ трагеди хӑйӗн кӑткӑслӑхне паянхи кун та ҫухатман. Спектакльте ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем хушшинчи ӑнланусӑрлӑх, патшалӑх пайланӑвӗ, шанчӑклӑхпа сутӑнчӑклӑх тата ытти пирӗн обществӑри ыйтусене хускатнӑ.
Уильем Шекспирӑн хайлавне чӑвашла куҫарса, сцена ҫинче лартни республикӑшӑн пысӑк ҫитӗнӳ.
Чӑваш пукане театрӗ Мускав ҫывӑхӗнчи Мытищи хулинче иртекен Пӗтӗм тӗнчери пукане театрӗсен «Чаепитие в Мытищах» (чӑв. Мытищинче чей ӗҫни) фестивальне тухса кайнӑ.
Кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртекен мероприятие хамӑр ҫӗршыври пултарулӑх коллективӗсем кӑна мар, чикӗ леш енчи — Белоруссинчи, Болгаринчи, Германири, Корейӑри, Литвари, Молдавинчи, Украинӑри тата Францинчи артистсем килсе ҫитнӗ. Пирӗн «пуканесем» В. Соллогуб пьесипе лартнӑ «Беда от нежного сердца» спектакле паян кӑтартнӑ.
Асӑннӑ фестивале унччен коллектив 2006 тата 2008-мӗш ҫулсенче кайнӑ, малтанхинче — хӑна евӗр, тепрехинче — «Сыграем в Красную Шапочку» спектакльпе. Пӗлтӗрхи раштавра пуҫласа лартнӑ спектакле илсе пыма фестиваль йӗркелӳҫисем хӑйсем ыйтнӑ-мӗн. Артистсем фестиваль вӗҫленичченех пулмӗҫ — ҫак уйӑхӑн 23-28-мӗшӗсенче Хусанта иртекен «Шомбай-fest» фестивале тухса кайма вырсарникун таврӑнӗҫ.
Паян тата ыран, авӑнӑн 20–21-мӗшӗсенче Мускавра чӑвашла спектакльсем иртмелле. Вӗсене вырӑсла куҫарсах пырӑҫ.
Спектакльсем «Содружество актеров Таганки» (чӑв. Таганка актёрӗсен пӗрлешӗвӗ) театрта ирмелле. Хӑйсен пултарулӑхӗпе мускавсене Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчёсем паллаштарӗҫ. Паян А. Пӑрттан «Укҫа чул кастарать» спектакль пулмалла, ыран — «Хурлӑхлӑ хурама сасси» драма (авторӗсем — Денис Гордеевпа Г. Кириллова). Пуҫламӑшӗ 19 сехетре. Театр «Таганская» метро ҫвӑхӗнче вырнаҫнӑ.
Билетсене театр кассинче туянма пулать, е Волков Анатолий Иванович урлӑ — 962-981-87-16 номерпа ҫыхӑнмалла.
Чӑваш оперӑпа балет театрӗ «Пирӗ савӑнтарӑр, хирӗҫ спектакльпа киленӗр» ятпа акци пуҫарнӑ. Учреждени тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 28-мӗшччен куракансем юратнӑ артиста валли чечек илсессӗн театра тӳллевсӗрех кӗме пултараҫҫӗ.
Театр анонсӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Хӑвӑр юратнӑ артиста чечек ҫыххине парнелеме ан вӑтанӑр». Regnum агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, театр фойинче чечексене сутассипе суту-илӳ ӗҫе пырать. Театр ӗҫченӗсем палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, паянхи кунсенче куракансем юратнӑ театр артисчӗсене сайра хутра ҫеҫ чечек ҫыххисем парнелеҫҫӗ, суту-илӳ спекткльсенче е ытти ҫӗршывран килнӗ артистсен концерчӗсенче вара хӑш чухне фонограммӑпа юрлаҫҫӗ пулин те пурпӗрех вахта чечексемпе тулли пулать.
Оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ 54-мӗш сезона авӑнӑн 12-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Сарпике» балечӗ уҫнӑ. Акци вӗҫлениччен театр куракансене Джузеппе Вердин «Аида» оперӑна, Карла Орфӑн «Карамина Бурана» кантатне, Альфред Шнитке кӗввипе лартнӑ «Вечный свет» балета, Петр Чайковский кӗввипе лартнӑ «Лебединое озеро» (чӑв. Акӑш кӳлли) балете кӑтартӗҫ. Авӑнӑн 28-мӗшӗнче, акци вӗҫленнӗ кунне театрта премьера пулать.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял Чурачӑкра ирттернӗ ял уявне хутшӑннӑ. Тепӗр тесен, уяв сӗмӗ кӗртме пулӑшнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-тӗр-ха. Ял халӑхӗ умӗнче вӗсем «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакле лартса панӑ.
Чӑваш драма театрӗн артисчӗсем Ҫӗньял Чурачӑкра пӗрремӗш хут мар иккен-ха. Хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем унта «Савнӑ кин» тата «Юратсан юрлас килет» спектакльсемпе савӑнтарнӑ.
Хальхинче кӗтмен-туман ҫӗртен ҫумӑр ҫума тытӑнни те уяв сӗмне пӑсайман. Хамӑр енчен ҫакна та палӑртса хӑварар. Асӑннӑ театрӑн тӗп художникӗ Юрий Матросов асӑннӑ ялта ҫуралса ӳснӗ… Апла тӑк ял ҫыннисене вырӑна ҫитсе спектакльсемпе савӑнтарма май тупса панинче унӑн тӳпи те пурах-тӑр.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх театрӗнче Сербинчен килнӗ Амела Вученович режиссер тата драматург ӗҫлет. Кунта вӑл театр чӗннипе килнӗ. Раҫҫейри пукане театрӗсен хушшинче паллӑ ҫак ӑста Сербире пропискӑра кӑна тӑрать темелле. Хӑй вӑл Белград хулинчи «Байкамела» театра ертсе пырать. Вӑл кашни халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхен пысӑка хурса палӑртнӑ май Раҫҫейри наци коллективӗсемпе ӗҫлеме кӑмӑллине палӑртать-мӗн.
Чӑваш пукане театрӗ Вученовича ҫӗнӗ сезонти премьерӑсенчен пӗрне, «Ват юманӑн историйӗ» спектакле, лартма шаннӑ. Нумаях пулмасть премьера пирки канашлу иртнӗ. Унта театр директорӗ Елизавета Абрамова, Юрий Филиппов илемлӗх ертӳҫи тата Амела Вученович хутшӑннӑ. Канашлура спектаклӗн сценографийӗ, декорацисем пирки калаҫнӑ. Пуканесем епле пуласси Елена Бабкина художникран килет. Сӑмах май, вӑл кунти ӑста мар — ӑна Тольяттинчен чӗнсе илнӗ.
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫамрӑк опера юрӑҫисен М.Д. Михайлов ячӗпе хисепленекен Пӗтӗм тӗнчери III конкурс уҫӑлать.
Пӗрремӗш хут ирттернӗ чух унта хамӑр республикӑрисемсӗр пуҫне Мускаври тата Китайри юрӑҫсем хутшӑннӑ пулнӑ. Халӗ, ав, ун анлӑшӗ сарӑлса пырать. Иккӗмӗш хут ирттернӗ чух тӗрлӗ ҫӗршыври 70 ытла юрӑҫ пухӑннӑ-мӗн. Конкурса ирттерме П.И. Чайковский ячӗллӗ вырӑс наци культурин фончӗ пулӑшать иккен. Кӑҫалхине хутшӑнма 40 ытла заявка килнӗ.
Хальхи вӑхӑтра театрсенчи артистсем черетлӗ кануран тухаҫҫӗ. Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсен труппи тӗл пулчӗ. Вӗсемпе курнӑҫма республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов та пырса ҫитрӗ.
«Театрӑн савӑнӑҫӗ те, инкекӗ те, хурлӑхӗ те пур. Сцена ҫине тухсан куракан куҫҫуль витӗр е кулса пӑхса ларнине куратӑн та ҫавӑнпа вӑй илсе ҫак ӗҫе ахальтен суйламаннине ӑнланса илетӗн», — ҫак шухӑша палӑртса хӑварчӗ тӗлпулӑва уҫнӑ май театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев.
Тӗлпулура иртнӗ сезона кӗскен аса илчӗҫ, кӑҫалхи пирки калаҫрӗҫ. Эпир куракана кӑсӑкланатаракан тӗп самантсене кӑна асӑнса хӑварар. Сӑмахран, ҫӗнӗ сезона епле спектакльпе уҫни пирки. 95-мӗш сезона, тӳррипе ӑна кӑна мар, юлашки пӗр вунӑ ҫул так ӗнтӗ, сезона театр «Ялта» спектакльпе уҫса хупать. Кӑҫал та ҫав йӑларан иртмӗҫ. Мӗншӗн апла туни пирки илемлӗх ертӳҫин хӑйӗн ӑнлантарӑвӗ — ку спектакльте мӗнпур артист вылять.
«Пӗлтӗрхи сезона эп ӳпкелеместӗп — халь лайӑх пьесӑсем пур», — терӗ те Валерий Яковлев, кӑҫал та премьерӑсем пулӗҫ. Куҫарусем нумай тесе ӳпкелекенсене лӑплантарар.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |