Шупашкарта халиччен пулман камерлӑ театр уҫӑлать. Ӑна уйрӑм ҫын туприне хывнипе хута ярӗҫ.
Театра йӗркелекенсем «ArsLonga» камерлӑ театр пирки «театралсем театралсем валли» йӗркеленӗ тесе калаҫҫӗ. Апла тӑк вӑл куракансен ыйтӑвне тивӗҫтерессе шанаҫҫӗ. Пысӑках мар хӑтлӑ зал 174 куракана йышӑнать. Театра проектланӑ чух ҫутӑ тата сасӑ оборудованине илнине ӗнентереҫҫӗ. Тата, паллах, интерьера та театр тӗнчине илсе кӗртме лайӑх пултӑр тесе йӗркеленӗ-мӗн.
Театр стени пысӑках мар драматурги труппине вырнаҫма май парать. Апла тӑк унта пысӑках мар театр ушкӑнӗсем тата антрепризӑсем вырнаҫайӗҫ. Сӑнавлӑ проектсене те унта ним мар лартма пулӗ.
Утӑ уйӑхӗн 25, 26, 27-мӗшӗсенче театра уҫнӑ май Ролан Топор пьесипе лартнӑ «Зима под столом» премьерӑна кӑтартӗҫ. Спектакль 19 сехетре пуҫланмалла. Спектакль 19 сехетре пуҫланмалла. Мӗнех, чӗрӗ кӗвӗ, ыттисенчен расна хореографи театр ӳнерне юратакансен кӑмӑлне тивӗҫтерессе шанасси ҫеҫ юлать.
Чӑваш Енре «Пирӗн пӗр пек пулмасан та» ятпа ыттисенчен расна куракансен пӗтӗм тӗнчери театр фестиваль-форумӗ иртмелле. Вӑл ҫак ууйӑхӑн 22–24-мӗшӗсенче Шупашкарта иртӗ. Кун пек мероприятие кӑҫал иккӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ.
Хальхи фестивале ҫӗршывӑн 11 регионӗнчи тата Казахстанри, Литвари, Молдавинчи, Францинчи пукане театрӗсем килсе ҫитмелле.
Форум вӑхӑтӗнче пултарулӑх лабораторийӗсем, психологи тренингӗсем, семинар-практикумсем иртмелле. Ыркӑмӑллӑх спектаклӗсем лартассине те программӑна кӗртнӗ. Спектакльсем — сусӑр ачасем валли хатӗрленӗскерсем. Вӗсене сусӑр ачасем пурӑнакан хваттерте, е вӑл сипленекен учрежденире е реабилитаци пӳлӗмӗнче лартма май килтӗр тесе лартнӑ.
«Пирӗн пӗр пек пулмасан та» фестивале пуҫласа Шупашкарта иртнӗ ҫулхи кӗркунне йӗркеленӗччӗ. Ун чухне вӑл юпа уйӑхӗн 11–16-мӗшӗсенче иртнӗччӗ. Ун чух 13 пукане театрӗ килсе ҫитнӗччӗ. Вӗсенчен ҫурри — ют ҫӗршывран.
Атӑлҫи федераци округӗнче Театрсен пӗрремӗш фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие ҫак уйӑхӑн 10-16-мӗшӗсенче пухнӑ.
Фестивале Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем те хутшӑннӑ. Вӗсем унта Арсений Тарасов драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакльпе тухса кайнӑ.
Ӗренпур театрӗсенче вырӑс тата чӑваш спектаклӗсемсӗр пуҫне тутар, пушкӑрт, ирҫе, ҫармӑс, коми-пермяк чӗлхисемпе лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ.
Фестивалӗн хисеплӗ хӑни пулса Александр Калягин ертсе пыракан Мускаври ET CETERA театр хутшӑннӑ.
Чи лайӑх спектакле куракансен шухӑш-кӑмӑлне ыйтса пӗлсе тата сасӑлаттарса палӑртӗҫ.
Ӗнер чӑваш сценин шутлӑ ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри Нина Яковлева 74 ҫул тултарнӑ. Вӑл Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче вылять. Хӑй вара 1940 ҫулта Вӑрмар районӗнчи Пысӑк Енккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вунулттӑра чухне ГИТИСӑн Чӑваш студине вӗренме кӗнӗ. Курса СССР халхӑ артисчӗ В.А. Орлов ертсе пынӑ. Сцена ҫине Нина Ильина пуҫласа 1961 ҫулта тухнӑ.
Ӑна критиксем наци характерне, йӑли-йӗркине, пурнӑҫне, шухӑш-кӑмӑлне, ӑнлавне аван пӗлекенскер тесе хаклаҫҫӗ. Нина Яковлева калӑпланӑ сӑнарсем — пӗрпекрех те палласа илмеллескерсем. Илер-ха В. Шекспирӑн «Вуниккӗмӗш каҫӗнчи» Вилоӑна, М. Горькийӑн «Аркатакансемри» Надеждӑна, Ф. Абрамовӑн «Тӑван килӗнчи» Лизӑна. Е тата чӑваш авторӗсен пьесисем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенчи сӑнарсене: Екатерина Алексеевнӑна («Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ», Н. Терентьев), Праскине («Праски инке хӗр парать», А. Чебанов), Сетнер амӑшне («Нарспи», К. Иванов), Амӑшне» («Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли», Б. Чиндыков») тата ыттисене.
2010 ҫулта Нина Яковлевана «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Чӑвашсен паллӑ артисткине Вера Кузьминична Кузьминана ЧР Элтеперӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Хисеп орденӗпе чысланӑ.
Вера Кузьминична К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче — 66 ҫул. Нумай ҫитӗнӳ тунӑ вӑл, чылай спектакльти сӑнарсене калӑпланӑ. Ҫак ҫулсенче куракан хисепне ҫӗнсе илме пултарнӑ. Вӑл — чӑваш театрӗн хӑйне евӗр символӗ.
Вера Кузьмина — СССР халӑх артистки. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ӑна Хисеп орденӗпе чыслассине алӑ пуснӑ.
Вера Кузьминична 66 ҫул хушшинче вырӑс, чӑваш тата ют ҫӗршыв пьесисинче 150 ытла роле калӑпланӑ. 90 ҫул тултарнӑ Вера Кузьминична халӗ те республикӑри мероприятисене, фестивальсене, куравсене, конкурссене, тӗлпулусене хастар хутшӑнать. Театрта сӑнарсене калӑплать, гастрольсене ҫӳрет.
Вера Кузьминан награда чылай. Вӑл — ЧАССР тава тивӗҫлӗ артистки, РСФСР тава тивӗҫлӗ артистки, РСФСР халӑх артистки, СССР халӑх артистки, Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫынни. Ҫавӑн пекех ӑна «Халӑхсен туслӑхӗ» оденпа, «Мускава хӳтӗленӗшӗн» орденпа, IV степень «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫӗртмен 11-мӗшӗнче «Пирӗн атте авлана-а-ать!!!» камит пулӗ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Иовлев лартнӑ.
Камитри тӗп сӑнар — Николай. Ура ҫинче ҫирӗп тӑракан ҫын ял пурнӑҫӗнчен пахине курмасть те иккен. Унӑн пӳрчӗ тахҫанах пушанса юлнӑ: ывӑл-хӗрӗ, ӗлӗкхилле каласан, тӗнчен тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ. Анчах унӑн чунӗ кӗҫӗн ывӑлӗшӗн ыратать. Хайхин савнӑ хӗрӗпе хутшӑнусем йывӑрлӑха лекнине пӗлнӗ хыҫҫӑн вӑл алӑ усса ларас мар тет. Кӗҫӗн ывӑлӗн хӗрне качча иленҫи сӑмах сарать.
Спектакльте Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Василий Павлов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Светлана Савельева, Лидия Красова, Валентина Музыкантова, Валентина Сурикова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткисем Венера Пайгильдина, Николай Дмитриев, Ирина Архипова, Александр Степанов, Станислав Владимиров, Татьяна Зайцева-Ильина тата театрӑн ҫармӑк артисчӗсем выляҫҫӗ.
Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн ветеранӗ Зоя Никонорова 80 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Зоя Сергеевна Элӗк районӗнчи Мӑн Карачура ялӗнче ҫуралнӑ. 1954 ҫулта ӑна Пукане театрӗн труппине илнӗ. Вӑл ЧР тава тивӗҫлӗ артисткин Елизавета Орловӑн ушкӑнӗнче ӗҫленӗ. Вӑл уншӑн вӗрентекен вырӑнӗнче. Зоя Сергеевнӑн пултарулӑхӗ ҫамрӑк чухнех вӑйлӑ пулнӑ, ҫавӑнпах вӑл тӗп сӑнарсене вылянӑ. Чи пӗрремӗш ролӗ — «Песня Сарпике» спектакльти Сарпике. Унтан «Иван — крестьянский сын» спектакльти Дуньӑпа Феона, «Аленушкин концерт» спектакльти Аленушка…
1967 ҫулта Зоя Никонорова хӑйӗн пурнӑҫне телекуравпа ҫыхӑнтарнӑ. Унта та вӑл ачасемпе ӗҫленӗ. Вӑл режиссер, режиссер пулӑшуҫи пулнӑ, ача-пӑча спектаклӗсем лартнӑ. Хӑй те хӑш чухне вылянӑ.
Телекуравра ӗҫленӗ май Зоя Сергеевна Чӑваш радиовӗпе ҫыхӑну тытнӑ. Вӑл «Шӑнкӑрав» кӑларӑма 18 ҫул ертсе пынӑ. «Асанне юмахӗ» кӑларӑма та ачасене юратса хатӗрленӗ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Зоя Никонорва тивӗҫлӗ канура пулсан та Пукане театрне таврӑннӑ. Кунта хальхинче педагогра ӗҫленӗ.
Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче Николай Терентьевич Терентьева асӑнса К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ П.Осиповӑн «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» пьеси тӑрӑх спектакль лартнӑ.
Спектакль пуҫланиччен халӑх умне ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ С.П.Иванов тухса калаҫнӑ, вӑл Николай Терентьев Чӑваш Ен культурин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Унӑн пьесинчи чӑваш халӑх сӑнарӗсем темиҫе ӑрӑва воспитани пама пулӑшнӑ. Николай Терентьевич пултаруллӑ артист, драматург пулнӑ.
Артистсем спектакльти сӑнарсене чун витӗр кӑларнӑ. Уйрӑмах Ваҫҫа рольне вылянӑ С.П.Иванов, Санюк рольне калӑпланӑ С.Н.Лукиянова халӑх кӑмӑлне кайнӑ.
Аса илтерер: Николай Терентьев Канаш районӗнчи Кӑшнаруй ялӗнче 1925 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл — ЧР халӑх писателӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, куҫаруҫӑ. К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Чылай пьеса авторӗ кӑҫал ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Паян Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнать. Ҫапла вара ӳнерӗн ҫак енне юратакансен кӑмӑллакан театрӗсенчен пӗри чаршава 96-мӗш хут карӗ.
Ытти чухне вӑл сезона «Ялта» драмӑпа уҫатчӗ те, хупатчӗ те. Пьесӑн авторне те, хайлавне хӑйне те темле хисеплесен те куракансенчен пӗр пайне вӑл йӑлӑхтарса ҫитерни вӑрттӑнлӑх марччӗ. «Урӑх спекталкь ҫук-им?» — тетчӗҫ хайхисем. Театрӑн кун пирки хӑйӗн ӑнлантарӑвӗччӗ. Пӗр енчен, «Ялта» — вилӗмсӗр хайлав. Классика тепӗр май каласан. Тата унта театрти пӗтӗм артист вылянишӗн те сезона хупса уҫма ӑна халӑх умне кӑларатчӗҫ.
Ыран тетарта тинех урӑхла пулӗ. Хальхинче «Икӗ туй» ятпа уяв концерчӗ хатӗрленӗ. Унта «Ялта» спектакльти сыпӑк та пулӗ. Кунсӑр пуҫне Михаил Зощенко пьесипе лартнӑ «Туй» спектакль сыпӑкне курма май килӗ. Республикӑн Культура министерстви пӗлтерни тӑрӑх хакласан, программӑра тата ытти юрӑ-ташӑ та пулмалла.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ыран Алексей Писемский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Синкерлӗ шӑпа» спектакль премьери пулӗ. Хайлава чӑвашла Чӑваш халӑх ҫыравҫи Юрий Сементер куҫарнӑ. Ӑна Наталия Сергеева режиссер лартнӑ. Художник-постановщикӗ — Светлана Зверева, костюмсен художникӗ — Анастасия Донова.
«Синкерлӗ шӑпа» пьесӑри ӗҫсем 1862 ҫулта вырӑс ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ананий ятлӑ хресчен унччен Питӗр хулинче темиҫе ҫул пурӑннӑ. Суту-илӳпе аппаланса пурӑннӑ май ачасӑр ҫамрӑк арӑмне вӑл тӑтӑшах укҫа-тенкӗ ярса тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра Ананий мӑшӑрӗ Лизавета улпута ҫыхланса кайнӑ. Вӗсен ача та ҫуралнӑ. Ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑнхи пӑтӑрмахсем пирки спектакле курнӑ хыҫҫӑн пӗлме май килӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |