Чӑннипе, Литература ҫулталӑкӗ пуҫланнӑ ӗнтӗ. Анчах ӑна тата Чӑваш Республикинчи Константин Иванова халалланӑ ҫулталӑка официаллӑ майпа кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче уҫӗҫ.
ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Константин Иванов ҫулталӑкне обществӑна литературӑпа ҫывӑхлатас, чӑваш класикӗн ятне тата унӑн хайлавӗсене яланлӑха халӑх асӗнче хӑварас тӗллевпе палӑртнӑ. Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне те халӑха литературӑпа ытларах паллаштарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал Константин Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа республикӑн кашни кӗтесӗнчех анлӑ меропиятисем иртӗҫ. Константин Иванов ҫулталӑкне официаллӑ майпа анлӑн уҫма палӑртаҫҫӗ.
Театра кун сиктермесӗр тенӗ пек ҫӳрекенсем мӗнпур артиста паллаҫҫӗ-ха, анчах сцена хыҫӗнче тар тӑкакансен тӑрмашӑвӗ куҫа курӑнсах каймасть тесен те йӑнӑш мар-тӑр. Культура учрежденине ертсе пыракансем пирки те ҫавӑн пек калама юрать. Ҫавӑн йышшисен шутне Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров та кӗрет. Кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вӑл ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав ятпа ӑна нумаях пулмасть савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура (кун пекки театр ӗҫченӗсемшӗн, паллах, спектакль пуҫланас умӗнхи самант) культура министрӗ Вадим Ефимов саламланӑ.
Вадим Петрович Юрий Мефодьевича театрӑн пурлӑхпа техника базине пуянлатассишӗн тӑрӑшать, пултарулӑх ушкӑнӗн укҫа-тенкӗ тата производство ыйтӑвӗсене пурнӑҫлама ӑста, кӑткӑс та яваплӑ ӗҫе пултаруллӑ тата ӑслӑ-тӑнлӑ йӗркелсе пырать тесе ырланӑ. Тӑрӑшулӑхшӑн министр театр ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан ведомствӑн Тав хучӗпе чысланӑ. Ҫуралнӑ кун ячӗпе Юрий Владимирова культура ӗҫченӗсен профсоюзӗ те, театрпа концерт учрежденийӗсен ушкӑнӗсем те, хӑй ӗҫлекен тӑван коллектив та саламланӑ.
Чӑваш Енӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ «Драма театрӗсен актерӗсем юрлаҫҫӗ» республикӑри конкурсне ирттернӗ. Икӗ ҫулта пӗрре йӗркелекен мероприятие хальхинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пухӑннӑ.
Конкурса драма театрӗсен, пуканесен, ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенсем хутшӑнаяҫҫӗ. Кашни конкурсант музыка программи е композици хатӗрлеме пултарать. Анчах 2 номертен ытла пулмалла мар. Артистсем дуэтпа та, триопа та, квратетпа та, уйрӑмшар та юрлаяҫҫӗ. Жанрне тата аккомпанементне хӑйсене суйлама ирӗк параҫҫӗ. Ҫулне те пӑхмаҫҫӗ. Конкурса йӗркелекенсем ҫапах та хӑйне евӗр тӗллев те лартнӑ-ха, кашни номер вӗҫленнӗ театр хайлавӗ пулма тивӗҫ.
Конкурса саккӑррӑн хутшӑннӑ. Вӗсем хушшинче солистсем те, ушкӑнсем те пур. Вӗсем тӗрлӗ темӑллӑ юрӑсене чӑвашла та, вырӑсла та, акӑлчанла та шӑрантарнӑ.
Тӳре йышне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченне Ольга Нестерована (вӑл — тӳресен председателӗ) тата ытти паллӑ ҫынна кӗртнӗ.
Пӗрремӗш вырӑна К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗн артисчӗ Анна Кудряшова йышӑннӑ. Ӑна 3 пин те 500 тенкӗ укҫан премипе тата дипломпа чысланӑ.
Кӑҫал Литература ҫулталӑкӗ пуҫланчӗ. Ҫавна май республикӑра интереслӗ проектсем пурнӑҫа кӗрӗҫ.
Ыран Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче «Литература тавралӑхӗ» проект пуҫланать. Унпа килӗшӳллӗн тӗнчери литература классикине юрӑ-кӗвӗ сцени ҫине кӑларӗҫ.
Кӑрлачӑн 14 тата 21-мӗшӗсенче Петр Чайковскин «Пиковая дама» тата «Евгений Онегин» оперисене куракансен умне кӑларӗҫ.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче сцена ҫине Пьер Бомарше камичӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Безумный день или женитьба Фигаро» тухӗ. Вӑл Раҫҫейри тата ют ҫӗршыври сценӑсем ҫинче ӑнӑҫлӑ тухать.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче «Севильский цирюльник» курма чӗнеҫҫӗ. Нарӑсӑн 4-мӗшӗнче вара «Отелло» опера кӑтартӗҫ.
Паян, раштавӑн 27-мӗшӗнче, Шупашкар ҫынннисем ҫутӑ шоуне курса савӑнма май пур. Ку мероприятие Раҫҫейӗн Культура министерстви пуҫарнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хулари чи пысӑк кинотеатра ҫаврӑнать. Пысӑк экран ҫинче, ун вырӑнне ҫурта хӑйне усӑ курнӑ, ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхурипе ҫыхӑннӑ историсене кӑтартаҫҫӗ.
Шоу 17 сехетре пуҫланнӑ. Вӑл виҫӗ сехете тӑсӑлмалла. Шоупа тӳлевсӗрех киленме май пур.
Ҫулӗ унччен те уҫӑ пулнӑ-ха, анчах урапапа ҫӳрекен сусӑрсене кӗрсе тухма май килмен. Халӑхӑн ҫавӑн йышши категорине Чӑваш патшалӑх академи драма театрне ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухма май туса парасси ҫынсене социаллӑ хӳтлӗх куӳресси ҫинчен калакан республика программин «Меллӗ тавралӑх» ҫум программипе килӗшӳллӗн тытӑннӑ.
Урапапа ҫӳрекен сусӑрсем театра Ефремов купса бульварӗ енчен кӗрейӗҫ. Унта вӗсем валли пандус вырнаҫтарнӑ. Гардероб патне чалӑшшӑн вырнаҫтарнӑ ятарлӑ хатӗрпе анса хӑпармаллаӗ Иккӗмӗш хута хӑпарма та ун пек хатӗр илсе хӑпартӗ. Туалетра та сусӑрсем валли кабинӑсем пӑхса хӑварӗҫ. Кассӑра тата театр залӗнче начар илтекенсем валли индукци йӑли пурӗ
Театра кӗрсен вара ҫынсем валли информаци таблоне ҫакса хунӑ. Унта театр ҫинчен каласа кӑтартакан, хӑпарса анмалли хатӗрсемпе епле курмаллине ӑнлантарнисене тупса вулайӑн.
Сӑнсем (20)
Мускавра Раҫҫейри «Ылтӑн маска» театр премийӗн лауреачӗсене палӑртнӑ. Чыса тивӗҫнисен шутӗнче СССР халӑх артисчӗ, РФ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев та пур.
Театр ӳнерӗн ҫавӑн пек шайри ятарлӑ премине пани лауреатшӑн кӗтменлӗх пулнӑ иккен. «Мана питех те кӑмӑллӑ. Эп вӑл наградӑпа мӑнаҫланатӑп. Майя Плисецкая, Армен Джигарханян татат режиссурӑн пӗтӗм тӗнчери ӑстипе Петр Штайнпа юнашар тӑни маншӑн пысӑк хисеп», — тенӗ чӑваш сценин маэстри.
Валерий Яковлев, сӑмах май каласан, чӑваш литературине никӗслесе янӑ Константин Иванов ҫулталӑкӗнче (вӑл ҫитес ҫул пулассине аса илтерме кирлӗ мар-тӑр) Чӑваш академи драма театрӗ Иоаким Максимов-Кошкинскийӗн «Константин Иванов» пьесине лартма палӑртать.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Ҫӗнӗ ҫула йыхравлать. Кӑҫал уяв спектаклӗсем пӗчӗк залра иртӗҫ.
Афишӑра — «Кот в сапогах» премьера, «Елка и Белка» юмах, вӑйӑсем, конкурссем. Паллах, уявра илемлӗ пысӑк чӑрӑш та пулӗ.
«Кот в сапогах» юмаха аслисем кӑна мар, пӗчӗккисем те пӗлеҫҫӗ пулӗ. Арманҫӑ виҫӗ ывӑлне арман, ашак тата кушак аҫине парса хӑварать. Лешсем еткере нумай вӑхӑт пайлаҫҫӗ. Аслине арман лекет, вӑтаммине — ашак. Чи кӗҫӗннин вара кушак аҫипе кӑна ҫырлахма тивет. Малалла мӗн пулассине куракансем раштавӑн 20-мӗшӗнче 12 сехетре пӗлме пултарӗҫ.
Куракансем асамлӑха лекӗҫ тейӗн. Йӑлтӑр-ялтӑр гирляндӑсем, теттесем, хӑмпӑсем… Ҫаксене алӑк урати урлӑ каҫсанах курма май пулӗ.
Вырӑс драма театрӗн ҫурчӗ раштавӑн 4-мӗшӗнче «ҫавра» дата паллӑ тунӑ. Ҫук-ха, уявласах ларман. Анчах историпе культура енчен республика пӗлтерӗшлӗ палӑк шутланакан ҫав ҫурт 55 ҫул тултарни пирки Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче уйрӑммӑн ҫырсах пӗлтернӗ.
Ҫурта шӑп та лӑп 55 ҫул каялла, раштавӑн 4-мӗшӗнче, ӗҫлеттерсе янӑ. Малтан унта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ вырнаҫнӑ. Вырӑс драма театрӗ унта 1982 ҫулта куҫса пынӑ.
Строительство ӗҫӗсене 1957 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче тытӑннӑ. Ҫурт адресӗ ун чухне I-мӗш Кӑнтӑр ҫурмаҫул ҫаври ятлӑ урамра шутланнӑ. Паян ӑна Гагарин урамӗ теҫҫӗ.
Республика пӗлтерӗшлӗ историпе культура объекчӗ пулса тӑма пултарнӑ ҫурта Феофан Сергеев чӑваш архитекторӗ проектланӑ. Виҫӗ хутлӑ ҫурта унтанпа темиҫе хутчен те ҫӗнетсе юсанӑ-ха, ҫапах та авторӑн тӗп шухӑшне пӑсман.
Сӑнсем (7)
Чӳкӗн 29-мӗшӗнче Культурӑпа халӑх пултарулӑх керменӗнче ачасемпе ҫамрӑксен театр пултарулӑхӗн «Юмах ҫӑлкуҫӗ» фестиваль ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Конкурса пӗтӗмпе 50 театр ушкӑнӗ хутшӑннӑ. Ӑна ача-пӑча пултарулӑхне аталантарас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Куракансем фестиваль финалисчӗсем сцена ҫинче кӑтартнӑ постановкӑсемпе киленнӗ.
Ҫӗмӗрлери «Коляда» халӑх театрӗ «Русалочка» спектакль кӑтартнӑ. Патӑрьел районӗнчи «Солнышко» театр ушкӑнӗ «Сказка о рыбаке и о рыбке» постановка лартнӑ. Элӗк районӗн ачисем «Пукане» постановкӑпа савӑнтарнӑ. Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназири кружока ҫӳрекенсем «Диалог с поэтом» композици кӑтартнӑ. Канаш районӗнчи ачасем, «Хӗлхем» театр ушкӑнӗ, «Чечеклӗ кӑмпа» юмах лартнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗ ҫумӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ «Кошкин дом» постановкӑпа савӑнтарнӑ.
Фестивале хутшӑнакансене тата унӑн ҫӗнтерӳҫисене дипломсемпе, хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Сӑнсем (21)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |