Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Кинори юратнӑ кӗвӗсем» гала-концерт пулӗ. Ӑна кинематограф 120 ҫул тултарнине халалланӑ.
Концерта «Тӗнче таланчӗсем» ыркӑмӑллӑх фончӗ йӗркелет. Ертӳҫи — Давид Гвинианидзе. Чылайӑшӗн шухӑшӗпе, «Тӗнче таланчӗсем» Раҫҫейри концерт лайӑх йӗркелекенсенчен пӗри. Вӑл вокал классика кӗввине сарма пулӑшать.
Концертра кино- тата телеэкрансенчи кӗвӗ шедеврӗсем янӑрӗҫ. Унта Олимп оперин тӗнче «ҫӑлтӑрӗсем», тӗнчери чи лайӑх опера театрӗсен солисчӗсем хутшӑнӗҫ: Сергей Дудинский, Элизабет Эннарис, Владимир Огнев.
Концерт 19 сехетре пуҫланӗ.
Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче Андриян Григорьевич Николаев 85 ҫул тултарнине халалласа сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ.
Андриян Николаев пурӑннӑ пулсан авӑнӑн 5-мӗшӗнче 85 ҫул тултарӗччӗ. Вӑл — Совет Союзӗн икӗ хут Паттӑрӗ, ЧР хисеплӗ ҫынни.
Курава Чӑваш наци музейӗ Шуршӑлти Космонавтика музейӗпе, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗпе, ЧР Наци вулавӑшӗпе тата Патшалӑх истори архивӗпӗпе пӗрле уҫнӑ. Музей ӗҫченӗсем Андриян Николаевӑн авиаци учищинче вӗреннӗ чухнехи, космоса вӗҫнӗ тапхӑрпа ҫыхӑннӑ тунӑ сӑнсене хатӗрленӗ.
Курав авӑнӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗн фойинче уҫӑлнӑ.
Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗн «Эсӗ пире кирлӗ, юлташ!» проектпа килӗшӳллӗн йӗплӗ пралук леш енче ларакан хӗрарӑмсене пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Юсанмалли колонисене пукане театрӗ тухса ҫӳрет.
Нумаях пулмасть артистсем Куславккари юсанмалли 5-мӗш колонире пулнӑ. Вӗсене унта питӗ кӗтнӗ. Унччен театр кунашкал учрежденисенче «Ҫӑлтӑрлӑ арҫынача» постановка кӑтартнӑ. Куслаккари колонире ларакансене вара «Гадкий утенок» спектакльпе паллаштарнӑ.
Залра ларакансем ачалӑха таврӑннӑ тейӗн. Хӑшӗ-пӗри, тен, сюжетпа пӗрле хӑйен шӑпи пирки шухӑшланӑ. Унти ӗҫченсем палӑртнӑ тӑрӑх, спектакль тӗрмере ларакансене чӑтӑмлӑрах пулма, ҫынсене хаклама вӗрентет.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Ача-пӑча драматургийӗн регионсем хушшинчи лабаратори-форумне ирттерет. Ку проекта ҫӗршывӑн Культура министерстви театр ӳнерӗшӗн кирлӗ пулӑм тесе ырланӑ май пурнӑҫа кӗртме укҫа та уйӑрнӑ.
Лабораторие пухнӑ май театр ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракан наци драматургӗсен регионсем хушшинчи конкурсне йӗркеленӗ. Конкурса Чӑваш Ентен, Пушкӑртстанран, Утмӑрт тата Коми республикисенчен, Мускавран, Питӗртен, Ҫӗнҫӗпӗртен, Екатеринбургран, Самартан, Чӗмпӗртен, Анапӑран, Калугӑран, Воронежран, Аҫтӑрхантан, Волгоградран, Омскран, Сургутран, Железногорскран, Красногорскран, Анат Тагилтан, Курск облаҫӗнчи Львовран тата Белоруҫпа Литва Республикисенчен 60 пьеса тӑратнӑ.
Юпан 20–24-мӗшӗсенче ӗҫсен авторӗсем Шупашкара Регионсем хушшинчи лабораторие килсе ҫитӗҫ. Форума театр критикӗ, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ, Раҫҫей хулисенчи нумай семинар авторӗ Ирина Мягкова ертсе пырӗ. Экспертсен шутӗнче Мускаври Валерий Персиков режиссер та пур.
Чи лайӑх пьесӑсемпе Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ театр артисчӗсем эскизлӑ постановкӑсем кӑтартӗҫ, унтан вӗсене сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче сезон уҫӗ. Юбилейлӑ 55-мӗш сезон Георгий Хирпӳн «Нарспи» оперипе уҫӑлӗ.
Оперӑна Константин Ивановӑн «Нарспи» поэми тӑрӑх хатӗрленӗ. Ҫак ӗҫпе Хирпӳ чылай ҫул ӗҫленӗ. Композитор либреттӑна хӑй ҫырнӑ, оригиналти текста хӑварма тӑрӑшнӑ. Сюжетпа сӑнарсене кура ку оперӑна психологи драми жанрӗ теме пулать.
Композитор хор сценисенче фольклор темипе усӑ курнӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Ҫыхӑнура» проекта пӗлтернӗ тӑрӑх, «Нарспи» оперӑна чӑвашла юрлаҫҫӗ. Вырӑсла куҫару ҫук.
Иртнӗ эрнере Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче РСФСР тата Чӑваш АССР халӑх артистне, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреатне Виктор Родионова асӑнса асӑну каҫӗ иртнӗ.
Виктор Родионов — сценӑн пысӑк ӑсти. Вӑл Шупашкар районӗнчи Шемшерте 1924 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыка училищине пӗтернӗ хыҫҫӑн чӑваш театрӗнче артистра ӗҫлеме тытӑннӑ. Унтан Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн патшалӑх институтӗн чӑваш студине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн К. Иванов ячӗллӗ академи драма театрне лекет. Унта вӑл мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе, пурӗ тӑватӑ теҫетке ҫул, ӗҫлет. Ҫав вӑхӑтра вӑл 350 ытла роль калӑплать. Пачӑшкӑ ывӑлӗ, вырӑс, яш чухнех чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса вӗренет. Театрта ӗҫленӗ вӑхӑта вӑл чӑвашла яп-яка та таса калаҫма вӗренсе ҫитнине кура вӑл урӑх наци ҫынни тесе куракан тӗшмӗртмен те-тӗр.
Сӑнсем (14)
Шупашкарти театрсем премьерӑсем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ара, сезон уҫӑласси те инҫех мар-ҫке.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансем валли тӑватӑ премьера хатӗрлет. Артистсем отпускран таврӑнсан чи малтанах иртнӗ сезона пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: иртнӗ сезонра, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра, Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакль чи лайӑххи пулнӑ. Нина Яковлева вара хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан ятне илнӗ. «Мунча кунӗ» спектакль Ӗренпурта Атӑлҫи федераци округӗнчи театрсен фестивалӗнче чи интереслӗ 5 спектакль йышне кӗнӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче труппа пухӑвӗ иртнӗ. Иртнӗ ҫулхи евӗрех унта культура министрӗ Вадим Ефимов пырса ҫитнӗ. Мӗн тесен те Вадим Петровичшӑн ку ҫывӑх театр тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр — министра лариччен унта вӑл директорта тӑрӑшнӑччӗ.
Театр коллективне ҫӗнӗ сезон уҫӑлнипе саламланӑ май Вадим Петрович чӑваш сценин ҫӑлтӑрӗсенчен хӑшӗсене — СССР халӑх артистне Вера Кузьминана, РСФСР халӑх артистне Нина Григорьевана тата Владимир Семенова — уйрӑммӑн асӑнса хӑварнӑ. Вера Кузьминана — Хисеп орденне тивӗҫнипе, Нина Григорьевана — «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден илнӗ ятпа, Владимир Семенова — «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артсичӗ» хисеплӗ ятпа.
Ӗҫ пирки калаҫнӑ май, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кӑҫалхи ҫур ҫулта плана ирттерсе пурнӑҫланине палӑртнӑ, вӑл 4 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Ҫапах та кунпах лӑпланса лармалла мар, укҫа тӑвас енпе ҫӗршыври наци театрӗсен шайне ларас тесен тата тимлемелле.
Ҫитес ҫултан театрта юсав ӗҫӗсем малалла тӑсӑлмалла. Театрӑн гастроле ҫӳремелли автобусӗ кивелни пирки те сӑмах хускатнӑ.
Паян Куславккари «Пчелка» (чӑв. Пыл хурчӗ) ача пахчинче чӑннипех те савӑнӑҫлӑ пулӑм хуҫаланнӑ. Шӑпӑрлансем патне ирех Шупашкартан хӑнасем ҫитнӗ. Пӗчӗкскерсем тата воспитательсем Чӑваш патшалӑх пукане театрне хапӑлласах йышӑннӑ.
Артистсем ачасене «Лайӑх пулас килет» («Хучу быть хорошим») спектакльпе савӑнтарнӑ. Шӑпӑрлансем сӑнарсемпе пӗрле куляннӑ, савӑннӑ.
Ача пахчин воспитателӗсен шухӑшӗпе, паян ачасене спектакль кӑтартни усӑллӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫынпа хутшӑнасси хавшанӑ. Аслисем кӗҫӗннисен кунӗ кӑсӑклӑ, асра юлмалла ирттӗр тесе сахал мар тарӑшаҫҫӗ.
Сӑнсем (5)
Республикӑри тӗллевлӗ инвестици программине пурнӑҫлама кӑҫал 67 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Тупраран пысӑк пайӗ, 25 миллион тенкӗ, Чӑваш патшалӑх филармонине лекӗ.
Кунсӑр пуҫне патшалӑх субсидийӗ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 15 миллион тенкӗ тивӗҫӗ, Трактор тӑвакансен культура керменне — 5 миллион, А.Г. Николаев летчик-космонавтӑн мемориал комплексне — 7 миллион, А.Г. Николаев паркне — 7 миллион, Чӑваш патшалӑх пукане театрне — 10 миллион.
Халӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх истори архивӗн ҫуртне тӗплӗн юсаҫҫӗ.
Чӑваш ҫамрӑксен театрне уйрӑм ҫурта куҫарасси пирки хальлӗхе ӗмӗтленме те тӑмасть-тӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |