Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче арҫынсене тӳлевсӗр кӗртессине пӗлтернине эпир те хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, ӳнерӗн ҫак пултарулӑхӗпе паллашма акци кунӗнче ачисемпе е мӑнукӗсемпе пынӑ арҫынсене билетшӑн тӳлеттермерӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ акцине Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа та йӗркелӗҫ. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче театр Владислав Николаевӑн «Ванюшкины каникулы» (чӑв. Ванюш каникулӗ) юмахӗ тӑрӑх Иосиф Трер лартнӑ спектакле кӑтартӗ.
Спектакльте сӑнарсем вырӑсла та, чӑвашла та калаҫнине пула ҫӗнӗ сӑмахсене астуса юлайӑн. Бабушка тени кукамая, хлеб — ҫӑкӑра, молоко — сӗте, картофель — ҫӗрулмине пӗлтернине асра хӑвараҫҫех пулӗ шӑпӑрлансем. Спектакле куракансене те хутшӑнтарӗҫ. Ванюша вӗсем утӑ ҫулма, ӗне сума, ҫӑкӑр пӗҫерме хӑнӑхтарӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин кунӗсем иртмелле.
Пӗрремӗш кунӗнче театр куракана Г. Хирпӳн «Нарспи» поэмипе савӑнтарӗ. 2015 ҫулта иртнӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав» театр ӳнерӗн конкурсӗнче опера харӑсах темиҫе наградӑна тивӗҫнӗччӗ. Сетнер сӑнарне калӑплакан Пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Сергей Кузнецов, акӑ, «Чи лайӑх арҫын ролӗ» ята илнӗччӗ, Нарспие вылякан Надежда Степанована чи лайӑх дебютшӑн хавхалантарнӑччӗ.
Ф. Васильевӑн «Сарпике» балетне курма пушӑн 13-мӗшӗнче йыхравлаҫҫӗ. Ку спектакле, театрта ӗҫлекен Мария Митина ӗнентернӗ тӑрӑх, Чулхула облаҫӗнче иртнӗ «Болдинская осень-2014» (чӑв. Болдинӑри кӗр) фестивальте, 2012 ҫулта Ӗпхӳри Чӑваш Енӗн кульутра кунӗсем иртнӗ чух куракансене тыткӑнланӑ. Ф. Васильевӑн тепӗр ӗҫне, «Шывармань» оперӑна пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче лартӗҫ.
Пушӑн 4–5-мӗшӗсенче Вырӑс патшалӑх академи драма театрӗнче Я.Пулиновичӑн «Птица Феникс возвращается домой» (чӑв. Феникс кайӑк киле таврӑнать) премьера пулать. Вӑл — ачасемпе аслисем валли.
Ку спектакль Тося кушак тата ӑслӑ Феникс кайӑк пирки. Тося Екатеринбургри пӗр ҫурт тӑрринче пурӑнать. Вӑл шоу карьери, Мускаври сцена ҫинчен ӗмӗтленет.
Постановщик-режиссер — Сергей Юнганс. Ӳнерҫи — Хусанти Булат Ибрагимов. Тося рольне Оксана Ананьева вылять. Матильда — Галина Холопцева, Феникс кайӑка вылямашкӑн вара репетицире икӗ актер хатӗрленет.
Спектакль 18 сехет ҫурӑра пуҫланать.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн труппи Чӗмпӗр облаҫне гастроле кайма пуҫтарӑнать. Унти Димитровград хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗн сцени ҫинче чӑваш артисчӗсем нарӑсӑн 29-мӗшӗнче «Килех килчӗ Тур ҫырни» спектакль лартӗҫ. Пьеса авторӗ — Александр Пӑртта.
Камитри пурнӑҫ хальхи вӑхӑтра пулса иртет. Ялта хусахсем нумаййине кура вӗсене халӑх ирӗксӗр тенӗ пек авлантарма йышӑнать. 32 хусахран чи ӑмсанмаллинчен: туртман, ӗҫмен, чечек ӳстерекен каччӑран — пуҫлаҫҫӗ. Ун пирки хаҫатра хӗр шырани пирки пӗлтерӳ парсах арӑм шырама тытӑнаҫҫӗ.
Спектакльте Оксана Драгунова, Василий Иванов, Галина Кузнецова, Александр Кураков, Эмилия Назарова, Сергей Павлов, Евгений Урдюков, Александр Яковлев, Марина Яковлева выляҫҫӗ.
Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» телерадиокомпанин ветеранӗ Римма Алексеева вилнӗ. Унпа паян сывпуллашнӑ.
Римма Архиповна кӑҫалхи пуш уйӑхен 1-мӗшӗнче 74 ҫул тултармаллаччӗ.
Римма Алексеевӑн пӗрремӗш профессийӗ музыкӑпа ҫыхӑннӑ. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн институтӗнче пӗлӳ илнӗскер Чӑваш музыкӑпа драма театрӗнче сакӑр ҫул юрланӑ. 1976 ҫулта вӑл Чӑвашрадиона режиссера вырнаҫать, тепӗр икӗ ҫултан телевидение куҫать. Анчах унта та хӑйӗн чунне ҫывӑх юрӑ-кӗвӗ тӗнчине пӑрахмасть — ҫак тематикӑпа телекӑларӑм хыҫҫӑн телекӑларӑм хатӗрлет. Унӑн паллӑ проекчӗсенчен пӗри — «Чувашия музыкальная».
Компанире 22 ҫул тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Римма Алексеева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ.
Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ ҫывхарать. Ҫавна май республикӑра «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ирттерме хатӗрленеҫҫӗ.
Театрсем конкурса ачасем тата аслисем валли лартнӑ чи лайӑх спектаклӗсене тӑратаҫҫӗ. Жюри вара номинцисенче ҫӗнтернисене пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗ тӗлне палӑртӗ.
Чӑваш патшалӑх драма театрӗ конкурса Иоаким Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх ӳкернӗ «Вӗри чунлӑ ҫемҫе чун» спектакле тата Владимир Илюховӑн «Как Настенька чуть Кикиморой не стала» юмахне тӑратма шухӑшланӑ.
Валерий Яковлев лартнӑ постановка конкурса хутшӑнма тивӗҫ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл чӑваш чӗлхипе культурин, халӑх шӑпин пуласлӑхӗ пирки шухӑшлаттарать.
Спектакльте пӗтӗм труппа хутшӑнать. Чӗрӗ юрӑ чуна тыткӑнлать. Чӑваш патшалӑх драма театрӗ конкурса тӑратнӑ ӗҫсем хӑш номинацисенче ҫӗнтернине Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче пӗлӗпӗр.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче арҫынсене спектакле тӳлевсӗр кӗртесси пирки пирӗн сайт пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, ку акци унта юлашки ҫулсенче йӑла кӗнӗ. Театра тӳлевсӗр кӗрес тесен арҫынсен ачисене е мӑнукӗсене ертсе пымалла. Ачашӑн билет туянма тивӗ, анчах хӑйсенчен кӗмӗл ыйтмӗҫ.
Ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче Чӑваш наци музейӗ (Шупашкарти Хӗрлӗ лапамри 5/2-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) тата В.И. Чапаев музейӗ (тӗп хуламӑрти Ленин проспектӗнчи 46а ҫурт) те «Аттепе музее!» акци йӗркелеҫҫӗ. Музее ачисемпе пыракан ашшӗсене вӗсем ҫав кун тӳлевсӗрех кӗртмӗҫ-ха, анчах билета арҫынсен ача билечӗ чухлӗ кӑна тӳлесе илме май пур.
Наци музейӗнче «Древние обитатели Чувашского края по данным археологии и палеонтологии», «История чувашского народа и Чувашского края с IX в. до начала ХХ в.», «Чувашия в ХХ веке», «Человек и природа» яланхи экспозицисем «Музей в лицах» и «Из истории Чувашкино» куравсем пур.
В.И. Чапаев ячӗллӗ музейра легендарлӑ полк ертӳҫине халалланӑ экспозици тата «Чапаевым мобилизованные» курав ӗҫлеҫҫӗ. Музейсем ирхи вуннӑран каҫхи ултӑ сехетчен уҫӑ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче арҫынсене тӳлевсӗр кӗртессине пӗлтерет.
Ку акци унтисемшӗн йӑлана кӗнӗскер-ха. Театра тӳлевсӗр кӗрес тесен арҫынсен ачисене е мӑнукӗсене ертсе пымалла. Ачашӑн билет туянма тивӗ, анчах хӑйсенчен кӗмӗл ыйтмӗҫ.
Кӑҫалхи акци вӑхӑтӗнче «Золотой цыпленок» (чӑв. Сарӑ чӑх чӗппи) вырӑсла спектакль кӑтартӗҫ. Пьеса авторӗ — Владимир Орлов ача-пӑча поэчӗ тата драматургӗ.
Театр ку спектакльпе тӗрлӗ конкурса хутшӑнса палӑрма пултарнӑ. Ачасем валли лартнӑ спектакльсен «Сказочный мир» (чӑв. Юмах тӗнчи) Мускаври иккӗмӗш фестивальте ӑна дипломпа палӑртнӑ. Унта вылянӑ Чӑваш Енӗн халӑх артисткине Ольга Почалкинӑна (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) чи лайӑх хӗрарӑм сӑнарӗшӗн парнепе чысланӑ.
Спектакль умӗн ачасем валли тӗрлӗ конкурс, вӑйӑ ирттерӗҫ, парнесемпе хавхалантарӗҫ. Театрта нарӑсӑн 23-мӗшӗнче 12 сехетре кӗтеҫҫӗ.
Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин халӑх артистки, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти Лидия Красова 65 ҫул тултарасси, уяв каҫне нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ирттерме палӑртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Лидия Красова вылякан спектакльсенчен пӗрне, «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» ятлине, кӑтартнӑ. Спектакль умӗн юбиляра культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май артиста ҫутҫанталӑк ӑсталӑх панине, Лидия Красован шалти чунӗн пуянлӑхне палӑртнӑ. Театр ӗҫченӗсем пӗрлешӗвӗн яваплӑ ҫыруҫи Галина Скворцова, Вӑрнар район ентешлӗхӗн ертӳҫи (Лидия Красова Вӑрнар районӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗнче ҫуралнӑ) Андрей Суварин саламланӑ.
Тутарстанӑн культура пурнӑҫӗнче Федор Шаляпин фестивалӗ пысӑк вырӑн йышӑнать. Унти М. Джалиль ячӗллӗ оперӑпа балет академи патшалӑх театрӗнче ӑна асӑннӑ учреждени пуҫлӑхӗ Рауфаль Мухаметзянов пуҫарнипе 1982 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Фестивале тӗрлӗ ҫулсенче Мария Биешу, Любовь Казарновская, Анатолий Кочерга, Сергей Лейферкус, Паата Бурчуладзе, Ильдар Абдразаков, Хибла Герзмава, Дмитрий Хворостовский, Рене Папе, Мельба Рамо тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шаляпин фестивалӗн ярӑмне Мускаври пӗтӗм тӗнчери музыка ҫуртӗнче те йӗркелеме тытӑннӑ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут иртет вӑл унта. Фестивале ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн Ольга Нестерова ертсе пыракан симфони оркестрӗ те хутшӑннӑ. Пирӗн оркестрпа Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Михаил Гужов, Владимир Кудашев тата Пысӑк театрти Руслан Розыев, Украинӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Агеев, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Бранислав Ятич (Серби), Руслан Розыев (Бельгии), Дмитрий Григорьев (Мускаври «Русская опера» (чӑв. Вырӑс опери) театр), Олег Бударацкий (Екатеринбург) юрланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |