Ыран, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗпе пӗрле «Врачпа уҫӑлса ҫӳрени» акци ирттерет. Хальхинче ӑна Раҫҫейӗн студенчӗсен кунне халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫавна май акци иртнӗ май «Будь спортивным! Стань здоровым!» (Спортпа туслӑ пул! Сывлӑхлӑ пул!) студентсен флешмобӗ йӗркелеме шухӑшласа хунӑ. Сывлӑха усӑ кӳрекен утта ЧПУн медицина факультечӗн деканӗ Валентина Диомидова тата республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствин право тата кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Петрова ертсе пымалла. Флешмоба медицина факультечӗн студенчӗсене, интернӗсене, ординаторӗсене тата врачсене йыхравланӑ.
Ирхи тӑхӑр сехетре Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ умӗнче пуҫланакан мероприятие кӑмӑл пур кирек пур ҫынна та чӗнеҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн Владимир Григорьевӑн 50 ҫулне паллӑ тунӑ. Ӑна палӑртма вӗсем ӗлӗкхиллех Трактор тӑвакансен Культура керменне, унти Пысӑк зала, пуҫтарӑннӑ.
Пурнӑҫне театр ӳнерне халаллама йышӑннӑ ҫак ҫын раштавӑн 24-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ҫуралнӑ. Ун шалти пуянлӑхӗ Борис Чиндыковӑн «Алӑксем патӗнче» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Иван художника сӑнарланӑ чух уйрӑмах уҫӑлнӑ тесе хаклаҫҫӗ. Борис Чиндыковӑн «Урасмет» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльти Санай рольне те вӑл лайӑх калӑпланӑ. Кайран та, паллах, нумай сӑнара ӗнентерӳллӗ вылянӑ вӑл. Вӑл шутра хаваслисем те, йывӑр шӑпаллисем те лекнӗ. Ӗнер Владимир Григорьева ӗҫтешӗсем юбилейпа саламласа малашне те ӑнӑҫлӑ сӑнарсем суннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 7–12-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче чӑваш кӗввин фестивалӗ иртӗ. Вӑл 5 куна тӑсӑлӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫӗнетнӗ «Шывармань» постановкӑна курма май пулӗ. Ӑна сцена ҫине 2010 ҫулта пӗрремӗш хут тухнӑ. Унта Сарпипе Атнер юратӑвне кӑтартнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче хӑнасене «Нарспи» опера кӑтартӗҫ. Ӑна Хусанта, Чӗмпӗрте, Йошкар-Олара, Мускаври оперетта театрӗнче лартнӑ.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче «Сарпике» спектакль курма май пулӗ. Вӑл республикӑра иртнӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав – 2013» театр конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
Нарӑсан 12-мӗшӗнче гала-концертра чӑваш классикин шедеврӗсем янӑрӗҫ.
Элӗк тӑрӑхӗнчи 20 ача нумаях пулмасть Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центр пулӑшнипе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи елкӑра пулса курнӑ. Пӗчӗк тупӑшлӑ ҫемьесенче пурӑнакан шӑпӑрлансене валли йӗркеленӗ уявра вӗсем юмахри сӑнарсемпе пӗрле юрласа, ташласа ҫаврӑннӑ, спектакль курнӑ.
Ӗнер, раштавӑн 24-мӗшӗнче вара Ураскилт, Шӗмшеш, Мӑн Вылӑ шкулӗсенче пӗлӳ илекен, вӗренӳре лайӑх ӗлкӗрсе пыракан 10 ача Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов йӗркелекен уява кайнӑ. Ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн елкине Юнтапа шкулӗнче вӗренекен 7 ача ҫитсе савӑнӗ. Тепӗр кунне вара Элӗк тӑрӑхӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсенче ырӑ тӗслӗхпе палӑракан 61 ача район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ҫӗнӗ ҫул уявне пухӑнӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ Шупашкар хулинчи вӗренӗве мониторинглакан тата аталантаракан центрпа пӗрле паян Чӑваш елки ирттернӗ. Ӑна республикӑри шкулсенче кӗҫӗн классенче вӗренекен ачасем валли йӗркеленӗ. Ҫавна май ачасем «Тӗлӗнтермӗш Юр Пике» конкурсра та хӑйсен пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Елкӑри вӑйӑ-конкурс йӑлтах чӑвашла пулнӑ. Маттур та пултаруллӑскерсене Хӗл Мучипе Юр Пике мухтанӑ, парнине те шеллемен. «Юр Пике—2017» ята Канаш районӗнчи Анаткас Уҫырмари Арина Филимонова тивӗҫнӗ.
Сӑмах май, хӑйӗн ҫурчӗллӗ пулнӑ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ те Чӑваш елкине йыхравлать. Аса илтеретпӗр, ӑна вӑл ҫӗнӗ ҫӗрте, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра, ыран, раштавӑн 26-мӗшӗнче ирттерӗ.
Хваттер тара илсе пурӑнакан ҫын пек ҫак таранччен ют вырӑнта ӗмӗрленӗ, ҫитес ҫулхи авӑн уйӑхӗнчк 85 ҫул тултаракан Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫывӑх вӑхӑтра, тата тӗрӗсрех каласан, раштавӑн 26-мӗшӗнче, ҫӗнӗ вырӑнта, хӑйне уйӑрса панӑ, унччен «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫуртра куракансене пуҫласа йышӑнӗ.
«Юлташсем! Савӑнӑҫлӑ хыпар! Пире «Ҫеҫпӗл» кинотеатрӑн ҫуртне официаллӑ майпа пачӗҫ. Ку вӑл пирӗншӗн чӑннипех историлле пулӑм», — асӑннӑ учрежденире пресс-службӑра ӗҫлекен Надежда Андреева паян «Фейсбукра» ҫапларах хыпарланӑ. Унтан вӑл Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева, культура министрне Константин Яковлева, хайсен директорне Елена Николаевӑна тав тунине пӗлтернӗ.
Театр ҫӗнӗ ҫӗрте раштавӑн 26-мӗшӗнче Чӑваш елки кӑтартӗ, 27-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Ҫул умӗнхи кӑтартусене пуҫлӗ.
Ҫак кунсенче театртисем ҫӗнӗ вырӑна хӑйсене кирлӗ пек хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑраҫҫӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ кивӗ ҫула ялта пулман пӑтӑрмахпа ӑсатса ярса ҫӗннине те унпах кӗтсе илесшӗн. Артистсемпе режиссерсен, сцена хыҫӗнче ӗҫлекенсен хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухман-ха: спектаклӗ «Ялта пулман пӑтӑрмах» ятлӑ.
А. Поповӑн «Женись, сынок, женись» пьеси тӑрӑх лартнӑскере Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Большаков ҫапла куҫарнӑ, Наталия Сергеева режиссер лартнӑ. Спектакле паян черетлӗ хутчен кӑтартнӑ та унпа кӑҫалхи театр сезонне 2017 ҫул пуҫламӑшӗччен хупнӑ.
Спектакль лартман вӑхӑтра артистсем пӗчӗк куракансемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне Ҫӗнӗ ҫул юмахне йыхравлаҫҫӗ. Раштавӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 6-мӗшӗччен Андрей Кружной пьеси тӑрӑх «Красная Шапочка и инопланетяне» юмах кӑтартӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти ӳнер театрӗнче «APTARA-fest» фестиваль иртрӗ. APTӐRA-festа пыракансене живопись те, авангардла поэзи те, наци чӗлхиллӗ хальхи юрӑсем те, дизайн-маркет та, фуд-корт та, наци сӗмӗллӗ хулари тумтир те тӗлӗнтерме шантарнӑччӗ мероприяти йӗркелӳҫисем.
Чӑн та, пурте тӗлӗнтернӗ. Ҫӑвара пуринчен ытла карса пӑрахтарни — фестивальти ҫара пикесем. Ҫакна халӗ Фейсбукра хытах сӳтсе яваҫҫӗ. Ҫара пикисем ҫарах та мар темелле: вӗсене сӑрласа пӗтернӗ. Мӗнле май килнӗ пек мар, шухӑшласа виҫсех. Чӑваш тӗррипе капӑрлатнӑ хайхисене.
Те ҫыннисем кая юлса аталанса пыраҫҫӗ-и, те аптӑратас тесе ытлашшипех аптӑратнӑ-ши: анчах ҫара ӳтлӗ пикене чӑваш тӗррипе сӑрмакланине ырласа йышӑннине хальлӗхе асӑрхамарӑм.
Фейсбукрисенчен пӗри, Юрий Федоров, ку фестивале ҫапларах хакланӑ: «Эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм», — сӑмаха вӑл жаргонпа усӑ курса вырӑсла каланӑ. Унӑн пӗлтерӗшне чакарас мар тесе цитатӑнах илсе кӑтартам: «Я прифигел». Унтан вӑл ҫапларах ҫырать: «Сцена ҫинчи ҫара кӑкӑр — пирӗн тренд иккен.
Ҫак йӗркесене ҫырас шухӑшпа аппалана пуҫласан чӑвашсен паллӑ артистки Тани Юн ҫырнӑ асаилӳ кӗнеки алла лекрӗ. Уҫкаларӑм та шартах сикрӗм: пӗр сыпӑкне «Аса илес килменнисем» тесе ят панӑ. Ҫакӑ мана тарӑн шухӑша ячӗ, чылай вӑхӑт канӑҫ памарӗ. Тем те пулать пурнӑҫра, мӗн тӳснине аса илсен йывӑр шухӑшсем капланса килсе ҫын чӗрине пусарса асаплантараҫҫӗ.
Аллӑ ҫул ытла театрта ӗҫлерӗм, иртнӗ вӑхӑтри пурӑнӑҫ сыпӑн-сыпӑкӑн кинори пек куҫ умӗнчен вӗлтлете-вӗлтлете иртме пуҫларӗ. Анчах та ман пурнӑҫра аса илес килменни пулман та тейӗн, пулнӑ пулсан та аса килмеҫҫӗ вӗсем. Пурнӑҫри лайӑх пулӑмсем, телейлӗ самантсем пуҫра явӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен каласа парас килет. Ҫавӑнпа кӗнеке ятне (паллах, пиҫсе ҫитсе ҫут тӗнче курма пултарсан) аса илӳсем мар, аса килнисем тесе калас килет.
1930 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ялти шкула тӑхӑр ҫул тултарнӑ ачасене ҫеҫ илнӗ. Эпӗ вара ҫичӗ ҫултах вӗренме пуҫланӑ. Ку ҫапларах пулса тухрӗ. Манӑн аттен шӑллӗн ывӑлӗ, манран тӑватӑ ҫул аслӑрах Петӗр пичче, пӗррехинче мана хӑйӗнпе шкула илсе кайрӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ тепӗр икӗ ҫултан пӗр ӗмӗр тултарать. Тӑван халӑхӑмӑрӑн авалхи театрне 1918 ҫулта Иоаким Максимов-Кошкинский Хусанта йӗркеленӗ. Репертуарти пӗрремӗш спектакль — Алексей Островскин «Не так живи, как хочется»(чӑв. Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн) пьеси тӑрӑх лартнӑскер. Паян театра СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев режиссер илемлӗх ертӳҫи пулса ертсе пырать.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Чӑваш академи драма театрне хатӗрленсе ирттермелли мероприятисем ирттересси пирки 163-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Вӗсене 2017—2018 ҫулсенче йӗркелемелле. ЧР Министрсен Кабинечӗн ку енӗпе ӗҫ ушкӑнӗ тата план хатӗрлемелле, муниципалитетсене тата кирек епле харпӑрлӑхлӑ организацисен те мероприятисене хутшӑнмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |