Кӑҫал ача-пӑча театрӗсене тата сӑнав драма театрне субсиди сахалрах парӗҫ. Анчах вӗсене «Театрсем — ачасем валли» тата «Пӗчӗк хуласен театрӗсем» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа-тенкӗ малашне те уйӑрӗҫ.
Кӑҫал ача-пӑча театрӗсем, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, 300 пин тенкӗ сахалрах илӗҫ. Пӗтӗмпе 3,7 миллион тенкӗ парӗҫ. Иртнӗ ҫул ку пулӑшӑва Ҫамрӑксен театрӗ тата Пукане театрӗ тивӗҫнӗ. Вӗсем ку укҫапа ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туяннӑ, ҫӗнӗ икӗ постановка сцена ҫине кӑларнӑ. Кӑҫал вара Ҫамрӑксен театрӗ Белянкинӑн «Юрату тата курайманлӑх» спектакльне хатӗрлӗ. Пукане театрӗ вара Тургеневӑн «Муму» спектакльне, Ганапольскаян «Алсиш» постановкине тата Пушкинӑн «Пулӑҫпа пулӑ ҫинчен хывнӑ юмах» спектакльне ачасене кӑтартӗ.
Сӑнав драма театре кӑҫал 5,6 миллион тенке тивӗҫӗ. Пӗлтӗр вара ку виҫе ҫур миллион тенке яхӑн ытларах пулнӑ. Кӑҫал театр ачасем валли «Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино ҫулҫӳревӗ» спектакль сцена ҫине кӑларӗ.
Ялсенчи культура ҫурчӗсене ҫӗнетмешкӗн 47 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: пӗлтӗрхинчен 9 миллион тенкӗ ытларах. Ку укҫапа районсенчи 57 культура ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ.
Чӑваш Енӗн культура, национальность ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев опера юрӑҫисемпе тата балет ӑстисемпе тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
Республикӑри чи пысӑк театр коллективне Константин Яковлев культура отраслӗнчи тата министерствӑри иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ.
Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен учрежденине аталантарас ыйтусене те хускатнӑ. Кӑҫалхи плансем ҫинчен учреждени директорӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров каласа кӑтартнӑ.
Аса илтерер, театрти пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑнчӗ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Йӗпреҫре ҫуралнӑ. Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ гастрольсене малашне ҫӗнӗ автобуспа ҫӳреме тытӑнӗ. Пӗр ӗмӗрхи юбилейне уявланӑ культура учрежденине Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев автобус уҫҫине тыттарнӑ.
Аса илтерер, кӑҫалхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ театр юбилея 30-мӗшӗнче палӑртрӗ. Унта республика ертӳҫи те хутшӑннӑ. Вӑл театрӑн артисчӗсене саламланине эпир пӗлтернӗччӗ. Сумлӑ йышра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Любовь Федорова та пулнӑччӗ. Ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑччӗ.
Театр валли 3 миллиона яхӑн тенкӗ тӑракан автобус уйӑрнӑ. Транспорта республика хыснинчи укҫипе туяннӑ.
Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ пӗр ӗмӗрхи юбилейне уявлать. Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарнӑ театр сцени ҫинче артистсене саламланӑ. Сумлӑ йышра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Любовь Федорова та пур.
Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче 1951 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫуралнӑскер 1972 ҫулта Ленинградри театр институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫавӑнтанпа уншӑн Чӑваш академи драма театрӗ тӑван пулса тӑнӑ. Ҫак ҫулсенче вӑл вун-вун сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ, халӑхӑн юратнӑ артисчӗ пулса тӑнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Любовь Федоровӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысласси ҫинчен хушӑва алӑ пуснӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗ 100 ҫулхи юбилейӗ тӗлне музей уҫасшӑн. «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, экспонатсемпе ҫитес эрнери ытларикунтан, кӑрлач уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен, паллашма май килӗ.
Аса илтерер, академи драма театрӗ кӑҫалхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 100 ҫул тултарать.
Юбилей мероприятийӗсене ҫав кун тата кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче ирттерӗҫ.
Музей пирки каласан, театрӑн тӗп режиссерӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев ун пирки тахҫанах ӗмӗтленнӗ-мӗн. Унта архиври сӑн ӳкерчӗксем, афишӑсем, реквизитсем вырӑн тупӗҫ.
«Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчех «Хура ҫӑкӑр» спектакль валли асаттен ҫавра хӑйрине, асаннен ҫип арламалли урапине илсе килнӗччӗ. «Юнлӑ туйри» ал арманӗ те, «Кай, кай Ивана» ӗҫри шӑнкӑравсем те музейре упранӗҫ», — каласа кӑтартнӑ Валерий Яковлев Марина Тумаланова журналиста.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗ ҫуртри ҫӗнӗ сценӑна халӑхпа уҫма хатӗрленет.
Хӑйӗн килӗсӗр нумай ҫул ӗҫлесе пурӑннӑ ӳнер учрежденине 2016 ҫулхи раштавра Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатра куҫарасси ҫинчен республика шайӗнче йышӑну турӗҫ. Унчченхи пек пӗр-пӗр учреждение тара пама мар. Хальхинче ку ҫурт театрӑн тӑван килӗ пулса тӑчӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче театр «Ҫӗнӗ сцена – Ҫӗнӗ сывлӑш – Кӗтрет» ятпа уяв программине йыхравлать. Ӑна учреждени хӑйӗн кун-ҫулӗнчи ҫӗнӗ ярӑм тесе хаклӗ.
Юсаса йӗркене кӗртнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ сцена ӗҫлесе кайӗ. Вӑл — 375 ҫынлӑх. Ӑна хатӗрлеме, ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ тата ытти кирлӗ оборудовани туянма пӗлтӗр республика хыснинчен 12 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче Раҫҫей ҫарӗн А.В. Александров ячӗллӗ икӗ хут Хӗрлӗ ялавӗллӗ юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ концерт кӑтартӗ.
Автокатастрофа хыҫҫӑн ҫӗнӗрен йӗркеленӗ ансамбле Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем лекнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Бас сасӑллӑ Константин Москалевӑн малтанхи пӗлӗвӗ — журналист. Тахӑҫан вӑл «Аргументы и Факты» хаҫатра ӗҫленӗ. Константин Москалев Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, Сергей Кузнецов — Улатӑрта. Халӗ вӗсем Александров ячӗллӗ ансамбльте солистра ӗҫлеҫҫӗ.
Концерт пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Пӑр керменӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Билет хакӗ — 600 тенкӗрен пуҫласа 1500 тенкӗ таран (партерта ларас текенсем валли).
Иртнӗ ҫулта проката тухнӑ «Движение вверх» кинофильма пирӗн ҫӗршыври куракансем кӑмӑлтан йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайтне вулакансем те илтнех-тӗр.
Антон Мегердичев режиссер ӗҫӗнче 1972 ҫулта иртнӗ Ҫуллахи Олимп вӑййи вӑхӑтӗнчи СССР тата АПШри арҫынсен пӗрлештернӗ командисен финалти матчӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Иван Едешко сӑнарне Кузьма Сапрыкин калӑпланӑ. Вӑл —
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче артистра ӗҫленӗ Виктория Гичкина ывӑлӗ. Ҫакна «Хыпар» издательство ҫурчӗн хыпарсен служби «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн тата электрон документацийӗн архивӗн секторӗн заведующийӗ Вероника Кочешкова Фейсбукра ҫырни тӑрӑх хыпарланӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Тутарстанра чӑваш спектакльне кӑтартӗ. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшне палӑртнӑ гастроль республикӑри чи аслӑ театра уҫнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтерер, чӑваш драма театрӗ хӑйӗн вӑрӑм кун-ҫулне Хусанта пуҫланӑ. Шӑпах унта Иоаким Максимов-Кошкинский пуҫласа спектакль лартнӑ. Вӑл ӗҫ — Алексей Островскин «Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн» вилӗмсӗр пьеси тӑрӑх куракан патне ҫитернӗ икӗ пайлӑ драма.
Ӳнерӗн ҫак ӑсталӑхне хаклакансене нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Хусанти патшалӑхӑн ҫамрӑк куракансен театрне чӗнеҫҫӗ.
Билетсене чӑваш театрӗн куракансемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗнчен Людмила Квасовӑран
8-967-473-84-55 номерпе шӑнкравласа ыйтмалла.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Петӗр Хусанкай ҫырнӑ юмах тӑрӑх «Голубка» спектакль-мюзикл лартнӑ. Ку ӗҫе театр Чӑваш Енӗн Элтеперӗн гранчӗпе пурнӑҫлама пултарнӑ. Аслӑ классикӑмӑрӑн юмахӗсем тӑрӑх театрта кӑҫал тӑватӑ спектакль хатӗрленӗ.
Пукане театрӗнче мюзикл жанрӗпе пачах ӗҫлемен мар-ха. 18 ҫул каялла «Красная шапочка» лартнӑ, 2015-мӗшӗнче — «Светофор» шоу. Анчах ку, мӗн тесен те, наци сӗмӗллӗ. Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа кӑҫалхи кӑрлачра 110 ҫул ҫитнине шута илсен ҫак ӗҫ пушшех те пӗлтерӗшлӗ.
«Голубка» мюзикла поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина тата вӗсен ывӑлӗ, литература критикӗ Атнер Хусанкай та кайса курнӑ.
Эпир асӑрханӑ тӑрӑх, премьерӑна ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчи репертуара кӗртмен. Анчах каярах ӑна пӗрех кӑтартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |