Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ автобус туянасшӑн. Э, ҫук-ха, илӗ. Туянма вӗсем унчченех ӗмӗтленнӗ. Автобус илесси пирки Патшалӑх закупкисен порталӗнче пӗлтернӗ. Автобусӑн чи пысӑк хакӗ 3,5 миллион тенкӗрен иртмелле маррине каланӑ.
Ку хыпара курсан театрӑн тӗп режиссерӗнче ӗҫленӗ Иосиф Дмитриев (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) культура учрежденийӗн ҫӗнӗ сцени ҫинче автобус ыйтӑвне шӳтлесерех пек, анчах чӑнласах хускатни аса килчӗ. Шел те, автобуса хӑй кураймӗ. Анчах театр коллективне республикӑри районсемпе республика тулашне гастрольсене тухса ҫӳреме ал айӗнче транспорт пулӗ.
Аукцион документацийӗнче автобуса 10 ҫынтан кая мар вырнаҫмаллине пӗлтернӗ. Туянмалли куна кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшне палӑртнӑ.
Ҫак кунсенче республикӑн районӗсемпе хулисенче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетмелли пухусем иртеҫҫӗ. Шупашкар районӗсем пухӑва Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче йӗркелерӗҫ.
Аслисем калаҫнине тӑнлама ҫамрӑксене те пухнӑ. Халӑх йышлӑ пухӑннӑран ҫынсем ниҫта ларма аптӑраса тӑркаларӗҫ. Балкон ҫинче те вӗсем вырӑн йышӑннӑччӗ. «Шкул ачисене тем тума чӗнеҫҫӗ-ҫке», — вырӑн юлман енне кӑмӑлсӑрланчӗ Кӳкеҫри организацисенчен пӗрин ертӳҫи.
Пухура ыррипе пӗрлех кӑлтӑксене те тишкерчӗҫ.
Муниципалитет пурлӑхне тата ҫӗре арендӑна панӑшӑн укҫа пухассипе бюджета кӗмен укҫа хисепӗ – 8,2 миллион тенкӗ. Ҫав шутран 3,7 миллионне пухас шанчӑк ҫук. Парӑма кӗрсе кайнисемпе судлашни те усса кайман: вӗсем ҫара ҫерҫи пекех – шыраса илмелӗх нимӗн те юлман. «Сире ҫав арендаторсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Халӗ вӗсен – ваннӑ сӗтел-пукан ҫеҫ. Парӑма вӑхӑтра шыраса илмелле пулнӑ», – тесе Михаил Васильевич ӳпкеленине хирӗҫлеме сӑлтав тупаймарӗҫ Шупашкар районӗсем. «Парӑма шыраса илменшӗн кама явап тыттарнӑ? Кама ӗҫрен кӑларнӑ?» – ыйту та тӗплӗ хуравсӑр юлчӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш ҫеммин фестивалӗ вӗҫленнӗ. Юлашки ҫулсенче йӑлана кӗртнӗ мероприятие ӗнер, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, «Аттила – рождение легенды» балетпа хупнӑ.
Театрти ҫӗнӗ ӗҫсенчен пӗрне курма зал тулли халӑх пуҫтарӑннӑ. Культура учрежденийӗнче постановкӑна унччен пӑхнисем те театра тепӗр хут пынине ӗнентереҫҫӗ.
Сӑмах май, «Атиллӑна» театр виҫӗ уйӑх ытла ӗнтӗ лартман. Ҫакӑн сӑлтавӗ — вӑл Европӑра гастрольте вӑрах ҫӳрени.
Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче труппа сцена ҫине тулли йышпа тухнӑ. Куракансем ӑна ӑшшӑн йышӑннӑ. «Пирӗн патра ҫакӑн пек балет лартнишӗн, ӑна килсе курма май пурришӗн эпир савӑнатпӑр-мӑнаҫланатпӑр», — хавхаланнӑ Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пухӑннисем.
Ыран, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Шупашкарти артист, вӑлах — доцент, ҫынсене хӑрама пӑрахтарӗ. Сӑмахӑмӑр — сцена ҫине е халӑх умне тухса калаҫакансем пирки.
Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗн преподавателӗ, Вырӑс драма театрӗн артистки, Чӑваш Енӗн халӑх артистки Лариса Родик «Проблемы и мастерство публичного выступления» (чӑв. Халӑх умӗнче калаҫассин ыйтӑвӗсемпе ӑсталӑхӗ) темӑпа 14 сехетре хӑй ӗҫлекен театрта лекци вулӗ тата ӑсталӑх сехечӗ ирттерӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тарӑх, Лариса Родик хӑйӗн пултарулӑхне РФ халӑх артистки, РФ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ М.С. Брусникина профессор (вӑл — Мускавран) патӗнче туптанӑ.
Лариса Родик ирттерекен ӑсталӑх сехечӗпе лекцийӗ Вырӑс драма театрӗ «Театр педагогики» вӗренӳ программине пуҫарнипе ҫыхӑннӑ.
Ҫитес уйӑхра, пушӑн 23-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актер ӑсталӑхӗ енӗпе ӑсталӑх сехечӗ ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки культура учрежденийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Актер ӑсталӑхӗпе Раҫҫейӗн театрпа киновӗн паллӑ актерӗ, театр режиссёрӗ, Раҫсей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Игорь Яцко паллаштарӗ.
Театртисем ӑсталӑх сехетне хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ, мероприяти кӑсӑклӑ та усӑлла пулассине шантараҫҫӗ.
Сцена ҫинчи вӑрттӑнлӑхпа паллаштаракан ӑсталӑх сехечӗ 12 сехетре пуҫланӗ. Кайса курас текенсем валли вырӑнсем нумаях мар-мӗн. Тӳрех пӗлтерер: ӑсталӑх сехетне тӳлевлӗ кӗртеҫҫӗ. Пӗр ҫыннӑн 1000 тенкӗ тӳлемелле. Билетсене халех туянма пулать. Артистсене тата артист пулас текенсене Игорь Яцко пултарулӑхӗпе паллашма кӑсӑклӑ пулӗ.
Ыран, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти «Салют» культура керменӗнче «По обе стороны кулис» (чӑв. Чаршав ик енче) савӑнӑҫлӑ программӑна йыхравлаҫҫӗ. Унта Шупашкарти тӗрлӗ театрсем хутшӑнмалла. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ. Унта тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Театр ҫулталӑкне халалланӑ мероприятире И.С. Тургенев, Н.А. Островский, Н.В. Гоголь пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Вырӑс драма театрӗн артисчӗсем «Элегия», «Без вины виноватые», «Женитьба» спектакльсенчи сыпӑксене кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн солисчӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Маргарита Финогентова тата Татьяна Бахтина та пулӗҫ. Чӑваш патшалӑх пуканӗ театрӗ Н.В. Гоголь хайлавӗпе лартнӑ «Ночь перед Рождеством» пӗр актлӑ спектакле кӑтартӗ.
Чӑваш Енӗн массӑллӑ информаци хатӗрӗсемпе пичет отраслӗнче ӗҫлекенсене тинех уява пухма палӑртнӑ. Ҫак енӗпе тар тӑкакансен уявӗсем иртнӗ уйӑхрах пулнӑччӗ: маларах Раҫҫей Пичет кунӗ ҫитсе иртсе кайрӗ, унтан — Чӑваш пичечӗн.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансене уява нарӑс уйӑхӗнче чӗнӗҫ. Паян Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви журналистсемпе пичетҫӗсен професси уявне нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ирттерессине хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Уяв Вырӑс драма театрӗнче 11 сехетре пуҫланмалла. Унта журналистсене, телекуравпа радиора, электрон МИХӗсенче, информаци агентствисенче, карас ҫыхӑнӑвӗн компанийӗсенче, ҫыхӑну отраслӗнче тӑрӑшакансемпе асӑннӑ отрасль ветеранӗсене пухӗҫ.
Ҫитес уйӑхра Шупашкарта Чӑваш музыкин фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелеме палӑртса хунӑ.
Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче гала-концертпа уҫӑлӗ. Унта чӑваш композиторӗсен хайлавӗсемпе киленме май пулӗ. Нарӑсӑн 21-мӗшӗнче «Аттила» балет кӑтартӗҫ. Программӑра ҫавӑн пекех — Григорий Хирбюн «Нарспи», Федор Васильевӑн «Шыварманӗ» оперисем тата унӑн «Сарпике» балечӗ.
Андрей Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ертӳҫисем паянхи пресс-конференцире наци кадрӗсем енӗпе йывӑррине палӑртнӑ. Анатолий Ильин режиссер чӑвашла пӗлекен солистсем сахал тесе каланӑ. Аслӑ ҫулти сӑнарсене калӑплама артистсем ҫителӗклӗ-мӗн, анчах ҫамрӑккисем валли специалистсем ҫук тенӗ вӑл.
Паян, кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Ӑна Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вуларӗ. Михаил Игнатьев калаҫнине Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗпе тата Наци радиовӗпе итлеме май килчӗ.
Хӑйӗн Ҫырӑвӗнче Михаил Васильевич театр пирки те сӑмах пуҫарчӗ. Ку вӑл ытхальтен маррине тавҫӑрма йывӑр-ха: кӑҫал пирӗн ҫӗршывра Театр ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ.
Михаил Игнатьев культура сферине укҫа сахал уйӑрнӑ вӑхӑт хыҫа юлнине палӑртрӗ. Юлашки пилӗк ҫулта ҫеҫ ҫак отрасле 7,5 миллиард тенкӗ уйӑрнине пӗлтрече. 2014 ҫулхинчен ҫакӑ 2,4 хут нумайрах.
Театрсенче юсав ирттернине асӑнса кайнӑ май кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх пукане театрне юсаса пӗтерессине хыпарларӗ.
Культура министерстви умне гастроль ӗҫне анлӑлатма, хамӑр республикӑри кашни хулапа районта, кашни пысӑк тата пӗчӗк салапа ялта спектакльсем кӑтартассине йӗркелеме тӗллев лартрӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Полина Чамжаева: «Сцена ҫинче тӗнче ҫаврӑнать» кӗнекене хӑтлӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑма хаклассине вулавӑш ӗҫченӗ Ольга Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ. Анчах эпир кӗнеке авторӗн ятне темшӗн асӑрхаймарӑмӑр.
Кӗнекере Чаваш Республикин халӑх артисткин Полина Чамжаеван пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Унтах — артисткӑн аса илӗвӗсемпе ҫырӑвӗсем. 1979 ҫулта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекенскер ҫак вӑхӑтра вуншар сӑнара калӑпланӑ. Вӑл рольсем Чӑваш Енӗн театр ӳнерӗн ылтӑн фондне кӗрсе юлнӑ. Полина Чамжаева «Шупашкарти савни» спектакльте «Пиҫет палан, пиҫет пилеш, кӗр хӗрелет хӗрле...» тесе ҫепӗҫ сассипе юрланине театра ҫӳрекенсем паян та астӑваҫҫӗ.
Кӗнеке хӑтлавӗ кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче 15 сехетре пуҫланӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |