Чӑваш Енре Раҫейӗ Пысӑк театрӗн ӗҫӗсене тӳрӗ трансляци вӑхӑтӗнче курма май килӗ. Театр «Большой балет в кино» (чӑв. Кинори пысӑк балет) черетлӗ сезон уҫассине пӗлтернӗ. Пӗрремӗш ӗҫпе, «Раймонда» балетпа, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче паллашма май килӗ. Ӑна Шупашкарти «Синема 5» кинотеатрта кӑтартӗҫ. Мускаври чаплӑ театрӑн ӗҫӗпе провинцире паллашма TheatreHD проект май парать.
«Раймонда» вӑтам ӗмӗрхи юрату романне Ю.Н. Григорович Александр Глазунов кӗввипе редакциленӗ. Вӑл — чипер хӗр рыцаре юратни ҫинчен.
Балет виҫӗ актран тӑрать. Тӗп рольте — Ольга Смирнова прима. Жан де Бриенн рыцарь — Артемий Беляков. Вӗсен хушшине кӗрекенни, Абдерахман сарацин, сӑнарӗнче — Игорь Цвирко.
2020 ҫулта та Пысӑк театрӑн ӗҫӗсене кинотеатрта трансляцилӗҫ. Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче «Жизель» кӑтартӗҫ, нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче — «Лебединое озеро», пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче — «Ромео и Джульетта», ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — «Драгоценности», чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче — «Корсар», раштавӑн 15-мӗшӗнче — «Щелкунчик».
Чӑваш режиссерӗ «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ ордена тивӗҫнӗ. Сӑмах СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев пирки пырать.
Ӑна тӑван ҫӗршыв культурине тата ӳнерне аталантарас енӗпе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тата нумай ҫул тухӑҫлӑ тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Владимир Путин хавхалантарма йышӑннӑ. Хушӑва вӑл юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Валерий Яковлева (вӑл — Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ) пысӑк наградӑпа РФ культура министрӗ Владимир Мединский телеграмма янӑ, чунтан саламланине палӑртнӑ.
Аса илтерер: авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа тӗлпулу иртнӗччӗ. Мероприятие пултаруллӑ ҫыннӑн 80 ҫулхине халалланӑччӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Национальная классика на сцене современного театра» (чӑв. Хальхи театрӑн сцени ҫинчи наци классики) семинар-практикум иртнӗ. Ӑна СССР халӑх артисчӗ, режиссер тата педагог Валерий Николаевич Яковлев ертсе пынӑ.
Семинар-практикума Антон Чехов пьеси тӑрӑх хатӗрлекен «Пилӗк пӑтлӑ юрату» (Чайка) спектакль репетицине ирттернӗ май йӗркеленӗ. Аса илтерер, сцена ҫине ку спектакль пуҫласа юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухӗ. Ҫав кун Валерий Яковлев режиссерӑн спектаклӗсен фестивалӗ уҫӑлӗ.
Семинар-практикумра хальхи театрти режиссура ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ. Унта режиссерсем, режиссера вӗренекенсем, театр ӗҫӗпе кӑсӑкланакансем хутшӑннӑ.
Питӗр хулинче Чӑваш культурин кунӗсем иртнӗ. Ӑна йӗркелеме асӑннӑ хулари Нацисем хушшинчи хутшӑнусем тата миграци политикине аталантарассипе ӗҫлекен комитет, Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата ытти хӑш-пӗр ведомство хутшӑннӑ. Ҫав шутра Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ те.
Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ май унта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ гастрольпе пулассине эпир хыпарланӑччӗ-ха.
Питӗрти тата Ленинград облаҫӗнчи чӑвашсен обществи хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Чӑваш культурин кунне юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
«Питӗрти чӑвашсен наципе культура автономийӗ ирттерекен мероприятисене пула нумай енлӗ чӑваш культури хула ҫыннисемшӗн ҫывӑхланать», – тенӗ Нацисем хушшинчи хутшӑнусем тата миграци политикине аталантарассипе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Сергей Репкин.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 102-мӗш сезона юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫӗ. Театра юратакансем вӑл кун «Сурхури сӑри» спектакль кӑтартӗҫ.
Аса илтерер, ку ӗҫе театр сцена ҫине кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫласа кӑларнӑччӗ. Шӑпах унпа театр 101-мӗш сезона хупнӑччӗ.
«Сурхури сӑри» спектакле Петр Осипов пьеси тӑрӑх лартнӑ. Унӑн режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Кӗвӗ-ҫемӗпе Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Лолита Чекушкина илемлетнӗ. Художникӗ — Светлана Зверева, ташӑсене Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова лартнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине Валентина Ивановӑна ҫӗршыв ертӳҫин Тав хучӗпе чыслӗҫ. Ӑна культурӑпа ӳнере аталантарнӑшӑн хавхалантарас тенӗ.
Валентина Иванова 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Чӑваш академи драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Валентина Иванова паян та унта ӗҫлет.
Утӑм хыҫҫӑн вӑл пултарулӑхне туптанӑ. 1991 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки», 2003 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ятсем панӑ.
Чӑваш Республикин Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви Валентина Ивановӑна пысӑк чыса тивӗҫнӗ ятпа саламлать. Артисткӑн мӑшӑрӗ Иван Иванов Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче артистра тата режиссерта ӗҫлет.
Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Пилӗк пӑтлӑ юрату» премьерӑна йыхравлать. Спектакле Антон Чеховӑн «Чайка» пьеси тӑрӑх лартнӑ. Режиссер-постановщикӗ, сценографӗ тата тумтирсен художникӗ, хайлава чӑвашла куҫараканӗ — СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев.
Спектакльти ӗҫсем Петр Сорин (рольте — Чӑваш Ен тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев) килӗнче пулса иртеҫҫӗ. Ирина Аркадина (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Елизавета Хрисанфова) — актриса. Вӑл хӑйӗн тӑванӗ патӗнче ывӑлӗпе, Константин Треплевпа (Василий Иванов) тата Борис Тригорин беллетристпа (Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Петр Садовников). Константин Треплев хайлавсем ҫырать. Улпутсен ҫуртӗнче пуҫтарӑннисем Константин пьесине пӑхасшӑн. Унта Нина Заречная (Оксана Драгунова) вылямалла. Вӑл — пуян помещиксен хӗрӗ. Константин ӑна юратать. Анчах вӗсен шӑпи телейлӗ пулӗ-ши?
Паян, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ районӗнче СССР халӑх артисчӗпе Валерий Яковлевпа тӗлпулу иртӗ. Мероприятие Шӑмӑршӑ ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ пултаруллӑ ҫын 80 ҫул тултарнине (ҫут тӗнчене вӑл сакӑр теҫетке ҫул каялла паян килнӗ) халалланӑ. Валерий Яковлев — К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи. Вӑл — Раҫҫей Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Чӑваш Ен Патшалӑх премине вара икӗ хут тивӗҫнӗ. «Ылтӑн маска» театр премийӗпе те чысланӑ.
Театрта ӗҫлесе ӗмӗрленӗ ҫыннӑн юбилейне кӑнтӑрла артистӑн тӑван ялӗнче, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑра, уявлӗҫ. Вӑл ашшӗ килне кӗрсе тухӗ. Шӑмӑршӑри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе тата учительсемпе тӗл пулӗ. Театр артисчӗсен пӗр ушкӑнӗ «Ялта» спектакль сыпӑкне кӑтартӗҫ.
18 сехетре Шӑмӑршӑри культура ҫуртӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Питӗр хулине гастрольпе тухса кайӗ. Нева ҫинчи хулара вӑл юпа уйӑхӗн 4 тата 5-мӗшӗсенче пулӗ. Вӑл унти «Буревестник» социаллӑ культура центрӗн сцени ҫине тухӗ.
Чӑваш Енри театрсем тӑван республикӑри куракана савӑнтарнипе пӗрлех ытти региона та тухса ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑксен театрӗн пултарулӑх ушкӑнӗ, сӑмах май каласан, республикӑри районсенче те спектакльсем кӑтартать. Ют регионсенчен Тутарстанрӑ, Пушкӑртстанра, Калмӑк Республикинче, Самар, Чӗмпӗр, Пенза, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенче, Мускав, Питӗр, Чӗмпӗр, Нижнекамск, Альметьевск, Самара, Тольятти хулисенче гастрольсемпе фестивальсенче пулнӑ.
Хальзинче Питӗите артистсем «Юрату пурах иккен» тата «Ҫунат сараҫҫӗ ӗмӗтсем» камитсем кӑтартасшӑн. Спектакльсене вырӑсла синхрон мелӗпе куҫарӗҫ. Пӗчӗк куракансем валли Шарль Перрон «Кот в сапогах» юмахӗ тӑрӑх лартнӑ мюзикла илсе кайӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Шупашкарти трактор тӑвакансен культура керменӗнче Пултарулӑх театрӗсен эрни пуҫланӗ. Ӑна Муркаш районӗнчи Орининри халӑх театрӗ уҫӗ.
Пултарулӑх театрӗсен эрнине Раҫейри Театр ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри театрпа кану учрежденийӗсен пӗр ӗмӗрхине халалланӑ. Орининри халӑх театрӗ, сӑмах май, 1918 ҫулта уҫӑлнӑ. 1966 ҫулта вӑл «Халӑх коллективӗ» ята тивӗҫнӗ. Коллективра — 30 ытла ҫын. Халӑх театрне Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аркадий Андреев ертсе пырать.
Паян коллектив Геннадий Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юрату ҫунать чӗрере» спектакле кӑтартӗ. Ӑна курас тесен Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне каймалла. Спектакль 18 сехетре пуҫланӗ. Ӑна курма тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |