Чӑваш халӑх, республикӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Айдар Хисамутдинов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский пӗлтернӗччӗ-ха. Унта вӑл вилӗм сӑлтавне кӑтартманччӗ. Ҫак самантра вара ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗнӗ хыпар, халӑх тетелӗсенче тата форумсенче ун чухнех сарӑлнӑ сӑмах чӑна килнине пӗлчӗ. «Idel.Реалии» сайтра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, артист ҫакӑнса вилнӗ.
Пултарулӑх ӗҫченӗсен хушшинче хӑйсенчен маттуртараххисене, ӑслӑраххисене, талантлӑраххисене юратманни-курайманни вӑрттӑнлӑх мар-ха. Айдар Хисамутдинова сцена ҫинче пӗрле тӑнисемех йӑштаса-муталаса-тӑлласа ҫитернӗ текен сӑмах та тӗнче тетелӗнче ҫӳрет.
36-ра ҫут тӗнчепе сывпуллашма шухӑш тытнӑ сцена ӑстин юлашки утӑмӗн тӗп сӑлтавне ҫапах та татса калаймӑпӑр.
Балет ӑсти мӗншӗн хӑй ҫине алӑ хунине тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн харӑсах икӗ артисчӗ пысӑк чыслава тивӗҫнӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ указпа тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене тӗрлӗ майпа наградӑлама йышӑннӑ. Эпир асӑннӑ театр ӗҫченӗсенчен пӗрне, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш Республикин халӑх артистне Василий Павлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Александр Степанова (Пӑрттана) вара «Чӑваш халӑх артисчӗ» ят пама йышӑннӑ. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑл 55 ҫул тултарчӗ. Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнче ҫуралнӑ, Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ Александр Пӑртта «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята 2003 ҫулта тивӗҫнӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ака уйӑхӗн 8–9-мӗшӗсенче Питӗр хулинче гастрольте пулассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шупашкарти артистсем Литейнӑй проспектӗнчи Патшалӑх драма театрӗн сцени ҫине ҫине тухнӑ. Гастрольти пӗрремӗш кун вӗсем И.С. Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх лартнӑ «Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун» спектакле кӑтартнӑ, ӗнер — Арсений Тарасов пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Туя туй пек тӑвар-и»? камите.
Артистсене халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ. Спектакль вӗҫленсен те куракансем артистсене сцена ҫинчен чылайччен яман, «Маттур, маттур!» — тесе пӗр саслӑн кӑшкӑрнӑ. Чӑваш спектаклӗшӗн тунсӑхланӑ куракансем Шупашкарти драма театрӗн артисчӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑлтан киленнӗ.
Чӑваш халӑх, республикӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Айдар Хисамутдинов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет труппин ертсе пыракан солисчӗ 36 ҫулта кӑначчӗ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, «Вырӑс культурине пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» виҫҫӗмӗш степеньлӗ Дягилев орденӗн кавалерӗ, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ гениллӗ артистпа паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, тӑван театрӗнче сыв пуллашнӑ.
Калӑпланман мӗн чухлӗ сӑнар, лартман мӗн чухлӗ спектакль юлчӗ. Айдар Хисамутдинов пурнӑҫран питӗ ир уйрӑлса кайрӗ. Раҫҫейӗпе паллӑ артист ҫӳлерех асӑннӑ наградӑсемсӗр пуҫне вун-вун конкурс-фестивале хутшӑнса палӑрнӑччӗ. Акӑ, сӑмахран, Пӗтӗм Раҫҫейри «Атӑлҫи театр сезонӗсем» фестивальте «Музыка спектаклӗнчи арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» ята ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Хусан патшалӑх хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 2001 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне килнӗ те кунта чунӗпе парӑнса ӗҫленӗ.
Елена Рябцева режиссерӑн нумай пулмасть ҫеҫ хатӗрлесе ҫитернӗ кӗске метражлӑ «Юман» фильмӗ Шупашкара килӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи (унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр) кинозалта 18 сехетре кӑтартӗҫ.
Драмӑпа паллашнипе пӗрлех ҫӗнӗ ӗҫе епле ӳкерни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Кун пирки Елена Рябцева Фейсбукра хыпарланӑ. Фильмра ӳкерӗннӗ Нина Яковлевӑпа тата Иосиф Дмитриевпа пуплеме те май килӗ.
Елена Рябцева Хусанти «Время кино» (чӑв. Кино вӑхӑчӗ) форума тата унти Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн Ҫамрӑксен центрне тав тунине пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесе шӑпах пӗлтӗрхи ҫав форумра проект пӗрремӗш вырӑн йышӑнса хӑйне валли ҫул уҫнӑ-ҫке. «Русская Фильм Группа» (чӑв. Вырӑс фильм ушкӑнӗ) корпорацие те режиссер тав тӑвать.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗпе электрон документацийӗн архивӗ РСФСР тата Чӑваш халӑх артисткипе, Нина Яковлевӑпа, «Нина Яковлева: С театром навеки» (чӑв. Нина Яковлева: театрпа ӗмӗрлӗхе) электрон кӑларӑмра паллаштарать.
Хисепе тивӗҫ кӑларӑма «Чӑвашкинора» К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине те халалланине пӗлтернӗ.
Икӗ пайран тӑракан ӗҫре халӑх юратакан артисткӑн ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ вырӑн тупнӑ. Мускаври театр ӳнерӗн аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ тапхӑра та аса илнӗ. Тата, паллах, театрти кун-ҫул. Тӗрлӗ сӑн ӳкерчӗкпе тата видеоматериалпа пуянлатнӑ.
Тӑван театра ҫаврӑннӑ ӳнер учрежденийӗнче Нина Яковлева 1961 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта вун-вун сӑнар калӑпланӑ. Кинора та, сӑмах май, ӳкерӗннӗ.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ачасемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Александр Демидов, Григорий Федоров тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Галина Кузнецова ҫитнӗ.
Вулавӑш ӗҫченӗ Татьяна Уразаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем артистсенчен нумай япалана ыйтса пӗлме ӑнтӑлнӑ, ыйту ҫине ыйту панӑ. Сцена ӑстисем кӑмӑлтан тата чунтан хуравланӑ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ май сцена ҫине пуҫласа тухни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Унтан артистсем Корней Чуковскин «Муха-Цокотуха» юмахне тӗпе хурса ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасем хӑйсене артист евӗр тытса пӑхнӑ, юмахри сыпӑксене вуланӑ.
Александр Демидов «Яблочко» (чӑв. Панулми) ташласа кӑтартнӑ.
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, 2003 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята тивӗҫнӗ Александр Степанов (Пӑртта) 55 ҫул тултарнӑ.
Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнче ҫуралнӑскер Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш пукане тетарӗнче ӗҫленӗ, кайран Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫнӑ. Унта ӑна Н. Сидоров пьесипе лартнӑ «Шупашкарти савни» спектакльти тӗп сӑнара тӳрех шанса панӑ.
Ҫак ҫулсенче Александр Пӑртта Б. Чиндыковӑн «Урасметӗнчи» Тусмета, Н. Сидоровӑн «Кӗтрӗм сана, кӗтрӗмӗнчи» Сашӑна, Е. Еллиевӑн «Пирӗн пурнӑҫ ҫавнашкалӗнчи» Сергея, Ф. Галиев «Чуниллинчи» Гаптрие, Ф. Буляковӑн «Пилсӗр юратӑвӗнчи» Булата, М. Ладон «Ирпе автан авӑтсанӗнчи» Хуҫана, А. Хмытӑн «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗмӗнчи» Сӑхман Сахрунне вылянӑ. Унӑн пур сӑнарне халӗ асӑнса та пӗтереймӗн.
Александр Пӑртта сӑвӑсем, поэмӑсем тата пьесӑсем ҫырать. Унӑн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗсенче лартнӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ 85 ҫулхи юбилее хатӗрленет. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ҫуралнӑ кунӗ — ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче. Шӑп та лӑп ҫав кун 85 ҫул каялла ӑна Ленинградри Эдвин Фейертаг тата Маргарита Фигнер режиссерсем пуҫарса янӑ. Вӗсемех чӑваш сценин малтанхи артисчӗсене куракан умӗнчи чӗрӗ вӑйӑ вылявне хӑнӑхтарнӑ.
Юбилее, тӗрӗссипе, унчченхи мероприятисен вӑхӑтӗнче те шута илнӗ-ха. Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, сӑмахран, сумлӑ куна халалласа Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче Яковлев вулавӗсем иртнӗччӗ.
Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче театрӑн юбилейне халалланӑ курав уҫӑлӗ. Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехетре «С днем рождения, театр!» (чӑв. Ҫуралнӑ кун ячӗпе, театр!) ача-пӑча уявӗ иртӗ, «Кот в сапогах» спектакль кӑтартӗҫ. Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче театрта юбилей каҫне пуҫтарӑнӗҫ.
Паян ирпе Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче чӑн-чӑн ҫӑлтӑра, чӑваш сценин тӗлӗнмелле пысӑк шайри ӑстине, халӑх тивӗҫлипех юратакан артиста, СССР халӑх артисткине, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Вера Кузьминана чечекпе кӗтсе илнӗ. Йышра театрӑн пуслӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, Наталия Сергеева режиссер тата унӑн ҫумӗ Галина Скворцова пулнӑ.
Аса илтерер, «Ылтӑн маска» преми лауреачӗсен ячӗсене иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Театр ӳнерне аталантарас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн» номинацире палӑртнӑччӗ.
Вера Кузьминана, премие тивӗҫнӗ тата тепӗр 11 театр ӑстине Мускаври Пысӑк театрӑн Шурӑ фойинче чысланӑ.
Мускава пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр ывӑлӗпе Атнер Петровичпа, кинӗпе Гажидма Дамбаевнӑпа тата мӑнукӗпе Петрпа кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |