Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнчи тӳрем валли ят шыраҫҫӗ. Ӑна театр никӗслевҫин Борис Марковӑн ятне пама пултарӗҫ. Ку ыйтӑва пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртекен комисси ларӑвӗнче пӑхса тухӗҫ.
Борис Марков — Раҫҫей тата Чӑваш халӑх артисчӗ, тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, К. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Оперӑпа балет театрӗ умӗнче ҫавӑн пекех унӑн бюстне те вырнаҫтарасшӑн.
Ларура ултӑ ыйту пӑхса тухӗҫ. Вӗсен йышӗнче — Трактор тӑвакансен проспектӗнчи парка «Кадетсен рашчи» тата хулари пӗр урама КПСС Чӑваш обкомӗн пӗрремӗш секретарӗн Илья Прокопьевӑн ятне парасси.
Чӑваш Енре кӑҫалхипе 19-мӗш ҫул «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртрӗ. Кӑҫалхине Пушкӑртстанри Дина Давлетшина критик та хаклассине эпир пӗлтернӗччӗ. Конкурса, аса илтерер, театрсем хӑйсен чи лайӑх спектаклӗсене тӑратаҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал республикӑри профессиллӗ 6 театр коллективӗ хутшӑннӑ.
Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, ӑмӑртӑва пӗтӗмлетнӗ. Анчах, эпир илтнӗ тӑрӑх, юрласа та ташласа тӑман, ҫӗнтерӳҫӗсене асӑннипех ҫырлахнӑ. Ҫакӑ театр ӗҫченӗсем те Кемӗрти инкекшӗн хурланнипе ҫыхӑннӑ.
«Чи лайӑх музыка» номинацире «Виҫ кӗтеслӗ юрату» спектакльти кӗвӗпе Лолита Чекушкина ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх сценографи» номинацире Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи Валентин Федоров («Чиполлино») палӑрнӑ. «Хӗрарӑмӑн чи лайӑх сӑнарӗ» ята Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артистки Анна Кудряшова («Хӑв пурӑнас килнӗ пек ан пурӑн») тивӗҫнӗ, «Арҫыннӑн чи лайӑх сӑнарне» — Вырӑс драма театрӗнчи Александр Смышляев («Венецианские близнецы»), «Иккӗмӗш планри ли лайӑх сӑнар» — Геннадий Виноградов (оперӑпа балет театрӗ лартнӑ «Чиполлино»). «Чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире Ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев («Виҫ кӗтеслӗ юрату») ҫӗнтернӗ.
Шупашкарта «Юмахсен каруҫҫелӗ» гастроль фестивалӗ уҫӑлнӑ. Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ ӑна 10-мӗш ҫул ирттерет ӗнтӗ.
Кӑҫал сцена ҫине Сочи, Мускав артисчӗсем малтан тухнӑ. Сочири «Саквояж» пукане театрӗ пирӗн патра пӗрремӗш хут пулнӑ. Вӗсем пукане циркӗ кӑтартнӑ. Вӑтам ӗмӗрсенче ҫуралнӑ жанр чи йывӑррисенчен пӗри шутланать.
Мускаври «Отражение» театр артисчӗсем те куракансене пукане театрӗн тӗнчине илӗртме пултарнӑ. Артистсем сцена ҫинче кӑна мар, куҫса ҫӳрекен лапамсенче те, ҫав шутра вӗренӳ учрежденийӗсенче те, хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштараҫҫӗ.
Ака уйӑхӗнче гастроль фестивальне Ҫырчаллӑри, Йошкар-Олари, Нарьян-Марари театрсем хутшӑнӗҫ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ никӗсленнӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалласа Яковлев вулавӗсем иртнӗ.
Мероприятие театрӑн тӗп режиссерӗ, актер, поэт, публицист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Иосиф Дмитриев-Трер ертсе пынӑ. Вӑл каланӑ тарӑх, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ е Ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнче театра юратакансен клубне уҫмалла.
«Пире ҫыракансем, куракансем, театр ҫинчен шухӑшлакансем, ҫырма, калаҫма пултаракан ҫынсем кирлӗ», – тенӗ Иосиф Александрович. Клуб ларӑвӗсенче пьесӑсем вулама, спектакльсем курма, вӗсене хаклама тата театр ҫинчен пӗтӗмӗшле калаҫма палӑртнӑ.
Хальхи тӗл пулура «Чӑваш драматургийӗн пуҫламӑшӗ» тема тавра калаҫнӑ, И.Я. Яковлев вӗренекенӗсем хайланӑ драматурги тексчӗсене вуланӑ.
Чӑваш Енре 19-мӗш ҫул ӗнтӗ «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Театрсем унта хӑйсен чи лайӑх спектаклӗсене тӑратаҫҫӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне кӑҫал республикӑри профессиллӗ 6 театр коллективӗ хутшӑнӗ. Конкурс условийӗнче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, кашнин икшер ӗҫпе тупӑшма юрать. Анчах ку майпа Драмӑн сӑнавлӑ патшалӑх театрӗ тата Оперӑпа балет театрӗ усӑ курман — вӗсем пӗрер спектакльпех ҫырлахнӑ.
«Чӗнтӗрлӗ чаршаври» ӗҫсене хаклакан йыш ултӑ ҫынран тӑрать: ЧР Культура министерствин пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Ефимова, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн искусствоведени пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ Любовь Бушуева, Оперӑпа балет театрӗн литературӑпа драматурги пайӗн ертӳҫи Ольга Митина, Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Галина Скворцова, Чӑвашрадиовӑн радиовещанин службин шеф-редакторӗ Ольга Тургай. Аякран килнӗ хӑна та пур. Пушкӑртстанӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, театровед, театр критикӗ Дина Давлетшина тӳресен ертӳҫи пулӗ.
Конкурса Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Вырӑс драма театрӗнче пӗтӗмлетӗҫ.
«Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией». Ҫакӑн ятпа питех те кӑсӑклӑ интервьюна Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларса тӑракан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленӗ. Унта Раҫҫейӗн гуманитари институчӗн театрпа кино кафедрин доценчӗ, «Современная драматургия» журналӑн критикӑпа теори пайӗн ертӳҫи, искусствоведени кандидачӗ Полина Богданова Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗпе Иосиф Дмитриевпа калаҫнӑ.
Ум сӑмахра Иосиф Александрович театр енӗпе актер тата режиссер пӗлӗвӗллӗ пулнине, пӗрремӗшне вӑл Ленинградра (хальхи Питӗрте. — Т.Т.), теприне Мускавра илнине каланӑ.
Интервьюна вуласан Иосиф Дмитриевӑн чун ыратӑвӗпе пӑшӑрханӑвӗ, савӑнӑҫӗпе талпӑнӑвӗ куҫ умне тухать. Вӑл, тӗслӗхрен, Чӑваш Енре театр критики ҫуккишӗн пӑшӑрханать. (_Сӑмах май, ку шухӑша темиҫе ҫул каяллах Борис Чиндыков драматург та вӗҫӗмех калатчӗ_). Наци драматургине лартма ӑнтӑлни пирки ыйтсан Иосиф Александрович ҫапла хуравланӑ: «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла».
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ районсем тӑрӑх ҫӳрет. Ку таранччен артистсем Тӑвай, Йӗпреҫ, Елчӗк, Вӑрмар, Хӗрлӗ Чутай тата ытти районта пулнӑ. Ыран, пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, труппа Комсомольски районне ҫитме палӑртнӑ.
Каҫал тӑрӑхӗнче пурӑнакансем «Ялта» драмӑна курса киленӗҫ. Спектакль пуҫланиччен Комсомольски районӗнче ҫуралса ӳснӗ артистпа Валерий Карповпа тӗлпулу иртӗ. Унта РСФСР халӑх артистки, Вӑрмар районӗн хисеплӗ ҫынни Нина Яковлева та хутшӑнӗ.
Гастроль валли «Ялта» драмӑна ахальтен суйламан. Унта театрӑн пӗтӗм труппи хутшӑнать. Спектакль Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ тата Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Яковлев вулавне хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна аслӑ вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине тата театрӑн 85 ҫулхине халалланӑ.
«Чӑваш драматургийӗн пуҫламӑшӗ» ятпа ирттерекен вулава пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче 13 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче ирттерӗҫ. Ун вӑхӑтӗнче драматурги хайлавӗсене вулӗҫ. Вӗсене хӑй вӑхӑтӗнче Чӗмпӗрти чӑваш учителӗсен шкулӗнче вӗреннисем ҫырнӑ.
Мероприятие театрӑн илемлӗ ертӳҫи Иосиф Дмитриев ертсе пырӗ. Кун пирки Фейсбукра театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтернӗ.
Хыпара сӳтсе явма хутшӑннӑ Иосиф Дмитриев режиссер мероприятие Виталий Родионов профессор хутшӑнассине пӗлтернӗ.
Мускаври «Современник» театр актерӗ Михаил Ефремов Самарти гастрольте куракансене кӳрентернине пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухӗҫ. Кун пирки федераци МИХӗсене паян ирпе театрӑн ертӳҫи Игорь Попов пӗлтернӗ.
Театр Гарольд Пинтерӑн «Не становись чужим» пьеси тӑрӑх лартнӑ спектакльпе гастрольте пулнӑ. Спектакль хыҫҫӑн куракансенчен пӗри халӑх тетелӗнче Михаил Ефремова хурласа ҫырнӑ. Актер сцена ҫине ҫур сехет кая юлса тухнӑ, вӑл ӳсӗр пулнӑ, текста пӑтраштарнӑ, сӑмахсене манса кайнӑ иккен. Хытӑрах калама ыйтсан куракансене усал сӑмахпа хуравланӑ имӗш. Билетсем 4 пинтен пуҫласа 7 пин тенкӗ таран тӑнӑ.
РБК пӑтӑрмах пирки ӑнлантарма ыйтсан: «Самарӑри кураканшӑн ку вӑл кӑткӑс пьеса. Урӑх нимӗн те каламӑп», — тенӗ иккен Михаил Ефремов.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи кӗркунне, чӳк уйӑхӗн 28-30-мӗшӗсенче Чӗмпӗр облаҫӗнчи Димитровград хулинчи А.Н. Островский ячӗллӗ драма театрӗнче гастрольпе пулӗ.
Инҫе ҫула тухма «Большие гастроли для детей и молодежи» (чӑв. Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем) театр проектне лекме пултарнипе май килӗ. «Большие гастроли» (чӑв. Пысӑк гастрольсем) проекта РФ Культура министерстви 2014 ҫултанпа йӗркелет. Пӗлтӗр ведомство «Ачасемпе ҫамрӑксем валли пысӑк гастрольсем» енпе те укҫа уйӑрма пуҫланӑ. Пирӗн республикӑри ҫамрӑксен театрӗ пӗлтӗрех унта лекнӗччӗ. Ун чухне вӑл Мари Элти Йошкар-Олара, Волжскра, Чикмере (Козьмодемьянскра), Звениговӑра пулнӑччӗ, асӑннӑ республикӑри шкул-интернатсенчен пӗринче ыр кӑмӑллӑх спектаклӗ кӑтартнӑччӗ.
Димитровградра артистсем «Веселые уроки ОБЖ», «Жила-была Сыроежка», «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен», «Юрату пурах иккен» спектакльсем лартӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |