Юпан 20–24-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Ачасем валли ҫыракан наци драматургӗсен пултарулӑх лабораторийӗ» регионсем хушшинчи лаборатори-форум ирттерет.
Мероприяти тунтикун, юпан 20-мӗшӗнче, 13 сехет те 30 минутра театрӑн Пӗчӗк залӗнче уҫӑлать. Ун чух пӗрремӗш лаборатори те иртӗ. Теми — юмахсемпе халапсем ачасене воспитани парассине витӗм кӳни. Беларуҫ Республикинчи Светлана Лаптева текен авторӑн «Небесные звонари» пьеса эскизне Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Наталья Шамбулина режиссер евӗр кӑтартӗ. Михаил Сунталӑн «Тӑм чӗлхе» пьесине те ҫав кун вуламалла. Ку та Наталья Шамбулина ӗҫӗ пулӗ. Унтан лаборатори ертӳҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ Ирина Мягкова, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ, эксперт-режиссер Валерий Персиков тата Сергей Фишер критик хутшӑннипе лабораторие сӳтсе явӗҫ.
Каҫхине, 18 сехет те 30 минутра, Наци спектаклӗсен фестивальне Калмӑкри А.Басангов ячӗллӗ наци драматурги театрӗн «Араш» спектакльне кӑтартӗҫ.
Ытти кун та лабораторисем ӗҫлӗҫ-ха. Наци спектаклӗсен фестивалӗ пынӑ май ытларикун, сӑмахран, Иосиф Трер лартнӑ «Ама кайӑк ҫулӗпе» спектакль кӑтартӗҫ.
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ куракан патне ҫӗнӗ проект ҫитерессишӗн тӑрӑшать. Вӑл Светлана Дорожко ҫамрӑк режисерӑн «Спящая Красавица» (чӑв. Ҫывӑракан пике) ятлӑ спектаклӗ пулӗ. Вӑл кунти ҫын мар, ӑна спектакль лартма Санкт-Петербургран Чӑваш Ене чӗнсе илнӗ.
Спектакле Питӗрти театр академине вӗренсе пӗтернӗ Евгения Терентьева художник-постановщик капӑрлатать. Хӑй вӑл Шупашкартанах, маларах Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ.
Театрта ҫамрӑк йыш сцена ӗҫне ҫӗнӗ варкӑш кӗртсе куракана тыткӑнласса шанаҫҫӗ.
Премьерӑна юпан 19-мӗшӗнче кӑтартасшӑн. Спектакль лартма театр Раҫҫейӗн Культура министерствин грантне ҫӗнсе илнӗ.
Юпан 7-11-мӗшӗсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ Калмӑк Республикинчи Элиста хулине гастроле кайнӑ. Артистсем ачасене тата аслисене спектакльсем кӑтартӗҫ: «Один дома», «Собаки», «Суя пурнӑҫ», «Тӑм тивнӗ чечексем».
Юпан 7-мӗшӗнче Б.Басанов ячӗллӗ наци драма театрӗнче гастрольсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Чӑвашсене калмӑксем наци йӑли-йӗркипе килӗшӳллӗн кӗтсе илнӗ.
Ҫамрӑксен театрӗн директорне Елене Николаевӑна наци тӗрриллӗ шурӑ алшӑлли парнеленӗ. Ку тасалӑх тата ӑс палли-мӗн. Пирӗн артистсем вара вӗсене наци пуканисене парнеленӗ. Куракансемшӗн Иосиф Дмитриев хатӗрленӗ «Лгунья» постановка чӑн-чӑн парне пулнӑ.
Б.Басанов ячӗллӗ наци драма театрӗ вара Чӑваш Енре юпан 20–24-мӗшӗсенче пулӗ, Шупашкарта, Канашра, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта спектакльсем кӑтартӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче премьера пулчӗ. «Ашшӗн ачисем» спектакле курма халӑх чылай пухӑнчӗ.
Спектакль режиссерӗ — Валерий Карпов. Ӑна Сергей Найденовӑн «Дети Ванюшина» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ. Вырӑсларан чӑвашла Порфирий Афанасьев куҫарнӑ.
Драмӑра вӑтам пурӑнакан ҫемьене сӑнласа кӑтартнӑ. Ҫемье пуҫӗ Ванюшин пӗр вӗҫӗм укҫа ӗҫлесе илесси ҫинчен шухӑшлать, ачисем епле ӳссе ҫитӗннине те курмасть. Пӗр ҫемьери 6 ача пӗр-пӗриншӗн — пачах ют. Пурте укҫашӑн. Ашшӗ курпунлӑ хӗрне Клавдие укҫа парса качча ярать. Людмилӑна та ҫапла майпа путсӗр арҫынна парса ярать. Константин — хытӑ чунлӑ ҫын. Вӑл та укҫа ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать. Костьӑна иккӗмӗш сыпӑкри йӑмӑкӗ юратса пӑрахать, унӑн ҫие юлать. Хӗре намӑслантарса килтен кӑларса яраҫҫӗ. Кӗҫӗн ывӑлӗ Алексей ҫеҫ укҫашӑн хапсӑнмасть. Ӑна ку килте сывлама та йывӑр.
Пӗр кунхине Ванюшин арӑмӗпе чунне уҫса калаҫать. Вӑл ӗмӗрӗпех ачисемшӗн тӑрӑшнӑ-мӗн. Вӗсене ятланӑ, анчах чунӗ епле ҫуннине никам та курман. Юлашкинчен Ванюшин ӑсран тайӑлма тытӑнать. Константин киле пулас арӑмне илсе килет.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрне юраткансемшӗн ӗнер чӑннипех те пысӑк уяв пулчӗ. Театр черетлӗ сезон уҫрӗ. Юлашки темиҫе ҫулхиллех — Федор Павловӑн «Ялта» пьеси тӑрӑх театрӑн ӳнер ертӳҫи Валерий Яковлев лартнӑ драмӑпа. Хупма та, уҫма та ҫав спектакле суйлани куракан йӑлӑхтарса ҫитерменни тулли зала пӑхсан куҫкӗрет. Партер та, балкон та лӑк тулличчӗ. «Туйне курассишӗнех килтӗм», — текенсем те пурччӗ залра. Мӗншӗн ҫак спектакле суйлани пирки Валерий Яковлев тӗп режиссерӑн хӑйӗн ӑнлантарӑвӗ: пӗрремӗшӗнчен, «Ялтана» халӑх юратать, иккӗмӗшӗнчен, унта мӗнпур актер вылять.
Спектакль пуҫланас умӗн театрӑн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлаканӗ Юрий Владимиров кӑҫалхи плансемпе паллаштарчӗ. Юпан 8-мӗшӗнче куракансене театр премьерӑна йыхравлать. Ун чух Антон Чеховӑн «Дети Ванюшина» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Ашшӗн ачисем» спектакле кӑтартӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул валли яланхиллех юмах лартӗҫ. Репертуарти ҫӗнӗ ӗҫсен шутӗнче хальхи вӑхӑтри тата классик авторсен ӗҫӗсем те пур. Сӑмахран, Владислав Николаев журналистӑн «Манра Пихампар чунӗ» спектакль. Е тата Марина Карягина тележурналистӑн «Куккуклӑ сехет» пьеси тӑрӑх лартнӑ ӗҫ.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ акцисемпе проектсем пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшать. Халӗ, акӑ, асӑннӑ учреждени Республикӑри психиатри пульницинче «Килте пӗччен» интерактивлӑ спектакль кӑтартнӑ. Ку вӑл — «Театрӑн васкавлӑ пулӑшӑвӗ» социаллӑ проектпа килӗшӳллӗн пулса пыракан ӗҫ. Ӑна вӑл пӗлтӗр пурнӑҫа кӗртме тытӑннӑ. Асӑннӑ проектпа килӗшӳллӗн лартнӑ спектакльсемпе артистсем пульницӑсене, ача-пӑча ҫурчӗсене, интернат-ҫуртсене, ҫулланнисем пурӑнакан ҫуртсене ҫитеҫҫӗ.
Спектакльти тӗп сӑнарсем — Пӗчӗк ачапа Карлсон. Астрид Линдгрен швед ҫыравҫин хайлавӗнчи ку сӑнарсене пӗлмен ҫын та ҫук-тӑр. Ҫамрӑксен театрӗ лартнӑ спектакльти персонажсем килте епле тытмаллине вӗрентеҫҫӗ, хӑйсемпе вӑййа та хутшӑнма чӗнеҫҫӗ.
Юратса пурнӑҫланӑ ӗҫе ачасем те, аслисем те кӑмӑлтан йышӑннине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем спектакле кӑмӑлтан пӑхнӑ иккен, кулмалла ҫӗрте ахӑлтатса кулнӑ, сӑнарсемшӗн пӑшӑрханмалла чух вӗсемпе хурланнӑ. Тухтӑрсем вара театра тав тунӑ, тата пырса ҫӳреме чӗннӗ.
Сӑнсем (3)
Оперӑпа балет театрӗ ҫӗнӗ сезона «Нарспи» поэмӑпа уҫнӑ. 55-мӗш сезон уҫӑлнӑ чухне зал лӑк тулли пулнӑ. «Нарспи» оперӑн ҫӗнӗ варианчӗ куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Унта халӑх йӑли-йӗркине лайӑх уҫса кӑтартнӑ. Оперӑри кӗвӗ те ҫӳллӗ шайра пулнӑ.
Актерсен тумтирӗсем те чаплӑ пулнӑ. Вӗсене йышӗнче пӗрешкелли курӑнман. Тумтире Мускаври ҫӑмрӑк ӳнерҫӗ шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна ку ӗҫре пултарулӑх ушкӑнӗ те пулӑшнӑ.
Тумтир енӗпе ӗҫлекен ӳнерҫӗ Нина Федорова каланӑ тӑрӑх, театрта тури чӑвашсен тумтирне ҫеҫ кӑтартаймӑн. Унта — чӑваш костюмӗн паллисем.
Сцена та ҫӗнӗ тумтир «тӑхӑннӑ». Декорацисем хӑвасем пулнӑ. Вӑл кашни чӑваш ялӗнчех тӗл пулать.
Актерсем оперӑна тӗплӗн хатӗрленнӗ. Константин Ефремов Тӑхтаман рольне 15 ҫула яхӑн калӑплать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку постановка ӑна ҫывӑх пулнӑ. Оперӑра Тӑхтаман — вӑй питти арҫын. Нарспи сӑнарӗ вара хальхи пурнӑҫпа килӗшӳллӗн пулса тухнӑ. Унан кӑмӑлӗ — ҫирӗп. Сетнер амӑшӗн сӑнарӗ хурлӑхлӑ пулса тухнӑ. Опера финалӗ халӗ Авалхи Грецири трагедие аса илтерет.
Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн художество ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ, тӗрлӗ преми лауреачӗ Валерий Яковлев 75 ҫул тултарчӗ. Вӑл 1939 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнчи Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫуралнӑ. Патшалӑхӑн театр искусствин патшалӑх институчӗн актер тата режиссер факультечӗсене вӗренсе пӗтернӗ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1961 ҫултанпа актерта, 1967 ҫултанпа режиссер-постановщикра ӗҫлеме тытӑннӑ. 1979–1990 ҫулсенче вӑл тӗп режиссерта, 1990-мӗш ҫултанпа художество ертӳҫинче ӗҫлет.
Валерий Яковлев — Раҫҫей культурин тата ӳнерӗн паллӑ ӗҫченӗ. Вӑл чӑваш театрне профессионализмпа илем енчен тепӗр шая ҫӗкленӗ тата чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркине театр илемӗпе пуянлатнӑ. Валерий Яковлев пултарулӑхӗ тӗрлӗ енлӗ тата пуян.
Унӑн Борис Чиндыков пьесипе лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектаклӗ 1990-мӗш ҫул Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейӗн чи лайӑх спектаклӗсем» фестивальте, 1991-мӗш ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗнче, 1992-мӗш ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри «Федераци-92» фестивальте пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннӑ, Раҫҫейри лайӑх спектакльсен шутне кӗнӗ.
Ыран Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон уҫӑлать. Халӑха театр репертуарӗнчи ҫӗнӗ спектакльсенчен пӗрне, «Пирӗн атте авланать» ятлине, йыхравлаҫҫӗ. Ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Иовлев пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов режиссер лартнӑ.
Каҫхине куракана камитпе савӑнтарӗҫ, анчах кӑнтӑрла та театр хӑйӗн асамлӑхӗпе киленме йыхравлать. Кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре унта Чӑваш Республикин тата Казахстан Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗн Иосиф Трерӑн пысӑк ӗҫне — «Чӗрӗ сӑмах» музыкӑпа сӑвӑ ревюне — куракан патне ҫитерӗҫ. Ӑна 20 ӗмӗрти хӑватлӑ поэтсен поэзине халалланӑ. Ҫав шутра Геннадий Айхи те пур. Спектакль валли билет сутса пухнӑ «кӗмӗле» Геннадий Айхи ячӗллӗ фонда куҫарӗҫ.
Авӑнӑн 18-мӗшӗнче Вырӑс патшалӑх драма театрӗ 92-мӗш сезонне «Орфей тата Эвредика» драмӑпа уҫать. Ӑна Жан Ануйӑн «Эвредика» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ.
Спектакль премьери 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче пулнӑ. Сергей Юнгас постановщик режиссер каланӑ тӑрӑх, спектакль кӑшт улшӑннӑ. Актерсем хушшинче те улшӑну пулнӑ. Унта Хусанти театр училищине пӗтернӗ Исмаил Махмутов ҫамрӑк актер хутшӑнать.
Ҫавӑн пекех спектакльте ытти ҫамрӑк актерсем те выляҫҫӗ: Сергей Куклин, Оксана Ананьева, Александр Смышляев, Александрпа Татьяна Володинсем, Людмилӑпа Леонид Казимирсем, Диана Яковлева, Чӑваш халӑх артистки Лариса Родик тата Александр Тырлов.
Спектакль каҫхи 6 сехет ҫурӑра пуҫланать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |