Республикӑн Культура министерстви «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс валли материалсем пухма пуҫлассине пӗлтерет.
Ҫулсеренех иртекен конкурса хутшӑнас текенсен заявкисене кӑрлачӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 13-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Унта сцена ҫине пӗлтӗр кӑларнӑ спектакльсене кӗтеҫҫӗ. Кашни театрӑн икӗ спектакльтен ытла тӑратмалла мар. Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ номинаци валли пӗрер кандидат сӗнмелле.
Ку конкурса Театр кунӗ тӗлне, вӑл пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пулать, пӗтӗмлетекенччӗ.
Иртнӗ эрнере, кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче «Сутӑн илнӗ чыс» драмӑн ҫӗнетнӗ вариантне кӑтартнӑ — кун пирки Тимӗр Акташ журналист пӗлтерет.
Чи малтанах Анатолий Хмытӑн «Сутӑн илнӗ чыса» пӗлтӗр, юпан 17-мӗшӗнче, кӑтартнӑччӗ. Спектакле ун чухне чӑваш халӑх артисчӗ Иван Иванов лартнӑччӗ. Хальхинче кам режиссёр пулнине Тимӗр Акташ пӗлтермерӗ. Пьесӑра Афган вӑрҫин вӑхӑтне ҫутатса панӑ.
Ку спектакль унччен виҫӗ хутччен халӑх тулли пухӑннипе иртнӗ пулин те ӑна критиклекенсем те тупӑннӑ иккен. Афган вӑрҫине хутшӑннисене, сӑмахран, ордена тивӗҫсӗррине пани килӗшмен. Тимӗр Акташ хыпарланӑ тӑрӑх куракансене Николай Сергеев артист вылякан Манко сӑнар кӑмӑла кайман имӗш (Тимӗр Акташ сӑлтавне пӗлтермест). Тепӗр самант — пьесӑра наркотик темине ҫутатни. Спектакль курма ача-пӑчана та илсе килеҫҫӗ те ку вӑл вӗсене япӑххине вӗрентме пултарӗ тесе сӑмахланӑ. Ҫавах та кунта каласа хӑварас пулать — спектакль ку пулӑма лайӑх енчен ҫутатмасть. Ҫак критикӑсене пулах ӗнтӗ тӑваттӑмӗш хут лартасси пирки пӗлтернӗ пулин те спектакле кӑтартман, ӑна ҫӗнетес тӗлӗшпе ӗҫе пуҫӑннӑ.
Паян республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне — Раҫҫей тата чӑваш пичечӗн кунӗсене — паллӑ тунӑ. Уяв Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче иртнӗ.
Фойере яланхиллех МИХсем, издательствӑсем тата карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗсем (пичет кунӗпе вӗсем хӑш енчен ҫыхӑннине ӑнлансах пӗтереймерӗмӗр те… Юрӗ, пурне те пӗлмесен те) хӑйсен ӗҫ-хӗлӗпе паллаштаракан куравсем хатӗрленӗ. Вӗсемпе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ. Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗн стенчӗ умӗнче вара тележурналистсем ӑна тӳрӗ эфирта уяв ячӗпе саламлама май туса панӑ.
Михаил Игнатьев пресса кирек хӑҫан та халӑх шухӑшне йӗркелекен инструмент пулса тӑнине палӑртнӑ. Республикӑн Правительствипе вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем вара МИХсемшӗн уҫӑ пулма, пӗлтерӗшлӗ пулӑмсем пирки вӑхӑтра пӗлтерме тӑрӑшаҫҫӗ тенӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл журналистсене гражданла активлӑ позици йышӑннӑшӑн, тӑван республикӑна юратнӑшӑн, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркине тытса пырассине сарнӑшӑн тав тунӑ. Чӑваш Ен влаҫӗ хӑйне тӗрӗс критикление те кӑмӑлланине палӑртса хӑварнӑ Элтепер.
Сӑнсем (80)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра харӑсах икӗ культура ҫуртне юсаса ҫӗнетме палӑртаҫҫӗ. Тулаш тата шалаш енчен илемлетнипе пӗрлех вӗсене пысӑклатӗҫ.
Республикӑн тӗп хулин архитектурӑпа хула тӑвӑм управленийӗ культура учрежденийӗсене сармалли проектсене пӑхса тухса «Салают» тата Хусанкай ячӗллӗ культура ҫурчӗсене пысӑклатма йышӑннӑ. «Салют» калӑпӑшӗ 3 800 тӑваткал метр чухлӗ сарӑлӗ. Хусанкай ячӗллин — 5300 тӑваткал метр.
Хусанкай ячӗллӗ культура ҫуртне картиш еннелле пысӑклатӗҫ. Ҫак тӗллевпе ун ҫумне виҫӗ хутлӑ хушма ҫурт хӑпартса лартӗҫ. Ҫӗнӗ лаптӑка хореографи пӳлӗмӗсене тата унта ӗҫлекенсене ӗҫ пӳлӗмӗсем туса пама шухӑшлаҫҫӗ иккен. Курав залӗн калӑпӑшӗ те сарӑлӗ те ним мар пин ҫынна вырнаҫтарма май килӗ. «Салюта» вара урам енчен пысӑклатмалла. Унта та курав залӗ пин ҫын таран вырнаҫмалӑх сарӑлӗ. Унсӑр пуҫне ӑна ҫак культура учрежденине тӑватӑ хутлӑ тӑвӗҫ.
Сӑмах май, Трактор тӑвакансен культура керменӗ юсав списокне кӗмен курӑнать. Унта Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ хӗсӗнсе ӗҫлет.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ ачасен театр студине йӗркелесси пирки хӑй вӑхӑтӗнче эпир хыпарланӑччӗ. Ҫапла ирттерме театр ушкӑнӗсен «АВАНсцена» конкурсне ирттернӗ хыҫҫӑн Иосиф Дмитриев режиссер шут тытнӑ иккен.
Ача-пӑча театр студийӗ асӑннӑ театрта иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пулнӑ-ха, кайран ӑна Шупашкарти музыка училищи ҫумӗнче йӗркеленӗ. 1999 ҫулта ҫамрӑксен театрӗ каллех студи уҫнӑ.
Пӗчӗккисен ушкӑнне Чӑваш Республикин халӑх артистки Светлана Савельева, аслисенне Иосиф Дмитриев-Трер ертсе пыраҫҫӗ. Студине пурӗ 25 ача ҫӳрет иккен. Театр ӑсталӑхне вӗсене тӳлевсӗр хӑнӑхтараҫҫӗ.
Раштавӑн 22-мӗшӗнче пӗчӗк артистсем спектакльсем лартнӑ: кӗҫӗннисем — Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи курав, аслӑраххисем — Корней Чуковский «Муха-цокотуха» юмаха.
Сӑнсем (30)
Чылай вӑхӑт юсавра пулнӑ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ пысӑк зала уҫма хатӗрленет. Кун пирки республикӑн Культура министерстви пӗлтерет.
Театра юсама 2012 ҫулта 8 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Ҫав укҫана ӑшӑтмалли тытӑма, канализаци, шыв пӑрӑхӗсене, ҫивиттие ылмаштарма янӑ. Кӑҫал та юсав ӗҫӗсем малалла пынӑ май пысӑк зала юсаса пӗтернӗ. Ҫак тӗллевпе хыснаран 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «Кӗмӗл» курав залне те пысӑклатма май панӑ.
Ҫапах та театра пӗтӗмӗшле ҫӗнетсе пӗтермен-ха — ӑна ҫитес ҫул та юсӗҫ. Ҫак тӗллевпе Чӑваш Ен хыснинче 2014 ҫул валли тепӗр 10 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Апла пулин те вӑл тупра та ҫитмест. Мӗнпур ӗҫе тӗплӗн пурнӑҫлама 32 миллион тенкӗ кирлӗ иккен.
Тӳррипе, Нарспи кӑна мар. "Айтарти" Пинерпи, "Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ"-ри Улине, "Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗнчи" Эрнепи тата ытти рольсем. Кунсӑр пуҫне вырӑс классикӗсен мӗн чухлӗ хайлавӗнчи миҫе тӗп сӑнара калӑпламан-ши? Чӑваш театрӗн сцени ҫинче Нарспие нумай артист вылянӑ, анчах Нина Григорьева пекки пулманнине палӑртрӗ паян театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев. Тата вӑл кассӑна пырса "Паян Григорьева вылять-и?" - тесе ҫынсем ыйтнине, вӑл мар тӑк ҫаврӑнса кайнине аса илчӗ. "Сӗртӗнсе кӑна пӑхам-ха", - текенсем те пулнӑ иккен куракансем хушшинче халӑх юратнӑ артистка пирки. Е тата тупса илме ҫук вӑхӑтра Нина Григорьевӑна пӗр куракан Ӗренпур тутӑрне парнеленине аса илчӗ вӑл. Ҫак аса илӳсен авӑрне Валерий Яковлев Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артисткин Нина Григорьевӑн пултарулӑх каҫӗ иртнӗ вӑхӑтра путрӗ.
Нина Григорьева 1938 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Чиричкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 23-ре чухне вӑл Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтне вӗренсе пӗтернӗ, К.
Театрсен хӑйсен кун-ҫулӗ,
Хӑй пурнӑҫпе вӑл пурӑнать.
Ялан малти ретре вӑл пулӗ,
Ялан пурнӑҫа вӑл ҫутатать.
Артист — театрӑн пӗр пӗрчи вӑл,
Анчах та унсӑр ним те ҫук.
Артист — хӗвел, вӑлах ҫут ҫӑлтӑр,
Вӑл ҫутатать хӑй ҫуннӑ чух!
Раштавӑн 7-мӗшӗнче Орининти информаципе культура центрӗнче халӑх йышлӑ пухӑнчӗ. Кунта паян пурте пӗлекен, халӑх юратакан Оринин халӑх театрӗ 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Хӑйӗн тахҫанхи йӑли-йӗркипе Оринин — чӑннипех те театр сали. Оринин халӑх театрӗ ял историйӗнче темӗнле уйрӑм, пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Ӗлӗкех, кино та, телевизор та пулман чухнех этемлӗх театр енне туртӑннӑ. Мӗншӗн тесен театр — илӗртӳ тӗнчи, театр — туйӑмлӑх тӗнчи, театр — асамлӑх тӗнчи. Шекспир каланӑ сӑмахсене аса илсе «Оринин ялӗ вӑл хӑй театр» тесе калас килет. Чӑн та, Оринин ялӗнче театр ӗҫне хутшӑнман ҫынна тупма та йывӑр. Театр чапӗ вара тахҫанах тӑван Муркаш районӗнчен тухса пӗтӗм Чӑваш Республикипех сарӑлнӑ.
Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «Чӗрӗ сӑмах» спектакль премьери иртнӗ. Шел те, вӑхӑт хӗсӗккипе ҫитме май килмерӗ. Унта пулса курнисем вара премьера кӑмӑла кайнине палӑртрӗҫ.
Пьеса авторӗ тата режиссёрӗ — тӗлӗнмелле пултаруллӑ та ӑслӑ-тӑнлӑ чӑваш Иосиф Дмитриев (Трер). Музыкӑпа поэтика ревю ҫирӗммӗш ӗмӗрти поэзин классикӗсен — Ҫеҫпӗл Мишшин, Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн тата Геннадий Айхин — хайлавӗсенчен никӗсленнӗ. Вилӗмсӗр поэтсен сӑнарне туртса кӑларма пултаракан роле кама выляттарасси пирки Иосиф Трер пуҫ ватнине хам та ас тӑватӑп-ха. Кун пирки вӑл пӗр калаҫура палӑртнӑччӗ. Ҫапла вара Поэт рольне Сергей Никитина шанса панӑ. Спектакле Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн вӗренекенӗсене те явӑҫтарнӑ. Премьерӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗн гранчӗпе лартнӑ. Ӑна СССР халӑх артисткин пултарулӑхне тата Ҫамрӑксен театрӗ кӑҫалхи ҫуркунне сакӑр теҫетке ҫул тултарнине халалланӑ.
«Шӑплӑхра сасӑ илтӗнет.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче премьера пулнӑ. Хальхинче Арсений Тарасовӑн «Мунча кунне» лартнӑ. Тӳрех каласа хӑварам — тӗрлӗ сӑлтава пула ӗнер ҫитсе курайманнисем паян кайма пултараҫҫӗ: репертуара ӑна икӗ кун умлӑ-хыҫлӑ кӗртнӗ.
Асӑннӑ театрпа унӑн кураканӗсемшӗн асӑннӑ автор ячӗ ҫӗнӗ мар. Пытармасӑр каласан, Арсений Тарасов писатель-журналистӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Инҫет телей ҫути» драмӑна кайса курнӑ хыҫҫӑн 11 ҫулти ывӑлӑм чӑваш театрне юратса пӑрахнӑччӗ те ҫавӑнтанпа пӗр спектакле сиктерми пулнӑччӗ. Сӑмах май, 2003 ҫулта «Инҫет телей ҫути» Раҫҫей Федерацийӗн литературӑпа ӳнер енӗпе патшалӑх премине тивӗҫнӗччӗ. Шел те, тӗлӗнмелле тарӑн шухӑшлӑ ҫав спектакль паян — репертуартан кӑларнисен шутӗнче (нимӗн те тӑваймӑн, 2001 ҫулта лартнӑскерӗн театрти ӗмӗрӗ иртнӗ пуль ҫав ӗнтӗ…) Каярах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ Арсений Тарасовпа Ольга Туркай ҫырнӑ «Вӗҫсе иртеҫҫӗ кайӑксем» спектакле, 2009 ҫулта авторӑн тата тепӗр хайлавӗ тӑрӑх «Салтак шӑпи» спектакле лартрӗ.
Хальхи те драма.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |