К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн пуҫлӑхӗсем ҫинчен тӗрӗссине ҫыратӑп — вуламанҫи тӑваҫҫӗ, тӗрӗссине калатӑп — илтмӗше переҫҫӗ, тӗрӗссине халӑх патне ҫитерме тӑрӑшатӑп — манах вӑрҫаҫҫӗ, хӑратаҫҫӗ. Пӗрех каламасӑр чун чӑтмасть.
Октябрӗн 21-мӗшӗнче эпӗ театрта пултӑм. «Инкеклӗ телей» спектакль курма билет туянасшӑнччӗ, анчах РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева чирленӗ пирки асӑннӑ спектакле октябрӗн 29-мӗшӗнче сцена ҫинчен кӑтартмаҫҫӗ терӗҫ. Ун вырӑнне СССР халӑх артисчӗ В.Н. Яковлев лартнӑ «Куккуклӑ сехет» спектакль пулать терӗҫ. Ҫав кун театрта куракансен шучӗ ҫукпа пӗрехчӗ. Юлашки ҫулсенче В.Н. Яковлев режиссер лартнӑ спектакльсен шайӗ пӗчӗкленсе пынине пӗрре мар курса ӗненнӗ-ха, анчах та хальхинче кураканпа режиссер хушшинчи ҫыхӑну пач татӑлни мана тӗлӗнтерсех ячӗ.
Каларӑм ӗнтӗ, юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче — театрта пулнӑ май — Н. Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Мӗн-ши вӑл телей?» спектакль курса каяс терӗм. «Куракан ҫуккипе спектакль пулмасть», — терӗҫ. Юрӗ-ха. Иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсем ҫинчен кӑтартакан спектакле, ахӑртнех, куракан килӗштермест, паянхи пурнӑҫ ҫинчен ҫырнӑ — октябрӗн 22-мӗшӗнче пулакан «Кӗтӳҫ» спектакле — килсе курма шут тытрӑм.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ учрежденире икӗ теҫетке ҫул ытла тӗп бухгалтерта ӗҫленӗ Ирина Терентьева ӗнер пурнӑҫран уйрӑлса кайнине хурланса пӗлтернӗ. Хыпара Чӑваш Ен Культура, национальноҫсн ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ирина Терентьева 1962 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Чемен ялӗнче ҫуралнӑ. 1979 ҫулта Шупашкарти физикӑпа математика шкулӗнчен, 1984 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Малтанласа Приморье тӑрӑхӗнчи Дальнереченск хулинче ӗҫленӗ, 1992-1996 ҫулсенче ҫар службине контрактпа кайнӑ, унта командирӑн финанспа экономика енӗпе пулӑшуҫи пулнӑ. 1997-1998 ҫулсенче Чӑваш Енӗн Культура министерствинче ревизор пулнӑ, 1998 ҫулта ӑна Оперӑпа балет театрне тӗп бухгалтера ӗҫе илнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗ хӑйӗн мухтавлӑ ҫыннипе, СССР халӑх артисткипе Вера Кузьминапа, сывпуллашрӗ.
Ун пек пултаруллӑ, хӑйсем хыҫҫан тарӑн йӗр хӑваракан сумлӑ ҫынсем Ҫӗр ҫине ҫӗр ҫулта (е, тен, унран та сайрарах) пӗрре килеҫҫӗ пулӗ. Вӗсем кайсан тӗнче ҫавсен ҫывӑх ҫыннисемшӗн кӑна мар, пӗтӗм халӑхшӑн пушанса юлать пулӗ. Хӑй вара хӑйӗнпе мӑнаҫланса калаҫма юратман. «Сирӗн шая ҫитнӗ е ҫитме пултаракан артистсем пур пек-и паян театрта?» — тесе ыйтнӑччӗ ҫак йӗкесен авторӗ 2020 ҫулх нарӑс уйӑхӗнче журналист ӗҫӗпе тӗл пулсан. «Ан тӗлӗнтер-ха. Пурте манран иртсе кайнӑ халь. Ҫамрӑксем мӗнле лайӑх выляҫҫӗ. У-у-у! Вӗсенчен вӗренмелле те вӗренмелле. Эп халь вӗсенчен хам вӗренетӗп», — хуравланӑччӗ чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑватлӑ сцена ӑсти.
Вера Кузьминапа сывпуллашма республика Элтеперӗ Олег Николаев, депутатсем, тӗрлӗ шайри тӳре-шара, культура тата ӳнер ӗҫченӗсем, ӑна юратакан куракансем пуҫтарӑннӑ.
Вера Кузьминана Шупашкрати Б. Хмельницкий урамӗнчи 1-мӗш масар ҫинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ.
Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ҫынни, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Вӑл 97 ҫулта пулнӑ, пурӑннӑ пулсан ҫитес уйӑхра 98 ҫул тултармаллаччӗ...
Вера Кузьмина К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче 1947 ҫултанпа ӗҫленӗ. Ҫак ҫулсенче вӑл 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Вӑл 1923 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑ. Мускавра ГИТИСра вӗреннӗ. Тӑван ҫершывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче вӑл ыттисем пекех йывӑр ӗҫе хутшӑннӑ, вӑрман та каснӑ.
Вера Кузьмина — К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине, «Ылтӑн маска — 2017» премисене тивӗҫнӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Марина Карягина пьеси тӑрӑх Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх ҫамрӑксен премийӗн лауреачӗ Валерий Карпов режиссёр лартнӑ «Телей кайӑкӗ» премьерӑна кӑтартрӗҫ. Ӑна курма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та пынӑччӗ. Сцена ӑстисем валли вӑл сумлӑ чечек ҫыххи илсе пынӑ.
Куракансем спектакле ӑшшӑн йышӑнчӗҫ. Премьерӑра ялти чӗрӗ хӗрарӑмсем пӗтсе пыракан яла ҫӑлма тӑрӑшрӗҫ.
Калас тенӗ тарӑн шухӑша спектакльте ҫӑмӑллӑн та ытлашши тӑсса ямасӑр ҫитернӗ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче камера музыкин концерчӗ иртнӗ. Сцена ҫинчен чи лайӑх камерӑпа вокал лирикин тӗслӗхӗсем янӑранӑ. Ҫӗнӗ программӑна театрӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссерӗ Максим Жучин тата Ольга Нестерова тӗп дирижёр хатӗрленӗ.
Программӑна кӗртнӗ романссем хамӑр ҫӗршыври композиторсен шкулӗн классиксен пултарулӑхӗпе ҫеҫ мар, вырӑс поэчӗсеннипе те паллаштарнӑ.
Камера музыкин концертне Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Мария Еланова, Чӑваш халӑх артистки Маргарита Финогентова, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Татьяна Прытченкова, Татьяна Тойбахтина, Сергей Алексеев тата Иван Снигирев, Хакас Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Елена Соколова, Максим Карсаков, Константин Москалев, Владимир Ашмарин хутшӑннӑ.
Ҫак кунсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче сумлӑ ҫынсен паллӑ кунӗсене уявлаҫҫӗ.
Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш халӑх артистки Валентина Смирнова-Геворкян театр труппинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа 30 ҫул ҫитнӗ. Вӑл 1959 ҫулхи юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӳлхӗрринче ҫуралнӑ. Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи вокал уйрӑмӗнчен, Сартури В. Собинов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнчен вӗренсе тухнӑ. 2000 ҫултанпа вӑл Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентет, профессор.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вара, оперӑпа балет театрӗн балет труппин илемлӗх ертӳҫи Данил Салимбаев 50 ҫул тултарнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ куракансене ҫак эрнере премьерӑна йыхравлать. Марина Карягина пьеси тӑрӑх лартнӑ «Телей кайӑкӗ» спектакль пӗтсе пыракан чӑваш (тепӗр тесен, ун пекки Чӑвашра ҫеҫ-и?!) ялӗ ҫинчен. Трагикомедие курма театра юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче каймалла.
«Телей кайӑкӗ» спектакль пирки ticketform.ru билет операторӗ ҫапларах ӑнлантарса панӑ: «Арҫынсӑр юлнӑ пӗтсе пыракан ялта пурте хӑй пек телейсӗр, анчах кашнин нуши пӗрлехи инкек пулса тӑрать те, ял-йыш ырлӑхӗпе харпӑр хӑй телейӗшӗн мӗнпурӗ хӑй пӗлнӗ пек тапаҫланма тытӑнать…
Ялта хӗрарӑмсем те ачасем кӑна, колхоз юхӑннӑ, культура вучахӗ сӳннӗ, ӗҫ ҫуккипе арҫынсем инҫете тухса кайнӑ, вӗренекенсем сахаллипе шкула хупасшӑн — ку паянхи Раҫҫейре пурте палласа илекен ӳкерчӗк. Ӑҫта ҫӑлӑнӑҫ, мӗн тумалла шкула сыхласа хӑварас тесен? Паллах, ача шутне ӳстермелле. Анчах… таврара та пӗр арҫын ҫеҫ. Пуҫланать ялта хирӗҫтӑруллӑ пӑтӑрмах! Хветура, ҫӗр ҫултан иртнӗ аптраман кинеми, «килтен писнӗ Куйкӑрӑш кайӑка каялла тавӑрмасӑр ман вилме ирӗк ҫук» тесе шутлаканскер, ялта йӗрке тума пикенет: никам сисиччен мӑнукӗн «алӑран вӗҫерӗннӗ» мӑнукне, Саньккӑна та, хӗрарӑмсене те «вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑрах», соцсетьсем урлӑ, «тӑна кӗртсе» пурӑнать.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Ухсай Яккӑвӗн трагедийӗ тӑрӑх лартнӑ «Шуйттан чури» спектакльпе ҫӗнӗ сезона уҫрӗҫ. Театрта пӗлтернӗ евӗр, мистикӑллӑ драма «кашни ҫыннӑн чунӗнчи ырӑпа усал, ҫутӑпа тӗттӗм, ангелсемпе демонсен ӗмӗрлӗх темине ҫӗклет. Спектакле иртнӗ ӗмӗрӗн кунӗсене кӑтартма фольклор элеменчӗсемпе пуянлатнӑ».
Театрта ӗнер ҫамрӑксем питех те йышлӑччӗ. Вӗсем Пушкин карттипе пынине тавҫӑрма йывӑр мар. Ҫак йӗркесен авторне тыткӑнлани — ҫамрӑксем спектакле кӑсӑкланса пӑхни. Шкулсенчен е ытти вӗренӳ учрежденийӗнчен ушкӑнпа пынӑ ҫамрӑксем шавлама юратнине унчченхи ҫулсенче пӗрре кӑна мар сиснӗччӗ, театрта ӗҫлекенсен вӗсене шӑпрах ларма темиҫе хутчен те асӑрхаттарма тивнине куркаланӑ.
Ӗнерхи спектакль хыҫҫӑн залри халӑх «Браво!», «Молодцы!», «Маттур!» тесе темиҫе хутчен те каларӗ, чылайччен алӑ ҫупрӗ.
Чӑваш Енре хӑй вӑхӑтӗнче ят-сум хӑварнӑ композитор тата артист, Валериан Лебедев, ҫуралнӑранпа ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнче шӑп та лӑп 90 ҫул ҫитрӗ.
Вӑл Шупашкар районӗнчи Салапайкасси ялӗнче 1931 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ, леш тӗнчене пирӗнтен 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайнӑ.
Пулас Чӑваш халӑх артисчӗ 1953 ҫулта Киеври консерватори ҫумӗнчи музыка училищинчен вӗренсе тухнӑ, 1961 ҫулта – Мускаври А. Луначарский ячӗллӗ театр ӳнерӗн институтӗнчен.
1954 ҫулта вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. 1969-1974 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх музыка театрӗн директорӗ пулнӑ. 1999 ҫултанпа каллех Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче тӑрӑшнӑ. Хальхинче вӑл артистра тата музыка пайӗн заведующийӗнче тимленӗ. 2003 ҫултан пуҫласа 2006 ҫулччен концертмейстер тивӗҫне пурнӑҫланӑ.
Театр ӳнерне ӑнланакансем Валериан Лебедев калӑпланӑ сӑнарсене пысӑка хурса хаклаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |