Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ худрук ӗҫе кӳлӗннӗ. Унпа ӗнер худканашӑн ларӑвӗнче культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова паллаштарнӑ. Театрӑн илемлӗх ертӳҫинче Максим Жучин тимлеме тытӑннӑ.
Культура учрежденийӗнче Максим Юрьевича пӗлеҫҫӗ. Унччен вӑл театрта тӗп режиссёрта тӑрӑшнӑ.
Максим Жучин Питӗрти Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче «вокал искусстви» тата «музыка театрӗн режиссёрӗ» специальноҫсене алла илнӗ. Мариинкӑри тата Михайловский театрсенче, Питӗрти Камера музыка театрӗнче, унти Оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшнӑ. Вӑл — Питӗрти консерваторин опера хатӗрлевӗн кафедрин преподавателӗ, ученӑй канашӗн яваплӑ секретарӗ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Светлана Дмитриева ҫуралнӑранпа 50 ҫул ҫитнине халалласа юбилей каҫӗ иртӗ.
Светлана Владимировна 1971 ҫулхи ҫул уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кошнаруй ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ Театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах ҫамрӑк артистка Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. 30-а яхӑн театр сезонӗнче тӗрлӗ енлӗ нумай сӑнара калӑпланӑ. 2013 ҫулта ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки» ят панӑ.
Паян артисткӑн театрти юбилей каҫӗ «Ҫӗн мӑшӑрӑн ҫӗр кӗске» камитпе вӗҫленӗ.
Тутарстанри Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче чӑваш спектакльне кӑтартӗҫ. Хусана К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ «Хӑвӑрт укҫа ҫавӑрать пуҫа» спектакльпе тухса кайӗ. Ӑна Александр Пӑртта драматург пьеси тӑрӑх лартнӑ.
Чӑваш спектакльне Хусанта кӑтартма пулӑшассишӗн асӑннӑ тӑрӑхри чӑваш хастарӗ Константин Малышев тӑрӑшать.
Спектакле синхронлӑ мелпе вырӑслана куҫарӗҫ. Апла пулсан ӑна чӑвашсем ҫеҫ мар мар, ытти халӑх ҫыннисем те пырса курайӗҫ.
Спектакль ыран, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, 19.00 сехетре пуҫланӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Совет Союзӗ ҫӗршывӗ ҫине фашистла Германи ешкерӗ тапӑнса килни 80 ҫул ҫитет. Ҫак вӑрҫӑ нуши-асапне фронтри ҫапӑҫусенче тӳссе ирттерсе сыхланса юлнӑ ӑру паян кунран-кун сахалланса та сахалланса пырать, «вӑрҫӑ ачисен» ӑрӑвӗ те – халь чи аслӑ ҫынсем. Анчах вӑрҫӑ историйӗ пире паян та калаҫтарать, шутлаттарать, унпа ҫыхӑннӑ асап йӗрӗ паянхи кун та пирӗн пурнӑҫ асӗнче. Патшалӑх архивӗсенче ҫӗнӗ документсене алла тытса вулама май килнипе вӑрҫӑ историйӗпе ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тӗпчев ӗҫӗсем ҫырӑнаҫҫӗ, вӑрҫӑ темипе ҫӗнӗ кинофильмсем ӳкерӗнеҫҫӗ, следопытсен ӗҫӗ-хӗлӗ вӑрҫӑра вилнӗ чылай салтак виллине йӗрлесе тупса ӑна тӑван ҫӗре илсе килсе пытарма пулӑшать, нумаях пулмасть вӑй илнӗ «Вилӗмсӗр полк» акци халӑха пӗрлештерсе кашни киле пырса ҫапнӑ вӑрҫӑ нуши ҫинчен калаҫтарать, театрсенче вӑрҫӑ темипе лартнӑ спектакльсем кун ҫути кураҫҫӗ. Пирӗн чӑваш литературинче те вӑрҫӑ темипе ҫырӑннӑ произведенисем чылай темелле. Салтак нуши-асапне тӳссе вӑрҫӑ витӗр тухнӑ чӑваш писателӗсемпе поэчӗсем хӑй вӑхӑтӗнче чылай произведени кун ҫути кӑтартнӑ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ уяв концертне йыхравлать. «Из прошлого в будущее» (чӑв. Иртнинчен пуласлӑха) концерта ҫитсе курас текенсем валли парне хатӗрленӗ. Пӗр билет туянсан иккӗмӗшне тӳлевсӗр парӗҫ.
Уяв программинче — юратнӑ спектакльсенчи сыпӑксем, концерт номерӗсем, саламсем тата... хаваслӑ кӑмӑл.
Концерт режиссёрӗ — Максим Жучин, дирижерӗ — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ольга Нестерова.
Уяв концертне пултаруллӑ сцена ӑстисем хутшӑнӗҫ.
Паян, ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Раиса Ахметбекова юрӑҫ, педагог куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ. Вӑл 1959 ҫулта уҫӑлнӑ Чӑваш музыка театрӗн пӗрремӗш солистки пулнӑ. Унта вӑл 1966 ҫулччен ӗҫленӗ.
Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раиса Назаровна чӑваш культурине аталантарма 50 ҫул ытла тӳпе хывнӑ, ҫав шутран 46 ҫулне Шупашкарти музыка училищинче педагогра ӗҫлесе ирттернӗ.
Хӑй вӑл Узбекистанри Андижан хулинче 1933 ҫулта ҫуралнӑ. Ачаллах ашшӗсӗр, унтан амӑшӗсӗр тӑрса юлнине пӑхмасӑрах вӗренме ӑнтӑлнӑ. Малтан музыка училищинче ӑс пухнӑ, унтан – Ташкентри консерваторире. Юлашкинчен асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнчен диплом алла илсе тухсан тепӗр ҫулхине Чӑваш Ене куҫса килсе кунта уҫӑлнӑ музыка театрне ӗҫлеме вырнаҫнӑ. Унӑн пӗрремӗш сӑнарӗ Федор Васильевӑн «Шывармань» оперинчи Сарпи пулнӑ. Сарпи партине вӑл чӑвашла юрланӑ. Пирӗн чӗлхене ӑша хывма ӑна СССР халӑх артистки Вера Кузьмина пулӑшнӑ. Пултаруллӑ та хитре, килӗшӳллӗ узбек хӗрне «пысӑк хура куҫлӑ пӗчӗк Сарпи» тенӗ. Раиса Ахметбековӑна вӗренекенӗсем те питӗ юратнӑ.
Паян — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Александра Зайцева ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче артисткӑн юбилейне халалласа К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче юбилей каҫӗ иртӗ. Саламсем хыҫҫӑн «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакле кӑтартӗҫ. Игорь Муренко пьеси тӑрӑх лартнӑ ҫав ӗҫре Александра Зайцева Шура сӑнарне калӑплӗ.
Александра Николаевна Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ялӗнче 1961 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1978-1983 ҫулсенче вӑл Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче вӗреннӗ. Унта театр тата кино актрисин ӑсталӑхне алла илнӗ. 1983 ҫултанпа Александра Зайцева К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлет.
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисчӗ Борис Алексеев ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа астӑвӑм каҫӗ иртнӗ.
Мероприятие СССР халӑх артисчӗ, театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев уҫнӑ май кашни халӑхӑнах мӑнаҫлӑ ҫыннисем пуррине, вӗсене пирӗн асра тытмаллине палӑртнӑ.
Борис Алексеев СССР халӑх артисчӗ ята чӑваш артисчӗсенчен пуҫласа тивӗҫнӗ. РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева та ҫав ӑстана лайӑх астӑвать. Унпа пӗрле выляма тӳр килнишӗн вӑл хӑйне телейлӗ тесе шухӑшлать. Борис Алексеев ҫемҫе те ырӑ кӑмӑллӑ пулнине, сцена ҫинче ун пек артист пулманнине палӑртса хӑварнӑ Нина Яковлева.
Театр фойинче артист пултарулӑхӗпе паллаштаракан курав йӗркеленӗ.
Уншӑн пӗтӗм пурнӑҫ — балет, сцена тата театр. Ҫакӑн пек калаҫҫӗ Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Ольга Серёгина пирки Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл, Чӑваш Ен Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, балет сценин чӑн-чӑн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, хӑйӗн юбилейне паллӑ тунине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: Ольга Витальевна 1975 ҫулта Ленинградри А.Я. Ваганова ячӗллӗ академи хореографи училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ҫав ҫулах Шупашкарти оперӑпа театрӗн балет труппинче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Ӗнер театрта артисткӑн юбилейне халалланӑ каҫ иртнӗ. Юбиляра Чӑваш Енри театр ӗҫченӗсен союзӗн ертӳҫи Сергей Павлов пултарулӑх пӗрлешӗвӗн Хисеп грамотипе чысланӑ. Тӑван театрӗн илемлӗх ертӳҫи Дмитрий Банаев чечек ҫыххи тыттарнӑ.
Ӗнер Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамӑксен театрӗнче чӑваш чӗлхине, наци культурине тата ӳнерне аталантарассине сӳтсе явма пуҫтарӑннӑ. Пултарулӑх пӗрлешӗвӗсен хастарӗсемпе, артистсемпе, художниксемпе, дизайнерсемпе тата композиторсемпе иртнӗ тӗлпулӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев хутшӑннӑ.
«Чӑвашла хаҫатсем тата журналсем тухса тӑраҫҫӗ, радиопа телекурав чӑвашла хыпарлаҫҫӗ. Пирӗн пурнӑҫа чӑваш киновӗ ытларах та ытларах кӗрсе пырать. Ку вӑл пӗтӗмпех — тӑван чӗлхене аталантармалли никӗс. Анчах пирӗн талпӑнмалли пур-ха. Ача пӗчӗкрен чӑваш чӗлхине тата культурине ӑша хывтӑр тесен ун тавра чӑваш чӗлхи пулмалла. Ку енчен пирӗн пурнӑҫламалли чылай-ха, — тенӗ Олег Николаев. — Кунта хуласенчи урамсенче чӑвашла ҫырассине, тӗрлӗ меропиятире чӑваш чӗлхипе усӑ курассине те кӗртмелле».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |