Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республикӑри тӑватӑ ҫынна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят панӑ. Хушӑва Олег Николаев Элтепер алӑ пуснӑ.
Сумлӑ йышра – «Эстрада артисчӗсен союзӗ» общество организацийӗн вице-президенчӗ Валентина
Анисимова, Тӑвай районӗнчи Вӑрманти Тӑрӑнти культура ҫурчӗн заведующийӗ
Татьяна
Ефимова, Елчӗкри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн преподавателӗ Римма Парферьева, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп администраторӗ Роза Степанова.
Чӑваш Енре ҫулсерен ирттерекен театр ӳнерӗн «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсне ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, пӗтӗмлетнӗ.
«Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» ята К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче М. Сунтал пьеси тӑрӑх лартнӑ «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» (режиссерӗ – Наталия Сергеева) ӗҫ тивӗҫнӗ.
«Ачасем валли хатӗрленӗ ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» – Чӑваш патшалӑх драма сӑнавлӑ театрӗн Ю. Боганов ӗҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Две колдуньи» (режиссерӗ – Александр Аркадьев) спектакль.
«Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» – Вырӑс драма театрӗн «О чём плачут лошади» спектаклӗнчи Галина Холопцева калӑпланӑ Соха сӑнарӗ; «Чи лайӑх арҫын ролӗ» – Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнчи «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» спектакльте Евгений Урдюков ҫамрӑк чухнехи Бичурина выляни; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль» – халь ҫеҫ асӑннӑ спектакльте Геннадий Медведев ватлӑхри Иван Бичурина калӑплани.
«Чи лайӑх сценографи» тесе жюри эпир маларах асӑннӑ «О чём плачут лошади» спектакле Иван Мальгин илемлетнине йышӑннӑ; «Спектаклье музыка енчен илемлетни» номинаци ҫӗнтерӳҫи – «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра йӑлана кӗнӗ майпа «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс иртет. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш Енри театрсем 10 спектакль тӑратнӑ. Ӗҫсене 7 номинаципе хаклӗҫ: «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль»; «Ачасем валли чи лайӑх спектакль»; «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ»; «Чи лайӑх арҫын ролӗ»; «Чи лайӑх сценографи»; «Иккӗмӗш планри чи лайӑх роль»; «Спектакле музыка енчен чи лайӑх илемлетни».
Жюри йышӗнче 2 театр критикӗ те пур: филологи наукисен докторӗ, искусствоведени кандидачӗ, «Культурный Петербург» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Сергей Ильченко тата «Пять вечеров на Кипре» пӗтӗм тӗнчери театр фестивалӗн арти-директорӗ, театр менеджерӗ, критик Армине Оганесян.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, драматург, педагог, публицист, Ефим Никитин (1912-2022) ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнӗ.
Ефим Никитин 1912 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче унчченхи Ҫӗрпӳ уесӗнчи, хальхи Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри театр техникумӗнче сцена искусствине, Чӑваш патшалӑх музыкӑпа театр техникумӗнчи актер уйрӑмӗнче, Дон ҫинчи Ростов хулинче режиссёрсен курсӗнче вӗреннӗ.
1933-1940 ҫулсенче вӑл Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче актёрта тата режиссёр ассистентӗнче, пукане артистӗнче ӗҫленӗ.
Комсомольскинчи колхоз театрӗнче илемлӗх ертӳҫинче тата актёрта та тӑрӑшнӑ.
1943-2000 ҫулсенче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ пулнӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ йӗркелекен XXVI пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ ака уйӑхӗн 8-17-мӗшӗсенче иртӗ.
Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, классика хореографийӗнчи шедеврсемпе (сӑмахран, А. Аданӑн «Жизель» балечӗ, Л.Минкусӑн «Дон Кихочӗпе» пӗрлех «Титан’ия» (Г. Малер музыки) тата «Болеро» (М. Равель) пӗр актлӑ балетсем те пулӗҫ. Юлашкинчен асӑннисен премьерисене Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллипе хатӗрленӗ. Вӗсене куракансем патне ака уйӑхӗн 8, 9-мӗшӗсенче ҫитерӗҫ.
А. Айгин музыкиллӗ пӗр актлӑ «Арлекинада. NEW» балет та куракансене килӗшӗссе шанаҫҫӗ.
Пермьри патшалӑх хореографи училищин артисчӗсем СССР халӑх артисткине халалласа концерт кӑтартӗҫ. Вӑл ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫӗнӗ ӗҫпе паллаштарнӑ. Юхма Мишшин «Куккук куҫҫулӗ» романӗ тӑрӑх драмӑлла фантазине сцена ҫине Раҫҫейӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Азербайджанри культурӑн хисеплӗ ӗҫченӗ, тӗрлӗ преми лауреачӗ Борис Манджиев лартнӑ.
«Эпир Юхма Мишшин стильне тата концепцине упраса хӑвартӑмӑр. Спектакле лартас ӗҫре хусканусем, ҫипуҫ, музыка, сценографи тата режиссура енӗпе чылай специалиста явӑҫтартӑмӑр», — тенӗ Борис Манджиев.
Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче ҫӗнӗ спектакль лартма хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна культура учрежденийӗн 100 ҫулхи юбилейне халаллӗҫ. Спектакль лартма Чӑваш Ен Элтеперӗн укҫипе усӑ курӗҫ.
«Леди на день» спектакле Олег Данилов пьесипе лартӗҫ. Ун валли Шупашкара Раҫҫейри паллӑ театр тата кино режиссёрне, Раҫҫей искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Дмитрий Астрахана чӗнсе илнӗ.
Дмитрий Астрахан — «Ты у меня одна», «Перекресток», «Желтый карлик», «Всё будет хорошо», «Алхимик» тата ытти фильм режиссёрӗ. Вырӑс драма театрӗн труппипе вӑл пуҫласа ӗҫлӗ.
Паян, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗн, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн симфони оркестрӗн концертмейстерӗн Евгений Красновӑн сумлӑ юбилейӗ. Театрта пӗлтернӗ тӑрӑх, сцена ӑсти спектакльсемпе концерт программисене ҫур ӗмӗре яхӑн илем кӳрет, музыка илемӗпе куракансен чунӗсене тыткӑнлать.
Евгений Краснов Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ патшалӑх консерваторийӗнче вӗреннӗ. Студент чухне Тутарстанри Муса Джалиль ячӗллӗ патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Консерваторирен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи симфони оркестрне пӗрремӗш скрипкӑсен ушкӑнне ӗҫе илнӗ. Евгений Краснов кирек мӗнле музыка жанрне те (опера-м вӑл е балет-и, оперетта-и) пӗр пек илем кӳме ӑста.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, 18 сехет те 30 минутра, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗн, баритон-сасӑллӑ Иван Николаев солистӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ.
Иван Николаев Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер инстиутӗнче Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Ен халӑх артистки, Валентина Смирнова-Геворкян профессор класӗнче вӗреннӗ. 2011 ҫулта Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑскер сцена ҫинчи 10 ҫулхине халаллӗ.
Уяв каҫӗнче анлӑ сарӑлнӑ классика, хитре хореографи номерӗсем, халӑх юррисем, эстрада хичӗсем тата ытти композици пулӗ. Ҫав концертра сцена ҫине Сартури тата Краснодарти солистсем, «Артикль» вокал проекчӗн ӑстисем, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ тухӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче икӗ премьерӑна хатӗрлеҫҫӗ.
Вӗсенчен пӗри — Юхма Мишшин мифологи романӗ тӑрӑх хатӗрлекен «Куккук куҫҫулӗ» спектакль. Хайлав тӑрӑх сцени чӗлхине Михаил Башкиров хатӗрленӗ. Режиссёр-постановщикӗ – Раҫҫей Федерацийӗн тата Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Борис Манджиев.
Тепӗр спектакль Андрей Ивановӑн «Это всё она» пьеси тӑрӑх пулӗ. Ӑна Тутарстан тата Пушкӑртстан республикисен искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Байрас Ибрагимов режиссёр-постановщик лартать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |