Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗнер пысӑк кинозал уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑм ячӗпе театра республикӑ культура министрӗн ҫумӗ Надежда Павлова та пырса ҫитнӗ.
«Ҫеҫпӗл» кинозал валли оборудовани туянма кӑҫал 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫав укҫана Тӑван ҫӗршыври кинематографие аталанма пулӑшакан федераци фондӗнчен уйӑрнӑ.
Курав залӗнче 472 ҫын вырнаҫаять. Унта цифра кинооборудованийӗ, сасӑ аппаратури, ҫӗнӗ киноэкран, 3D форматлӑ кино кӑтартмалли хатӗр вырнаҫтарнӑ.
Министр ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Культура» нацпроект пулӑшнипе Чӑваш Енре 22 кинозал уҫнӑ.
Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Арслан Вагапов хореографӑн, балетмейстерӑн, педагогӑн тата художникӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ каҫ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Узбекистанра ҫуралнӑ, ачалӑхне Урал тӑрӑхӗнче ирттернӗ, аслӑ пӗлӗве Ленинградра (халӗ — Питӗрте) илнӗ, унтан ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе опыт пухнӑ ҫав ӑста пирӗн патра та ят-сум ҫӗнсе илнӗ.
Юбилей каҫне пынисем хореографа хакласа нумай ӑшӑ сӑмах каланӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн илемлӗх ертӳҫине палӑртакан конкурс иртнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ. Илемлӗх ертӳҫин пуканне асӑннӑ театрта директорта ӗҫлекен Андрей Попов йышӑннӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра пӗлтерни тӑрӑх хакласан, илемлӗх ертӳҫи пулма пурӗ 5 ҫын ӗмӗтленнӗ. Конкурса хутшӑннисем — ятарлӑ професси пӗлӗвӗллӗскерсем, унсӑр пуҫне тӗп режиссёрта (дирижерта, балетмейстерта) виҫӗ ҫултан кая мар тӑрӑшнӑскерсем. Конкурс комиссийӗ пултарулӑх енчен Пермьри Андрей Попова ҫитекен ҫуках тесе пӗтӗмлетнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче мухтавлӑ режиссёра Иосиф Дмитриев-Трера асра тытаҫҫӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халлалласа ӳнер учрежденийӗ «Яту сан ӗмӗре ҫуталтӑр» музыкӑпа поэзи каҫне ирттерме палӑртса хунӑ.
Пултаруллӑ артистӑн, режиссёрӑн, поэтӑн пултарулӑхне сума сӑвакансем театра раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Музыкӑпа поэзи каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Ҫав каҫ Лолита Чекушкина композитор ҫырнӑ ораторипе паллашма май килӗ. Унӑн никӗсӗнче — Иосиф Трерӑн «Ӑрӑм» поэми.
«Иосиф Александровичпа эпир пӗрле нумай ӗҫленӗ. Вӑл маншӑн пулӑшуҫӑ тата юлташ пулса тӑнӑ. Пӗрле ӗҫленӗ тапхӑрта вӑл мӗн тери йӗр хӑварнине каласа пӗтерме те ҫук», — тет композитор.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ҫак кунсенче Тӗменпе Ижевск хулисенчи куракансене спектакльсем кӑтартӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 29 тата 30-мӗшӗсенче Тӗменти Пысӑк драма театрӗн сцени ҫине тухӗҫ, раштавӑн 2-мӗшӗнче — Ижевскра, унти Патшалӑх наци театрӗн сцени ҫине.
Гастроль программинче — Федор Павловӑн «Ялта» спектаклӗ, Игорь Муренкон «Ай мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» камичӗ тата Юлий Кимӑн «Кто принцессу поцелует?» (чӑв. Принцессӑна кам чуптӑвӗ?) музыкӑллӑ юмахӗ.
Чӑвашла спектакльсене синхрон мелӗпе вырӑсла куҫараҫҫӗ.
Шӑматкун, чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикинче спектакль кӑтартнӑ. Инҫе ҫула вӗсем чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тухса кайнӑ.
Чӑваш артисчӗсем унта ҫулсерен йӗркелекен «МанджиевФест» регионсем хушшинчи театр фестивальне хутшӑнаҫҫӗ. Культура мероприятийӗ Калмӑк Республикин тӗп хулинче, Элистара, Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртет.
Фестивале Пушкӑртстанри, Дагестанри, Мордва Республикинчи, Хакас Республикинчи, Тувари артистсем хутшӑнаҫҫӗ. Чӑвашсем «Куккук куҫҫулӗ» спектакль кӑтартнӑ.
Ҫак эрнере пирӗн республикӑна Мускаври театр критикӗсем килнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӗсем пӑхнӑ спектакльсем хушшинче Чӑваш академи драма театрӗн «Шуйттан чури» драми те пулнӑ.
Раҫҫейри Театр ӗҫченӗсен союзӗн театр эткерлӗхӗн комиссийӗн председателӗ Дмитрий Родионов Ухсай Яккӑвӗн хайлавӗ тӑрӑх Наталия Сергеева режиссёр лартнӑ ӗҫе пысӑка хурса хакланӑ май «юлашки ҫулсенче курнӑ чи лайӑх этнос постановки» тесе каланӑ.
Ӗҫ паянхи кунпа килӗшсе тӑнине те вӑл палӑртса хӑварнӑ. Этнокультура – тӗнче бренчӗ-ҫке.
Ҫӗршыври паллӑ театроведсене декораци те, артистсен тумӗ те килӗшнӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем Наталия Сергеева режиссёр массӑллӑ сценӑсемпе ӗҫлеме пултарнине, асра юлмалла сӑнарсем хатӗрленине асӑрханӑ.
Спектакльте вылянӑ артистсенчен Елизавета Хрисанфовӑпа (Эрнук) Алексей Герасимова (шуйттан) уйрӑмах ырланӑ.
К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрне тӗпрен юсама палӑртнӑ. Унта никӗсне тата цоколе ҫӗнетесшӗн.
Проекта Экспертиза тата строительствӑра хак тӑвакан центр пӑхса тухнӑ. Проект документацине "Форс" ӑслӑлӑхпа производство фирми хатӗрленӗ.
Палӑртмалла: Чӑваш патшалӑх драма театрне 1918 ҫулта пуҫарнӑ. 1933 ҫулта академи ятне панӑ, 1959 ҫулта - К.В.Иванов ятне. Халь театр вырнаҫнӑ ҫурта 1961 ҫулта уҫнӑ. 1993 ҫултанпа вӑл культура еткерлӗхӗн объекчӗ шутланать.
Ҫак кунсенче пирӗн республикӑра Мускаври театр критикӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Ене чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килсе ҫитнӗ.
Раҫҫейри театр критикӗсен коллегийӗн пирӗн тӑрӑха килнӗ пайташӗсен йышӗнче — «Сцена» журналӑн тӗп редакторӗ, «Федерация» наци театрӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗн илемлӗх канашӗн пайташӗ, Раҫҫей ӳнер академийӗн хисеплӗ членӗ, К.С. Станиславский ячӗллӗ преми лауреачӗ Дмитрий Родионов, ҫавӑн пекех паллӑ театроведсем Полина Богданова тата Анастасия Ильина.
Сумлӑ хӑнасем Ҫамрӑксен театрӗн, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тата Вырӑс драма театрӗн ӗҫӗсене хаклӗҫ.
Республикӑна килсе ҫитнӗ кунхине критиксем Ҫамрӑксен театрӗн «Кошкин дом» тата «Чапаев» ӗҫӗсене пӑхнӑ, ӗнер — «Куккук куҫҫулӗ» фантазие.
Чӳк уйӑхӗн 23 тата 24-мӗшӗсенче Чӑваш академи драма театрӗнче «Шуйттан чури» драмӑпа «Пилӗк пӑтлӑ юрату» трагикомедие хаклӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 25 тата 26-мӗшӗсенче Вырӑс драма театрне ҫитсе
«Мертвые души» фантасмагорие, «Виртуальные приключения Сони и Вовы» кибер-юмаха тата «Братья Карамазовы» драмӑна пӑхӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче 2023 ҫулта «История Нарспи» балет спектаклӗ лартма палӑртнӑ.
Культура учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, балет валли Анисим Асламас чӑваш композиторӗн музыкипе усӑ курӗҫ.
Постановка валли Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне уйӑрмалла.
Спектакле пирӗн ентешӗмӗре, СССР халӑх артисткине Надежда Павловӑна халаллӗҫ.
Аса илтерер: Надежда Павлова 1956 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Ача чухне вӑл Пионерсен ҫуртӗнчи балет кружокне ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне хӗрачан Турӑ панӑ ӑсталӑхӗ аван сисӗннӗ, кайран вӑл ҫӗршыв шайӗнчи ят-сум ҫӗнсе илнӗ. Балерина Мускавра пурӑнать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |