Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР Вера Кузьмина ячӗллӗ «Чӗкеҫ» фестиваль иртет. Ҫав вӑхӑтра чӑваш сцени ҫинче Азербайджан, Калмӑк, Крым, Тутарстан, Пушкӑртстан, Мари Эл республикисенчи театрсен чи лайӑх спектаклӗсене курма май туса панӑ.
Фестиваль уҫӑлнӑ кун калмӑксем спектакль кӑтартнӑ, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче — пушкӑртсем тата азербайджансем, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче — ҫармӑссем.
Паян, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Крым тутарӗсем Александр Пушкинӑн «Бахчисарайский фонтан» поэми тӑрӑх Эдип Эмир лартнӑ драмӑна курма май пур. Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче тутарсем спектакль кӑтартӗҫ, чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче — чӑвашсем.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ астӑвӑм каҫӗ иртнӗ. Унта хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев вӑл хӑй те Вера Кузьмина пекех чӑваш пулнишӗн савӑннине палӑртса хӑварнӑ.
«Вера Кузьминична пире пуян эткерлӗх парса хӑварчӗ. Вӑл хӑйӗн пунӑҫне чӑваш ӳнерне, чӑваш культурине, чӗлхине, хӑйневевӗрлӗхне упраса хӑварассине халалланӑ. Вера Кузьмина ячӗ наци театрӗсене пӗрлештерет», — мӑнаҫланса каланӑ Олег Николаев.
Ҫак кунсенче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче «СеспельФЕСТ» фестиваль пырать. Вӑл чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Регионсем хушшинчи ҫав мероприяти Иосиф Дмитриев (Трер) ячӗллӗ.
Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче Мари Элти Ҫамрӑксен театрӗ Иван Гончаров романӗ тӑрӑх лартнӑ «Обломов. Теперь или никогда» спектакле кӑтартнӑ.
«Эпир кашни ҫулах фестивале килетпӗр, — тенӗ театрӑн илемлӗх ертӳҫи, РФ искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Олег Иркабаев. — Пирӗн спектакле сумлӑ жюри хаклани пирӗншӗн пысӑк чыс».
СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа ҫак кунсенче пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртет. Ӗнер Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче артистсем, аслӑ шкулсен проректорӗсем, преподавательсем, студентсем ҫавра сӗтеле пуҫтарӑннӑ.
Вера Кузьмина ҫинчен асӑннӑ институтӑн профессорӗ, РСФСР халӑх артисчӗ, Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ Николай Григорьев аса илсе каласа кӑтартнӑ.
«Ун ҫинчен кӗнекесем кӑлараҫҫӗ, фильмсем ӳкереҫҫӗ, ӑна мероприятисем, конкурссем, фестивальсем халаллаҫҫӗ. Вӑл пирӗншӗн, пултарулӑх ҫыннисемшӗн, тӗслӗх пулса тӑрать. Эпир ун пекрех пулма тӑрӑшатпӑр. Эпир унӑн ырӑ ятне асра тытатпӑр», — ӑшшӑн палӑртса хӑварнӑ Ҫамрӑксен театрӗн артистки Ирина Архипова.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 11 сехетре СССР халӑх артисткин Вера Кузьминан (1923-2021) вил тӑпри ҫинче палӑк уҫӗҫ.
Аса илтерер: пултаруллӑ сцена ӑстине Шупашкарти Богдан Хмельницкий урамӗнчи масар ҫинчи паллӑ ҫынсен аллейинче мӑшӑрӗпе, Петӗр Хусанкайпа, юнашар пытарнӑ.
Палӑк уҫнӑ хыҫҫӑн Ҫамрӑксен театрӗнче Вера Кузьмина ҫинчен ӳкернӗ фильма хӑтлама пуҫтарӑнӗҫ. Мероприяти 13 сехетре пуҫланӗ.
Чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче актриса пурӑннӑ Шупашкарти Джержинский урамӗнчи 31-мӗш ҫурт ҫине асӑну хӑми вырнаҫтарӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Ҫамрӑксен Вера Кузьмина ячӗллӗ пултарулӑх форумӗ иртнӗ. Ку вӑл — СССР халӑх артисткине халалланӑ мероприятисенчен иккӗмӗшӗ. Вӗсенчен пӗрремӗш Тӑвайӗнче, артисткӑн тӑван тӑрӑхӗнче, иртнӗ.
Чӑваш Енӗ Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, форума республикӑри чи хастар ҫамрӑксем пуҫтарӑннӑ. Вӗсем — хӑйсен пултарулӑхне аталантарма юратакансем тата театр ӳнерӗпе кӑсӑкланакансем.
Мероприятие пухӑннӑ 100 ытла ҫамрӑк чӑваш сценин ӑстисем ирттернӗ ӑсталӑх сехечӗсене хутшӑннӑ. Унсӑр пуҫне вӗсем актёр, сцена хусканӑвӗ, сцена калаҫӑвӗ енӗпе ӑмӑртнӑ. Унсӑр пуҫне Вера Кузьминан пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ викторина-квизра хӑйсене тӗрӗсленӗ.
Чӑваш Енре СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятсем иртеҫҫӗ. Чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Тӑвайӗнчи культура ҫуртӗнче Чӑваш академи драма тетарӗн артисчӗсем «Туя туй пек тӑвар-и?» спектакль кӑтартнӑ.
Спектакльте РСФСР халӑх артисткисем Нина Григорьева тата Нина Яковлева, Раҫей тава тивӗҫлӗ артистки Любовь Федорова таиа ытти сцена ӑсти вылянӑ. Халӑх вӗсене ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Иосиф Дмитриева /Трер/ халалланӑ регионсен хушшинчи «СеспельФЕСТ» фестиваль уҫӑлать.
Фестиваль кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут иртет. Вӑл чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пырӗ. Унта Мари Элти, Тутарстанри, Чӑваш Енри ҫамрӑксен театрӗсем хутшӗнӗҫ. Спектакльсем Шупашкарта Ҫамрӑксен театрӗнче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче пулӗҫ.
Пӗрремӗш кунхине Мари ҫамрӑксен театрӗ «Обломов. Теперь или никогда» спектакльпе паллаштарӗ. Ӑна Иван Гончаровӑн романӗ тӑрӑх хатӗрленӗ.
Чӳк уйӑхӗн 9-11-мӗшӗсенче Кироври Афанасьев ячӗллӗ пукане театрӗ Шупашкара гастроле килӗ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пултарулӑх ушкӑнӗ хулари икӗ лапамра спектакльсем кӑтартӗ: Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫинче тата Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче. Пӗрремӗшӗнче «Кентервильское приведение» постановкӑна кӑтартӗҫ, иккӗмӗшӗнче вара – «Гоголь. Спб», «Крошка Енот» спектакльсене.
Ҫакнашкал гастроль ют хуласенчи театрсемпе тачӑ ҫыхӑну йӗркелеме пулӑшнине палӑртнӑ Культура министерстви.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Искусство каҫӗ-2023» культура мероприятийӗ иртӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, шӑматкун, 16:30 сехетре пуҫланӗ.
Ҫав кун куракансене учрежденире чӑваш халӑх пултарулӑхне халалланӑ ятарлӑ программӑпа кӗтсе илӗҫ. Сенкер фойере хальхи вӑхӑтри тумсен «Хитре» бренд куравӗ ӗҫлӗ. Театр 106 ҫул хушши пухса пынӑ экспонатсен пуххи паллашма та кӑсӑклӑ пулӗ. Юрра-ҫемме юратакансем валли инструмент концерчӗ иртӗ.
18 сехетре вара ҫав кун «Театр – ман ӑраскал» моноспектакль пуҫланӗ. Хальхинче унта Пӗчӗк залта Раҫҫей тата чӑваш халӑх артистки Нина Яковлева пултарулӑхпе паллашма май килӗ. Искусство каҫне, моноспектакльсӗр пуҫне, тӳлевсӗр кӗртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |